Чӑваш чӗлхи
«Нарспи» вулавне хутшӑннисем Литература тата К.В.Иванов ҫулталӑкне халалласа Чӑваш чӗлхи кунӗ умӗн Красноармейски районӗн чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен пултаруллӑ ушкӑнӗ пуҫарнипе Пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан Упи шкулӗнче Аслӑ поэтӑмӑрӑн вилӗмсӗр «Нарспине» пӑхмасӑр илемлӗ вулассипе ӑмӑрту иртрӗ. Унта пурӗ районти шкулсенчи 13 вӗрентекен хутшӑнчӗ. Вулакансем поэмӑн кашни сыпӑкнех йӗркипе илемлӗ каласа пачӗҫ. Хаклакансем кашни вулакан куракансене хӑйне епле итлеттерме пултарнине, чӗлхе уҫӑмлӑхне, поэма сыпӑкӗн хӗрӳ саманчӗсене палӑртма пултарнине тата сӑнарсен кӑмӑл-туйӑмне уҫса пама тӑрӑшнине шута илчӗҫ. Ҫивӗч тупӑшура пӗрремӗш вырӑна Пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан Красноармейски шкулӗнчи З.П.Михайлова тухрӗ. Иккӗмӗш вырӑна Пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан Алманч шкулӗнчи Т.Ю.Григорьева тата Красноармейски район администрацийӗн вӗренӳ пайӗн методисчӗ И.М.Федорова тивӗҫрӗҫ. Виҫҫӗмӗш вырӑна вара Пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан Карай шкулӗнчи А.Ю.Никандрова тата Пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан Упи шкулӗнчи В.В.Васильева ҫӗнсе илчӗҫ. Маттур вӗрентекенсене ӑшшӑн саламлатпӑр! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Ӗлӗк чӑвашсем пӗр-пӗрне нимелле пулӑшнӑ. Пӗрле кар тӑрса ҫурт ҫӗкленӗ, ытти ӗҫе те пурнӑҫланӑ. Тӗрӗссипе, нимелле пулӑшасси паянхи кун та пур. Вӑрнар районӗнчи Уйкас Кипек ялӗнче арҫынсем ахаль лармаҫҫӗ — пӗрле пухӑнса ялшӑн пӗлтерӗшлӗ ӗҫ тӑваҫҫӗ. Уйкас Кипек масарӗ ҫинче валли пӗлтӗр ҫӗр лаптӑкне пысӑклатнӑ-мӗн. Ытти ҫӗрти пекех унта ҫурт пур. Хӗлле сивӗ, унта ӑшӑнма меллӗ. Уйкаскипексем унта халӗ ҫӗнӗ ҫурт лартасшӑн. Ку ӗҫе ял старости Василий Осипов йӗркелесе пырать. Ял халӑхӗ пӗр шухӑшлӑ пулса укҫа пухма калаҫса татӑлнӑ. Унпа пура валли пӗрене туяннӑ. Ӑна нимелле пураланӑ. Василий Осипов, Владимир Смирнов, Сергей Никифоров, Алексей Шоркин, Василий Петров, Алексей Шоркин тата ыттисем вӑхӑтне шеллемесӗр пура ӑсталаҫҫӗ. Ӗҫе кӑштахран вӗҫлеҫҫӗ те ӗнтӗ. Ҫимӗкчен нумай вӑхӑт юлман-ҫке. Сӑнсем (5) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
Паян, ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ, ЧР Вӗренӳ институчӗ, «Хыпар» хаҫат, Чӑваш наци радиовӗ, Чӑваш наци телекуравӗ, Чӑваш наци конгресӗ, И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ пӗтӗм чӑваш диктантне ирттернӗ. Ӑна кӑҫал Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнине халалланӑ. Патӑрьел районӗ ку акцие хастар хутшӑннӑ темелле. Вӗсем чӑвашла мӗнле ҫырнине тӗрӗсленӗ. Районти вӗренӳ, социаллӑ аталану, хыпарлавпа тивӗҫтерӳ тата архив пайӗ районти вӗрентекенсемпе вӗренекенсене ҫак акцие хутшӑнма сӗннӗ. Патӑрьел районӗнче паян пӗтӗм чӑваш диктантне 543 ҫын хутшӑннӑ. Вӗсен йышӗнче чӑваш тата вырӑс чӗлхипе литературине, акӑлчан чӗлхине вӗрентекенсем, вулавӑш ӗҫченӗсем, 8–11-мӗш классенече ӑс пухакансем пулнӑ. Вӗсем пурте Чӑваш наци радиовӗпе вуланӑ текста ҫырнӑ, унтан ӗҫсене сканерласа Шупашкара ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Ирина Спиридонова ЧР Наци вулавӑшӗ ирттерекен «Чӑваш Ен литератури: ҫулталӑкри чи вуланакан кӗнеке» конкурспа килӗшӳллӗн Элӗкри ача-пӑча вулавӑшӗ те хӑйне евӗр конкурс ирттерет. Унта ҫулталӑкри чи лайӑх вулакана тӗрлӗ номинаципе палӑртнӑ. Конкурса вулавӑша ҫӳрекенсем пурте хутшӑнӑҫҫӗ. Унта Элӗкри вӑтам шкулта 3-мӗш «б» класра вӗренекен Ирина Спиридонова хастарлӑхӗпе палӑрнӑ. Вӑлах «Вулав лидерӗ» номинацире ҫӗнтернӗ. Ирина Спиридонова вулавӑша кашни эрнере килсе кӗнеке куравӗсемпе паллашать, ҫӗнӗ кӗнекесене алла тытать, журналсемпе кӑсӑкланать. Пуринпе те пӗр чӗлхе тупма пӗлекен хӗрача вуласа тухнӑ кӗнекесем пирки хӑйӗн шухӑшне пӗлтерет. Вӑл ҫутҫанталӑк, чӗрчунсем пирки ҫырнӑ кӗнекесене кӑмӑллать-мӗн, фантастикӑпа кӑсӑкланать. Ирина Спиридоновӑна ЧР Наци вулавӑшӗнче номинацире ҫӗнтернӗшӗн Дипломпа тата парнесемпе хавхалантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Мӑн Шетмӗре «Сударушка» алӗҫ кружокне ҫӳрекенсем чӑваш чӗлхи эрнине палӑртнӑ. Вӗсем хӑйсен пӗр занятине чӑваш классикне, поэтне Константин Иванова халалланӑ. Куржока ҫӳрекенсем К.Ивановӑн «Нарспи» поэминчи сыпӑксене вуланӑ. Вулавӑш ӗҫченӗ Раиса Герасимова «Константин Иванов еткерлӗхӗ» темӑпа калаҫу ирттернӗ. Ҫавӑн пекех вӑл вулавӑша пухӑннисене «Иванов Константин Васильевич. Пурнӑҫӗнчи тата пултарулӑхӗнчи тӗп датӑсем» тесе ҫырнине парнеленӗ. Кӑҫалхи ҫулшӑн питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ мероприятие Мӑн Шетмӗ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Полина Иванова та хутшӑннӑ. Вӑл кружока ҫӳрекенсене Георги хӑйӑвне парнеленӗ, Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнине уявламалли планпа паллаштарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
Аслӑ вӗрентекенӗмӗр Иван Яковлев ҫуралнӑ куна халалласа тата Чӑваш чӗлхи кунне паллӑ тума паян Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗ умӗнчи палӑк умне культурӑра тӑрӑшакансем, вӗрентекенсемпе шкул ачисем пуҫтарӑннӑ. Официаллӑ ҫынсен йышӗнче вӗренӳ министрӗн ҫymӗ Светлана Петрова, Культура министерствин пай пуҫлӑхӗ Сергей Казаков, Чӑваш наци конгресӗн президенчӗн ҫумӗ Петр Ивантаев, «Хыпар» издательство ҫурчӗн пуҫлӑхӗ Валери Туркай тата ыттисем те пулнӑ. Пухӑннисем хальхи вӑхӑтра чӑваш чӗлхине упраса хӑварасси чи пысӑк ыйту пулнине, ҫaк енӗпе пурин те тимлӗ ӗҫлемеллине палӑртнӑ тесе хыпарлать ЧНК пресс-служби. Уява Шупашкартан кӑна мар, районсенчен шкул ачисем те ҫитнӗ. Bӗcem чӑваш чӗлхине мухтаса, ӑна сума сунине пӗлтерсе хӑватлӑн сӑвӑсем каланӑ, юрӑсем шӑрантарнӑ. Юлашкинчен пурте пӗрле пулса палӑк умне чӗрӗ чечек хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ чи вулакан кӗнекене палӑртма ҫулсерен конкурс ирттерет. Акан 23-мӗшӗнче унӑн черетлӗ ҫӗнтерӳҫисене палӑртнӑ. Конкурса 21 районпа 5 хулари 200 ытла вулавӑш хутшӑннӑ иккен. Чи анлӑ сарӑлнӑ авторсене палӑртма 51133 вулакан сассине пухнӑ-мӗн. Конкурса тӑратнӑ 192 кӗнекерен чи вулаканнисене пилӗк номинацире палӑртнӑ. Пуринчен ытла сасӑ пухни — Ангелина Павловскаян «Вӗрене шывӗ те пылак» романӗ. Унӑшн 8208 сасӑ пуҫтарӑннӑ. Вӑл «Чӑваш кӗнеки» номинацире ҫӗнтернӗ. «Ҫулталӑк прози» номинацире Куҫма Турханӑн Аристарх Дмитриев вырӑсла куҫарнӑ «Свияга впадает в Волгу» (Сӗве Атӑла юхса кӗрет) кӗнеки мала тухнӑ. «Ача-пӑча тӗнчи» номинацире чӑвашлисенчен Николай Ишентейӗн «Ырӑ ӗҫсен команди», вырӑслисенчен Надежда Медюкован «Новогодний подарок» кӗнеки ҫынсене ытларах кӑмӑла кайнӑ. Поэзие юратакансем те сахал мар. Кунта «Чӑваш литературин антологийӗ. Поэзи» кӗнекене алла илекенсем йышлӑрах пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Чӑваш Енри шкулта вӗренекен Мая Егорова «Баллада о маленьком сердце» мюзиклта тӗп сӑнара вылӗ. Премьера Мускавра ҫӗртме уйӑхӗнче пулӗ. Пирӗн ентеш суйлав тапхӑрӗсем витӗр тухса ҫӗр-ҫӗр ачаран малта пулма пултарнӑ. Мая Мускавра иртнӗ «Ылтӑн нота» конкурсра Лара Фабиан репертуарӗнчи Адажио Альбиноние выляни пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнӑ. Жюрире пулнӑ Иосиф Кобзон, Олег Газманов, Алексей Кортнев, Николай Агутин пултаруллӑ ачана тӳрех асӑрханӑ. Музыкӑпа цирк театрӗн элчисем вара ӑна «Баллада о маленьком сердце» ҫӗнӗ мюзикл кастингне йыхравланӑ. Мая Егорова икӗ суйлав витӗр тухнӑ, ҫапла ӑна тӗп роле выляма шаннӑ. Мюзикл ачасем пирки. Вӗсем ача ҫуртӗнче пурӑнаҫҫӗ. Майӑн сцена ҫинче 10 сехет 10 ытла юрӑ шӑрантарма тивӗ. Репетици кашни кун пырать. Мая халӗ Турцире иртекен тӗрӗк чӗлхиллӗ халӑхсен вокал конкурсне те хутшӑнма хатӗрленет. Мая 12 ҫулта кӑна-ха. Анчах вӑл чылай ҫитӗнӳ тунӑ. Вӑл тӗрлӗ конкурсра гран-при ҫӗнсе илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
Чӑвашла ҫырма маннӑ Ыран Чӑваш Ен тата чӑваш халӑхӗ Чӑваш чӗлхи кунне уявлӗ. Унта ҫыхӑннӑ мероприятисем эрне пуҫламӑшӗнчех пуҫланнӑ ӗнтӗ, ытларах пайӗ паян иртӗ. Чӑваш Республики пирӗн тӑван чӗлхене хисеплеме, ӑна упрама тата аталантарма майсем туса памалла. Кун пирки «Чӗлхесем пирки» саккунра ҫырса хунӑ. Чӑваш Енӗн Элтеперӗ вара чӑваш халӑхӗн шанчӑкне ҫухатмасӑр ӗҫлеме тупа тунӑ. Ку вара Чӑваш Республикин Конституцине хӳтӗлессипе, саккунсене пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлӗп тенипе тан. Шел те, юлашки вӑхӑтра хӑш-пӗр ыйту тавра вара чӑваш халӑхӗн пурнӑҫне, культурине упрасси тата аталантарасси пирки шута илме пӑрахаҫҫӗ. Сӑмах кунта чӑваш чӗлхи пирки, вӑл патшалӑх чӗлхи пулнӑ май унпа пӗр тан усӑ курасси пирки. Эктор Алос-и-Фонт Шупашкарта тупса палӑртнӑ тӑрӑх нумай пулмасть хӑш-пӗр ҫуртсем ҫине ҫӗнӗ табличкӑсем ҫакнӑ. Кӑна вӑл «Пӗртанлӑх» кун кӗнекинче палӑртнӑ. Ленин проспекчӗн 47-мӗш, Мир проспекчӗн 82а, Мир проспекчӗн 78д ҫурчӗсем ҫине табличкӑсене вырӑсла кӑна ҫакнӑ. Вӗсем унччен пулман имӗш. |
Тӗн
Михаил Игнатьев Элтепер Варнавӑна саламлать Ҫак эрнере Шупашкар тата Чӑваш Ен митрополичӗн Варнавӑн ҫуралнӑ кунӗ пулнӑ. Ҫав ятпа ӑна Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев саламланӑ. Митрополита республика пуҫлӑхӗ ӑс-хакӑл енчен вӗҫӗмех пулӑшса пынишӗн тата Чӑваш Енре православи тӗнне ҫирӗплтенишӗн тав тунӑ. Михаил Игнатьев чиркӳпе влаҫ органӗсем культура, вӗренӳ ӗҫӗнче, Чӑваш Енри православин ҫаваплӑ вырӑнӗсене упраса хӑварассипе тата чӗртсе тӑратассипе тухӑҫлӑ ҫыхӑну тытнине палӑртнӑ. Ҫитӗнекен ӑрӑва кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен воспитани парассинче те чиркӳ ҫыннисем тӳпе хывнине асӑнса хӑварнӑ. Элтепер Чӑваш Енре ырӑ ӗҫ нумай пулса пынине, обществӑпа политика лару-тӑрӑвне тӑнӑҫлӑ тытса тӑрассишӗн, ҫынсене ыранхи куна шанчӑкпа пӑхтарассишӗн пултаруллӑн тимленине те, халӑх килӗшӳпе тата ҫураҫупа пурӑннине те, демографи лару-тӑрӑвӗ лайӑхланнине те палӑртнӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Варнавӑна чечек тата кӗнеке парнеленӗ. Ҫирӗп сывлӑх, вӑрӑм ӗмӗр, чун хавалӗ тата пур ӗҫре те Турӑ пулӑшса пытӑр тесе суннӑ. Сӑнсем (5) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 739 - 741 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Князев Иван Михайлович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тенюшев Иван Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Иван Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Петров Николай Петрович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |