Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Пӑчӑрӑн пырши тухсан та виҫӗ кун пурнасшӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра

Кӗҫнерникун, чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, ҫил самай вӑйлӑ пулнӑ. Кассӑн-кассӑн уйрӑмах вӑйлӑ вӗрнӗ. Республика унран ытлах шар курман-ха. Ҫапах йӗрсӗр иртмен вӑл.

Улатӑрта ҫил трансформатор подстанцине сиенлетнӗ. Ҫавна май хулари 100 ытла ҫурт ҫутӑсӑр тӑрса юлнӑ. Вӗсем Ярославль тата Гагарин урамӗсенче, Шӑплӑх тӑкӑрлӑкӗнче.

Авариллӗ лару-тӑру пирки тӳрех пӗрлехи диспетчер службине пӗлтернӗ. Вырӑна ҫийӗнчех бригада ҫитнӗ. Анчах ҫав кун юсав ӗҫӗсене тума май килмен. Ҫавӑнпа тепӗр кун ирех ӗҫе пуҫӑннӑ.

Хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, юсав ӗҫӗсене чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнче кӑнтӑрла тӗлне туса пӗтермелле пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/dom/view/182
 

Раҫҫейре «Про Город» хаҫат тунӑ сӑн
«Про Город» хаҫат тунӑ сӑн

Египетра Питӗре вӗҫнӗ самолет ӳкнӗ хыҫҫӑн тӗнчипех сисчӗвленӗҫ. Малтанах ку террактпа та ҫыхӑнма пултарни пирки калаҫрӗҫ. Анчах ку версие официаллӑ мелпе ҫирӗплетмерӗҫ.

Апла пулсан та шикленӳ туйӑмӗ сирӗлмест ахӑртнех. ФСБн террорпа кӗрешекен комисси сӗннине Владимир Путин шута илсен ӗнер, чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, ҫак сӗнӗве РФ Правительство пайташӗсем пӑхса тухнӑ.

Самолетсене Египета вӗҫме чарсан ку вӑхӑтлӑха ҫеҫ пулнине пӗлтереҫҫӗ. Самолет ӳкнин чӑн сӑлтавне палӑртиччен. Египета путевкӑсем илнӗ ҫынсем халӗ шухӑшлаҫҫӗ: мӗн тумалла?

Анчах Шупашкарта пурӑнакан хӑш-пӗр ҫын ку лару-тӑрушӑн савӑнать ҫеҫ. Ара, агентствӑсем Египета каймашкӑн путевкӑсене 9 пин тенкӗпе сутаҫҫӗ. Ку 10 кунлӑха тата 4 ҫӑлтӑрлӑ отельре ҫӗркаҫма.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/80010
 

Сывлӑх

Малашне пульницӑсене тӗрӗслесех тӑрӗҫ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви ҫӗнӗ проект пуҫарнӑ.

«Пациентшӑн» ятлӑ вӑл. Проекта ведомство ахальтен пуҫарман. Ҫапла майпа пульницӑри ҫивӗч ыйтусене татса парасшӑн.

Проектпа килӗшӳллӗн, пульницӑсенче кашни уйӑхра анлӑ тӗрӗслев пулӗ. Алла Самойлова каланӑ тӑрӑх, чи малтанах Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти поликлиникӑсене ҫитсе курӗҫ.

План та хатӗрленӗ. Виҫӗ эрне хушшинче пациентсемпе анкетировани тата ыйтӑм ирттерӗҫ. Пӗтӗмпех шута илӗҫ — черетрен пуҫласа пациентсене мӗнле йышӑнни таранах.

Пульницӑна пациентсем министрпа тӗл пулнӑ чухне паллӑ лартӗҫ. Ҫур ҫул иртсен каллех тӗрӗслӗҫ. Проекта пуҫарсан чи малтан Шупашкарти Осипов ячӗллӗ пульницӑна тӗрӗсленӗ.

 

Персона

Кӑҫал Сочи хулинче «Сириус» вӗренӳ центрӗ уҫӑлнӑ. Унта ҫамрӑк спортсменсем, мусӑкҫӑсем, ӑсчахсем килеҫҫӗ. Центра РФ Президенчӗ Владимир Путин пуҫарӑвӗпе уҫнӑ.

Нумаях пулмасть «Сириус» центра пирӗн ентеш пулса курнӑ. Шупашкарти 3-мӗш ӳнер шкулӗнче вӗренекен Павел Кулагин саксофон калать.

«Сириуса» лекме ҫӑмӑл мар. Павел малтанах республика шайӗнчи суйлав витӗр тухнӑ. Унтан унӑн пултарулӑхне Питӗрти жюри хакланӑ. Кун хыҫҫӑн Пашӑна Сочие кайма суйланӑ. Павел «Ӳнер» енӗпе сменӑра пулнӑ.

«Сириус» вӗренӳ центрне 10–17 ҫулсенчи ҫамрӑксем хутшӑнаҫҫӗ. Уйӑхсерен унта 600 яш-хӗр килет. Павел унта 21 кун пулнӑ. Ку хушӑра арҫын ача паллӑ ҫынсемпе паллашса ӗлкӗрнӗ.

Паша каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, центрта лекцисем иртнӗ. Вӗсене Мускав патшалӑх университечӗн ректорӗ Виктор Садовников вуланӑ. Савӑнма та вӑхӑт пулнӑ.

Паша «Сириусра» пулса курнӑ хыҫҫӑн кӗвӗ ҫырма пуҫланӑ. Ҫитес ҫул вӑл татах Сочие кайма ӗмӗтленет.

 

Персона Ардалион Игнатьев
Ардалион Игнатьев

Елчӗк районӗсем Ардалион Игнатьев каҫне йыхравлаҫҫӗ.

Ӑна вӗсем «Елчӗк районӗн мухтавлӑ ывӑлӗ» тесе чӑннипех хаклаҫҫӗ, пысӑка хурса сума сӑваҫҫӗ.

Ардалион Игнатьев — СССР тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ. 1956 ҫулта Мельбурнта иртнӗ ҫуллахи Олимп вӑййисенче бронза призер пулса тӑнӑ. Европа чемпионӗ, нумай хут ҫӗршыв чемпионӗ тата рекордсменӗ пулнӑ. Ардалион Игнатьева сума суса хальхи вӑхӑтра республикӑра та нумай мероприяти иртет-ха.

Елчӗкри историпе тӑван тавралӑх халӑх музейӗнче «Ҫитӗнӳсем патне туптанӑ ҫул» ятпа курав йӗркелени пирки вырӑнти район хаҫӑчӗ пӗлтерет.

Унта тӗрлӗ ҫулти сӑнӳкерчӗксемпе тата кӑсӑклӑ документсемпе паллашма пулать.

Чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Ардалион Игнатьев ҫуралнӑ кун, районти музейра Ардалион Игнатьевӑн асӑну каҫне йӗркелесе ирттерме палӑртнӑ.

 

Ҫурт-йӗр

Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамӗнчи пӗр ҫурта влаҫ юсама йышӑннӑ, анчах унта пурӑнакансем хирӗҫ пулнӑ. Икӗ хутлӑ ҫурт йывӑр лару-тӑрура. Ҫынсем ӑна ишсе антармашкӑн ыйтнӑ.

Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ҫурт фундаменчӗ те ҫӗрет, вӑл кӗҫех йӑтӑнса анать. Пысӑк урапасем иртсе кайнӑ чухне сӗтел-пукан та чӗтренет-мӗн. Ку сӑмах — 57-мӗш ҫурт пирки.

Стенасем те ҫурӑлаҫҫӗ. Хӗлле пӳлӗмсенче сивӗ. 27 ҫул каялла унта юсав тунӑ-мӗн.

Богдан Хмельницкий урамӗнчи кивӗ ҫуртсене 2017 ҫул вӗҫлениччен ишсе антарма палӑртнӑ. Анчах 57-мӗш ҫурта влаҫ темшӗн юсама палӑртнӑ. Ку ҫуртра пурӑнакансем вара килӗшмен кунпа — вӗсен ҫӗнӗ хваттере куҫас килет.

Ҫурта 1958 ҫултах хута янӑ. Халӗ ҫурта авариллисен йышне кӗртнӗ. Унта пурӑнакансене ҫӗнӗ хваттерсене куҫарӗҫ.

 

Ял хуҫалӑхӗ

Ял хуҫалӑхне аталантармалла теҫҫӗ. Ҫапах чиккине пӗлмелле. Ав пушӑ ҫӗрсене хӑй тӗллӗн йышӑннӑ ҫынна нумаях пулмасть явап тыттарнӑ.

Пӑрачкав районӗнчи пӗр арҫын хресчен-фермер хуҫалӑхне йӗркеленӗ. Анчах вӑл, ЧР прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, 209 гектар ҫӗре хӑй тӗллӗн йышӑннӑ та лартса ӳстерет. Ку ҫӗрсем унӑн хуҫалӑхӗн мар.

Тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн йӑлтах тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Вӑл вӑхӑтра ҫӗрсене сухаланӑ пулнӑ ӗнтӗ. Ҫӗрсемпе саккунсӑр майпа усӑ курнӑшӑн хресчен-фермер хуҫалӑхӗн хуҫине 50 пин тенкӗлӗх штраф панӑ.

 

Тӗнчере

Грецире 21 ҫулти чӑваш хӗрӗ ҫухалнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ ку информацие тӗрӗслет. Хӗр Улатӑр хулинчен-мӗн. Кун пирки федераци телеканалӗсенчен пӗринпе пӗлтернӗ.

Кӑларӑм эфира НТВ телеканалпа ӗнер, чӳкӗн 5-мӗшӗнче, тухнӑ. Журналистсем Грецире ҫухалнӑ чӑваш хӗрӗ пирки репортаж хатӗрленӗ. Кун тӗлӗшпе ЧР Следстви управленийӗ следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттерет.

Сюжетра палӑртнӑ тӑрӑх, хӗр Грецие ташӑҫӑра ӗҫлеме кайнӑ. Анчах кӑштахран тӗнче тетелӗнче вӑл аппӑшне «ҫӑмӑлттай хӗрсен» чуралӑхне лекнине пӗлтернӗ. Тепӗракран вӑл амӑшне те шӑнкӑравласа ҫитнӗ. Кун хыҫҫӑн унран хыпар пулман. Юлашки темиҫе уйӑх тӑванӗсем ун пирки нимӗн те пӗлмеҫҫӗ.

Хӗр вырӑнти полицие те шӑнкӑравласа пӗлтерме пултарнӑ. Анчах пакунлисем килнӗ ҫӗре вӑл унта пулман. Халӗ тӗрӗслев вӑхӑтӗнче унӑн тӑванӗсене ыйтса пӗлӗҫ.

 

Культура Республикӑри ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗ
Республикӑри ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗ

ЧР Культура министерстви пулӑшнипе республикӑри ачасемпе ҫамрӑксен вулавӑшӗ «Ҫӗнӗ ятсем уҫатпӑр» конкурс ирттерет.

Кӑҫалхипе улттӑмӗш хут иртекен конкурса литература каҫалӑкӗнче пирвайхи утӑмсем тӑвакан 15–30 ҫулсенчи яш-хӗр хутшӑнма пултарать. Ӗҫсене ҫак номинацисемпе йышӑнаҫҫӗ: «Проза», «Драматурги», «Поэзи». Вырӑсла тата чӑвашла хайлавсене йышӑнаҫҫӗ. Вӗсене А4 калӑпӑшлӑ хут ҫине 20 страницӑран ытла мар (вырӑсла ӗҫсене — 12 Times New Roman, чӑвашлисене — Arial Cyr Chuv шрифтпа) пичетлемелле. Кунсӑр пуҫне ӗҫсене СD-диск е флешка ҫинче илсе килме ыйтаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех авторӑн 6х8 калӑпӑшлӑ тӗслӗ сӑн ӳкерчӗк пулмалла. Алӑпа ҫырнӑ тата кӗнеке пуххисенче, литература альманахӗсенче пичетленнӗ ӗҫсене йышӑнмаҫҫӗ.

Ӗҫсене чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗччен Шупашкарти И. Яковлев проспектӗнчи 8-мӗш «а» ҫурта ҫитермелле. Тӗплӗнрех 8 (8352) 51-62-63, 52-37-22, 54-02-82 номерсемпе шӑнкӑравласа ыйтса пӗлме пулать. Конкурс пӗтӗмлетӗвне библиотека сайтӗнче раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗччен вырнаҫтарӗҫ. Чи лайӑх хайлавсене «Ҫамрӑксен хаҫатӗнче», «Тантӑшра» тата «Самант», «Тӑван Атӑл», «ЛИК» журналсенче пичетлеме, «Ҫӗнӗ ятсем уҫатпӑр» литература пуххин 5-мӗш кӗнекине кӗртме шантараҫҫӗ.

Малалла...

 

Хӗсмет

Ывӑлӗсен хӗсмете кайма вӑхӑт ҫитсен ашшӗ-амӑшӗн ялана тенӗ пекех ыйту ҫуралать. Тем пирки те пӗлесшӗн вӗсем. Ҫар службипе ҫыхӑннӑ ҫӗнӗлӗхсенчен тытӑнса кама ҫара илмесси, вӗреннӗ вӑхӑтра салтака пуҫтарса ан кайччӑр тесен епле хутсем тӑратмалли таранах.

Асӑннӑ мӗнпур ыйтӑва ыран Раҫҫей Президенчӗн Чӑваш Енри йышӑну пӳлӗмӗнче уҫӑмлатма пулать. Кӑсӑклантаракан ыйту хуравне шыраса Шупашкар тӑрӑх ҫӳремелле мар. Телефонпа кӑна шӑнкӑравламалла. Хӗрӳ линипе ҫынсен ыйтӑвӗсене ирхи вунӑ сехетрен пуҫласа вунпӗр сехетчен уҫӑмлатӗҫ. Телефон номерӗ ҫапларах: 39-36-81. Шупашкар хула номерӗпе шӑнкӑравланӑ чух хула кочӗ кирлӗ пулма пултарӗ: 8-8352. Ан именӗр, ыйтӑр, шӑнкӑравлӑр, пӗлес тенине пӗлме тӑрӑшӑр.

 

Страницӑсем: 1 ... 2899, 2900, 2901, 2902, 2903, 2904, 2905, 2906, 2907, 2908, [2909], 2910, 2911, 2912, 2913, 2914, 2915, 2916, 2917, 2918, 2919, ... 3911
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хӑвӑрӑн принципсене ӗнентерме тивӗ. Сире никам та ӑнланмасть пек туйӑнӗ. Анчах апла мар. Тавралла пӑхӑр. Таҫта юнашар сирӗн шухӑшсемпе килӗшекен союзник пур, вӑл сире пулӑшӗ. Эрнен иккӗмӗш ҫурри пысӑк япала туянма, коммерци ӗҫӗсем тума ӑнӑҫлӑ.

Ҫӗртме, 07

1937
88
Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...