Раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев чи лайӑх ӗҫлекен тата професси тӗлӗшӗнчен пысӑк ҫитӗнӳпе палӑрнӑ 40 ытла специалиста Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин патшалӑх наградисемпе чысланӑ.
«Эсир Раҫҫей, Чӑваш Ен наци мӑнаҫлӑхӗ, унӑн илемӗ. Ҫитӗнекен ӑрушӑн ырӑ тӗслӗх пулса тӑратӑр. Сирӗнтен ыттисен вӗренсе пымалла. Эсир тӑрӑшса, хӑвӑра шанса панӑ ӗҫе тулли кӑмӑлпа яланах пурнӑҫлатӑр. Чӑваш Ен ырлӑхӗ, тӑнӑҫлӑхӗ сирӗнтен килет. Тавах Сире, тӑван ҫӗршыва, тӑван тавралӑха, ӗҫе юратнӑшӑн», — тенӗ Михаил Игнатьев наградӑна илнисене ырласа.
Хисепе тивӗҫнисем хушшинче — Куҫ микрохирругийӗн Шупашкарти филиалӗн директор ҫумӗ Надежда Поздеева, Шупашкарти электроаппарат завочӗн слесарь-инструментальщикӗ Юрий Маслов, Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ — Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн Ертӳҫи Юрий Васильев тата ыттисем.