Республикӑра
![]() Нумаях пулмасть ЧР Журналистсен пӗрлӗхӗн съезчӗ иртнӗ. МИХсем ыйтусене сӳтсе явма 18-мӗш хут пухӑннӑ. Пӗрлӗх председателӗ Валерий Комиссаров журналистсем юлашки вӑхӑтра регионсемпе ҫыхӑну татнине пӗлтернӗ. Унччен корреспондентсен хушшинче ӑмӑртусем, турнирсем иртнӗ. Ку йӑлана ҫӗнӗрен чӗртме сӗннӗ вӑл. ЧР информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Александр Иванов халӗ журналистсен тӗп тӗллевӗ чӑваш чӗлхине упрасси пулнине каланӑ. Министр ялти хӑш-пӗр ача та чӑвашла калаҫманнине, ҫавӑнпа наци чӗлхипе ҫырнӑ кӗнеке авторӗсемпе тӑтӑшрах паллаштармаллине палӑртнӑ. Съездра кадрсене хатӗрлес ыйтӑва та сӳтсе явнӑ. Ку таранччен ЧПУн журналистика уйрӑмӗнче тӳлевсӗр вырӑн пулман. Михаил Игнатьев тӑрӑшнипе 2016 ҫулта унта тӳлевсӗр 10 вырӑн уйӑрӗҫ. Министр студентсене район хаҫачӗсене практикӑна илӗртмелли пирки, вӗсене ял ҫыннисемпе ӗҫлеме хӑнӑхтарасси ҫинчен каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫак кунсенче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсен тӗп редакторӗсемпе тӗл пулнӑ. Унта ҫитес ҫул пирки кӑна мар калаҫнӑ. Журналистсем Михаил Васильевича кӑҫал асра юлнӑ уйӑха калама ыйтсан вӑл кашниех палӑрса юлнине пӗлтернӗ. Нарӑс уйӑхӗнче «Хӗвел» ӗҫлеме тытӑннӑ тата Дмитрий Медведев килсе кайнӑ. Ҫӗртме уйӑхӗнче командӑсен Европа чемпионачӗ иртнӗ… Кӑҫал пӑр керменне уҫнипе те асра юлӗ. Тӗлпулура туризм аталанӑвӗ пирки те калаҫнӑ. Михаил Игнатьев каланӑ тӑрӑх, кун тӗлӗшпе ӗҫлемелли пур-ха. Районсенче, хулара туризма аталантармашкӑн май пуррине пӗлтернӗ вӑл. Ҫитес ҫул республикӑра Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкӗ пулнӑ май кун пек ыйту та янӑранӑ: «Михаил Васильевич хӑйӗн ачисене рабочи профессийӗсенче курать-и?». Элтепер вӗсен ҫӗр лаптӑкӗ нумаййине, каникул вӑхӑтӗнче ачасем унта ӗҫленине каланӑ. Михаил Васильевич хӑй те электромонтер профессине алла илнӗ. Унӑн шухӑшӗпе, вӑл кирек мӗнле лару-тӑрура та ҫӑкӑрсӑр хӑвармӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Раҫҫейре чи лайӑх экологиллӗ регионсен танлаштарӑмне хатӗрленӗ. Кун пирки greenpatrol.ru портал пӗлтерет. Рейтинга хатӗрленӗ чухне 2015 ҫулти кӑтартусене шута илнӗ. Списока тунӑ чухне регионта ҫутҫанталӑка мӗнле сыхланине, промышленноҫ тата социаллӑ экологи мӗнлерех пулнине тишкернӗ. Танлаштарӑма ӗненес тӗк, Тамбов облаҫӗ экологи тӗлӗшӗнчен чи лайӑх регион шутланать. Унтан Алтай списока тӑснӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Белгород облаҫӗ йышӑннӑ. Чӑваш Ен 8-мӗш йӗркене тивӗҫнӗ. Рейтингра юлашки вырӑнсене Свердловск, Челябинск облаҫӗсем, Ҫурҫӗр Осети йышӑннӑ. Сӑмах май, Чӑваш Ен экологи тӗлӗшӗнчен хатӗрленӗ танлаштарӑмсенче яланах малти вырӑнсене йышӑнать. 2013 ҫулта пирӗн республика малти вырӑна йышӑнса та курнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Раштавӑн 29-мӗшӗнче Шупашкарти ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче нумай функциллӗ центр уҫӑлнӑ. Вӑл халӗ Чӑваш Енре чи пысӑкки шутланать. Центр Трактор тӑвакансен керменӗ хыҫӗнче вырнаҫнӑ. Унта — 32 «чӳрече» тата кӗтмелли икӗ зал пур. Пӗтӗмпе 1,5 пин тӑваткал метр калӑпӑшлӑ вӑл. Ҫӗнӗ центр ирхи 8 сехетрен пуҫласа 20 сехетчен ӗҫлет. Унта пысӑк квалификациллӗ специалистсем ӗҫлеҫҫӗ. Ӗҫе илнӗ чухне конкурсра пӗр вырӑна 14 ҫын пулнӑ. Нумай функциллӗ центрта 200 ытла ӗҫ вырӑнӗ уҫӑлнӑ. Сӑмах май, республикӑра нумай функциллӗ 29 центр ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Шупашкарти Мускав районӗнче пурӑнакан Нина Трофимова 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Ҫак ятпа ӑна Мускав район администрацийӗн ӗҫченӗсем саламланӑ. Нина Михайловна ҫулне кура мар хӑйне лайӑх туять. Ун патне ачисем, мӑнукӗсем, тӑванӗсем килсех ҫӳреҫҫӗ. Нина Михайловна Куславкка районӗнчи Куснарпуҫ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Вӑрнарти ветеринари техникумне пӗтернӗ хыҫҫӑн колхозра фельдшерта ӗҫленӗ. Нина Михайловна Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗпе Тимофей Трофимовпа ҫемье ҫавӑрнӑ, вӗсем Шупашкара пурӑнма куҫнӑ. Трофимовсем 3 ача ҫуратса ӳстернӗ. Шупашкарта Нина Михайловна ҫӑкӑр савутне ӗҫе вырнаҫнӑ. 64 ҫул тултарсан вӑл тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗкри Г.Н. Волков ячӗллӗ вӑтам шкулта нумаях пулмасть сенсор пӳлӗмӗ уҫӑлнӑ. Раштавӑн 22-мӗшӗнченпе ӗҫлекен ку пӳлӗмре сывлӑхшӑн усӑллӑ темле япала та пур: велотренажер, типӗ бассейн, ҫемҫе пукансем тата ытти те. Сенсор пӳлӗмӗне ачасен пултарулӑхне аталантарас тӗллевпе те усӑ курасшӑн. Унта хӑйӑрпа тата шывпа ӗҫлемелли сӗтелсем те вырнаҫтарнӑ. Утмалли мобиль текен япала та пур унта. Пӳлӗме чи малтан 2-мӗш класра вӗренекен ачасене илсе кайса кӑтартнӑ. Любовь Адюкова педагог ку пӳлӗм ачасене самай усӑ кӳрессе шаннине палӑртать. Сенсор пӳлӗмӗн алӑкӗ шкулта вӗренекенсем валли кӑна мар, унта тӑрӑшакансем валли те уҫӑ пулӗ. Кунсӑр пуҫне ашшӗ-амӑшне те унта кӗртме шантараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Раштавӑн 25-мӗшӗнче Красноармейски районӗнче Литература ҫулталӑкне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура хупнӑ. Малтанах район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Молотков тухса калаҫнӑ. Социаллӑ аталану тата архив ӗҫӗн пайӗн пуҫлӑхӗ Рена Осипова районти Литература ҫулталӑкне пӗтӗмлетнӗ. ЧНКн Красноармейски районӗнчи уйрӑмӗн ертӳҫи Зинаида Михайлова та пӗлтерӗшлӗ пулӑмсем ҫинче чарӑнса тӑнӑ. Унтан маттуррисене чысланӑ. «Ял пурнӑҫӗ» хаҫатӑн пай редакторне Юрий Борисова, Тӗп вулавӑшӑн тӗп библиотекарьне Светлана Гурьевӑна тата ыттисене Красноармейски район администрацийӗн Тав ҫырӑвне панӑ. Чи хастар вулакансене те чысланӑ. Кӑҫал Чӑваш Енре К.Иванов ҫулталӑкӗ пулнӑ. Трак енсем Литература ҫулталӑкне классикӑн «Нарспи» поэми тӑрӑх лартнӑ инсцинировкӑпа вӗҫленӗ. Клубсенчи пултарулӑх ушкӑнӗсем хайлаври тӗп шухӑша та халӑх патне илсе ҫитернӗ, наци колоритне те кӑтартнӑ. Фойере вара «К.Иванов — чӑваш поэзийӗн ҫутӑ ҫӑлтӑрӗ» кӗнекесен куравӗ ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() «Про Город» хаҫатран Кӳкеҫре пурӑнакан пӗр ҫын пулӑшу ыйтнӑ. Арҫын журналистсене каласа кӑтартни чӑнах та тӗлӗнмелле. Унӑн амӑшӗ лавккаран туяннӑ сӗт хутаҫӗ ӑшӗнче вилнӗ шӑши тупнӑ. Амӑшӗ сӗт туянса килнӗ, ӑна пӗр хӗрринчен кӑна уҫнӑ. Сӗте пӑтта, кофӗне янӑ вӑл. Анчах сӗт пӗтсен вӗсем хутаҫ тӗпӗнче хытӑ япала выртнине асӑрханӑ та ӑна каснӑ. Хутаҫа уҫсан шак тӗлӗннӗ вӗсем. Унта вилнӗ шӑши выртнӑ. Юрать, никам та наркӑмӑшланман, никам та вилмен. Темӗнле чир ернӗ пулсан? Журналист сӗт мӗнле туса кӑларнипе кӑсӑкаланнӑ. Сӗт продукцийӗ енӗпе специалистра ӗҫлекен Николай Фомин шухӑшӗпе, шӑши сӗте лекме пултарайман. Роспотребнадзор вара шар курнисене ведомствӑна ҫӑхав ҫырма сӗнет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче М-7 федераци ҫулӗ ҫинче шкул ачине таптаса кайнӑ. Водитель светофор симӗс тӗслӗ ҫутатнӑ чухне каҫнӑ, анчах ӑна фура водителӗ асӑрхаман. 12-ри ача 7-мӗш класра вӗренет. Вӑл виҫҫӗмӗш урок хыҫҫӑн лимонад илме тухнӑ. Фура ҫапса кайнӑ хыҫҫӑн вӑл темӗнле асамлӑ майпа чӗрӗ юлнӑ. Ӑна, йывӑр суранланнӑскере, пульницӑна илсе ҫитернӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ача урине ҫухатнӑ. Ку Кӳкеҫри 1-мӗш шкул ҫывӑхӗнче пулнӑ. Ача ҫул урлӑ каҫнӑ чухне шуса ӳкнӗ. Ҫав вӑхӑтра ун ҫине фура кӗрсе кайнӑ. Фура водителӗ — 48 ҫулта. Вӑл ҫул-йӗр правилине пӑснӑ, хӗрлӗ ҫутӑ пулнӑ чухне чарӑнман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре уйрӑмах хӑрушӑ преступлени тунӑ ҫынна шыраҫҫӗ. Кун пирки ЧР ШӖМӗ пӗлтерет. Полици шыракан арҫын 180 сантиметр ҫӳллӗш, хӑй 30-35 ҫулсенчи пек курӑнать, ҫӳҫӗ ҫырӑ, кӗске. Вӑл хура куртка, тӗттӗм кӑвак джинс шӑлавар тӑхӑннӑ пулнӑ. Калпак тӑхӑнман. ЧР ШӖМӗ ҫак арҫын мӗнле преступлени пирки тӗплӗн пӗлтермен. Ӑна куракансене, ун пирки пӗлекенсене полицие 24-13-39 е 020 (кӗсье телефонӗ) номерсемпе шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.10.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Абрамов Яков Абрамович, пӗрремӗш чӑваш депутачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Турхан Кузьма Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Хусанкай Атнер Петрович, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Смирнова Валентина Владимировна, Чӑваш Республикин халӑх артистки ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |