Чӑвашлӑх
Вилӗмсӗр «Нарспи» поэма авторӗн К.В. Ивановӑн 125 ҫулӗ ҫывхарса килнӗ май хатӗрленӳ ӗҫӗсем хӗрсе пыраҫҫӗ. Ҫакна Пушкӑртстанри Пелепей район администрацийӗнче йӗркеленнӗ канашлу та ҫирӗплетет тесе пӗлтерет асӑннӑ тӑрӑхри Юрий Михайлов Чӑваш наци конгресӗн сайтӗнче. Пухӑва район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Юрий Мурмилов ертсе пынӑ. Канашлӑва Пушкӑртстан тата Чӑваш Республикисен культура министрӗсем Амина Шафиковапа Вадим Ефимов хутшӑннӑ. — Юбилей кунне чыслӑ ирттерме Пелепей ҫӗрӗ хатӗр. Пелепей район администраци пуҫлӑхӗн ятарлӑ хушӑвӗпе уявӑн йӗркелӳ комитетне, тӑкаксен сметине палӑртнӑ. Слакпуҫӗнчи К. Иванов музейне тата ялти сӑваплӑ вырӑнсене юсаса ҫӗнетме бюджетран 1,5 млн тенкӗ укҫа уйӑрнӑ, — пӗлтернӗ район администрацийӗн социаллӑ аталану управленийӗн пуҫлӑхӗ Олег Данилин. Юбилей уявӗ май уйӑхӗн 29-мӗшӗнче иртмелле. Слакпуҫ ял администрацийӗн пуҫлӑхӗ Олег Беляев Слакпуҫ республика шайӗнчи историпе культура центрӗ пулмаллине палӑртнӑ. Сӑмах май каласан‚ асӑннӑ ыйтӑва пӗрре мар хускатнӑ. Юбилей ыйтӑвне Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Пушкӑртстанри тулли праваллӑ элчи Владимир Портнов, республикӑри Чӑваш наципе культура автономийӗн ертӳҫи Виталий Викторов хускатнӑ, сӗнӳсем панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
«Известия» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, эмелсене тӳлевсӗр илме тивӗҫ ҫынсен списокне чиновниксем тӑснӑ. Ҫакна РФ Президенчӗ Владимир Путин пушӑн 16-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Экспертсем шутланӑ тӑрӑх, кун валли хыснаран 10 миллиард тенкӗ кирлӗ. Хушупа килӗшӳллӗ, кӑҫал пушӑн 16-мӗшӗнчен пуҫласа эмелсене тӳлевсӗр е ҫур хакпа ҫаксем илме пултараҫҫӗ: Президент администрацийӗн ӗҫченӗсем, федераци министрӗсем, правительство аппарачӗн ӗҫченӗсем, Федераци Канашӗн сенаторӗсемпе ӗҫченӗсем, Патшалӑх Думин депутачӗсемпе ӗҫченӗсем, Конституци тата Аслӑ судсен судйисем, Раҫҫейӗн чрезвычайлӑ тата тулли праваллӑ посолӗсем, субъектӑн аслӑ должноҫри ҫынсем, пӗтӗм тӗнчери организацисен ҫумӗнчи Раҫҫей элчисем, Тӗп суйлав комиссийӗн элчисемпе аппаратчикӗсем, ҫынсен правине хӳтӗлекен элче тата унӑн аппарачӗ, Генпрокуратурӑри, Следстви комитетӗнчи, Шут палатинчи аслӑ должноҫсене йышӑнакан ӗҫченсем тата вӗсен ҫемйисем. Ҫавӑн пекех ҫӳлерех асӑннӑ должноҫсенчен пенсие кайнӑ чиновниксем те ҫӑмӑллӑхсемпе усӑ курма пултараҫҫӗ. Унччен ку ҫӑмӑллӑхсемпе Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсемпе сусӑрӗсем, ҫапӑҫу ветеранӗсем, «Ленинград блокадинче пурӑннӑ ҫынна» паллӑна тивӗҫнисем, Ленинградри госпитальсемпе пульницӑсен ӗҫченӗсем, Чернобыльти радиацие тӳснисем, СССР, РФ Геройӗсем, концлагерьте пулнисем, ШӖМ ӗҫченӗсем ҫеҫ усӑ курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
Кӑҫалхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей флот флагманӗн — «Кузнецов адмирал» авианосец-крейсерӑн пайташӗсемпе тӗл пулнине хыпарланӑ чух «Р-2» ракета катерне «Чӑваш Ен» ят парас шухӑш пуррине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, Элтеперпе тӗлпулнисем «Р-2» ракета катерне «Чӑваш Ен» ят парас шухӑшлине каланӑччӗ, хӑйсен карапӗн сӑнӳкерчӗкне Михаил Игнатьева парнеленӗччӗ. Шухӑшлани халӗ пурнӑҫа кӗнӗ. Республика Элтеперӗ патне Ҫарпа тинӗс флочӗн тӗп командующийӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Александр Татариновран ҫыру ҫитнӗ. Унта тӗп командующин кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнчи хушӑвӗпе «Р-2» катера «Чувашия» ят парасси пирки йышӑннине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Ялсенче ирсерен сӗт пуҫтараҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗри тӳрӗ чунлӑ, теприсем сӗте шывпа та хутӑштарма именмеҫҫӗ. Ҫавӑнпа унӑн пахалӑхне тӗрӗслесех тӑма тивет. Паян, пушӑн 19-мӗшӗнче, Тӑвай районӗнчи Тӑрмӑш ялӗнче ирхи 5 сехетре районти сӗт пахалӑхне тӗрӗслекен комисси тӗрӗслеве килнӗ. Комисси йышне Тӑвай район администрацийӗн пӗрремӗш ҫумӗ В.В.Чайкин, районти чӗрчунсен чирӗпе кӗрешекен станцин пуҫлӑхӗ А.В. Шакин, ветеринари службин ветеранӗ М.Г.Герасимова, районти чӗрчунсен чирӗпе кӗрешекен станцин пуҫлӑхӗн ҫумӗ Л.А.Симушкина пулнӑ. Комисси яла ир-ирех килсе сӗт пухас ӗҫе хутшӑннӑ. Сӗте Любовь Иванова пухнӑ. Комисси сӗт пахалӑхне тӗрӗсленӗ. Рейд вӑхӑтӗнче 15 ҫын панӑ сӗте тӗрӗсленӗ. Комисси сӗт паракан ҫынсене кунашкал рейдсем тӑтӑшах пуласса асӑрхаттарнӑ. Сӑнсем (12) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Вячеслав Лукин сӑнӳкерчӗкӗ «Про Город» редакцинчен Ҫӗнӗ Шупашкарти хими савутӗнче ӗҫлекенсем пулӑшу ыйтнӑ. Вӗсем пӑшӑрханса ӳкнӗ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, кашни кун, ӗҫ кунӗ вӗҫленес умӗн, темӗнле хӗрарӑм пӗр ҫурт патне пырса спиртлӑ шӗвексем сутать. Арҫынсем ӗҫке ярӑнаҫҫӗ. Оксана Сергеева (ятне улӑштарнӑ) каланӑ тӑрӑх, вӗсен килӗнчен инҫех мар юрӑхсӑр ҫурт пур. Тунтикунран пуҫласа эрнекун таран, 15 сехетрен пуҫласа ӗҫ кунӗ вӗҫлениччен, унта темӗнле хӗрарӑм пысӑк сумкӑсемпе килет, ҫур литрлӑ кӗленчесемпе спирт сутать. Ҫынсем кунпа мӗнле кӗрешмеллине пӗлмеҫҫӗ. Ара, арҫынсем ӗҫсех вилеҫҫӗ вӗт. Иртнӗ эрнекун унта халӑх темӗн чухлех пулнӑ. Вӗсем хыҫҫӑн пӗр купа ҫӳ-ҫап юлнӑ. Хаҫат корреспонденчӗсем Ҫӗнӗ Шупашкар хала администрацийӗн экономика аталанӑвӗн пайне шӑнкӑравланӑ. Унта ку ӗҫпе полици ӗҫленине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Литература ҫулталӑкӗпе килӗшӳллӗн Елчӗк районӗнчи Лаш Таяпара театрсен «Театр тӗнчинче» фестиваль конкурсӗ иртнӗ. Унта ял тӑрӑхӗнчи мӗнпур клуб хутшӑннӑ. Ҫӗнӗ Эйпеҫ ялӗнчи театр кружокӗ куракансене хайӗн ӗҫӗсемпе яланах савӑнтарать. «Кӗлпук» кружок ертӳҫи З.Н.Воробьева артистсемпе пӗрле Ф.Павловӑн пьеси тӑрӑх «Судра» спектакль лартнӑ. С.Мустаева, Т.Мустаева, О.Мустаева, М.Романов, В.Дружинин артистсен пултарулӑхне ӑшшӑн йышӑннӑ, хӑш-пӗр самантра хырӑм тытса кулнӑ. С.Мустаева хӑйӗн рольне уйрӑмах лайӑх вылянӑ. Ытти ялсем те кая юлман. Пурте хӑйсен ролӗсене чӗре витӗр кӑларма тӑрӑшнӑ. Чӑннипе, ҫын хӑш чухне мӗн тума пултарнине хӑй те пӗлмест. Халӑх «Театр тӗнчинче» фестиваль конкурсра чунпа каннӑ, артистсене курса киленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
«Чӑваш Ен литератури: ҫулталӑкри чи вуланакан кӗнеке» республика конкурсӗпе килӗшӳллӗн, Шупашкар районӗнчи Хыркассинче шкул ачисемпе литература сехечӗ иртнӗ. Унта Николай Карайӑн «Мучи пӗви» калавне сӳтсе явнӑ. Мероприяти пуҫламӑшӗнче вулавӑш ӗҫченӗ кӗнеке авторӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Николай Карай — пултаруллӑ ҫыравҫӑ, журналист, педагог. Ачасем Карай мӗне пӗлтернине те чухланӑ. Вӑл Красноармейски районӗнчи ял, унта автор ҫуралнӑ. Николай Карай Раҫҫей писателӗсен пӗрлӗхӗн пайташӗ, Нестер Янкас преми лауреачӗ. Вӑл ачасем валли чылай хайлав ҫырнӑ: «Ураллӑ купӑс», «Туссемпе пӗрле», «Шӑллӑм» тата ыттисем. Николай Дмитриевичӑн вӗрентсе калакан хайлавӗсем ачасене питӗ килӗшнӗ. «Сана мӗн ӗҫ?», «Мучи пӗви» калавсенче автор экологи темине хускатать. «Ҫакӑнтахчӗ», «Кӑнтӑра вӗҫни» калавсене иронипе ҫырнӑ, вӗсем шухӑша путараҫҫӗ. Тӗлпулура ачасем вулавӑш ӗҫченӗн ыйтӑвӗсене хаваспах хуравланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
Эрнекун, пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, Раҫҫей ҫыннисем, ҫав шутра — Чӑваш Енрисем те, астрономи пулӑмне курма пултараҫҫӗ. «АиФ»-Чӑваш Ен» пӗлтернӗ тӑрӑх, 12 сехет ҫурӑран пуҫласа 14 сехет те 30 минутчен Чӑваш Енре хӗвеле уйӑх хупланине курма май пулӗ. «Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект авторӗ Владимир Михайлов та ҫапла пӗлтернӗ: пирӗн республикӑра пурӑнакансем Уйӑх Хӗвеле хупланине 13 сехет ҫурӑра курӗҫ. Ку пулӑм Чӑваш Енри кирек хӑш кӗтесрен те курӑнӗ. Ытларах ҫурҫӗр пайӗнче лайӑх паллӑ пулӗ. «Википеди» ирӗклӗ энциклопеди пӗлтернӗ тӑрӑх, ку — астрономи пулӑмӗ, Уйӑх Хӗвеле йӑлтах е кӑштах хуплать. Ку тулли уйӑх чухне кӑна пулать. Уйӑхӑн Ҫӗр енчи пайӗ ҫутӑ мар, хӑй уйӑхӗ курӑнмасть. Ку пулӑм Атлантика океанӗнчи ҫурҫӗр пайӗнче, Арктикӑра та курӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Крым ҫурутравпа Севастополь хули Раҫҫейпе пӗрлешнӗренпе ӗнер ҫулталӑк ҫитрӗ. Ҫакна Раҫҫейри чылай хулара палӑртрӗҫ. Шупашкар та ыттисенчен юлман. Республика лапамӗнче ҫав ятпа митинг-концерт иртнӗ. Чӑваш Енӗн Общество палати официаллӑ ҫӑлкуҫсем пӗлтерни ҫине таянса хыпарланӑ тӑрӑх, митинг-концерта 7 пине яхӑн ҫын хутшӑннӑ пулать. Ку йышра ветеран, патриотизм, ҫамрӑксен тата профсоюз организацийӗсен пайташӗсене, вӗренӳ учрежденийӗсенче ӗҫлекенсене, техникумсемпе училищесенче, аслӑ шкулсенче вӗренекенсене асӑннӑ. Чӑваш Енӗн Общество палатин пайташӗсем те унта хутшӑннӑ. Концерта пурте пӗлекен тата нумайӑшӗ юратакан Августа Уляндина, Вячеслав Христофоров юрӑҫсем хутшӑннӑ. Ушкӑнсем те пулнӑ: «Ҫӑлкуҫ» фольклор ансамблӗ, «Асамат» эстрада ансамблӗ, «Фаворит» ача-пӑча ташӑ ушкӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
Конкурса Тутарстанри чӑвашсен наципе культура автономийӗ йӗркелет. Унӑн ертӳҫи Константин Яковлев Чӑваш наци конгресӗн пресс-службине каланӑ тӑрӑх, ҫакна вӗсем халӑха хӑйсем пурӑнакан ялсене, ҫӑлкуҫсемпе ҫӑвасене тата ытти вырӑна тирпей-илем кӳмешкӗн тӑрӑшма тата пултарулӑ та хастар пулма, уйрӑмах ҫамрӑк ӑрӑва ҫуралнӑ вырӑнпа мӑнаҫланма тата ӑна хисеплеме вӗрентессишӗн тӑваҫҫӗ иккен. Конкурса хутшӑнакан чӑваш ялӗсене ҫапла хак парӗҫ: • чӑвашла илемлӗ ҫырса ҫакнӑ ял, урамсен ячӗсем; • ялӑн пӗтӗмӗшле сӑн-сӑпачӗ; • уявсем ирттермелли вырӑнсен тирпей-илемӗ; • хитре, куҫа илӗртекен е паллӑ вырӑнсем; • ҫӳп-ҫапа пӑрахмалли вырӑнсене йӗркелени; • ҫӑлкуҫсемпе пусӑсене мӗнле йӗркелени; • масар-ҫӑвасен тирпейлӗхӗ. Конкурс ҫӗнтерӳҫисене Тутарстан чӑвашӗсен наципе культура автономийӗ укҫан хавхалантарма шутлать: • 1-мӗш вырӑншӑн — 50 пин тенкӗ; • 2-мӗш вырӑншӑн — 30 пин тенкӗ; • 3-мӗш вырӑншӑн — 20 пин тенкӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсем нухрата хӑйсен ялӗсене тирпей-илем кӗртме, хастар ҫынсене хавхалантарма усӑ курма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Евсевьев Макар Евсевьевич, ҫыравҫӑ, этнограф, мордва чӗлхин ҫыруллӑхне никӗслекенни ҫуралнӑ. | ||
| Данилов-Чалдун Максим Николаевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Абрамов Иван Кузьмич, РСФСР тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Василий Краснов-Асли, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Антонов Иван Захарович, чӑваш ҫыравҫи, журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чаппан вӑрҫи пуҫланнӑ. | ||
| Ленский Леонид Александрович, тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Михлеев Дмитрий Никонорович, чӑваш кинорежиссёрӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ярды Валерий Николаевич, чӑваш спортсменӗ, тӗнче чемпионӗ ҫуралнӑ. | ||
| Галкин Андрей Петрович, чӑваш кӗвӗҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |