Афиша
ИФФ-22-75 ушкӑн студенчӗсем 1975 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетӗнче ушкӑн йӗркеленнӗ, ялсемпе хуласенче ӳснӗ хӗрпе каччӑсем пӗлӳ шыраса, «Пӗлӳ кутамкка мар, хулпуҫҫинчен уртӑнмасть» каларӑша тӗпе хурса студентсен ретне кӗнӗ. Пилӗк ҫултан вӗсем вӗренсе пӗтерсе аслӑ шкултан ӑстасем пулса тухнӑ. Унтанпа 35 ҫул иртнӗ. Ҫӗртмен 24-мӗшӗнче ИФФ-21-75, ИФФ-22-75 ушкӑнсем хӑйсен ӗмӗт-тӗллевӗсем мӗнлерех ҫитсе пынине палӑртма тӗл пуласшӑн. Кӑмӑл пуррисене И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн «Е» ҫурчӗ умне 11:00 сехет тӗлне пухӑнма ыйтаҫҫӗ. Йӗркелӳ ушкӑнӗн ҫыхӑну номерӗ: 8-919-658-44-99 (Леонид Порфирьевич). Ҫак ушкӑнсенче вӗреннӗ ҫамрӑксем хушшинче паллӑ ҫынсем те пур: Андреева (Блинова) Евдокия Александовна (ЧППУ деканӗ пулса), Смирнова (Рахмулина) Надежда Григорьевна («Хыпар» хаҫат ӗҫченӗ), Ильин Леонид Иванович (радиора ӗҫлесе, вӑхӑтсӑр пирӗнтен уйрӑлнӑ), Ержакова Нина Клеменьтева (хасӑт-телекуравра ӗҫленӗ) тата ыттисем. Нумайӑшӗ хӑйсен пурнӑҫ ҫулне шкулсене тытнӑ — ачасене пӗлӳ панӑ. |
Статистика
Чӑваш Енӗн мӗнпур ҫыннине илсен, номиналлӑ укҫа тупӑшӗ кӑҫалхи кӑрлач-ҫу уйӑхӗсенче 106,3 миллиард тенкӗпе танлашнӑ иккен. Пӗлтӗрхи ҫав вӑхӑтрипе танлаштарсан Чӑвашстат 15,8 процент пысӑкланнине пӗлтернӗ. Ҫынсен чӑн-чӑн тупӑшӗ пирки каласан, вӑл 2,9 процент хушӑннӑ. Ҫапах та ҫу уйӑхӗнче ака уйӑхӗнчинчен 4,6 процент чакнӑ. Тупӑшӑн тӗп пайне ҫынсем тавар туянма тата тӗрлӗ пулӑшушӑн татӑлма тӑкаклаҫҫӗ. Кирек епле пулсан та тӳлемеллех шутланакан тӳлевсемпе взноссем тӑкакӑн 9,7 процентне йышӑнаҫҫӗ-мӗн. Ӗҫлесе илнӗ укҫаран 1,4 процентне ҫынсем ют ҫӗршыв валютине туянма яраҫҫӗ. 19,4 процентне ҫынсем пуҫтарса пыраҫҫӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, тӑкак тупӑшран 4,9 процент иртет. Кӑҫалхи пилӗк уйӑхра республикӑри кашни ҫын пуҫне тупӑш вӑтамран 17 пин те 169 тенкӗ те 70 пуса ларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Шӑмӑршӑ районӗнче газ пама пӑрахаҫҫӗ. Анчах, Турра шӗкӗр, яланлӑха мар (ун пек пулсан республика пӗлтерӗшлӗ инкеклӗ лару-тӑру тесех хаклама тивӗччӗ), ик кунлӑха. Газпа тивӗҫтерекенсем кутӑнлашнипе те мар. Газ валеҫекен станцире юсав ӗҫӗ ирттернӗрен. Юсава Константиновскинчи магистральлӗ газ пӑрӑхӗсен линипе производство управленийӗ ирттерме палӑртса хунӑ. Ӑна вӑл Шӑмӑршӑри газ валеҫекен станцире пурнӑҫлӗ. Ҫавна пула асӑннӑ станцирен газ пачах пама пӑрахӗҫ: пӗрре — ыран, ҫӗртмен 18-мӗшӗнче; тепре — ҫӗртмен 30-мӗшӗнче. Ыран ирхи 7 сехетрен пуҫласа 17 сехетчен газ пымӗ, 30-мӗшӗнче ирхи ҫиччӗрен каҫхи вуннӑчченех газсӑр ларма тивӗ. Шӑмӑршӑри газ валеҫекен станци Васан, Карапай Шӑмӑршӑ, Палтиел, Анат Чаткас, Пуянкасси, Шӑмӑршӑ ял тӑрӑхӗсене тивӗҫтерсе тӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Михетере сӑнарне И.В. Алексеев депутат калӑплать Муркаш районӗнче те, ытти чылай муниципалитетри пекех, Акатуй ҫӗртмен 12-мӗшӗнче иртнӗ. Ӑна муркашсем кӑҫалхипе 62-мӗш хут йӗркеленӗ. Унта Йӳҫкасси ял тӑрӑхӗ хастар хутшӑннӑ. Акатуй кунӗнче «Ял картишӗ» смотр-конкурс та йӗркеленӗ. Йӳҫкасси тӑрӑхӗнчи культура ӗҫченӗсем конкурса хытах хатӗрленнӗ тесе пӗлтереҫҫӗ унтисем. Кӑҫал республикӑра Константин Иванов ҫулталӑкӗ пулнине кура «Нарспи» поэмӑри пуян Михетер пӳртне кӑтартас тенӗ. А. Семенова культӗҫчен ашшӗ тунӑ чӳрече хашакне йӑтса пынӑ. А. Егоровапа В. Егорова сӗтел ҫине лартмаллине хатӗрленӗ май район Акатуйне чӑкӑт та пӗҫерсе кайнӑ. Нарспин хӗр парни пуяннине те вӗсем кӑтартма тӑрӑшнӑ. Вырӑнтан районти Депутатсен пухӑвне суйланнӑ И.В. Алексеев Михетер сӑнарне калӑпланӑ. Вӑл пахчара канми ӗҫленӗ. Смотр-конкурсра йӳҫкассисен картишӗ 3-мӗш вырӑна тухнӑ. Сӑнсем (17) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Шыва кӗмелли ятарлӑ вырӑнсене йӗркелес тесен вӗсене тӗрӗслемелле. Ҫак ӗҫе пӗве-кӳлӗ хуҫисен санитарипе эпидемиологи службине те, шыв айӗнчи ӗҫсене тӑвакансене те явӑҫтармалла. Малтанхисем шыв пахалӑхне хаклаҫҫӗ пулсан, иккӗмӗшсем — водолазсем — шыв управҫисен тӗпӗнче мӗн пуррипе ҫуккине пӑхаҫҫӗ, кирлӗ пулсан тасатаҫҫӗ. Асӑннӑ ӗҫе пурнӑҫлама тӑкаклине шута илсе ял тӑрӑхӗсен чылай пуҫлӑхӗ «Ишме юрамасть» текен асӑрхаттарусем ҫырса ҫапать те ӗҫӗ-пуҫӗ пӗтет. Ара, асӑрхаттармасан тӗрӗслемен пӗве-кӳлӗре шыва кӗрекенсемшӗн вӗсем яваплӑ пек пулса тухать-ҫке... Муркаш районӗнчи Чуманкасси ял тӑрӑхӗ апла хӑтланас темен: ҫынсене ишмелли вырӑн туса парас тесе ҫав ялти Казанчик пӗвене водолазсене чӗнсех тӗрӗслеттернӗ. Сӑнсем (7) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Чӑвашстат пӗлтернине ӗненсен ялта ӗҫ укҫин шайӗ аван ӳссе пырать. Ҫак статистика органӗ ял хуҫалӑхӗнчи, сунарти тата вӑрман хуҫалӑхӗнчи уйӑхри вӑтам ӗҫ укҫине тишкернӗ те, кӑҫалхи кӑрлач–ака уйӑхӗсенче шалу 13 пин те 26 тенкӗ те 80 пуспа танлашнине шутласа кӑларнӑ. Пӗлтӗрхи ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчи тӑватӑ уйӑхрипе илсе пӑхсан вӑл 11,7 процент ӳсни курӑнать иккен. Статистсем республикӑн экономикинчи вӑтам ӗҫ укҫипе те танлаштарса кӑтартнӑ. Ял хуҫалӑхӗнче, сунарта тата вӑрман хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсен вӑл 64,5 процента ларать-мӗн. Экономикӑн мӗнпур отраслӗнчи шалу хӑпарнине илес тӗк, унта ӳсӗм 4 процентпа танлашнӑ. Ҫапах та маларах асӑннӑ 13 пин тенкӗ вӑтам цифра иккенне тӗпе хурсан, кунта хуҫалӑх ертӳҫин те, фермӑра ӗне сӑваканӑн шалӑвӗ те кӗнине манмалла мар-тӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Наркотикпе кӗрешмелли пӗтӗм тӗнчери кун, ӑна ҫӗртмен 26-мӗшӗнче палӑртаҫҫӗ, республикӑра наркотике хирӗҫ фестиваль иртет. Ӑна Наркотикӑн саккунлӑ мар ҫаврӑнӑшӗпе кӗрешекен федераци службин Чӑваш Енти управленийӗ йӗркелет. Мероприятие ирттерме Наркотика хирӗҫле ӗҫлекен республикӑри комисси те пулӑшать. Фестиваль тӗллевӗ пирки каласа кайнӑ май маларах асӑннӑ Управленин пресс-служби наркомание сарассине хирӗҫ тӑрасси, ҫамрӑксен хушшинче ҫак усала хирӗҫ хыпар сарассине, кӑмӑл-сипет пахалӑхне ҫирӗплетессине асӑннӑ. Кунсӑр пуҫне йӗркелӳҫӗсем наркотикпа кӗрешекен ирӗклӗ юхӑма сарас тӗллев те лартаҫҫӗ иккен. Фестивале ачасемпе студентсем, ҫамрӑксен пӗрлешӗвӗсем, нимеҫӗсем (волонтерсем) хутшӑнасса шанаҫҫӗ. Конкурс материалӗсемпе унта хутшӑнтарма ыйтса ҫырнине ҫӗртмен 20-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ — 23-01-86. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарта ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ҫӗнӗ конкурс пуҫланать. Унпа килӗшӳллӗн, хулари чи илемлӗ, чи чечеклӗ картише палӑртӗҫ. Кун пирки ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ. Конкурса общество хӑйтытӑмлӑхӗн 57 органӗ хутшӑнма пултарӗ. Картишсене хакланӑ чухне клумбӑсен шутне, вӗсене мӗнле илемлетнине шута илӗҫ. Ҫавӑн пекех мӗн чухлӗ шӑматкунлӑх ирттернине те хаклӗҫ. Конкурса картишсене хӑтлӑх кӗртес тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ. Вӑл унта пурӑнакан халӑхшӑн хӑтлӑ пултӑр. Кашнине 10 балл таран хаклама пултарӗҫ. Конкурса хутшӑнас тесен сӑнӳкерчӗксем тата видеоматериал утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗччен ярса памалла: Шупашкар хули, Карл Маркс урамӗ, 36-мӗш ҫурт, 244-мӗш пӳлӗм. Ыйтса пӗлмелли телефон — 23-51-01. Конкурса утӑн 25-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене дипломпа чыслӗҫ, укҫан хавхалантарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Ҫӗртме уйахӗн 13-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Юпшик Ялтӑрара уяв иртнӗ. Ял халӑхӗ перле пухӑнса савӑннӑ. Уява паллӑ тумашкӑн маларах хатӗрленме тытӑннӑ: сценари ҫырнӑ, конкурссем тупнӑ. Паллах, малтан Аҫӑм Ҫырми ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Олег Петров ентешӗсене саламланӑ. Вӑл чи маттуррисене грамотӑсемпе чысланӑ. Ӑна Степановсен ҫемйи, Елена Владимирова тивӗҫнӗ. Юбилярсене те чыслама манман. Георгий Осипова, Валентина Макаровӑна ҫавра ҫулсемпе саламланӑ. Вӗсем валли Настя Владимировӑпа Татьяна Иванова «Ма хитре-ши ҫуркунне?» юрра шӑрантарнӑ. «Хохотушки» ташӑ ушкӑнӗ чӑваш тата вырӑс халӑх ташшисене тӑпӑртаттарнӑ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, ял уявӗнче шӳрпепе, шашлӑкпа хӑналаннӑ. Вӗсене Калинин райповӗн ӗҫченӗсем хатӗрленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
Ыран, ҫӗртмен 17-мӗшӗнче, Элли Юрьев ячӗллӗ Шупашкарти ача-пӑча художество шкулӗн 30 ҫулхине халалласа Шупашкарти ӳнер музейӗнче 16 сехетре курав уҫӑлать. Унта ачасен тата вӗсене вӗрентекенсен ӗҫӗсем вырӑн тупӗҫ. Ӗҫсене тӗрлӗ техникӑпа пурнӑҫланӑ: станок тата декораци композицийӗ, керамика, пусмана ӳкерсе капӑрлатни, тӗрӗ, пуканесем, кантӑка капӑрлатни. Элли Юрьев ячӗллӗ художество шкулне 1985 ҫулта уҫнӑ. 2001 ҫулта ӑна Чӑваш Республикин халӑх художникӗн, К.В. Иванов ячӗллӗ Патшалӑх премийӗн лауреачӗн, Шупашкарпа Чӑваш Енӗн хальхи элемӗсен — гербпа ялавӗн — авторӗн ятне панӑ. Элли Юрьев 1936 ҫулта ҫуралнӑ, 2011 ҫулта пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Шкулта художника халалланӑ мемориал экспозицийӗ уҫнӑ. Вӗренӳ программине Э. Юрьев пултарулӑхӗпе паллаштаракан лекцисем кӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Князев Иван Михайлович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тенюшев Иван Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Иван Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Петров Николай Петрович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |