Пӑтӑрмахсем
![]() Иртнӗ талӑкра Чӑваш Енре МЧС ӗҫченӗсем темиҫе пушара тӗп тунӑ. Канаш тата Муркаш районӗсенче ҫулӑма сӳнтермет тивнӗ. Авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ирхине Канаш районӗнчи Кивӗ Шелттем ялӗнче 23 ҫулти ҫыннӑн лаҫӗ ҫунма пуҫланӑ. Пушара ҫур сехетренех сӳнтернӗ. Анчах вут-ҫулӑм сарая тӗп тума ӗлкӗрнӗ. Унта вара 100 кролик ҫунса вилнӗ. Ҫавӑн пекех унӑн лаҫӗ, вутӑ сарайӗ ҫунса кайнӑ. 17 сехет те 40 минутра ҫӑлав службине Муркаш районӗнчи Юрпаш ялӗнче сарай таврашӗ ҫунма тытӑннине пӗлтернӗ. МЧС пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм йывӑҫ пӳрте хыпса илнӗ. Вӑл ҫунса юрӑхсӑра тухнӑ. Ҫав каҫах 20 сехет те 20 минутра Муркаш районӗнчи Атапай ялӗнче пушар тухнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар тимсӗрлӗхе пула тухнӑ. Кӑҫал Чӑваш Ере 685 пушар тухнӑ. Ку 56 миллион тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Пушарта 58 ҫын вилнӗ. 80-ӑн суранланнӑ. Пушарта 252 ҫынна ҫӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() «Про Город» тунӑ сӑн Чӑваш Енре Ҫӗрпӳ кӗперӗ пирки нумай калаҫрӗҫ. Ӑна уҫмалли куна нумай кӗтрӗҫ. Халӗ тин кӗтсе илнӗ ҫакна. М-7 ҫул ҫинчи Ҫӗрпӳ кӗперне тахҫанах юсамалла пулнӑ. Унта урапа нумай ҫӳрет. Ҫул вара питӗ ансӑр, хӗсӗк. Ҫавна май ҫав вырӑнти ҫула сарлакалатма йышӑннӑ. Ҫав вӑхӑтрах Мӑн Ҫавал юханшывӗ урлӑ тепӗр кӗпер тума йышӑннӑ. Чӑннипе, ку ҫула ҫурла уйӑхӗнчех туса пӗтермелле пулнӑ. Анчах ку ӗҫе халӗ кӑна вӗҫленӗ. Малтанах ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче уҫма шантарнӑ. Унтан ҫак куна авӑнӑн 1 е 5-мӗшне куҫарнӑ. Анчах ӗҫ ҫаплах вӑраха тӑсӑлнӑ. Халӗ ҫак ҫула уҫнӑ пулсан та юсав ӗҫӗ вӗҫленмен-ха. Ӗҫе туса пӗтермешкӗн тепӗр 2 уйӑх кирлӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш Енре суйлавӑн малтанхи пӗтӗмлетӗвӗсем паллӑ. Республикӑн Тӗп суйлав комиссийӗн ертӳҫи Александр Цветков паян ирхине ҫав цифрӑсемпе паллаштарнӑ. Чӑваш Енӗн Элтеперӗ пулас тесе кӗрешӗве тухнисенчен хальхи вӑхӑтра республикӑна вӑхӑтлӑх ертсе пынӑ Михаил Игнатьев ҫӗнтерни сисӗнет. Протоколсен 90 ытла процентне тишкернӗ хыҫҫӑн Михаил Васильевичшӑн суйлава хутшӑннисенчен 65 проценчӗ сасӑлани курӑнать. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти тӑратнӑ Олег Николаев кандидат 15 процент пухнӑ. Валентин Шурчанов коммунистшӑн суйлавҫӑсен 12 проценчӗ сасӑланӑ. Шупашкарти Депутатсен пухӑвне пӗрлехи округпа «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти кандидачӗсем 50 процент йышӑннӑ. Иккӗмӗш вырӑнта — коммунистсем (15 процент), виҫҫӗмӗшӗнче — «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей" (12 процент), либерал-демократсем 8 процент пухнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти икӗ округра «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти кандидачӗсем ҫӗнтернӗ, пӗринче — партире тӑман кандидат. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Раҫҫей ӑслӑлӑхӗсен академийӗн корреспонденчӗ, Китай чӗлхи куҫаруҫисен шкулне йӗркелекенӗ Никита Яковлевич Бичурин (Иакинф атте) ҫуралнӑранпа 238 ҫул ҫитнине халалласа «Бичурин тата хальхи самана» музейра Бичурин вулавӗсем иртнӗ. Кӑҫалхипе ӑна виҫҫӗмӗш хут йӗркеленӗ. Мероприяти пуҫламӑшӗнче Бичурин пахчинчи Иакинф аттен палӑкӗ патне чечексем хунӑ. Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Г.Егоров Бичурин пултарулӑхӗ чӑваш халӑхӗн культурин аталанӑвне витӗм кӳнине палӑртнӑ. Бичурин вулавӗсем Кӳкеҫ поселокӗнчи культура ҫуртӗнче иртнӗ. Унти фойере Чӑваш наци музейӗ «Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнчен вӗренсе тухнисем» курав йӗркеленӗ. «Ҫыравҫӑсем — Шупашкар районӗнчен тухнӑ ҫынсем» секцире Светлана Смирнова поэт, Лидия Сарине тата Нина Пӑрчӑкан ҫыравҫӑсем, Шупашкарти 3-мӗш лицейре чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Лидия Кузьмина 19-мӗш ӗмӗрти чӑваш поэчӗсен хайлавӗсене вуланӑ. Светлана Васильевна Николай Шупуҫҫыннин сӑввисемпе хӑй кӗвӗленӗ юрӑсемпе паллаштарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» сайтӗнчи сӑн Чӑваш Енре икӗ партин элчисем пӗлтернӗ тӑрӑх, каҫхине суйлав умӗн паллӑ мар ҫынсем вӗсен транспортне сиенлетнӗ. КПРФ партирен ЧР Элтеперӗн пуканне йышӑнмашкӑн тӑратнӑ кандидатӑн кустӑрмине шӑтарнӑ. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партирен депутат пуканне йышӑнмашкӑн тӑратнӑ кандидатӑн урапине ҫунтарма тӑнӑ. Кун пирки «Интерфакс» пӗлтерет. Авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ирхи 3 сехетре Анатолий Константиновӑн («Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей») урапине такамсем ҫунтарнӑ. Ку ӗҫӗ ЧР МЧСӗ шута илнӗ. КПРФ пӗлтернӗ тӑрӑх, паллӑ мар ҫынсем Валентин Шурчановӑн кустӑрмине шӑтарнӑ. Ку Шупашкарти Ахазов урамӗнче пулса иртнӗ. Ку ӗҫе йӗрке хуралҫисем шута илнине ҫирӗплетекен хыпар хальлӗхе ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Суйлав вӗҫленсе пырать. Темиҫе сехетрен сасӑлава пӗтӗмлетӗвӗпе паллашма та май пулӗ ахӑртнех. Хальлӗхе вара ҫынсем вӑл е ку кандидатшӑн сасӑ пама пултараҫҫӗ. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин сайтӗнче суйлав участокӗнчи йӗркене пӑсни ҫинчен пӗлтереҫҫӗ. Сайтра ҫырнӑ тӑрӑх, Комсомольски районӗнчи Асанкасси ялӗнче 409-мӗш суйлав участокӗнче Михаил Игнатьев кандидатӑн агитацийӗ ҫакӑнса тӑнӑ. «Кунсӑр пуҫне Шупашкарти 17-мӗш шкулта, Шумилов урамӗнче, алӑк патӗнче Шупашкар хула пухӑвӗн депутатне суйланмашкӑн «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партирен тӑратнӑ Ирина Клементьевӑн плакачӗ ҫакӑнса тӑрать. Ҫавӑн пекех Шупашкарта Мир проспектӗнче Шупашкар хула пухӑвӗн депутатне суйланмашкӑн «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партирен тӑратнӑ Антон Ковалевӑн рекламӑллӑ йывӑр тиевлӗ урапи тӑнӑ. 798, 799, 800-мӗш суйлав участокӗсенсенчи ӗҫченсем тата Шупашкарти 61-мӗш шкул вӗрентекенӗсем суйлавҫӑсен списокне илсе килсем тӑрӑх кайнӑ, ҫынсене суйлава пыма чӗннӗ», — ҫапла ҫырнӑ сайтра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Паян пирӗн республикӑра та суйлав иртни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Официаллӑ пӗлтернине ӗненсен кӑнтӑрла иртни 15 сехет тӗлне суйлавҫӑсен 43,61 проценчӗ суйлава хутшӑннӑ. Суйлава уйрӑмах хастар хутшӑнаканнисем елчӗксем иккен. Кӑнтӑрла иртни виҫӗ сехет тӗлне елчӗксен 67,05 проценчӗ сасӑлав участокне ҫитсе килнӗ. Ҫӗмӗрле хулинче пурӑнакансем суйлав тесе участока васкамаҫҫӗ. Асӑннӑ вӑхӑт тӗлне унтисенчен 27,01 проценчӗ кӑна хӑйӗн гражданла тивӗҫне пурнӑҫланӑ. Аса илтеретпӗр, Чӑваш Енре 1184 суйлав участокӗ ӗҫлет. Вӗсем ҫынсене каҫхи сакӑр сехетчен кӗтеҫҫӗ. Манран нимӗн те килмест тесе лариччен хӑвӑр сассӑра вӑл е ку кандидатшӑн пама ӳркенмелле мар. Чӑваш Енӗн Элтеперӗ пулма пирӗн республикӑра тӑватӑ кандидат ӗмӗтленет: Михаил Игнатьев («Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти кандидачӗ), Валентин Шурчанов (Пӗтӗм Раҫҫейри коммунистсен партийӗ), Олег Николаев («Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей»), Константин Солдатов (либерал-демократсен партийӗ). Вӗсем пурте суйлава хутшӑннӑ. Михаил Игнатьев ывӑлӗпе тата мӑшӑрӗпе суйлава ҫитсе килни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтерчӗ ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Наркотикӑн саккунлӑ мар ҫаврӑнӑшӗпе кӗрешекенсем ҫак ҫуртра вырнаҫӗҫ-ши? Наркотикпе кӗрешекенсем Шупашкарта ҫичӗ хутлӑ ҫуртра вырнаҫма пултарасси пирки Алексей Радченко блогер хӑйӗн чӗрӗ журналӗнче тӗлӗнсе пӗлтерет. Вӑл каланӑ тӑрӑх, асӑннӑ ведомствӑн Чӑваш Енри ӗҫченӗсем ҫичӗ хутлӑ ҫуртра вырнаҫма шухӑшлаҫҫӗ, халӗ ҫурта тӑвассипе тимлеҫҫӗ. Алексей Радченко хӑйсем валли чаплӑ керменсем маларах Федераци казначействи, суд приставӗсем туса лартни пирки аса илет. Наркотиксен саккунлӑ мар ҫаврӑнӑшӗпе кӗрешекенсем пӗчӗкрех ҫурта нивушлӗ вырнаҫаймаҫҫӗ-ши вара тесе пуҫ ватать А. Радченко. Асӑннӑ органта миҫе ҫын ӗҫлени пирки статистика пур-ши е ку хыпар вӑрттӑнлӑх-ши тесе ыйту хускатать вӑл. Ҫӗнӗ ҫуртра кашни ҫынна миҫе тӑваткал метр тивесси пирки те пуҫ ватать блогер. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Тутар Сӑкӑтри вӑтам шкул Патӑрьел районӗнчи Тутар Сӑкӑтри вӑтам шкул авӑнӑн 7-мӗшӗнче ҫивиттисӗр юлни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, вӗренӳ учрежденине вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл шар кӑтартнӑ. Яваплисем шкул ҫивиттине икӗ эрнере юсаса пӗтерме шантарни, строительсем ӗҫе кӳлӗнни пирки пӗлтернӗччӗ эпир пӗлтернӗччӗ. Шкула йӗркене кӗртиччен ачасене Сӑкӑтри тата Алманчӑри шкулсенче вӗрентеҫҫӗ. Тутар Сӑкӑтри шкулта 167 ача тата шкул ҫулне ҫитмен 47 шӑпӑрлан пӗлӳ пухать. Авӑнӑн 11-мӗшӗнче асӑннӑ шкула республикӑн резерв фондӗнчен 1 миллион та 500 пин тенкӗ уйӑрма йышӑннӑ. Вӑл – шкулӑн ҫивиттине юсама каякан тупра. Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗ шкула юсанӑ ҫӗрте халӗ икӗ бригада тӑрӑшни пирки хыпарлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Михаил Игнатьев ывӑлӗ Иван, Михаил Игнатьев тата Михаил Васильевич мӑшӑрӗ Лариса Юрьевна Чӑваш Енӗн Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев та, республикӑна ертсе пырас шухӑшлӑ ытти кандидат пекех, паян суйлава хутшӑннӑ. Суйлава Михаил Васильевич Шупашкарти Хусанкай ячӗллӗ Культура керменӗнче вырнаҫнӑ 629-мӗш номерлӗ суйлав участокне пынӑ. Пӗччен мар. Мӑшӑрӗпе тата ачисемпе. Унта вӑл хӑйӗн сассине тивӗҫлӗ тесе шухӑшлакан кандидатшӑн панӑ хыҫҫӑн журналистсен ыйтӑвӗсене хуравланӑ. Массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекенсемпе калаҫнӑ май Михаил Игнатьев суйлав тивӗҫлӗ шайра иртессине шаннине пӗлтернӗ. Суйлава Михаил Васильевич ачисемпе пырса иртни пирки пӗлтертӗмӗр те, унӑн ывӑлне Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗнчен асӑнмалӑх парне панӑ. Ҫакна вӑл Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлаканӑн ывӑлӗ пулнишӗн мар, суйлава пӗрремӗш хут хутшӑннишӗн тивӗҫнӗ. «Паян эпӗ пӗрремӗш хут суйларӑм. Хама Раҫҫей Федерацийӗн чӑн-чӑн ҫынни евӗр туйса илтӗм», — тенӗ Михаил Игнатьев ывӑлӗ журналистсене. Сӑнсем (7) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Егоров Николай Егорович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |