Ял хуҫалӑхӗ
![]() Республика кунне уявланӑ май Канаш районӗнче «Уй-хир кунӗ» иртет. Йӑлана кӗнӗ ҫак мероприятие республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви йӗркелет. Республикӑри курав-кӑтартӑва ҫӗршывӑн 7 регионӗнчен килсе ҫитмелле. Вӗсен хушшинче ял хуҫалӑх техникине, вӑрлӑх туса илекенсем, ӳсентӑрана хӳтӗлемелли хатӗр, минераллӑ кӑларакансем хутшӑнмалла. Курава ҫӗнӗ йышши 100 ытла ял хуҫалӑх техники илсе пымалла. Ял хуҫалӑхӗнчи ҫӗнӗ йышши таварпа район пуҫлӑхӗсене, ял хуҫалӑх предприятийӗсен ертӳҫисемпе специалисчӗсене, фермерсемпе уйрӑм хушма хуҫалӑх тытакансене чӗннӗ. «Уй-хир кунӗ» вӑхӑтӗнче утӑ ҫулакансен конкурсне тата ял хуҫалӑх предприятийӗсен ертӳҫисен хушшинче мини-футбол енӗпе ӑмӑрту ирттерме палӑртса хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти хӳттипе Элтепере суйланас ӗмӗтлисем Чӑваш Ен Элтеперӗн пуканӗшӗн кӗрешӗве кӑлармалли кандидата палӑртма «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пилӗк муниципалитетра праймериз ирттересси пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Ҫӗртмен 20-мӗшӗнче асӑннӑ парти ячӗпе праймериза хутшӑнакан кандидидатсем Патӑрьел, Канаш, Ҫӗрпӳ районӗнчи суйлавҫӑсемпе тӗл пулнӑ. Курнӑҫӑва Элтепер пулас шухӑшлӑ ҫичӗ кандидат пырса ҫитнӗ: ЧР Патшалӑх Канашӗн социаллӑ политика енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫин ҫумӗ Елена Николаева, гуманитари ӑслӑлӑхӗсен пуҫлӑхӗ Юрий Исаев, «Дентамед» обществӑн тӗп врачӗ Юрий Зорин, Шупашкарти 5-мӗш гимназин пуҫлӑхӗ Инна Исаева, «Базис» тулли мар яваплӑ общество управляющийӗ Алексей Львов, Афганистан вӑрҫин сусӑрӗсен общество организацийӗн регионти ертӳҫи Геннадий Матвеев, республикӑн Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев. Саккӑрмӗш кандидачӗ, Игорь Поручиков, суйлавҫӑсемпе тӗл пулма пыман. Элтепер пуканӗшӗн «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти хӳттипе тухас ӗмӗтлисем хӑйсен программипе паллаштарнӑ. Сӑмах май каласан, ҫӗртмен 20-мӗшӗнче иртнӗ парти хушшинчи сасӑлавра патӑрьелсенчен 97 проценчӗ Михаил Игнатьевшӑн пулнӑ, ҫӗрпӳсенчен — 93,9 проценчӗ, канашсенчен — 92 проценчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Пуҫлӑх ывӑл-хӗрӗ пулма лайӑхах пуль ҫав. Йӗпреҫ районӗнчи Андреевка ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ арҫын хӑй ывӑлне ҫӗр лаптӑкӗллӗ тунӑ. 2009 ҫулта вӑл хӑй ертсе пыракан ял тӑрӑхӗн хуҫалӑх кӗнекинчен суя выписка илнӗ. Унта хӑйӗн ывӑлӗн ҫӗр пайӗ пурри ҫинчен калани пирки ӗнентернӗ. Ашшӗ ҫырса панӑ выпискӑна йӑтса ывӑлӗ регистраци службине вӗҫтернӗ, унта ҫӗр лаптӑкне хӑй ячӗпе шута илтерттернӗ. Ҫав хутпа килӗшӳллӗн пуҫлӑх ывӑлӗ ҫӗрӗн саккунлӑ хуҫи пулса тӑнӑ. Анчах... асӑннӑ ҫӗр лаптӑкӗ тепӗр ҫыннӑн пулнӑ. Унпа вӑл тара илсе усӑ курнӑ. Ултава РФ Следстви комитечӗн Канашри районсем хушшинчи тӗпчевҫисем ҫиеле кӑларнӑ. Экс-пуҫлӑх хӑй вырӑнӗпе ытлашши усӑ курнишӗн вӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ тӗпчев малалла пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Аэропорт пуҫлӑхӗ пулнӑ Александр Жирнов Шупашкар аэропорчӗн тӗп директорне Александр Жирнова должноҫрен хӑтарнӑ. Аэропорт Чӑваш Енӗн хысна предприятийӗ шутланать, ҫавна май пуҫлӑха республикӑн правительствин пуҫлӑхӗ лартать тата ӗҫрен хӑтарать. Александр Николаевича аэропорт пуҫлӑхӗнчен кӑларасси пирки йышӑнӑва паян Иван Моторин премьер-министр хушу кӑларнӑ. Отсавкӑна ӑна мӗншӗн яни пирки ӗҫлӗ хутра нимӗн те асӑнман. А. Жирнов хӑйне пуҫлӑх пуканӗсӗр хӑварни пирки нимӗн те пӗлмест имӗш. Кун пирки «Правда ПФО» интернет-хаҫат ҫырать. Кӑларӑм экс-пуҫлӑхпа ҫыхӑннӑ пулать те лешӗ ун пек йышӑну пирки илтменнине пӗлтернӗ тата йышӑнӑва комментарилеме тӑхтанӑ имӗш. Александр Жирнов 1965 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. 1982 ҫулта Шупашкарти 34-мӗш вӑтам шкула вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн Сызраньти аслӑ ҫар авиаци училищине вӗренме кӗнӗ. 1986 ҫулта ӑна ылтӑн медальпе пӗтернӗ. 1993–1996-мӗш ҫулсенче Ю.А. Гагарин ячӗллӗ Ҫар академийӗнче вӗреннӗ. 2004–2010-мӗш ҫулсенче 490-мӗш уйрӑм вертолет полкне ертсе пынӑ. 2010 ҫулта ӑна Шупашкар аэропортне ертсе пыма шаннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Комосольски район администрацине вӑхӑтлӑх ертсе пыракан Илдус Миннетуллин Комсомольски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Михаил Афанасьев отставкӑна кайнӑ. Кун пек йышӑнӑва асӑннӑ районти Депутатсен пухӑвӗн ҫӗртмен 19-мӗшӗнче йышӑннӑ иртнӗ черетлӗ ларӑвӗнче тунӑ. Ӗҫрен хӑй ирӗкӗпе пӑрахасси пирки М. Афанасьев хӑй ыйтса ҫырнӑ иккен. Ҫав кунах депутатсем район администрацине вӑхӑтлӑх ертсе пыракан ҫынна палӑртнӑ. Пуҫлӑх пуканне район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче — ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшакан Илдус Миннетуллина вӑхӑтлӑх шанса панӑ. Илдус Хадзятович 1954 ҫулта ҫуралнӑ. Ларура район администрацийӗн пуҫлӑхне палӑртмалли конкурс комиссийӗ йӗркелеме йышӑннӑ. Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ Комсомольски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Михаил Афанасьев руль умне ӳсӗрле ларса йӗрке хуралҫисен аллине ҫакланни пирки пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Патӑрьел районӗнчи хӑш-пӗр шкулта ашшӗ-амӑшне шкулсене ирӗксӗр пулӑштарма йышӑннӑ. Ҫакна унти прокуратура тӗрӗслевӗ тупса палӑртнӑ. Прокуратура шкулсем «Ашшӗ-амӑшӗн пӗтӗмӗшле пухӑвӗ ҫинчен» йышӑнура мӗн ҫырса хунине хакланӑ. Вырӑнти норматив актӗнчи хӑш-пӗр пункт «Вӗренӳ ҫинчен» федераци саккунӗпе килӗшсе тӑман. Асӑннӑ саккун ачасене федерацин вӗренӳ стандарчӗсемпе килӗшӳллӗн тӳлевсӗр вӗрентмелле. Патӑрьел районӗнчи хӑш-пӗр шкулта вара «Ашшӗ-амӑшӗн пӗтӗмӗшле пухӑвӗ ҫинчен» йышӑнусенче ашшӗ-амӑшӗн вӗренӳ учрежденийӗсен пурлӑхпа техника базине ҫирӗплетме, шкула хӑтлӑх кӳме тата юсама май килнӗ таран пулӑшасси пирки ҫырса хунӑ. Ашшӗ-амӑшӗн тӗлӗшпе ҫирӗплетнӗ тӗллевпе ӗҫе пурнӑҫлассишӗн вӗсем явапли пирки те кӑтартса хӑварнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, ашшӗ-амӑшне шкула ирӗксӗр пулӑштармалла туса хунӑ темелле. Федераци саккунӗпе килӗшсе тӑман хутсене йӗркене кӗртмелли пирки прокуратура 9 хирӗҫлев ҫырса панӑ. |
Вӗренӳ
![]() Улатӑрта вырнаҫнӑ юсанмалли 2-мӗш колонире айӑплав вӑхӑтне хӗрарӑмсем ирттереҫҫӗ. Пӗтӗмӗшле режимлӑскер ытти ҫавӑн йышши учреждени евӗрех унта ларакансене вӗрентет те. Шкулта вӗренни ҫинчен калакан аттестат ҫуккисене вӑтам пӗлӳ параҫҫӗ, пӗлӳ ҫуккисене алла пӗлӳ илме пулӑшаҫҫӗ. Ҫак кунсенче 2-мӗш колони 34 хӗрарӑма вӑтам пӗлӳ илни ҫинчен калакан аттестат тыттарнӑ. Ахаль кӑна мар, савӑнӑҫлӑ лару-тӑрурах. Чи лайӑх вӗреннисене Хисеп хучӗсемпех палӑртнӑ. 4 ҫул тӑрӑшса вӗренсе ӑна ӑнӑҫлӑ пӗтернисене пылак парнепе те хавхалантарнӑ. Алла аттестат илнисем сӑвӑсем вуланӑ, вӗрентекенсем валли хатӗрленӗ открыткӑсене парнеленӗ. Савӑнӑҫлӑ уяв ячӗпе «Рада» художество пултарулӑх кружокне ҫӳрекенсем икӗ ташӑ лартса панӑ. Колонири шкул класӗпе сывпуллашакансене О. Хайам, О. Уальд каланӑ ӑслӑ сӑмахсемпе ырӑ суннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Садальский - реанимацире Чӑваш Енре ҫуралнӑ Станислав Садальский актер реанимацие лекнӗ. Халӗ вӑл тӑна кӗнӗ ӗнтӗ, ахаль уйрӑма куҫарасса кӗтет. Тӑна кӗрсенех актер селфи туса халӑх тетелӗнчи страницисене вырнаҫтарнӑ. Ҫакна вӑл ун пултарулӑхне хисеплекен, юратакан ҫынсем сӳтсе явччӑр тесе тунӑ-мӗн. Пульницӑна мӗншӗн лекнине Станислав Садальский пӗлтермен. «Бандит пульли» пулнӑ тесе шӳтлет ҫеҫ. Апла-и капла-и — анчах пульницӑра выртни ӑна плана кӗртнӗ спектакльсенче выляма чӑрмантармӗ. Сӑмах май, Станислав Садальский — паллӑ актер. Вӑл 1951 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Чӑваш Енре ҫуралнӑ. РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ, Грузи халӑх артисчӗ, ЧР халӑх артисчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре йӗрке хуралҫисем пӗр арҫынна шыраҫҫӗ. Ахальтен мар. Вӑл йывӑр преступлени тума пултарнӑ тесе шутлаҫҫӗ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав арҫын йывӑр преступление Улатӑр хулинче тума пултарнӑ. Сӑнӳкерчӗкри арҫын 40-45 ҫулсенчи пек курӑнать, вӑтам пӳ-силлӗ, ҫӳҫӗ ҫырӑ. Вӑл хӗвелрен хӳтӗлекен куҫлӑх тӑхӑнса ҫӳреме пултарать. Ведомство ҫав арҫын ӑҫта пулнине пӗлтерекене укҫан хавхалантарма шантарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Чӑваш Ен инвестици енчен лайӑх аталаннӑ тесе палӑртнӑ. Нумаях пулмасть Питӗрте иртнӗ пӗтӗм тӗнчери экономика канашлӑвӗнче кун пирки РФ Президенчӗ Владимир Путин пӗлтернӗ. Ҫапла майпа пирӗн республика ку енӗпе чи лайӑх 10 регионсен йышне кӗнӗ. Владимир Путин канашлура лайӑх регионсене ятран та асӑннӑ. Вӑл каланӑ списокра ҫаксем пулнӑ: Калуга облаҫӗ, Тутарстан, Белгород, Тамбов, Чӗмпӗр облаҫӗсем, Краснодар енӗ, Ростов, Кострома облаҫӗсем, Чӑваш Республики, Тула облаҫӗ. ЧР Патшалӑх Канашӗн председателӗ Юрий Попов кӑҫал Чӑваш Ен кунӗсем Патшалӑх Думинче иртнине, унта инвестици ҫинчен калаҫнине пӗлтернӗ. Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗ Владимир Викторов ЧР Элтеперӗн тата унӑн командин ӗҫӗн кӑтартӑвӗсем пуррине каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |