Политика
![]() Халӑх тетелӗнчи ПАРНАС уйрӑмӗн сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗнӗ Шупашкарта паллӑ мар ҫынсем Халӑх ирӗклӗхӗн партийӗн (ПАРНАС) хастарӗн Феликс Милицинӑн урапине киревсӗр сӑмахсемпе ҫырса пӗтернӗ. Феликс Милицин урапине сӑрласа пӗтернине авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ирхине асӑрханӑ. «Тимӗр урхамаха» хура сӑрӑпа вараланӑ. Урапан малти чӳречи ҫине ашкӑнчӑксем «Фашист» тесе ҫырнӑ, водитель алӑкӗ ҫине «Вали» тесе сӑрланӑ. Кунсӑр пуҫне виҫӗ кустӑрмине шӑтарнӑ. Хастар хӑй шутланӑ тӑрӑх, ку политикӑпа ҫыхӑннӑ. Вӑл Раҫҫей позицине Крым тата Украина тӗлӗшпе критиклесе пӗччен пикет темиҫе те ирттернӗ. Феликс Милицин ҫакӑнпа ҫыхӑнтарать ку пулӑма. Унччен ӑна хӑратни те пулнӑ-мӗн, ҫавӑнпа вӑл хваттерне улӑштарнӑ. Халӗ хур курнӑскер полицие ыйту ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ольга Голодец вице-премьер журналистсене пӗлтернӗ тӑрӑх, 2016 ҫулта Амӑшӗн капиталӗ 22 пин тенкӗ ӳсӗ. Ҫитес ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен унӑн виҫи 475 пин тенкӗпе танлашӗ. Амӑшӗн капиталне ӳсермешкӗн хыснаран 6,4 миллиард тенкӗ тӑкакланӗ. Правительство капитал укҫипе сусӑр ачасем валли тавар туянма юрать тесе йышӑннӑ. Ольга Голодец каланӑ тӑрӑх, сусӑр ача валли реабилитаци хатӗр-хӗтӗрӗ туянсан вӑл хӑвӑртрах лайӑхланма тытӑнӗ. Вице-премьер палӑртнӑ тӑрӑх, саккун проекчӗ капиталпа ача 3 ҫул тултаричченех усӑ курма май парать. Ку ашшӗ-амӑшне тата ачана усрава илнисене пырса тивет. Чылайӑшӗ Амӑшӗн капиталне ҫурт-йӗре лайӑхлатас ҫӗре тӑкаклать. Ӑна ачана вӗрентес, пулас пенси укҫине пысӑклатас ҫӗре яма та юрать. Аса илтерер: программа 2007 ҫултанпа пурнӑҫланать. Ӑна иккӗмӗш е ун хыҫҫӑнхи ачана ҫуратакансем тивӗҫеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Хурапыр ялӗнче ветспециалистсем килти выльӑх-чӗрлӗхе урнӑ чиртен прививка тунӑ. Ҫакна тума сӑлтавӗ пулнӑ. Авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Хурапырта пӗр ҫын ӗне кӗтӗвне пӑхнӑ. Унччен те пулман — кӗтӳҫӗ ӗнесем патне тилӗ ҫывхарнине курнӑ. Тискер чӗрчун хурарах ӗнене малти уринчен ҫыртнӑ. Теприсене вара хӑратнӑ ҫеҫ. Ҫавна пула ӗнесем тӗрлӗ енне чупса саланнӑ. Кӗтӳҫӗ тилӗ ҫыртнӑ ӗнен хуҫипе пӗрле тискер чӗрчуна вӗлернӗ. Унтан вӗсем районти чӗрчун чирӗсемпе кӗрешекен станцие пӗлтернӗ. Тилӗ виллине ветлабораторие ӑсатнӑ. Тепӗр кунхине паллӑ пулнӑ: тискер чӗрчун урнӑ чирпе аптӑранӑ. Россельхознадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, ветспециалистсем Хурапырти выльӑх-чӗрлӗхе прививка тунӑ. Пӗтӗмпе 200 ытла выльӑха. Вӗсен йышне ӗне, сурӑх, кушак, йытӑ тата ытти чӗрчун кӗнӗ. Ӗнер, авӑнӑн 9-мӗшӗнче, Михаил Игнатьев Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Хурапыр ялӗнче карантин пулнине алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() «Симӗс патруль» общество организацийӗ Раҫҫейри регионсен экологи танлаштарӑмне (рейтингне) хатӗрленӗ. Ӑна тишкерес тӗк, Чӑваш Ен чи лайӑххисен шутне кӗме пултарнӑ. Рейтинга 85 регион хутшӑннӑ. Чӑваш Ен унта чи лайӑх 10 регионсен йышне кӗнӗ. Пирӗн республика 8-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Пӗлтӗр вара вӑл 9-мӗш вырӑнта пулнӑ. Апла Чӑваш Ен танлаштарӑмра 1 йӗрке ҫӳлерех хӑпарнӑ. Рейтингра малти вунӑ йӗркене хӑш регионсем йышӑннӑ-ха? Тамбов облаҫӗнче, Алтай Республикинче, Белгород облаҫӗнче, Чукоткӑра, Чӗмпӗр облаҫӗнче, Алтай тӑрӑхӗнче, Курск облаҫӗнче, Ростов облаҫӗнче, Тамбов облаҫӗнче экологи тӗлӗшӗнчен лару-тӑру лайӑх. Аутсайдерсен йышӗнче Свердловск, Тула, Мускав облаҫӗсем пулнӑ. Экологи лару-тӑрӑвне лайӑхлатас тӗлӗшпе Тутарстан лайӑх ӗҫлени паллӑ пулнӑ. Вӑл 59-мӗш вырӑнтан 43-мӗшне куҫнӑ. Бурятипе Иркутск облаҫӗ вара рейтингра самаях чакнӑ. Унта вӑрмансем ҫунаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Константин Ишутов блогер Шупашкар хула администрацийӗн сити-менеждерӗ Алексей Ладыков республикӑри паллӑ блогерсенчен пӗрне, Константин Ишутова, хӑратни пирки ҫав каччӑ хӑйӗн блогӗнче вырнаҫтарнӑ. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗпе калаҫнине вӑл ҫырса тата ӳкерсе илнӗ, калаҫӑвӑн сыпӑкне тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн страницине лартса хунӑ. Ҫырса илнине ӗненсен Алексей Ладыков ирӗклӗ блогера хӑратнӑ пек пулса тухать. Ӗнер Шупашкарӑн сити-менеджерӗ «Ҫеҫпӗл» кинотеатр ҫуртӗнче хула ҫыннисемпе тӗл пулнӑ. Унта Юрий Пичугин ятлӑ ҫын (вӑл кимӗсене Шупашкарӑн Ҫӗнӗ-Хӗвеланӑҫ районӗнче Атӑл ҫыран хӗрринче ларттарассишӗн тавлашнипе юлашки вӑхӑтра палӑрчӗ) Алексей Ладыков Константин Ишутова чӑннипех хӑратнипе хӑратманни пирки кӑсӑкланнӑ. – Уншӑн кулянатӑр-им? – ыйту ҫине ыйтупа хуравланӑ хула тӳре-шари. – Эпӗ хамшӑн кулянатӑп-ха – вырӑнлӑ ыйтусем памасан нимӗн те пулмасть-ши тетӗп те, – ҫухалса кайман кимӗҫӗ. – Пирӗн хушӑра шӳтлӗ калаҫу пулнӑ. Вӑл (Константин Ишутов. – В.С.) ӑна ҫавӑн пек мӗншӗн ҫавӑрттарса хунине пӗлместӗп. Уншӑн (Константин Ишутовшӑн. – В.С.) нимӗнле хӑрушлӑх та ҫук. Пире кирек епле, ҫав шутра вырӑнсӑр, ыйту паракансене нимӗн те шиклентермелле мар, – шантарса каланӑ Алексей Ладыков. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Хӗрарӑмсен Шупашкарти Магницкий урамӗнчи консультаци ҫурчӗ ҫак ҫуртра вырнаҫнӑ Шупашкарти Кӑнтӑр поселокӗнче ӗнер хӗрарӑмсен консультацийӗ уҫнӑ. Тухтӑр пулӑшӑвӗ кӳрекен ҫак учреждени маларах Бичурин урамӗнче вырнаҫнӑ хулари 7-мӗш пульницӑра пулнӑ. Унта акушер-гинекологсем валли ӗҫ вырӑнӗ, хӗрарӑмсене йышӑнмалли пӳлӗмсем хӗсӗк пулнӑ. Хӗрарӑмсен консультацине Магницкий урамӗнчи 2/1 ҫурта куҫарни меллӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хӗрарӑмсене йышӑнакан тухтӑр ҫуртне пысӑк пуҫлӑхсене пуҫтарсах уҫнӑ. Унта республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Алла Самойлова тата Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов пырса ҫитнӗ. Чӑваш тумӗ тӑхӑннӑ юрӑ-ташӑ ӑстисене те йыхравланӑ. Леонид Черкесов Шупашкарти Кӑнтӑр поселокра пурӑнакан хӗрарӑмсем паха медицина пулӑшӑвӗ илме тивӗҫҫине асӑнса хӑварнӑ. Алла Самойлова вара ача-пӑча поликлиникисемпе хӗрарӑмсен консультацийӗсем уҫӑлни уйрӑмах хӗпӗртерттернине палӑртнӑ. «Апла тӑк вӗсем кирлӗ», – мӗншӗн савӑннине уҫӑмлатнӑ министр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Михаил Игнатьев Информаци коммуникацийӗсен «Танлаштарӑм» (Рейтинг) центрӗ ҫӗршыври регионсене ертсе пыракансен утӑ-ҫурла уйӑхӗсенчи ӗҫне хакланӑ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев унчченхи 25-мӗш йӗркерен 21-мӗшне йышӑннӑ. Михаил Игнатьев ҫӳлерех картлашка йышӑннине хаклакансем республикӑра усламҫӑсем валли лайӑх условисем туса панине, демографи тӑрӑмне, ҫӗнӗ шкулсемпе ача пахчисем уҫӑлнине, сывлӑх сыхлавӗ енӗпе лару-тӑру аваннине палӑртаҫҫӗ. Танлаштарӑма йӗркеленӗ чух, чӑн та, уҫӑ ҫӑлкуҫри материалсемпе тата регионсенчи тата ҫӗршыв шайӗнчи экспертсен шухӑшне те усӑ курнӑ-мӗн. Маларах Чӑваш Ен инвестици климачӗ енӗпе ҫӗршывра тӑххӑрмӗш вырӑн йышӑннӑччӗ. Кун пирки Раҫҫей Президенчӗ Питӗрти экономика форумӗнче палӑртнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() Чӑваш Ен кондитерӗсем пӗтӗм тӗнчери варени фестивалӗнче ылтӑн медаль тата кубок илме пултарнӑ. Фестиваль Азербайджанри Габала хулинче иртнӗ. ЧР Экономика аталанӑвӗн министерствинчен пӗлтернӗ тӑрӑх, ку мероприятие Раҫҫейри, Филиппинри, Сербири, Иранри, Кӑркӑсстанри, Турцири тата Азербайджанри 500 яхӑн повар хутшӑннӑ. Фестивальте варение чейпе тутанма май пулнӑ. Хӑшӗ-пӗри ӑна туяннӑ та. Пылак фестивальте яланах усӑ куракан варенисене кӑна мар, экэотикӑллисене те тутаннӑ. Шупашкарти кондитерсем жюрие хыр йӗкелӗнчен, йӗппинчен, хура хурлӑханран, вӑрман мӑйӑрӗнчен, хӗрлӗ пилешрен, ҫӑка чечекӗнчен, кӑвак ҫырларан, кукша пуҫран вӗретнӗ варение ҫисе пӑхма сӗннӗ. Чӑваш кондитерӗсем календула чечекӗсенчен хатӗрленӗ варени жюрие уйрӑмах тӗлӗнтернӗ. Конкуренци вӑйлӑ пулсан та жюри чӑвашсене варенине пысӑк хак панӑ. Вӗсене ылтӑн медальпе тата кубокпа чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() «Чӑвашавтодор» акционерсен уҫӑ обществин пуҫлӑхӗн экономика тата укҫа-тенкӗ енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ пулнӑ Яков Федорова ирӗкрен хӑтармалла тунӑ. Ӑна предприятие пӗр кунлӑх виҫӗ фирма урлӑ 43,6 миллион тенкӗ ытлалӑх шар кӑтартнӑ тесе ҫирӗплетнӗ. Ултавлӑ ӗҫе вӑл пӗччен мар, ушкӑнпа пурнӑҫланӑ-мӗн. Асӑннӑ тупрана «Атӑл» М7 федераци трассине тума ямалла пулнӑ. Асӑннӑ ҫын «Региондормаш» тулли мар яваплӑ общество пуҫлӑхӗпе Азат Басыровпа пӗр каварлӑ пулса ӗҫре усӑ куракан экскаватор куркине пысӑклатса кӑтартнӑ. Ҫавна пула фирма экскаваторӗ «Чӑвашавтодор» валли ытларах ӗҫ пурнӑҫланӑ пек курӑннӑ. Яков Федорова Шупашкар хулин Ленин район сучӗ малтан 5 ҫуллӑха тӗрмене хупмасӑр ирӗкрен хӑтарма тата 800 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗ условлӑ мар, чӑннипех хупмалла тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче Хусанти Кремль патӗнчи Ҫыранҫум урамра Тутар Республикин Халӑхсен ассамблейи тата Халӑхсен туслӑх ҫурчӗ «Культурӑсен мозаики» фестиваль ирттернӗ. Ӑна Тутартстанӑн Президенчӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Рустам Минниханов килсе курни пирки унти «Сувар» хаҫат пӗлтерет. Унпа пӗрле Хусан тата Тутарстан митрополичӗ Феофан, ТР муфтийӗ Камиль Хазрат пулнӑ. Кӑҫал пуҫласа ирттернӗ фестивальти тӑватӑ павильонра ҫирӗм наципе культура пӗрлешӗвӗ вырнаҫнӑ. Унта курма килекенсен наци апат-ҫимӗҫӗпе, ал ӗҫ хатӗрӗсемпе паллашма май пулнӑ. Чӑваш наципе культура автономийӗн сӗтелне Аксу районӗ кӑтартнӑ. Ӳсел, Ҫӗнӗ Аксу, Сӗнчел ялӗн юрӑҫисем хӑнасене юрӑсемпе кӗтсе илнӗ, хуплупа сӑйланӑ. «Ҫӑлкуҫ» фольклор ансамблӗ юрласа ташланӑ. Лидия Квакова ертсе пыракан ушкӑн ҫуркунне «Никрут юрри» фестивалӗн гран-прине ҫӗнсе илнӗ. ӑста юрӑҫсен тупӑнать вӗсем ҫинчен те шӑрантармалли. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Егоров Николай Егорович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |