Спорт
![]() Канмалли кунсенче Лондонра «Кевер лиги» ҫӑмӑл атлетика серийӗн вунпӗрмӗш тапхӑрӗ иртнӗ. Унта Раҫҫейрен пӗр ҫын ҫеҫ хутшӑннӑ. Вӑл — Чӑваш Енрен. Лондонра Раҫҫей чысне пирӗн ентеш Анжелика Сидорова хӳтӗленӗ. Анжелика пӗр эрнере хӑйӗн рекордне икӗ хут ҫӗнетме пултарнӑ. ЧР Спорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Лондонра чӑваш спортсменки 4.79 метр ҫӳллӗшне иккӗмӗш хутӗнчен илме пултарнӑ. Ку пӗлтӗрхи кӑтартуран виҫӗ сантиметр ҫӳллӗрех. Апла пулин те Лондонра пӗрремӗш вырӑна Грецири Николета Кириакопули тухма пултарнӑ. Вӑл 4.79 метр ҫӳллӗшне пӗрре сиксех ҫӗннӗ. Анжелика Сидорова вара иккӗмӗш пулнӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Греци спортсменки Катерина Стефаниди тухнӑ. Ҫурлан 3-мӗшӗнче Шупашкарти «Олимпийский» стадионта ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ иртет. Анжеликӑн та унта хутшӑнмалла пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Аслӑ шкулсенче хӗрӳ тапхӑр малалла пырать. Халӗ унта вӗренме кӗме пултаракан абитуриентсен списокне кӑлараҫҫӗ. Ҫавӑнпа ҫитес вӑхӑтра ҫамрӑксен хӑш аслӑ шкула вӗренме кӗрес ыйтӑва татса памалла. Ара, чылай яш-хӗр тӳрех темиҫе ҫӗре заявлени ҫырнӑ-ҫке. Заявленисене утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗччен йышӑннӑ. Халӗ йышӑну комиссийӗсем рейтингпа список хатӗрленӗ. Унпа аслӑ шкулти стендсем ҫинче те, йышӑну комиссийӗн сайтӗнче те паллашма май пур. Кӑҫал абитуриентсене тапхӑрпа вӗренме илӗҫ. Малтан комиссисен тӳлевсӗр вырӑнсене абитуриентсен 80 процентне илмелле. Пирвайхи йышӑну утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче иртмелле. ЧППУн йышӑну комиссийӗн яваплӑ секретарӗ Алина Ефимова каланӑ тӑрӑх, малтан вӗсем тӑлӑхсене, сусӑрсене тата тӗллевлӗ килнисене йышӑнаҫҫӗ. Документсен оригиналӗсене панисене ҫӑмӑлрах. Тӳлевсӗр вырӑнсене йышӑннисен списокӗ пирки ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗнче хушу кӑларӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Украинӑри политика лару-тӑрӑвӗ пирки Раҫҫейре кӑна мар, тӗнчипех калаҫаҫҫӗ. Унта ахаль ҫынсем те вилни нумайӑшне хумхантарать. Ку условисенче ачасем те пурӑнаҫҫӗ-ҫке-ха. Йывӑр лару-тӑрӑва кура Раҫҫейри чылай регионта Донбасс валли гуманитари пулӑшӑвӗ пухаҫҫӗ. Шупашкарсем те айккинче юлман. Хулара гуманитари пулӑшӑвне пухмалли 26 пункт уҫӑлнӑ. «Чӑваш Ен» ПТРК пӗлтернӗ тӑрӑх, Лилия Панычева мӑнукӗпе палаткӑна курса пынӑ. Кӑнтӑрла хыҫҫӑн вӑл пысӑках мар хутаҫ йӑтса таврӑннӑ. Утиял, тетте илсе пынӑ вӑл. Унӑн тӑванӗсем Мариупольте пурӑнаҫҫӗ-мӗн. Гуманитари пулӑшӑвӗ пухмалли палаткӑсем ӗҫлеме тытӑнсан пирвайхи кунсенчех унта 100 ытла ҫын пынӑ. Волонтерсене апат-ҫимӗҫ, гигиена хатӗрӗсем, шкул хатӗрӗсем пама юрать. Акцие хутшӑннӑ кашни ҫынна «эпӗ Донбаса пулӑшрӑм» кӑкӑр палли параҫҫӗ. Палаткӑсем ирхи 10 сехетрен ӗҫлеме тытӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Етӗрне район гербӗ Етӗрне районӗн малашне хӑйӗн гимнӗ кӑна мар, ялавӗпе гербӗ те пулӗ. «Паянхи кун историре ҫырӑнса юлӗ», — тесе хыпарлаҫҫӗ асӑннӑ район администрацийӗнче Депутатсен районти пухӑвӗнче районӑн тепӗр икӗ элемне йышӑнни пирки. Ун пек лару утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнче иртнӗ. Элеме илсен районта унччен гимн пулнӑ-ха. Ӑна 2004 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче йышӑннӑ. Гимнӑн сӑмахне ҫыраканӗ тата кӗввине хываканӗ пӗр ҫынах — Николай Александров композитор. Района гербпа ялав та кирли пирки Депутатсен районти пухӑвӗн депутачӗ Елена Шлепнева сӑмах пуҫарнӑ. Унӑн шухӑшне райадминистарци пуҫлӑхӗ Владимир Кузьмин тата район пуҫлӑхӗ — Депутатсен районти пухӑвӗн ертӳҫи Александр Краснов ырласа йышӑннӑ. Кӑҫалхи ака уйӑхӗнче гербпа ялав проектне палӑртма конкурс ирттерме йышӑнӑн. Ҫӗнтерӳҫӗне 10 пин тенкӗ премипе хавхалантарма пулнӑ. Чи ӑнӑҫлӑ ӗҫ тесе Анатолий Данилов ӳнерҫӗ-художникӑн, педагогӑн тата ӑсчахӑн проектне йышӑннӑ. А. Данилов унччен Элӗк район гербӗпе ялавне, Хӗрлӗ Чутай район ялавне, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн ялавне хатӗрленӗ. Сӑнсем (7) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Крымри Шурту (Белогорск) районӗнче вырнаҫнӑ «Тайган» сафари-паркра виҫӗ арӑслан ами хаклӑ йышши крокодила ҫисе янӑ. Кун пирки «Крым. Реалии» пӗлтерет. Парка курма килнӗ ҫынсем каласа панӑ тӑрӑх крокодилсем арӑслансемпе юнашарах пӗвере пурӑнаҫҫӗ. Пӗр крокодилӗ шывран тухсан ун ҫине виҫӗ арӑслан ами тапӑннӑ. Пысӑк кушаксем шыв чӗрчунне хӑвӑрт кӑна кӑнтнӑ хыҫҫӑн апат патне ытти арӑслансем те ҫитнӗ. Сафари-паркӑн директорӗ Олег Зубков ку пӑтӑрмах чӑн та пулса иртни пирки каласа панӑ. Крокодилӗ вара 3 пин доллар таранах (хальхи курспа ку вӑл 180 пин тенке яхӑн шутланать) тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш наци конгресӗн ӗҫченӗсем Крымри Тав ҫырӑвне тивӗҫнӗ. Тав ҫырӑвӗпе ЧНКн тӗп бухгалтерне Марина Никоноровӑна тата ҫыруҫӑ-референтне Олеся Никитинӑна Чӑваш Республикипе Крым ҫурмаутрав хушшинчи ҫыхӑнӑва йӗркелекен коммерцилле мар организаци пуҫлӑхӗ Юрий Алексеев чысланӑ. ЧНК пайташӗсем ку чыса Крымпа Чӑваш Республики хушшинчи культура тата экономика ҫыхӑнӑвӗсене йӗркелеме пулӑшнӑшӑн тивӗҫнӗ. «Эсир халӑхсем хушшинчи туслӑха ҫирӗплетес енӗпе ырми-канми тӑрӑшни, тӑван ҫӗршыва, унӑн историне юратни, яланах малалла ӑнтӑлни пирӗн обществӑна ырӑ утӑмсем тума май парать. Сире ҫaк ӗҫpe ырлӑх-сывлӑх, ӑнӑҫу сунатӑп», — тесе Тав ҫырӑвӗнче ҫырни тата ҫав ятпа чысланишӗн саламлани пирки Чӑваш наци конгресӗн сайтӗнче пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Генрих Васильтв депутат Лайӑх тӑвас тенӗ те начар пулса тухнӑ. Улатӑр хулинчи нумай хваттерлӗ пӗр ҫурта 2009 ҫулта юсанӑ та ҫынсем нушаланма тытӑннӑ. Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх ӗҫченӗсем ҫав ҫулхине ҫурт ҫивиттине ҫӗнетнӗ. Анчах ҫав ҫуртра пурӑнакансемшӗн ырлӑх вырӑнне хурлӑх пуҫланнӑ. Кун пирки Чӑваш Ен парламенчӗн депутатне Генрих Васильева Улатӑр хулинче пурӑнакан ҫын онлайн-йышӑну вӑхӑтӗнче пӗлтернӗ. Ик айкки те тӑвайкки мар ҫав ҫын Улатӑрти хӑй пурӑнакан нумай хваттерлӗ ҫурт ҫивиттине юсанӑ хыҫҫӑн маччасем ҫурӑлса кайнӑ, хӗлле унта пӑрланса ларать, ҫуркуннепе кӗркунне хваттерсене шыв анать. Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн управляющи компанийӗ ӗҫе кӑлтӑкпа пурнӑҫланине йышӑнать-мӗн, анчах юсама васкамасть. Депутат патне йышӑнӑва Кивӗ Эйпеҫ ялӗнчен пынӑ арҫын та хӑй ыйтӑвӗпе кӑна ҫӳремен, ҫынсемшӗн пӑшӑрханнӑ. Вӑл хӑйсен ялӗнчи Ленин урамӗ республика пӗлтерӗшлӗ шутланнине, ҫав май ун тӑрӑх машина нумай хутланине, ҫул-йӗр ҫинчи инкек те сахал мар сиксе тухнине пӗлтернӗ май «выртакан полицейски» тума май ҫук-ши тесе кӑсӑкланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Чӑваш Енри предприятисен тулаш таварҫаврӑнӑшӗ кӑҫалхи ҫур ҫулта 21 процент чакнӑ. Укҫа ҫине куҫарсан ку вӑл 34,2 миллион долларпа танлашать. Тавар республикӑран каясси 35,7 процент пӗчӗкленнӗ, ют ҫӗртен илсе килесси — 13,5 процент. Экспортпа импорт ҫаврӑнӑшӗпе 117 предприяти-организаци, уйрӑм ҫын аппаланнӑ. Пӗлтӗрхи кӑрлач–ҫӗртме уйӑхӗсенчипе танлаштарсан ҫак кӑтарту та сахалтарах. Нумаях мар та, 3,3 процент. Юридици сӑпачӗллисен шучӗ 1,7 процент чакнӑ, уйрӑм ҫынсен — 33 процент. Никама пӑхӑнман ҫӗршывсенчен тавар илсе килесси 2,4 хут чакнӑ, унта ӑсатасси — 2,2 хут. Ют ҫӗршывран килекен тавара илсен, Чӑваш Ене ытларах Китайран (мӗнпур калӑпӑшран 40 процентне), Германирен (13 процент), Швецирен (7,3 процент), Италирен (5,1 процент), Швейцарирен (3,4 процент) кӳрсе килнӗ. Пирӗн тӑрӑхри тавара ют ҫӗре илсе кайни пирки каласан, 24,6 проценчӗ Украинӑна, 7 проценчӗ Монголие, 6,6 проценчӗ Узбекистана, 5,8 проценчӗ Молдовӑна, 5,1 проценчӗ Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсене ӑсаннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫӗньял ачисем те каникул вӑхӑтӗнче алӑ усса лармаҫҫӗ. Ачасем вӑхӑта усӑллӑ ирттерччӗр тесе Туҫи ял тӑрӑхӗнчи культура ӗҫченӗсем тӗрлӗ мероприяти йӗркелеҫҫӗ. Ак нумаях пулмасть Ҫӗньял клубӗнче «Юмах патӗнче — хӑнара» театрланӑ постановка пулнӑ. Айболит тухтӑр, Упа тата Хӗрлӗ Калпак ачасене ҫутҫанталӑка упрамаллине вӗрентнӗ, гигиена мӗнне ӑнлантарнӑ. Юмахри сӑнарсем шӑпӑрлансене улма-ҫырлана, пахча ҫимӗҫе таса мар алӑпа ҫиме юраманнине ӑнлантарнӑ. Вӗсемпе конкурссемпе вӑйӑсем ирттернӗ. Ку ачасене пысӑк савӑнӑҫ кӳнӗ. Унта хутшӑнакансем пурте пылак парнене тивӗҫнӗ. Ашшӗ-амӑшӗ вара культура ӗҫченӗсене алӑ вӗҫҫӗн ҫыхнӑ хӑмпӑсем парнеленӗ. Сӑнсем (10) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Андрей Никитин тунӑ сӑн Красноармейски районӗнче хӑйне евӗр туй иртнӗ. Ахаль чухне туйра хӑюсемпе илемлетнӗ ҫӑмӑл урапасем чупаҫҫӗ. Хальхинче вара… йывӑр тиевлӗ урапасем пулнӑ. Вӗсене те хӑюсемпе хитрелетнӗ. Туй утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, шӑматкун, иртнӗ. Галинӑпа Василий ҫамрӑк мӑшӑр туйне шӑпах ҫакӑн пек уявлама палӑртнӑ-мӗн. Пӗтӗмпе илемлетнӗ йывӑр тиевлӗ 7 машина пулнӑ. Вӗсен иккӗмӗш сыпӑкри пиччӗшӗ Андрей Никитин каланӑ тӑрӑх, Василий йывӑр тиевлӗ машинӑсене ачаранпах юратнӑ. Туя кун пек ирттерме малтанах палӑртнӑ. вӑл ҫакнашкал урапапа ӗҫленӗ те-мӗн. 7 урапа рулӗ умӗнче унӑн юлташӗсем ларнӑ. Качча тухакан хӗр каччипе ҫӑмӑл урапапах пынӑ. Кун пек меллӗрех. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Евсевьев Макар Евсевьевич, ҫыравҫӑ, этнограф, мордва чӗлхин ҫыруллӑхне никӗслекенни вилнӗ. | ||
| Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи вӑрҫӑра пуҫне хунӑ. | ||
| Белова Валентина Александровна, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |