Авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ялти шкулта вӗрентекенсен Пӗтӗм Раҫҫейри III съезчӗ иртет. Хальхинче ӑна Чӑваш Енре йӗркелеме палӑртнӑ.
Хальлӗхе пӗлтернӗ тӑрӑх, унта Раҫҫейри тӗрлӗ регионти 250 ытла ҫын килӗ. Вӗсен йышӗнче субъектсенчи вӗренӳ управленийӗн органӗсен элчисем, вӗренӳ организацийӗсен ертӳҫисем, ялти вӗрентекенсем пулӗҫ.
Съездӑн пленарлӑ пайне РФ Вӗренӳ министерствин ҫӗнӗ ертӳҫи Ольга Васильева тата Рособрнадзорӑн пуҫлӑхӗ Сергей Кравцов килме пултарӗҫ. Кӑҫал съездра «Ял шкулӗнчи вӗрентекен — Раҫҫейри вектор аталанӑвӗнче» тема тавра калаҫӗҫ.
Палӑртса хӑварар: Пӗтӗм Раҫҫейри I съезд 2012 ҫулта РФ Патшалӑх Думинче иртнӗ. Иккӗмӗш съезда 2014 ҫулта Тамбов облаҫӗнче йӗркеленӗ.