Тӗменти патшалӑх университечӗ чӑваш чӗлхине вӗрентмелли курс йӗркелесшӗн. Чӗлхене ӑша хывас текенсен укҫа тӳлемелле мар.
Ырӑ пуҫару авторӗ — Тӗмен облаҫӗнчи чӑвашсен «Тӑван» общество организацийӗн президенчӗн тата Тӗменти патшалӑх университечӗн Тюркологи центрӗн пуҫлӑхӗ Ханиса Алишина.
Алишина чӑваш чӗлхи тутар чӗлхине ҫывӑх, мӗншӗн тесен вӑл алтай чӗлхе ҫемйине кӗрекен тӗрӗк ушкӑнне кӗрет тесе палӑртнӑ май тӗрӗк чӗлхисене ӑслӑлӑх енчен тӗпчессине сарассипе ҫине тӑрать. Тӗмен тӑрӑхӗнче чӑвашсем ытлашши йышлах мар пулин те (пурӗ 30 пине яхӑн) хӑйсен чӗлхине, йӑли-йӗркине, культурине упрассишӗн ҫине тӑраҫҫӗ тесе палӑртнӑ Х. Алишина.
Ку хыпар пирки пӗлтернӗ май «Вслух.ру» интернет-хаҫат ҫакна асӑнать: Тӗмен облаҫӗсӗр пуҫне чӑвашсем Тутарстанра, Пушкӑртстанра, Самар, Чӗмпӗр, Сарӑту, Пенза облаҫӗсенче тата Урал, Атӑлҫи, Ҫӗпӗр тӑрӑхӗсенче те пурӑнаҫҫӗ.