Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Юлташу хӑвӑнтан лайӑхрах пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Хулара Алексей Свеклов сӑнӳкерчӗкӗ
Алексей Свеклов сӑнӳкерчӗкӗ

Хула кунӗнче «Стрижи» (чӑв. «Вӗршӗн») пилот ушкӑнӗ тӳпене хӑпарассине нумайӑшӗ кӗтет. Пилотсем Шупашкара ҫитнӗ ӗнтӗ.

Вӗсене паян, ҫурлан 13-мӗшӗнче, Шупашкар аэропортӗнче хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов кӗтсе илнӗ. «Стрижи» тӳперен аниччен Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар ҫийӗн вӗҫсе ҫаврӑннӑ.

Хаклӑ хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ. Леонид Черкесов кашни пилота ыталаса илнӗ. Музыка ансамблӗ наци юррине юрласа тата ташласа кӑтартнӑ.

Леонид Черкесов пилотсем пирӗн ҫывӑх туссем пулса тӑнине палӑртнӑ. Аса илтерер: ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 11 сехетре «Стрижи» пилот ушкӑнӗ тӗлӗнмелле авиашоу кӑтартӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/78733
 

Ҫул-йӗр

Шупашкарта хӗресленекен 5 вырӑна лайӑхлатмашкӑн 35 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Халӗ хулара ҫулсене юсаса ҫӗнетес ӗҫ малалла пырать.

Хальхи вӑхӑтра Воробьев композиторсен тата Ярославль урамӗсем хӗресленнӗ ҫула ҫӗнетеҫҫӗ. Хула кунӗччен подрядчиксем ӗҫе вӗҫлеме шантараҫҫӗ. Коммуникацие тата кабель сечӗсене куҫарнӑ ӗнтӗ.

Халӗ ҫул ӗҫченӗсем 160 тӑваткал метрлӑ тротуара хураҫҫӗ. Унтан 250 тӑваткал метрлӑ асфальт ҫула тума тытӑнӗҫ. Унти ҫула сарлакалатмашкӑн хула хыснинчен 9 миллион тенкӗ ытла уйӑрнӑ.

Калинин кӗперӗ 4 йӗрлӗ. Унта урапа нумай ҫӳрет. «Пӑкӑсем» ан пулччӑр тесе ӗнтӗ ҫула ҫӗнетме шутланӑ. Ҫакнашкал ӗҫе кӑҫал Ленин проспекчӗпе Николаев урамӗ, Элкер урамӗпе М.Горький проспекчӗ хӗресленнӗ вырӑнта тума палӑртнӑ. Подряд организацийӗсем паллӑ ӗнтӗ, вӗсем ҫурлан 17-мӗшӗнче ӗҫе пуҫӑнӗҫ. Ҫитес ҫул хула администрацийӗ ҫул хӗресленекен 9 вырӑна ҫӗнетме палӑртнӑ.

 

Ял пурнӑҫӗ Такӑр, тикӗс ҫулпала велосипед вӗҫтерет
Такӑр, тикӗс ҫулпала велосипед вӗҫтерет

Етӗрне районӗнчи Хӗрлӗ Ҫыр ялӗнче Хӗрлӗ урам ӳлӗмрен ҫуркуннепе кӗркунне пылчӑкпа ҫӑрӑнма пӑрахӗ. Ӑна хытарса ҫирӗплетнӗ. Ҫӗнетнӗ урама хӗрлӗ хӑю кассах уҫнӑ. Унта район шайӗнчи тӳре-шарапа — район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Владимир Кузьминпа район пуҫлӑхӗпе Александр Красновпа пӗрлех чӑваш парламенчӗн депутачӗсем пырса ҫитнӗ. Вырӑнти Никольски ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Татьяна Леонтьева вара вырӑнти ҫынсене ырласа калаҫнӑ. Вӗсем таса чунпа ӗҫлесе ял тӑрӑхне кӑна мар, района та чапа кӑларнине палӑртнӑ.

Хӗрлӗ хӑйӑва касма пырса ҫитнӗ чӑваш парламенчӗн депутачӗсем Николай Маловпа Валерий Павлов урамра ҫул уҫни ял историне кӗрсе юлассине палӑртнӑ. Николай Малов ку ӗҫе тунинче Чӑваш Республикин Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн тӳпине уйрӑммӑн асӑнса хӑварнӑ.

 

Хулара

Шупашкар хула кунӗнче карап ӑстине, ӑсчаха, академика, Пӑрачкав ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ Алексей Крылова халалласа палӑк уҫма палӑртнӑ. Ку хыпара республикӑн тӗп хулин пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов администрацинче иртнӗ планеркӑра пӗлтернӗ.

Палӑка уҫнӑ ҫӗре тӗрлӗ ҫӗрти хаклӑ хӑнасем килсе ҫитессе шанаҫҫӗ. Ҫав шутра карап тӑвакансемпе ӑсчахсем те, хисепе тивӗслӗ ытти ҫын пулмалла.

Алексей Крылов палӑкне тӗп хуламӑрти Юханшывҫӑсен лапамӗнче вырнаҫтармалла. Виҫӗ метр ытла бронза палӑк авторӗ – Салават Щербаков скульптор. Унӑн паллӑрах ӗҫӗсен шутӗнче I Александр патша, космос ракетисен конструкторӗн Сергей Королевӑн, Валентина Гризодубова летчик палӑкӗсене асӑнаҫҫӗ. Алексей Королев палӑкне Мускавра ӑсталанӑ.

 

Политика Депутатсем тата хула мэрӗ халӑхпа тӗлпулнӑ самант
Депутатсем тата хула мэрӗ халӑхпа тӗлпулнӑ самант

Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партирен депутата суйланнӑ Сергей Семенов Ҫӗнӗ Шупашкар хула админситрацийӗн пуҫлӑхӗ Олег Бирюков хӑйне кӳрентернӗ тесе Чӑваш Енӗн прокуратурине, Чӑваш Енӗн Шлати ӗҫсен минситерствине, РФ Президенчӗн Атӑлҫи федераци округӗнчи тулли праваллӑ элчи Михаил Бабич ячӗпе ҫыру шӑрҫаланӑ.

Ҫурлан 6-мӗшӗнче Семенов депутат асӑннӑ хулари Советски урамри 8-мӗш, 10-мӗш «а» ҫуртсенче пурӑнакансемпе тӗл пулнӑ чух Олег Бирюков Сергей Семенова ҫынсен умӗнчех кӳрентернӗ пулать. Депутата тӳре-шара «тӗрӗс ултавҫӑ» тесе хакланӑ-мӗн. Маларах, утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Олег Бирюков «Контактра» тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн страницинче «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин тата чӑваш парламенчӗн депутачӗсен Сергей Семеновпа Владимир Михайловӑн общество йышӑну пӳлӗмӗсем пирки кӳрентермелле ҫырса хунӑ пулать.

 

Ял хуҫалӑхӗ «ВДС» тулли мар яваплӑ обществӑри Изосим Романов механизатор
«ВДС» тулли мар яваплӑ обществӑри Изосим Романов механизатор

Ҫӗрпӳ районӗнче хӑй вӑхӑтӗнче пулнӑ ырӑ йӑларан пӗрне, ял хуҫалӑх предприятийӗсенчи механизаторсемпе комбайнерсем, водительсем хушшинчи конкурса, чӗртсе тӑратнӑ. Ӑна иртнӗ уйӑхӑн 29-мӗшӗнчен пуҫарса янӑ. Ӑмӑрту юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗччен тӑсӑлӗ.

Ҫӗнтерӳҫӗсене чи нумай лаптӑк сухалани, чи нумай лаптӑк ҫинчен вырса илни, тоннӑпа илсен чи нумай турттарни тӑрӑх хаклаҫҫӗ. Пӗтӗмлетӗве эрнесерен палӑртса пырӗҫ. Конкурсҫӑсен агротехника тата пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене те пӑхӑнмалла, ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗпе ӗҫ дисциплини пирки те манмалла мар. Конкурсӑн пӗтӗмӗшле ҫӗнтерӳҫине ӗҫҫи вӗҫленнӗ хыҫҫӑн пӗтӗмлетӗҫ.

Сӑмах май каласан, иртсе кайнӑ эрнери ӗҫ-хӗл тӑрӑх ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнӑ та. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Казаков вӗсене вымпелсем парса хавхалантарнӑ. «ВДС» тулли мар яваплӑ обществӑри Изосим Романов малта пыракан механизатор пулса тӑнӑ, «Авангард» «Ҫӗрпӳ беконӗ» обществӑн филиалӗнчи Николай Казаков — чи лайӑх комбайнер, «Колос» федерацин патшалӑх хысна предприятийӗнчи Александр Ильин — чи лайӑх водитель.

 

Политика

Чӑваш Енӗн Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев блогерсемпе курнӑҫни пирки /news/9841.htmlэпир пӗлтернӗччӗ. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, Чӑваш ЕН Элтеперӗ пулма «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партирен кандидата тӑратнӑ Олег Николаев та блогерсемпе тӗл пулнӑ. Вӑл вӗсемпе ӗнер курнӑҫнӑ.

Олег Алексеевич суйлав умӗнхи кампани епле пынипе паллаштарнӑ, районсемпе хуласем тӑрӑх ҫӳрени ҫинчен, унта сиксе тухакан чӑрмавсем пикри чарӑнса тӑнӑ. Олег Николаев Чӑваш Ен Правительствине реформӑлас, хӑш-пӗр министерствӑпа ведомствӑна пӗтерес шухӑша палӑртнӑ.

«Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти кандидатне блогерсем суйлав умӗнхи стратегие таплӑнуллӑх, креативлӑх кӗртме сӗннӗ.

Раҫҫей Федерацийӗн Коммунистсен партийӗпе пӗрле пулса кӗрешессине регион шайӗнче пӑхса тухманнине пӗлтернӗ Олег Николаев. Хӑйӗн кандидатурине вара вӑл илме шухӑшламаннине палӑртнӑ.

Сӑнсем (3)

 

Хулара

Ҫурлан 15-мӗшӗпе 16-мӗшӗсенче Шупашкарти Юрӑ уйӗнче сывлӑша парӑнтаракансене пӑхса киленме май килӗ. Киленме кӑна мар, сывлӑша ҫӗкленме те май туса парӗҫ.

«Хула ҫине пӗлӗтрен» фестивале хутшӑнакансем Шупашкар ҫыннисене хӑйсен илемлӗ хусканӑвӗ-вӗҫевӗпе савӑнтарӗҫ, шар ҫинче ҫӳл тӳпене ҫӗкленӗҫ. Ҫав вӑхӑтра концертсемпе конкурссем, куравсем тата аэростатсен каҫхи шоувӗ пулӗ.

Вӗҫев вӑхӑчӗ — ирхи 5 сехетрен пуҫласа 10 сехетчен тата 17 сехетрен тытӑнса 22 сехетчен. Ирхине хулана ҫӳл тӳперен сӑнама май килӗ. Тӳлевсӗр мар, паллах, укҫалла. Шупашкара ҫӳлтен темиҫе минут пӑхса киленме 500 тенкӗ тӳлемелле, сехет хушши ярӑнса ҫӳреме — виҫӗ пинрен кая мар. Хӗвел ансан аэростатсем залив ҫинче ҫӗкленӗҫ.

Ярӑнас текенсене 23-51-86 номерпе ҫырӑнма сӗнеҫҫӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ — 36-52-46.

 

Республикӑра

Ҫуллахи каникулта ачасем чылай вӑхӑта урамра ирттереҫҫӗ. Ун чухне ашшӗ-амӑшӗн питӗ тимлӗ пулмалла, вӗсенчен куҫ вӗҫертмелле мар та… анчах яланах ун пек пулмасть ҫав. Ав пӗр районта ача хӑйне евӗр киленӗҫ тупнӑ. Анчах вӑл чутах инкекпе вӗҫленмен.

Ку Канаш районӗнче пулнӑ. 11 ҫулти арҫын ача урапаран ҫакланса ял тӑрӑх ярӑннӑ. Ача пӑрӑхран тытӑннӑ та ярӑннӑ.

Анчах арҫын ача кайнӑ ҫӗртех аллине вӗҫертнӗ те урапа хӑвӑртлӑхпа пынӑ чухне ҫӗре ӳкнӗ. Ҫавна май арҫын ачан пуҫ мими кисреннӗ тата суранланнӑ. Ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/auto/view/65946
 

Хулара

Шупашкарти хӑш-пӗр троллейбуссен маршрутне улӑштарма пултараҫҫӗ. Нумаях пулмасть хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Герман Александров ертсе пынипе канашлу иртнӗ. Унта электротранспорт маршручӗсене оптимизацилес ыйтӑва пӑхса тухнӑ.

Унта хутшӑнакансем 6, 12, 19 тата 20-мӗш маршрутсемпе ҫӳрекен троллейбуссене пӑхса тухнӑ. 12-мӗш маршрута ҫӗнӗ кӑнтӑр районне ҫити тӑсма пултараҫҫӗ. 6-мӗш троллейбус Трактор тӑвакансен проспектӗнчен Эгер бальварӗ тӑрӑх Мир проспектне тухса Иван Яковлев проспектне ҫитмелле, унтан хӑйӗн маршручӗпе каймалла. Ҫапла улшӑну та кӗртме пултарӗҫ.

19 тата 20-мӗш троллейбуссене Мир проспекчӗпе хире-хирӗҫ ҫавран яма пултарӗҫ. Кун пирки Шупашкар администрацийӗн сайтӗнче пӗлтереҫҫӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 2946, 2947, 2948, 2949, 2950, 2951, 2952, 2953, 2954, 2955, [2956], 2957, 2958, 2959, 2960, 2961, 2962, 2963, 2964, 2965, 2966, ... 3890
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку тапхӑр сахал мар пӑшӑрхану илсе килӗ, кӑштах йӑнӑшма пултаратӑр. Тен, ҫывӑх ҫын умӗнче айӑпа туятӑр. Ӑнланманлӑх сирӗлтӗр тесен халӗ шӑпах чуна уҫса калаҫмалли вӑхӑт. Ӗҫре йӑнӑшсан яваплӑхран пӑрӑнма ан тӑрӑшӑр. Йӑнӑша йышӑнӑр, вара ҫивӗч ыйтӑва татса паратӑр.

Ҫу, 11

1931
94
Евсевьев Макар Евсевьевич, ҫыравҫӑ, этнограф, мордва чӗлхин ҫыруллӑхне никӗслекенни вилнӗ.
1943
82
Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи вӑрҫӑра пуҫне хунӑ.
1966
59
Белова Валентина Александровна, сӑвӑҫ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...