Ҫул-йӗр
![]() Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев «Раҫҫейӗн чукун ҫулӗ» акционерсен уҫӑ обществин Горький чукун ҫулӗн пуҫлӑхӗпе Анатолий Лесунпа тата асӑннӑ организацинче тӑрӑшакан ытти специалистпа тӗл пулнӑ. Калаҫӑва республикӑн правительствин пайташӗсем те хутшӑннӑ. Ҫав шутра Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ Михаил Резников, финанс министрӗ Светлана Енилина, транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Владимир Доброхотов пулнӑ. Анатолий Лесун Чӑваш Ен ертӳҫисемпе Раҫҫейӗн чукун ҫулӗ туслӑ килӗштерсе ӗҫленине палӑртнӑ. «Эпир сирӗнпе пӗр командӑпа ӗҫлетпӗр, йывӑр ыйтусене ӑнӑҫлӑ татса паратпӑр», — пӗтӗмлетнӗ хӑй шухӑшне Анатолий Лесун. Михаил Игнатьев та икӗ енлӗ ҫыхӑнупа кӑмӑллине палӑртнӑ. «Чӑваш Енӗн предприятийӗсем Раҫҫейӗн чукун ҫулӗпе пӗр-пӗриншӗн усӑллӑ условипе килӗштерсе ӗҫлеҫҫӗ», — тенӗ вӑл. Енсем хула ҫумӗнчи маршрутсене ҫӳреттерес ыйтупа та калаҫнӑ. Анчах мӗнле пӗтӗмлетӳ патне ҫитсе тухнине Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи хыпарта асӑнман. Сӑнсем (4) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Раҫҫейрен турттаракан тӗнчери авиамаршрутсем чакаҫҫӗ. Ҫапла пӗтӗмлетет Lufthansa, British Airways, SAS пысӑк компанисем кӑҫалхи ҫур ҫулта епле ӗҫленине тишкернӗ тӑрӑх Инженерсен Раҫҫейри пӗрлешӗвӗн вице-президенчӗ, экономика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Иван Андриевский. Тӗнчери пысӑк авиакомпанисем Раҫҫей еннелли маршрутсемпе ҫӳрессине чакаранине ҫав сӑнавҫӑ самолетсене вӗҫтерни тупӑшлӑ маррипе сӑлтавлать. Тупӑшлӑ марри ҫул ҫӳрекенсем чакнипе ҫыхӑннӑ. Цифрӑсене тишкерсен ҫапах та ытлашши пысӑк мар пек те туйӑнать. Самолетпа вӗҫсе каясси тата килесси пӗтӗмӗшле 0,4 процент чакнӑ. Ытларахӑшӗ Мускав урлӑ ҫӳренине шута илсен, унти ку цифра — 0,1 процент. Самолечӗсем вӗҫеҫҫӗ-ха, анчах ҫыннисем ытларах чухне ҫӗршыв тӑрӑх хутлани сисӗнет. Кӑнтӑр аэропортсене — Сочине, Анапӑна тата Аҫтӑрханпа Волгограда каякансем йышланнӑ. Симферополе те ытларах кайма тытӑннӑ. Ҫурҫӗр Кавказ порта кӗрекен хуласен те, Екатеринбургӑн, Ӗпхӗвӗн, Новосибирскӑн, Хусанӑн тата Питӗрӗн ҫынсем сахал вӗҫеҫҫӗ тесе пӑшӑрханма сӑлтав ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Шупашкарта Иван Яковлев Вӗрентекенӗмӗр ячӗпе митинг ирттерме палӑртнӑ. ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫуттакӑларуҫӑн скверӗнче хулари инеллигенци пухӑнӗ. Митинг юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче скверти Иван Яковлев палӑкӗ умӗнче иртӗ. Вал Ленин проспектӗнче вырнаҫнӑ. Мероприяти 14 сехетре пуҫланӗ. Сквера студентсемпе шкул ачисем, вӗрентекенсем, поэтсем, ҫыравҫӑсем, пултарулӑх интеллигенцийӗ пухӑнӗ. Сӑмах май, ҫак кунах Иван Яковлев ҫуралнӑ тӑрӑхра, Тутар Республикинчи Теччӗ районӗнчи Кӑнна Кушки ялӗнче, Вӗрентекенӗмӗре асӑнса мероприяти иртӗ. Яковлев Иван Яковлевич 1848 ҫулхи ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 1930 ҫулхи юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Мускавра вилнӗ. Ун вил тӑпри Мускаври Ваганьково ҫӑви ҫинче выртать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Антон Шоки тунӑ сӑн Шупашкарта ҫулсене сарас енӗпе ӗҫлеҫҫӗ. Ярославль тата Энгельс урамӗсенче общество транспорчӗ ҫӳреме тытӑнмалла. Халӗ ҫак икӗ урам ҫулне сарлакалатаҫҫӗ. Унта пӗтӗмпе чарӑну валли 16 павильон тума палӑртнӑ. Ҫак урамсемпе автобуссем ҫӳреме тытӑнӗҫ. Ҫак объекта туса пӗтермешкӗн 26,6 миллион тенкӗ кирлӗ. 2015 ҫулхи чӳк уйӑхӗ вӗҫлениччен хула администрацийӗ тепӗр виҫӗ объекта туса пӗтерме палӑртнӑ: Богдан Хмельницкий тата Юлиус Фучик урамӗсем хӗресленнӗ вырӑна, Гагарин тата Энгельс, Ярославль тата Калинин кӗперӗ хӗресленнӗ ҫӗрте. 2016 ҫулта тепӗр 5 вырӑна ҫӗнетесшӗн. Вӗсем — Мир проспекчӗпе Эгер бульварӗ, Ленин Комсомолӗпе Пролетари урамӗ, Гагарин тата Октябрь: 50 ҫул урамӗсем, Карл Маркс урамӗ тата Электроаппаратчиксен бульварӗ, Иван Яковлев проспекчӗ тата Ашмарин урамӗ хӗресленнӗ вырӑнсем. Ку ӗҫ, малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 2 миллион тенке кайса ларӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() ЧПГӐИ директорӗ Юрий Исаев тата Эльвира Булатова Ӗнер иртнӗ Чӑваш чӗлхин пӗрлехи комиссийӗн ларӑвӗнче тепӗр ыйтӑва та хускатнӑччӗ: чӑваш чӗлхипе хӑш хутсене кӑларса йӗркелесси пирки. Ку ӗҫпе тӳре-шара пуҫ ватни ҫинчен ларӑва ятарласа чӗннӗ Булатова Эльвира Александровна каласа пачӗ. Патшалӑх Канашӗн социаллӑ политикӑпа наци ыйтӑвӗпе ӗҫлекен сектор ӗҫтешӗ Раҫҫейри ытти республикӑсенче ку тӗлӗшпе саккунсем мӗнле пулнине паллаштарчӗ, пухӑннисенчен хӑш хута чӑвашла тума сӗнесси пирки ыйтрӗ. Комисси пайташӗсем вара ҫак хутсене чӑвашла тивӗҫтерме сӗнчӗҫ: ЗАГС паракан хутсене (ҫурални, мӑшӑрланни тата вилни ҫинчен пӗлтерекеннисене /вӗсемпе халӗ те тивӗҫтереҫҫӗ/), республикӑна пӑхӑнакан вӗренӳ учрежденийӗсем паракан вӗренӳ аттестачӗсене икӗ чӗлхепе. Паспортри чӑвашла вкладыша вара ҫын ыйтсан чӑвашла тивӗҫтерме сӗнчӗҫ. Ларура вкладыш епле пулмалли пирки те сӑмахларӗҫ. Ӑна хӑй вӑхӑтӗнче тума та пуҫланӑ, анчах ларӑва хутшӑннӑ тӳре-шара пӗлтернӗ тӑрӑх ҫак ӗҫе вӗҫне ҫитереймен. Гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫтешӗ Геннадий Дегтярёв ҫав вӑхӑтри хутсене ҫӗклесе вкладышӑн шаблонне тупса ӑна тӳре-шарасене тивӗҫтерме шантарчӗ. |
Кӳршӗре
![]() Владимир Ермолаев «Симбирск бройлерӗ» предприятире Чӗмпӗр облаҫӗнчи «Симбирск бройлерӗ» чӑх-чӗп хапрӑкӗ йывӑрлӑха кӗрсе ӳкнӗ. Унти ял хуҫалӑх предприятийӗ пирки мӗншӗн Чӑвашра сӑмах пуҫарни пирки каласан, маларах асӑннӑ ҫав хапрӑка пирӗн тӑрӑхри пуян, Владимир Ермолаев, туянни пирки палӑртмалла. Аса илтеретпӗр, «Юрма» агрохолдинг ертӳҫи Владимир Ермолаев Шупашкарти чӑлхапа трикотаж хапрӑкне, Етӗрнери тата Муркашри кирпӗч савучӗсене, «СУОР» предприятие, 21-мӗш телеканала тытса тӑни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Чӑвашри пуян туяннӑ Чӗмпӗр облаҫӗнчи хапрӑк хальлӗхе ӗҫлесе кайман-мӗн. Унта нумаях пулмасть 18 уйӑхлӑха тулаш управленийӗ туса хунӑ. «Рупор 73» агентство хапрӑкри ӗҫ-хӗле питӗ начар тесе хакланине пӑшӑрханса пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Территорие планлакан «Урбаника» институчӗ Раҫҫейӗн пысӑк хулисенчи пурнӑҫ пахалӑхне тата ҫав ырлӑх мӗн хака ларнине тишкернӗ. Ӑна вӑл пӗлтӗрхи кӑтартусем тӑрӑх хакланӑ. Чӑваш Енӗн тӗп хули ҫав списокра 100-тен 64–66-мӗш вырӑнсене йышӑннӑ. Сӑмах май каласан, списока пӗтӗмпе 100 хулана кӗртнӗ. Балпа пӑхсан, тӑван республикӑмӑрӑн тӗп хули 58,5 балл пухнӑ. Ҫавӑн чухлех балл пухнисем тата тепӗр икӗ хула: Калининград тата Чуллӑ Ҫыр. 77,8 балл пухса Сургут малти вырӑна йышӑннӑ. Краснодар хулин — 74,4 балл, Тӗменӗн — 71,6 балл. Шахта, Бийск, Севастополь хулисен балӗсем вара самай пӗчӗккине кура вӗсем списокра вӗҫне кайса ларнӑ. Атӑлҫи федераци округне кӗрекен хуласенчен Сарту, Саранск, Йошкар-Ола тата Киров Шупашкартан начартарах вырӑнта. Ӗпхӳ вара пӗтӗм ҫӗршыври списокра 4-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗ урапа туянать. Ӑна илме вӑл электрон меслетпе аукцион ирттерессине пӗлтернӗ. Урапана Тӗп суйлав комиссийӗ 1,6 миллион тенкӗпе илме шухӑшлать. Урапана илме республика тата федераци хыснисенчен укҫа уйӑрмалла. 180 лаша вӑйӗллӗ урапана Тӗп суйлав комиссийӗ ют ҫӗршывра кӑларнине илесшӗн. Хӑватсӑр пуҫне урапа илемлӗ те, хӑтлӑ та пултӑр тени сисӗнет. Урапан ларкӑчне сӑрантан тунине кӑмӑл тунине палӑртнӑ. Урапан компьютер та пулмалла. Аудиотытӑм епли те пӗлтерӗшлӗ: хайхине ултӑ динамиклине суйлӗҫ. Машинӑра ларса пынӑ чух вулама меллӗ пултӑр тесе малти тата кайри ретре ларса пынӑ чух ҫутӑ уйрӑм ҫутатаканнине илӗҫ. Нумай ӗҫ пурнӑҫлама пултаракан сенсор дисплейӗ, Bluetooth тытӑмӗ, тӗрлӗ датчик пултӑр тенӗ. Урапана сутакансен заявкисене юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче пӑхса тухӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Михаил Игнатьев Элтепер Чӗпсене кӗркунне шутлаҫҫӗ теҫҫӗ те, сасӑлав пӗтӗмлетӗвне вӑл иртнӗ хыҫҫӑн палӑртаҫҫӗ. Ӑна Атӑлҫи регионсенчи сасӑлав епле иртнине тишкерме пуҫтарӑннӑ ҫавра сӗтелте сӳтсе явнӑ. Аса илтертепӗр, Чӑваш Енре Михаил Игнатьев суйланчӗ. Иртнӗ суйлава пӗтӗмлетнӗ май Элтепер суйлав пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх суйлав, пӗтӗмӗшле илсен, йӗркеллӗ, демократи мелӗпе, конкурентлӑ иртнине, унӑн сӑлтавӗ обьективлине тата тӗрӗссине пӗлтернӗ. Суйлав пирки калаҫнӑ май сӑнавҫӑсем Шупашкарти Депутатсен пухӑвне суйланасшӑн кӗрешӗве тухнӑ «Раҫҫей патриочӗсем» партин списокне шута илменнипе ҫыхӑннӑ ӑнланманлӑха аса илеҫҫӗ. Кайран ҫав партие Раҫҫейӗн Тӗп суйлав комиссийӗ хистенипе шута илтерттернӗччӗ. Элтепершӗн сасӑланине илсен, пилӗк районта Михаил Игнатьевшӑн суйлава пынисенчен 80 процент ытларахӑшӗ Михаил Васильевича шаннине пӗлтернӗ. Улатӑр районӗнчи суйлавҫӑсенчен 87,34 проценчӗ, сӑмахран, Михаил Игнатьевшӑн сасӑланӑ, Шӑмӑршӑ районӗнче — 85,21 проценчӗ, Елчӗк районӗнче — 83,62 проценчӗ: Патӑрьел районӗнче — 82,51 проценчӗ, Комсомольски районӗнче — 80,19 проценчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Татьяна Наумова тухтӑр Иртнӗ эрнере Мускавра Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫулталӑкри чи лайӑх тухтӑр» конкурс ҫӗнтерӳҫисене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура часланӑ. Унта Сергей Агафонкин, Республикӑри онкодиспансерӗн хирурги уйрӑмӗн заведующийӗ, пулнӑ. Унсӑр пуҫне конкурсра пирӗн республикӑри тепӗр икӗ тухтӑр наградӑна тивӗҫнӗ. Республикӑри офтальмологи пульницин тухтӑрӗ Татьяна Юрьевна Наумова «Чи лайӑх офтальмолог» номинацире виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. «Чи лайӑх фтизиатр» номинацире Республикӑри туберкулез диспансерӗн фтизиаторӗ Надежда Алексеевна Апраскина виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ. Аса илтерер: Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫулталӑкри чи лайӑх тухтӑр» конкурс 33 номинаципе иртнӗ. Кӑҫал унта 90 тухтӑр ҫӗнтерӳҫӗ пулнӑ. Вӗсене дипломпа тата укҫан хавхалантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.07.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Григорьев Пётр Григорьевич, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Кульков Юрий Петрович, философи ӑҫлӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Ҫӗрпӳ хыпарҫи» хаҫатӑн 1000-мӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Сизов Пётр Владимирович, чӑваш ӳнерҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Петров Сергей Николаевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |