Хваттер тара илсе пурӑнакан ҫын пек ҫак таранччен ют вырӑнта ӗмӗрленӗ, ҫитес ҫулхи авӑн уйӑхӗнчк 85 ҫул тултаракан Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ ҫывӑх вӑхӑтра, тата тӗрӗсрех каласан, раштавӑн 26-мӗшӗнче, ҫӗнӗ вырӑнта, хӑйне уйӑрса панӑ, унччен «Ҫеҫпӗл» кинотеатр пулнӑ ҫуртра куракансене пуҫласа йышӑнӗ.
«Юлташсем! Савӑнӑҫлӑ хыпар! Пире «Ҫеҫпӗл» кинотеатрӑн ҫуртне официаллӑ майпа пачӗҫ. Ку вӑл пирӗншӗн чӑннипех историлле пулӑм», — асӑннӑ учрежденире пресс-службӑра ӗҫлекен Надежда Андреева паян «Фейсбукра» ҫапларах хыпарланӑ. Унтан вӑл Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева, культура министрне Константин Яковлева, хайсен директорне Елена Николаевӑна тав тунине пӗлтернӗ.
Театр ҫӗнӗ ҫӗрте раштавӑн 26-мӗшӗнче Чӑваш елки кӑтартӗ, 27-мӗшӗнчен Ҫӗнӗ Ҫул умӗнхи кӑтартусене пуҫлӗ.
Ҫак кунсенче театртисем ҫӗнӗ вырӑна хӑйсене кирлӗ пек хӑтлӑх кӳрессипе ҫине тӑраҫҫӗ.