Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Елчӗк районӗнчи сӗт-ҫу тирпейлекен савутра пулнӑ. Акционерсен обществин учредителӗ Руслан Каштанов пилӗк ҫул хушши ӗҫлемесӗр тӑнӑ завода ҫӗнӗрен вӑй илтерме май килнине пӗлтернӗ. Икӗ ҫул хушшинче завода пӗтӗмпех ҫӗнӗрен тирпейлесе хута янине палӑртнӑ вӑл. Тавар сивӗтмелли ятарлӑ хатӗр те туяннине асӑннӑ.
Савут кулленех сӗт, турӑх, хӑйма, ҫу, тӑпӑрч тата сыр тирпейлесе кӑларать. Предприятире 31 ҫын тӑрӑшать. Таварсене республикӑри ача пахчисене, ытти ҫӗре ӑсатаҫҫӗ. Елчӗксен ҫимӗҫӗ Мускавра тата Тутарстан Республикинче те тавар анлӑн сарӑлнӑ.
«Предприятисем производство валли ҫӗнӗ хатӗрсем туянаҫҫӗ пулсан 30 процентне субсиди мелӗпе куҫаратпӑр. Сыра халӑх юратать. Сирӗн тӗллев — лайӑх бизнес-план хатӗрлесси», — тенӗ Михаил Игнатьев.