Шупашкарта халӑх килӗштернӗ ҫынна саккӑрмӗш хут суйланӑ. Кӑҫал «Ҫулталӑкри ҫын» ята Денис Кириллов тивӗҫнӗ. Вӑл ку наградӑна чӑннипех те тивӗҫ.
Денис утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарти пӗр пляжра путакан ачасене ҫӑлнӑ. Лешсем шыва кӗнӗ чухне алхаснӑ, шыва чӑмнӑ. Денис вӗсем патне пынӑ ҫӗре пӗри путма тытӑннӑ, тепри анса кайнӑ. Иккӗшне те ҫыран хӗррине илсе тухнӑ вӑл. Пӗр арҫын ачана тупас тесе вӑл шыва виҫӗ хут чӑмнӑ. Кайран ӑна пуҫхӗрлӗ тытса силленнӗ, шалти шыва кӑларнӑ. Ҫапла Денис арҫын ачасене ҫӑлнӑ.
Денис Кириллова Хула кунӗ умӗн чысланӑ. Паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн ӑна медаль, грамота, статуэтка, мультиварка тата кофеварка панӑ. Дениса Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов чысланӑ. Вӑл унӑн паттӑрлӑхӗ пирки пӗлсен ҫав кунах ӑна чыслама хатӗр пулнӑ.