Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.0 °C
Пӗччен йывӑҫ час тӳнет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Илемлӗ студентка Чӑваш Ен чысне хӳтӗлӗ

Паллашу Ҫемье ҫавӑрас тӗллевпе арҫынпа паллашатӑп ( ӗҫчен, начар привычкӑсӑр, пӗчӗк мар...
Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Софья Савнеш 26.10.2016 21:14 | 1027 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Нумаях пулмасть Шупашкарта «Чӑваш Ен студенчӗсен мисӗ» республика шайӗнчи конкурсӗ иртнӗ. Унта 18–22 ҫулсенчи 10 студентка хутшӑннӑ.

Пикесем тӗрлӗ конкурс витӗр тухнӑ: хӑйсен пурнӑҫӗпе паллаштарнӑ, литературӑри сӑнар костюмне тӑхӑнса хӑйсен кӑмӑлне уҫса панӑ, йывӑр ыйтусене хуравланӑ.

Чи маттурри Шупашкарти коопераци институчӗн студентки Наталья Забалуева пулнӑ. Иккӗмӗш вырӑна И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра вӗренекен Анна Северенчук тухнӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн студентки Мария Осипова тивӗҫнӗ.

Раҫҫей шайӗнчи конкурс Ставропольте чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче иртӗ. Унта 50 регионти пикесем хутшӑнӗҫ. Унта пирӗн республика чысне Наталья Забалуева хӳтӗлӗ.

#конкурссем, #Шупашкар, #илемлӗх, #коопераци институчӗ, #ЧПУ, #студентсем, #Ставрополь

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org