Республикӑра
![]() Травматологи, ортопеди тата эндопротезировани федераци центрӗнче ӗҫлекенсем Чӑваш Енпе пӗрле «Новороссине Пӗлӳ кунӗ!» Пӗтӗм Раҫҫейри акцие хутшӑнать. Асӑннӑ сиплев учрежденийӗнчи шурӑ халатлисем шкул ачисем валли 70 комплект хатӗрленӗ. Унта ручка-кӑранташ кӑна мар, канцеляри таварӗпе шкулта кирлӗ ытти хатӗр-хӗтӗр те пур. Хӑйсен ыркӑмӑллӑхне федераци центрӗн тӗп врачӗ, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Николаев ачасене ҫӗршыври тӑнӑҫ мар лару-тӑрӑва пӑхмасӑрах вӗренме май туса парас килнипе ӑнлантарнӑ. «Украинӑн кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫӗнчи хирӗҫтӑру ҫӗршер пин ачана пырса тиврӗ. Ҫуртсене, ача пахчисене, шкулсене ватса пӗтернӗ. Вӗренӳ организацийӗсенчен нумайӑшӗ ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче ачасене йышӑнаймӗ. Анчах Пӗлӳ кунне кирек мӗнле пулсан та ирттермеллех. Ун валли эпир те хамӑр енчен пулӑшма — ашшӗ-амӑшне ачисене шкула яма хатӗрлеме тӗкӗ кӳме пултаратпӑр», — тенӗ федераци центрӗн тӗп тухтӑрӗ. Акцие Николай Николаев республикӑри ытти предприяти-организаци те, Чӑваш Енре пурӑнакансем те хутшӑнасса шанать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() «Ӑраскал» эстрада ушкӑнӗ Патӑрьел районӗнчи «Пӗрлештернӗ клуб тытӑмӗ» автономи учрежденийӗн «Ӑраскал» эстрада ушкӑнне районта пӗлеҫҫӗ темелле. Район администрацийӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсен концертне ял ҫыннисем чунтан кӗтеҫҫӗ. Черетлӗ концерт программипе, ӑна ушкӑн «Чунтан савӑнар, тӑвансем» ят панӑ, «Ӑраскал» Ишлӗ ял тӑрӑхне ҫитсе килнӗ. Концерта эстрада ушкӑнӗ ҫынсем хушшинче анлӑ сарӑлнӑ юрӑсене илсе кайнӑ. Вӗсемпе пӗрлех репертуара ҫӗннисене те кӗртнӗ. Сцена ҫинче вырӑнти артистсем икӗ сехет ытла пулнӑ. Вӗсем эстрада, халӑх юррисене шӑрантарнӑ. Ташласа та кӑтартнӑ. Куракансем ушкӑнри артистсене — Юрий Езюкова, Вероника Арланована, Александр Пузырникова, Роза Семенована, Наталья Лаврентьевана, Луиза Лоентьевана — кӑмӑлтан итленӗ-мӗн. «Солистсем ҫав каҫ телей кӳчӗҫ, куракансем вӗсене алӑ ҫупса тав турӗҫ», — пӗлтернӗ Патӑрьел район администрацийӗн сайтӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар администрацийӗн ӗҫченӗсем лавккасене рейда тухнӑ. Иккӗшӗнче вӗсем алкоголь энергетикне сутнине асӑрханӑ. Аса илтерер: нумаях пулмасть, утӑн 1-мӗшӗнчен, Чӑваш Енре ку шӗвеке сутма чарнӑ. Анчах «Магнит» тата «Санар» лавккасем ҫакна уяман курӑнать. Шупашкарти Мускав районӗнчи тӑхӑр лавккана тӗрӗсленӗ. Энтузиастсен урамӗнчи 24-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ «Магнит» тата Матэ Залка урамӗнчи 11-мӗш ҫуртри «Санар» «Jaguar original» энергетик сутнӑ. Унта 8,5 процент спирт тата кофеин пур. Материалсене ЧР ШӖМне ярса панӑ. Вӗсене административлӑ явап тыттарма пултарӗҫ. Саккунпа килӗшӳллӗн, утӑн 1-мӗшӗнчен 1,2-9% процентлӑ шӗвексене, кофеин кӗрекенскерсене, сутма чарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() «Ирӗклӗх» чӑваш организацийӗ Чӑваш Республикинче пурӑнакан ҫынсен паспортӗнче чӑвашла ҫырнӑ вкладыш тума ыйтнӑ. Ҫакна вӗсем Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев ячӗпе янӑ. Авторӗсем Раҫҫей саккунӗ наци республикинче паспорт вкладышӗнче республика гербне, тӑван чӗлхепе информаци ҫырма ирӗк панине палӑртнӑ. «Ирӗклӗх» хастарӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, кунашкалли Тутарстан Республикинче, Пушкӑрт Республикинче тата Якутире пур-мӗн. Вӗсем ӑна Чӑваш Енре те тутарасшӑн. Пуҫаруҫӑсем вкладыша тӑватӑ страницӑллӑ тума сӗнеҫҫӗ. Унта республика гербӗ, паспорт панӑ вырӑн, ҫын пирки информаци пулмалла. Ҫакна йӑлтах чӑвашла ҫырмалла. Палӑртмалла: хастарсем хӑш наци ҫынни пулнине палӑртакан йӗрке тума ыйтмаҫҫӗ. Анчах хӑш-пӗр республикӑра ҫакна тавӑрма ыйтнӑ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Вуннӑмӑшне лекме ҫӑмӑл мар Вуннӑмӗш класа яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫа автомат меслетпе йышӑнмаҫҫӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн вӗренӳ министрӗн ҫумӗ Светлана Петрова пӗлтернӗ. Тӳре-шара ҫакӑн сӑлтавне те ӑнлантарса панӑ. Тӑхӑр класс пӗтернӗ хыҫҫӑн ача тӗп пӗлӳ илнӗ шутланать, патшалӑх пӗтӗмлетӳллӗ аттестацийӗ витӗр тухать. Ҫакӑн хыҫҫӑн шкул ҫав ача вӗренӳ учрежденине вӗренсе пӗтерни пирки приказ кӑларать-мӗн. Малашне ҫав шкулта кӑна мар, ҫав класрах вӗренес тесен те ачасен е вӗсен ашшӗ-амӑшӗн вӗренӳ заведенине илме ыйтса ҫырмалла иккен. Ыйтса ҫырнӑ хыҫҫӑн малалла икӗ май пур-мӗн. Вӗсенчен пӗр тӗслӗхӗнче ыйтса ҫырни те ҫителӗклӗ пулсан, профиль е пӗр-пӗр предмета тарӑннӑн ӑша хывтаракан класа лекес тесен суйлав витӗр тухмалла. Вӗренӳ ҫинчен калакан федераци саккунне улшӑну кӗртнӗ хыҫҫӑн регионсене вӗренекенсене уйрӑмшарӑн суйласа илме ирӗк панӑ-мӗн. Чӑваш Енри 20-е яхӑн шкул кун пек ирӗкпе усӑ курнӑ иккен. Вӗсем мӗне кура суйлассине палӑртнӑ, йышӑну комиссийӗсем йӗркеленӗ. «Ала витӗр» тухайманнисем урӑх класра е урӑх шкулта вӗренме пултараҫҫӗ имӗш. Ун валли вырӑнти вӗренӳ органӗсене пырса ыйтмалла иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗн
![]() Кирилл Патриарх Патриархне республикӑна ертсе пыракансемех кӗтсе илӗҫ. Анчах ҫак ӗҫре пулӑшакансем кирлӗ пулаҫҫӗ. Мускав тата пӗтӗм Руҫ Патриархӗ Кирилл пирӗн республикӑна ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче килӗ. Чӑваш Митрополийӗн сайтӗнче палӑртнӑ тӑрӑх «Хыпар» хаҫат «хӑй ирӗкӗпе тӑрӑшакансен ретне 16–25 ҫулсенчи ҫамрӑксем тӑма пултарнине» палӑртать. Нимеҫӗсем (волонтерсем) ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче иртекен тӗлпулура тата тӗп хулари Ҫветтуй Татиана соборӗнчи каҫхи кӗлле хутшӑнӗҫ. Тепӗр кунхине Ҫӗнӗ Шупашкарти Ҫветтуй Владимир кнеҫ ячӗпе хисепленекен чиркӳре иртекен каҫхи кӗлӗре ӗҫлӗҫ. Унсӑр пуҫне Кирилл Патриарх Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсемпе тӗл пулӗ, нихӑҫан сӳнмен ҫулӑм умне чечек хурӗ. Нимеҫӗсем унпа пӗрле ҫӳрӗҫ. Кӑмӑлпа пулӑшас текенсен кун пирки ҫак уйӑхӑн 20-мӗшӗччен пӗлтермелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Игорь Кушев йышӑнӑва пынӑ ҫынпа калаҫать Ҫынсем пулӑшу ыйтнӑ депутат ӑшӑ шыв парассипе ӗҫлекен олрганизацие ертсе пыраканскер мар-ха. Анчах ун патне йышӑнӑва пынисем вӑл хӑйсене пулӑшасса шанаҫҫӗ. Республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем кашни уйӑхрах ҫынсене йышӑнаҫҫӗ. Ҫавӑн пеккине ҫак кунсенче парламентӑн Хысна, укҫа-тенкӗ тата налук енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫи Игорь Кушев ирттернӗ. Депутат патне пынисем кашниех хӑйсене «халӑх тарҫи» ӑнланасса, пулӑшасса шанаҫҫӗ. Шупашкар районӗнчи пӗр тӑрӑхран ҫитнисем, акӑ, ресурспа тивӗҫтерекен организаци вӗсен нумай хваттерлӗ ҫурчӗсене ӑшӑтма тата ӑшӑ шывпа тивӗҫтерме пӑрахасси пирки пӗлтернӗ иккен. Ҫакна лешӗ котельнӑй киввипе сӑлтавлать-мӗн. Аптӑранӑ ҫынсем котельнӑя юсама е ҫӗннине тума депутат пулӑшасса шанаҫҫӗ иккен. Муркаш районӗнчи пӗр ялта пурӑнакансен те — чун ыратӑвӗ. Вӗсене ял урамӗ кӗркуннепе ҫуркунне ҫӑрӑлни пӑшӑрхантарать. Ҫавна пула социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсем патне те ҫитме йывӑр тенӗ вӗсем. Депутат ҫынсене мӗн тумаллине сӑмахпа ӑнлантарса панӑ, хӑш-пӗр ыйтупа яваплисем патне ыйтса ҫырассине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() «Ҫыхӑнура» интернет-портал хӑйӗн сайтӗнче «Чӑваш Ен Элтеперӗн суйлавӗнче камшӑн сасӑлама палӑртатӑр?» ыйтӑм йӗркеленӗ. Элтеперӗн тивӗҫӗсене хальхи вӑхӑтра пурнӑҫлакан Михаил Игнатьевшӑн канашлу ҫайҫисенчен 9,7 проценчӗ сасӑлама хатӗр иккен. Ун пек ыйтӑма интернет-портал нарӑс уйӑхӗнче те ирттернӗ-ха. Ун чух Михаил Васильевичшӑн суйлавҫӑсенчен 8,5 проценчӗ хӑйсен сассине пама хатӗррине пӗлтернӗ. Хальхи ыйтӑма 617 ҫын хутшӑннӑ. Вӗсенчен 36,1 проценчӗ Раҫҫей Федерацийӗн Коммунистсен партийӗнче Элтепер суйлавне хутшӑнас шухӑшлӑ Валентин Шурчановшӑн сасӑлас шухӑшлӑ имӗш. Форумра ларакансенчен тепӗр пайӗ, чӗрӗке яхӑнӗ темелле, суйлава каймасси пирки пӗлтернӗ. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти кандидачӗ Олег Николаев виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑнать иккен. Ыйтӑма хутшӑннисенчен уншӑн 24,8 проценчӗ сасӑлама хатӗр иккен. Элтепер пуканӗ пирки шухӑшлакан ытти кандидатсене суйлама хатӗррисем 1 процентран пуҫласа 2 процент таран кӑна тупӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Каҫал» ушкӑн Нумаях пулмасть Сочире иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри фольклор ушкӑнӗсен XVII фестивальне Комсомольски районӗнчи «Каҫал» халӑх ансамблӗ хутшӑннӑ. Пӗтӗм Раҫҫейри «Кубанский казачок» фестиваль-конкурса хутшӑннӑ 500 пултарулӑх ушкӑнӗ хушшинче I степень лауреачӗ пулса тӑнӑ тата «Фольклор театрӗсем» номинацире кубок ҫӗнсе илме пултарнӑ ушкӑн туй йӑли-йӗркине илсе ҫитернӗ. Тумӗсем те вӗсен «бутафорилле йӑлтӑр-ялтӑрлӑхпа ҫиҫекеннисем мар, чӑн-чӑннисемех пулнӑ», — тесе хыпарлать Римма Прокопьева журналист. Фестивале Раҫҫей Федерацийӗпе Краснодар крайӗн Культура министерствисем, Виктор Захарченко ертсе пыракан «Кубанский казачий хор» пултарулӑхпа ӑслӑлӑх учрежденийӗ тата Сочи хулинчи Лазаревски район администрацийӗн культура пайӗ йӗркеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Утӑн 11–12-мӗшӗсенче Чӗмпӗр облаҫӗнчи Павлӑ районӗнче наци культурисен Пӗтӗм Раҫҫейри фестивалӗ иртнӗ. Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ҫичӗпӳрт ялӗнчи «Кунер» фольклор ушкӑнӗ те унта чӗннипе кайнӑ. Фестивальте алӗҫсен куравне йӗркелесе вӗсене сутнӑ. Ҫавӑнтах наци апат-ҫимӗҫӗ пулнӑ. «Кунер» фольклор ушкӑнӗ хутӑш чӑвашсен юррисемпе ташшисене кӑтартнӑ. Фестиваль икӗ куна тӑсӑлнӑ. Иккӗмӗш кунхине пултарулӑх ушкӑнӗсем ял тӑрӑхӗсенче концерт кӑтартнӑ. «Кунер» фольклор ушкӑнӗ Шахово ял тӑрӑхӗнче юрласа ташланӑ. Ку вырӑс ялӗ, апла пулсан та куракансем ушкӑнӑн кашни юрри-ташшине тӑвӑллӑн алӑ ҫупса кӗтсе илнӗ. Вӗсем Андриян Николаевӑн юратнӑ «Вӗҫ-вӗҫ, куккук» юррине те шӑрантарнӑ. Ҫавӑн пекех пушкӑрт чӑвашӗсен юррисем пулнӑ, чӑвашсен «Ҫӗн пӳрт ӗҫки» йӑли-йӗркин пӗр пайне кӑтартнӑ. «Кунер» сцена ҫинче тури, анатри тата хутӑш чӑвашсен юррисене, вырӑссенне те юрланӑ. «Кунер» фольклор ушкӑнӗ фестивальтен Дипломпа тата сувенирсемпе таврӑннӑ. Сӑнсем (12) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Илпек Микулайӗ, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Куторкин Андрей Дмитриевич, Мӑкшӑ республикин тава тивӗҫлӗ ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |