Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланиччен республикӑри пур шкулӑн та алӑк уҫма хатӗрленмелле. Анчах кӑҫал икӗ пӗлӳ ҫурчӗ ачасене йышӑнма хатӗр мар.
Чӑваш Енре 999 вӗренӳ учрежденийӗ ӗҫлет. Вӗсенчен 99 проценчӗ юсав ӗҫӗсене вӗҫленӗ. Икӗ шкулта вара – Шӑмӑршӑ районӗнчи Пӑчӑрлӑ Пашьелти пӗлӳ ҫурчӗ тата Ҫӗмӗрлери 2-мӗш шкул – ачасене йышӑнма хатӗр мар. Ҫавна май ачасене ҫывӑхри шкулсене автобуспа илсе ҫӳрӗҫ.
ЧР Правительствинче иртнӗ канашлура ачасен апатланӑвӗ пирки те калаҫнӑ. Пур шкулта та апатлану пур. Ялсенчи шкулсенче апатланнӑшӑн нумай тӳлемелле мар – 16-25 тенкӗ. Хулара вара ачан ҫинӗшӗн 40-60 тенкӗ кӑларса хумалла. Хальлӗхе хаксене ӳстересси пирки калаҫмаҫҫӗ.
Республикӑри пур шкулта та ачасене тӳлевсӗр учебниксемпе тата пособисемпе тивӗҫтернӗ.