Раҫҫейре
![]() Раҫҫей общество пуҫарулӑхӗн сайтӗнче сасӑлав иртет. Мӗн пирки? Хӑлхине наушник чикнӗ ҫуран ҫӳрекен ҫынсене, велосипедистсене сахалтан та 3 пин тенкӗлӗх штрафлатарасшӑн. Ку урапасем ҫӳрекен вырӑнта тата чукун ҫул ҫывӑхӗнче утакансене пырса тивет. Ҫакна шухӑшласа кӑларнисем каланӑ тӑрӑх, ку ҫул ҫинче ҫуран ҫӳрекенсен вилеслӗхне чакарать. Наушникпа пыракансене пула авариллӗ лару-тӑру сиксе тухма та пултарать-мӗн. Текстра ҫырнӑ тӑрӑх, наушникпе утакан ҫын тимсӗрлӗхне ҫухатать, ҫул ҫинче мӗн пулса иртнине курмасть те, илтмест те. Уйрӑмах наушник урапа пиклеттернине илтме чӑрмантарать-мӗн, ҫавна май пӑтӑрмах сиксе тухма пултарать. Хальлӗхе ҫак пуҫарӑва 400 яхӑн ҫын ырланӑ. Ӑна федераци шайӗнче пӑхса тухчӑр тесен 100 пин сасӑ кирлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Шупашкарти пульницӑсенче уҫӑ алӑксен кунӗ иртӗ. Хальхинче шӑматкун кардиологи тата наркологи диспансерӗсем, хулари 1-мӗш клиника пульници тата Кӑнтӑр поселокӗнчи хула пульници пациентсене йышӑнӗ. Пульницӑсене пыракансен хӑйсемпе пӗрле паспорт, полис пулмалла. Тӗплӗнрех телефонпа шӑнкӑравласа пӗлме пулать. Кардиологи диспансерӗ — 62-00-25, наркологи диспесерӗ — 23-41-68, хулари 1-мӗш клиника пульници — 26-03-03, хулари 7-мӗш пульница — 23-49-90. Ҫак телефонсемпе регистратурӑна шӑнкӑравласа тӗплӗнрех пӗлме май пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() «Росгосстрах» тулли мар яваплӑ обществӑн Чӑваш Енри филиалӗн ертӳҫине нумаях пулмасть 100 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Ҫакна вӑл прокуратура тӗрӗслевӗ хыҫҫӑн тивӗҫнӗ. Шупашкар хулин Мускав район прокуратурине автомашина хуҫисем, пурӗ виҫӗ ҫын, пулӑшу ыйтма пынӑ. Надзор органне вӗсем асӑннӑ обществӑн филиалӗнче тата филиалӑн «Мускав» тата «Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ» страхлакан пайӗсенче транспорт хатӗрӗсен гражданла яваплӑхне страхлас, тепӗр майлӑ каласан ОСАГО полисӗ илес тесен ҫынсене пурнӑҫа та страхлама хистени пирки евитленӗ. Ҫынсен ҫӑхавӗ тӑрӑх прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ те автомашина хуҫисем тӗрӗс пӑшӑрханнине палӑртнӑ. Потребительсен правине хӳтӗлесси ҫинчен калакан саккун вара пӗр пулӑшу кӳнӗ чух тепӗр пулӑшу сӗнме чарать. Саккуна пӑхӑнса ӗҫлеменшӗн филиал пуҫлӑхне икӗ кӑлтӑкшӑн пурӗ 100 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Пӗри 50 пине кайса ларнине пӗлтерет ӗнтӗ ку. Административлӑ тепӗр ӗҫе те ҫывӑх вӑхӑтра пӑхса тухмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Шупашкар районӗнче водительсем инкеке кӑнтӑрла иртсен ытларах лекеҫҫӗ. Ҫакӑн пирки асӑннӑ район хаҫачӗ «Тӑван Ен» хӑйӗн сайтӗнче хыпарлать. Асӑннӑ массӑллӑ информаци хатӗрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, унта ҫул-йӗр ҫинчи инкек 12 сехетрен пуҫласа 18 сехетчен час-часрах сиксе тухать. Кунне те тишкернӗ: ытларикун тата эрнекун. Пӗтӗмпе вара кӑҫалхи ҫур ҫулта хула ҫумӗнчи ҫав муниципалитетра 59 авари пулнӑ. Ҫул ҫинчи инкекре 98 ҫын аманнӑ, 13-ӗн вилнӗ. Ҫул-йӗр инспекторӗсем цифрӑсене пӗлтӗрхи ҫур ҫулпа танлаштарнӑ та, кӑҫал шар курасси нумайланнине асӑрханӑ. Пӗр инкеке те хӑрушсӑр тееймӗн те, ҫапах та машинӑпа машина ҫапӑнсан уйрӑмах шар кураҫҫӗ иккен. 31 ҫавӑн пек пек тӗслӗхре тӑххӑррӑн вилнӗ, 67-ӗн аманнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Михаил Игнатьев Тӗп суйлав комиссийӗнче Чӑваш Республикине ертсе пырас шухӑш-кӑмӑллине 11 ҫын палӑртнине эпир пӗлтернӗччӗ. Суйлава хутшӑнас тесен кирлӗ хутсене вӗсен утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗччен тӑратмалла. Элтепер пуканӗшӗн кӗрешӗве тухма хатӗр шухӑшлисен хушшинче ячӗсем халӑхра сарӑлманнисем те пур. Элтепер пулма кандидат евӗр шута илме республикӑн Тӗп суйлав комиссине хутсем тӑратакан тупӑннӑ. Вӑл — Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев. Михаил Васильевич унччен Элтепер пулса республикӑна ертсе пычӗ. Вӑл Шупашкар районӗнчи Кӗҫӗн Турхан ялӗнче ҫуралнӑ. Вырӑнти «Прогресс» ял хуҫалӑх предприятийӗн ертӳҫинче те, ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗнче те, Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗнче те, ял хуҫалӑх министрӗнче те ӗҫлерӗ. Сӑнсем (5) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш Республикин Тӗп суйлав комиссине Раҫҫей Федерацийӗн Федераци Пухӑвӗн пайташӗ пулма виҫӗ кандидат пирки сведени тӑратнӑ. Ҫав ҫынсен хушшинче Чӑваш Енӗн пӗрремӗш Элтеперӗ пулнӑ, халӗ Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн канашҫи Николай Федоров пулассине малтанах калатчӗҫ. Чӑн та, Николай Федоров пур. Унсӑр пуҫне Федераци Пухӑвӗн пайташӗ пулма Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрӗн тӗп тухтӑрӗ, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Николаев тата «Чӑваш Ен» страхлакан компанин пуҫлӑхӗ, Шупашкар хула депутачӗсен Пухӑвӗн депутачӗ Ирина Клементьева пур. Ҫав вӑхӑтрах Тӗп суйлав комиссине Чӑваш Ен Элтеперӗ пулма суйлава хутшӑнас шухӑшлисем те хутсем тӑратма пултараҫҫӗ. Суйлава 11 кандидат тухасшӑн. Сасӑлава хутшӑнас тесен вӗсен утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнчи 18 сехетчен хутсене тӑратмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Питрав кунне уявласси чылай ялта йӑлана кӗнӗ. Утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Курнавӑш ҫыннисем те уява пуҫтарӑннӑ. Уяв халӑх йӑли-йӗркинчен пуҫланнӑ. Халӑх вӑйӑ картине тӑнӑ. Унта наци тумне тӑхӑннӑ хӗрарӑмсемпе хӗрсем хутшӑннӑ. Ҫапла майпа курнавӑшсем «Вӑйӑ», «Хуҫа юрри», «Вӑйӑ такмакӗсем», «Хӗр юрри», «Ҫерем пӑсса вир акрӑмӑр» кӑтартнӑ. Ҫаксене йӑлтах Курнавӑшри культура ҫурчӗн ӗҫченӗсем Ольга Шмелева тата Раиса Горшкова ертсе пынӑ. «Вӑйӑ» вӗҫленсен хӗрсемпе хӗрарӑмсем халӑх вӑййисенче тата кокурссенче тупӑшнӑ. Пултарулӑх ушкӑнӗ вара халӑх юррисене шӑрантарнӑ. Халӑх вӗсене хапӑлласах йышӑннӑ. Курнавӑшсем наци тумне тӑхӑнса вӑйӑ картине тӑни аякран чӑннипех те илемлӗ курӑннӑ. Сӑнсем (24) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Улатӑрти 15-мӗш номерлӗ «Шӑпӑрлан» ача пахчинче ашшӗ-амӑшӗнчен укҫа пухнӑ. Кун пирки вырӑнти прокуратурӑна ашшӗ-амӑшӗ систернӗ. Надзор органӗ тӗрӗслев ирттернӗ те шкул ҫулне ҫитменнисен вӗренӳ учрежденийӗнче вӗренӳ ӗҫ-хӗлне тӳлевсӗр йӗркелесси пирки калакан саккуна пӑснине асӑрханӑ. Ача пахчин администрацийӗ ҫурта тата пӳлӗмсене тытса тӑма, юсама ашшӗ-амӑшӗнчен тӑтӑшах укҫа пухнӑ. Ача пахчине вырнаҫтарнӑ чух ашшӗ-амӑшне ушкӑн валли тӗрлӗ хатӗр-хӗтӗр туянмалли пирки асӑрхаттарнӑ. Аслисенчен пухнӑ «кӗмӗлпе», сӑмахран, жалюзи туяннӑ, кавир, тетте, санитарипе гигиена хатӗрӗ. Укҫана ашшӗ-амӑшӗнчен ыр кӑмӑллӑх пулӑшӑвӗ евӗр пухнӑ. Ача пахчин ертӳҫи тӗлӗшпе прокуратура РФ Административлӑ правонарушени ҫинчен калакан кодексӑн 5.57 статйин 1-мӗш пайӗпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫавна май ертӳҫӗне 30 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Республикӑра пӗр вӑхӑт шӑрӑх ҫанталӑк тӑнӑран тата хӑш-пӗр районта ҫумӑр ҫуманран Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев хӑш-пӗр тӑрӑхра инкеклӗ лару-тӑру тесе утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче хушу кӑларни, иртнӗ эрне вӗҫӗнче ҫав хушӑва пӑрахӑҫлани пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, инкеклӗ лару-тӑрӑва хӑй вӑхӑтӗнче Патӑрьелпе Шӑмӑршӑ районӗсенче йышӑннӑччӗ. Ҫанталӑк шӑрӑх тӑни кӑнтӑр енчи районсенчи ял хуҫалӑх культурисене сиен кӳнӗ. Асӑннӑ тӑрӑхри хуҫалӑхсем малтанласа шутласа кӑларнӑ тӑрӑх, шӑрӑх 15,2 пин гектар ҫинчи ял хуҫалӑх культурисене шар кӑтартнӑ. Шӑмӑршӑ районӗнче тӗш-тырӑпа пахча-ҫимӗҫ 3,3 пин гектар сиенленнӗ, Патӑрьел районӗнче — 11,9 пин гектар. Тӗрӗссипе миҫе гектар шар курнине ҫак уйӑхра тӗплӗнрех шутласа кӑлармалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Чукун ҫул ҫинчи «мулкачсене» пысӑк суммӑлӑх штрафлама пуҫласси пирки федераци каналӗсем маларах пӗлтернӗччӗ-ха. Ҫирӗплетнӗ йӗрке пирӗн тӑрӑха та пырса тивӗ. Пуйӑспа хулаҫум маршрутпа билетсӑр ҫитес текенсене тытсан малашне 1400 тенкӗлӗх штрафлама пуҫлӗҫ. Кун пирки «Содружество» акционерсен уҫӑ обществи ятарлӑ хушу кӑларнӑ. Сӑмах май каласан, билетсӑр ҫула тухни Мари Элта та ҫав хака кайса ларӗ. Тутарстанра вара 900 тенкӗлӗх штрафлӗҫ, Киров облаҫӗнче — 1,1 пин тенкӗлӗх, Мордва Республикинче — 850 тенкӗлӗх, Пушкӑртстанра — 900 тенкӗлӗх, Мӑкшӑ Республикинче — 1,2 пин тенкӗлӗх, Свердловск облаҫӗнче — 825 тенкӗлӗх, Пермь тӑрӑхӗнче — 1 пин тенкӗлӗх. Чӑвашра мӗншӗн ытла хаклӑ тесе тӗлӗнекенсене штраф виҫи 10 километра кайма илекен ҫул укҫин виҫине 50 хут ӳстернӗ виҫепе танлаштарни пирки пӗлтермелле. Тепӗр майлӑ каласан, пирӗн патра ҫак тариф маларах асӑннӑ регионтисенчен пысӑкрах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |