Персона
![]() Чӑваш Енӗн Культура министерстви Федор Павлов драматург тата композитор палӑкӗ валли эскиз проекчӗсене малалла йышӑнасси пирки аса илтерет. Конкурс ӗҫӗсене чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Вӗсене Шупашкарти Президент бульварӗнчи 17-мӗш ҫуртри 412-мӗш пӳлӗме ярса памалла. Ыйтса пӗлмелли телефон номерне те пӗлтернӗ: 8 (8352) 64-20-68. Федор Павлов 1892 ҫулхи авӑнӑн 25-мӗшӗнче ун чухнехи Хусан кӗпӗрнине кӗрекен Етӗрне уесӗнчи Чиркӳллӗ Патӑрьяль ялӗнче ҫуралнӑ. Халӗ вӑл Ҫӗрпӳ районне кӗрет. 1911–1913-мӗш ҫулсене Федор Павловӑн композитор пултарулӑхӗнчи пуҫламӑш тапхӑр тесе хаклаҫҫӗ. Ун чухнех унӑн инструмент тата вокалпа симфони кӗвви валли ҫырнӑ хӑйне евӗр хайлавӗсем — «Чӳк» тата «Вӑйӑ» — ҫуралнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Гуманитари институчӗ Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче 85 ҫул тултарчӗ. Ҫав ятпа унта савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уяв та йӗркеленӗччӗ. Халӗ вара ҫав ӑслӑлӑх учрежденийӗпе ҫыхӑннӑ тепӗр хыпар: республикӑри самай ҫулланнӑ вӗренӳ учрежденийӗн юбилейне халалласа «Ӑс-хаклӑ хӑвачӗ» кӗнеке кун ҫути курнӑ. Кӑларӑм Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче ӗҫленӗ тата халӗ вӑй хуракан чӑваш ӑсчахӗсен ӑс-хакӑл эткерлӗхӗпе кун-ҫулӗ ҫинчен шӑрҫаланӑ хайлавсем вырӑн тупнӑ. Кӗнекере пурӗ 47 интервью пичтеленнӗ. «Ӑслӑлӑхӑн тӗрлӗ енӗнче тӑрӑшакансен пултарулӑх никӗсӗ епле ҫӗкленнине, хавхалану тапхӑрӗсене пӗлме кӑсӑклӑ пулӗ. Малашлӑха йыхравлакан ҫӗнӗлӗхсем Прометей вучӗ пек пархатарлӑ та сӑваплӑ. Ҫавӑн пирки тӗплӗ те анлӑ калаҫу пырать», — тесе пӗлтерет ҫӗнӗ кӗнеке пирки Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗкре Раҫҫейре тата ют ҫӗршывра палӑрнӑ ӑсчаха, педагога, этнопедагогика шкулне йӗркелекене, педагогика ӑслӑлӑхӗсен докторне, профессора, ҫыравҫа, куҫаруҫа, критика Геннадий Никандрович Волкова халалласа палӑк уҫма палӑртнӑ. Унӑн бюстне шкул умне вырнаҫтарӗҫ. Аслӑ Елчӗк шкулӗ унӑн ячӗпе хисепленет. Скульптурӑна тумашкӑн халӑхран, районти ҫынсенчен укҫа пухнӑ. Палӑкӑн авторӗ — ЧР тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи Вячеслав Немцев скульптор. Вӑл хӑй те Аслӑ Елчӗкре ҫуралса ӳснӗ. Халӗ бюста вырнаҫтарма хатӗрленеҫҫӗ. Постамент лартаҫҫӗ, ҫывӑхри территорие хӑтлӑлатаҫҫӗ. Авӑнӑн 26-мӗшӗнче, Аслӑ Елчӗк уявӗнче, бюста лартӗҫ. Палӑка уҫнӑ ҫӗре Геннадий Никандрович патӗнче вӗреннисем, Шупашкар хӑнисем, тӑванӗсем, ҫывӑх ҫыннисем килӗҫ. Пысӑк концерт йӗркелеме палӑртнӑ. Ҫав кунах Аслӑ Елчӗкре футбол енӗпе район турнирӗ иртӗ. Сӑнсем (7) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() «Вӗри юнлӑ ҫемҫе чун» спектакльти сыпӑк Ӗнер К. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче черетлӗ сезон уҫӑлнӑ. Чӑвашри самай ҫулланнӑ культура учрежденийӗ хӑйӗн чаршавне ӗнер 98-мӗш хут уҫса ӳнерӗн ҫак енне кӑмӑллакансене хӑй тавра чӑмӑртанӑ. Чӑваш академи драма театрӗ юлашки ҫулсенче сезона ҫума та, хупма та Федор Павловӑн «Ялта» пьеси тӑрӑх ҫав ятпах лартнӑ спектакльпе уҫаканччӗ. Пытармасӑр каласан, хӑш-пӗр куракан ку вӑл ывӑнтарса та ҫитернӗччӗ. Театрта вара «Ялтана» суйланине унта мӗнпур артист вылянипе сӑлтавлатчӗҫ. 98-мӗш сезон И. Максимов-Кошкинскийӗн «Константин Иванов» пьеси тӑрӑх лартнӑ «Вӗри юнлӑ ҫемҫе чун» спектакльпе уҫӑлнӑ. Ҫӗнӗ спектакль (ӑна иртнӗ сезон хупӑнас умӗн кӑна куракан патне пуҫласа ҫитернӗччӗ те вӑл кивелменнине кура ҫапла каларӑмӑр) умӗн республикӑри Театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫлекен Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ Геннадий Медведев саламланӑ. Ытти шайри тӳре-шара ҫӗнӗ сезон ячӗпе саламлама пырса ҫитеймен. Сӑнсем (16) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке ялӗнче кӗрхи чемпионат тата ҫӑмӑл атлетика енӗпе республика ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Спорт уявне Чӑваш Енри 300 ытла вӑйлӑ спортсмен хутшӑннӑ. Спорт уявне малтанах Олимп резервӗсен ачасемпе ҫамрӑксен В.Егоров ячӗллӗ 1-мӗш спорт шкулӗн директорӗ Сергей Егоров уҫнӑ. Унтан Йӗпреҫ район администрацийӗн элчисем, республикӑри «Урожай» спортпа вӑй-хал культурин обществин директорӗ Михаил Мурзин тухса калаҫнӑ. Сергей Егоров район ертӳлӗхне тапӑшӑва лайӑх йӗркеленӗшӗн тав тунӑ. Вӑл тренерсене те спортсменсене хатӗрленӗшӗн ырланӑ. «Чупу сывлӑха ҫирӗплетмелли чи ансат мел. Вӑл спорт ӑсталӑхне те ӳстерет. Пирӗн тӑрӑхра кун пек пысӑк мероприяти иртнӗшӗн савӑнатӑп. Ку юлашки хут пулмасса шанатӑп», — тенӗ Николай Федоров. Ӑмӑртура пӗтӗмпе наградӑсен 14 комплектне выляттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкар хула администрацийӗн культура управленийӗн пуҫлӑхӗ культура учрежденийӗсенче ӗҫлекен ҫамрӑк специалистсемпе тӗл пулнӑ. Шупашкарти культура учрежденийӗсенче ӗҫлекен 60 яхӑн специалист Людмила Маркова ирттернӗ пухӑва хутшӑннӑ. Унта грантсем пирки калаҫнӑ, пултарулӑх ушкӑнӗсемпе тата специалистсемпе конкурссемпе фестивальсене тухса ҫӳресси ҫинчен калаҫнӑ. Тӗлпулу йӗркелӳҫи вулавӑш ыйтӑвне те хускатнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, вулавӑшсен улшӑнмалла. Вӗсен кӗнеке упрамалли вырӑн кӑна мар, курав залӗ те пулмалла. Тӗлпулура культура тытӑмӗнче тӑрӑшакан ҫамрӑк специалистсен канашне тума йышӑннӑ. Ку ушкӑна пӗр ҫӗре пухӗ кӑна мар, ҫамрӑк специалистсене аталанма та пулӑшӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Ашшӗ-амӑшӗ шкулта укҫа пухни пирки час-часах сӑмах хускатать. Ку чылайӑшне тавлаштарать. Мӗн тума пухаҫҫӗ укҫана? Хысна уйӑрни ҫитмест-им? Ҫакӑ тата ытти ыйту канӑҫсӑрлантарать ашшӗ-амӑшне. Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗнче «хӗрӳ лини» уҫнӑ. Унта шкулта укҫа-тенкӗ пухни пирки шӑнкӑравласа пӗлтерме пулать. Администраци ӗҫченӗсем кирек мӗнле пухнӑ укҫа пирки те тимлӗн итлеме хатӗр. Унта 23-42-37 е 23-42-47 номерсемпе шӑнкӑравласа ҫитме пулать. Ӗҫченсем шӑнкӑравсене кашни кун, канмалли кунсемсӗр пуҫне, 11-12 сехетсенче йышӑнаҫҫӗ. Телефон умӗнче пӗтӗмӗшле пӗлӳ тата воспитани ӗҫӗпе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗ Ольга Николаевна Тарасенко тата Надежда Станиславовна Ефремова лараҫҫӗ. Пӗр шӑнкӑрава та тимлӗхсӗр хӑвармасса шантараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Екатерина Георгиева Чулхула облаҫӗнче машинӑпа ӗне сӑвакансен Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӗ иртнӗ. Вӑл авӑн уйӑхӗн 8-11-мӗшӗсенче пулнӑ. Унта Тӑвай районӗнчи «Акконд-агро фирма» предприятире ӗҫлекен Екатерина Георгиева Чӑваш Ен чысне хӳтӗленӗ. Конкурсра теори ыйтӑвӗсем те пулнӑ, аппарата сӳтсе пуҫтарма, ӗне сума та тивнӗ. Конкурса Раҫҫейри 54 регионтан килнӗ. Пирӗн ентеш унта хӑйне лайӑх енчен кӑтартнӑ. Вӑл хӑйӗн ӳсӗмӗнчи ушкӑнра (45 ҫул тултарман хӗрарӑмсен йышӗнче) 4-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Ӑна дипломпа, РФ Ял хуҫалӑх министерствин тав хучӗпе чысланӑ. Екатерина Гергиева Тӑвай районӗнчи Тушкил ялӗнче 1991 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл тӗрлӗ конкурса хутшӑнса мала тухма пултарнӑ. Екатерина 2 ача амӑшӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Шупашкарта кӗҫех Донор кунӗ иртет. Ҫынсем виҫӗ сехет хушшинче чирлисене пулӑшма пултарӗҫ. Донор кунӗ авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче иртет. Юн парас тесен Хулари 1-мӗш клиника пульницине пымалла. Кунашкал мероприятисене ҫулталӑкне 3-4 хут ирттереҫҫӗ: ҫуркунне, хӗлле тата кӗркунне. Кӑҫал ҫуркунне, тӗслӗхрен, виҫӗ сехет хушшинче акцие 90 ҫын хутшӑннӑ. Шупашкарти Калинин районӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӳлерех асӑннӑ пульницӑра 9-12 сехетсенче юн пама май пулӗ. Ҫынсен хӑйсемпе пӗрле паспорт илмелле. Донорсене апатланмашкӑн укҫа парӗҫ. Ҫавӑн пекех вӗсене ӗҫрен ҫав кун канма тата тепӗр канмалли кун илмешкӗн справка парӗҫ. Донорсен пӗр кун маларах эрех-сӑра ӗҫме, ҫуллӑ апат ҫиме юрамасть. Пӗр сехет маларах пирус та туртмалла мар. Ирхине кӑшт ҫеҫ апатланмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн ӳнер факультечӗ юбилейне паллӑ тӑвать. Вӑл кӑҫал 55 ҫул тултарнӑ. Ҫавна май хальхи ӳнер центрӗнче университетран вӗренсе тухнӑ студентсен пултарулӑх ӗҫӗсемпе, дипломӗсемпе усӑ курса курав йӗркеленӗ. Экспозицире — 200 ытла диплом проекчӗпе курс ӗҫӗ. Студентсем чӑваш эрешне тӗрленӗ, матрӳшкесене хитрелетнӗ, ҫӑматӑсене илемлетнӗ, картинӑсем ӳкернӗ. Студент диплом проекчӗ мӗнле пулассине хӑй суйлать, тӗрлӗ техникӑпа усӑ курать. Кураври ӗҫсем тӗрлӗ темӑпа ҫыхӑннӑ. Ҫак факультетра вӗренекенсем тӗрлӗ конкурссене хутшӑнса призерсем пулса тӑраҫҫӗ. Кураври ӗҫсемпе пӗр уйӑх паллашма май пур. 55 ҫулта факультетран 4200 ытла студент вӗренсе тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.08.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Вирьял Юрий Петрович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Иванщиков Юрий Васильевич, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Охливанкин Иван Николаевич, пӗрремӗш чӑваш опера юрӑҫисенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |