Пӑтӑрмахсем
![]() Пулмасла хыпарӑн туйӑнӗ те ку, анчах Пӑрачкав районӗнчи икӗ шкул пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлама вӗсенчи хуралҫӑсене шаннӑ. Хут ҫинче. Вӑхӑтлӑх. Шкул ертӳҫисем черетлӗ канура чухне. Хуралҫа пуҫлӑх тивӗҫне шанасси пирки Пӑрачкав район администрацийӗн пуҫлӑхӗ ятарлӑ хушу кӑларсах ҫирӗплетнӗ. Шкула сыхлакансене ҫакӑн пек пысӑк чыс Анастасовӑри вӑтам тата Никулинӑри пуҫламӑш шкулсенчи хуралҫӑсене тивӗҫнӗ. Анчах асӑннӑ нихӑш вӗренӳ учрежденийӗнчи хуралҫӑн та шкул пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫламалӑх квалификаци пулман. Апла пулсан ку вӑл Раҫҫейӗн Ӗҫ кодексӗпе ниепле те килӗшсе тӑраймасть. Саккуна ҫураҫуллӑ мар хушусене Пӑрачкав район прокуратури асӑрханӑ хыҫҫӑн сивленӗ. Ҫавна май маларах асӑннӑ хутсене пӑрахӑҫлама тивнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Росреестрӑн Чӑваш Енри управленийӗ хутсем йышӑнакан тата паракан «чӳречесене» хупма тытӑннӑ. Кун пек йышӑну харӑсах темиҫе района пырса тивнӗ. Куҫман пурлӑх регистрацилемелли тата ун тӗлӗшпе туса ирттерекен ытти ӗҫе тӑвас тесен Росреестрӑн Элӗк, Шупашкар, Шӑмӑршӑ, Тӑвай, Канаш, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенчи, Ҫӗнӗ Шупашкар хулинчи уйрӑмне кайма тӑмасть, мӗншӗн тесен вӗсенче ҫак уйӑхран йышӑнма пӑрахнӑ. Шӑмӑршӑ районӗнче хутсене нумай ӗҫ тӑвакан центрта кӑна йышӑнаҫҫӗ. Шупашкарти нумай ӗҫ тӑвакан центрти икӗ офисра 13 «чӳречерен» виҫҫӗшне хупнӑ, вӗсенче халӗ пурӗ 52 «чӳрече» ӗҫлет. Вӗсем кирлӗ хутсене йышӑнаҫҫӗ те, параҫҫӗ те. Районсенчи «чӳречесене» хупни ҫынсене пулӑшу кӳрессине начарлатмалла мар тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен Росреестрта, мӗншӗн тесен хутсене Кадастр палатин офисӗсенче е нумай ӗҫ тӑвакан центрсенче те йышӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Кӑҫалхи иккӗмӗш кварталта пирӗн республикӑра элитлӑ ҫурт-йӗр пуринчен ытла хакланнӑ. Кунта сӑмах ҫӗнни пирки пырать. Иккӗмӗш рынокри (тепӗр майлӑ каласан, ҫӗнӗ марри) ҫурт-йӗр хакӗ те пӗр вырӑнта тӑман. Ҫӗнӗ ҫурт-йӗрӗн тӑваткал метрӗ вӑтамран 44 пин те 63 тенкӗпе танлашнӑ. Ку вӑл пӗрремӗш кварталтипе танлаштарсан хак 0,6 процент йӳнелнине пӗлтерет. Иккӗмӗш рынокри вара 0,5 процент хӑпарса тӑваткал метрӗ 42 пин те 738 тенкӗпе танлашнӑ. Ҫӗнӗ ҫурт-йӗре илсен, элитли кӑна хакланнӑ. Ун пекки пирки ӗмӗтленекенсен пӗр тӑваткал метршӑн вӑтамран 51 пин те 454 тенкӗ кӑларса хума тивнӗ. Ку вӑл пӗрремӗш кварталтинчен 3,4 процент хакланнине пӗлтерет. Пӗлтӗрхи юпа–раштав уйӑхӗсенчинчен хак 5,6 процент ӳснӗ. Вӑтам пахалӑхлипе лайӑхлатнӑ пахалӑхли чакнӑ. Иккӗмӗш рынокрине илсен, ӑна сутакансен пӑшӑрханма сӑлтав пулман — хак хӑпарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Чӑваш Ен спортсменӗ инҫетри ҫӗршывра пысӑк ҫитӗнӳ тунӑ. Константин Репин хӑйӗн тренерӗпе халӗ Нидерландра. Унта ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче ӑмӑртӑвӗ иртет. Унта хусканупа тӗрев енчен сусӑр спортсменсем хутшӑнаҫҫӗ. Шӑпах ҫав ӑмӑртура пирӗн ентеш палӑрма пултарнӑ. Константин Репин Ҫӗнӗ Шупашкарти ачасемпе ҫамрӑксен 2-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптать. Стандсканал хулинче иртекен тупӑшура вӑл финиша пӗрремӗш ҫитме пултарнӑ. Вӑл 54,60 ҫеккунт кӑтартупа ҫӗнтернӗ. Аса илтерер: Константин Репин тӗнче шайӗнчи ӑмӑртусене пӗрре мар хутшӑннӑ. Вӑл хусканупа тӗрев енчен сусӑр спортсменсен хушшинче иртнӗ ӑмӑртусенче малти вырӑнсене йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Улатӑрта Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунне хӑйне евер паллӑ тунӑ. Улатӑрсем ҫав кун ҫемйисемпех тухса ӑҫталла ҫул тытнине никам та тавҫӑрас ҫук. Ача ҫуратмалли ҫурт патне! Ун чухне Кӳмесен парачӗ иртнӗ. Кунашкал уяв Улатӑр хулинче виҫҫӗмӗш хут иртет ӗнтӗ. Ӑна чиркӳ ҫыннисем йӗркелеҫҫӗ. Парад ирхине чиркӳ патӗнчен пуҫланнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ, асламӑшӗсемпе аслашшӗсем, кукамӑшӗсемпе кукашшӗсем хула урамӗпе ача ҫуратмалли ҫурт таран утнӑ. Ахальтен мар унталла ҫул тытнӑ вӗсем. Ҫапла майпа улатӑрсем ҫӗнӗ чуна ҫут тӗнчене килме пулӑшакан тухтӑрсене тав тума шутланӑ. Тухтӑрсем валли вӗсем ятарласа чӗре евӗр пысӑк торт пӗҫернӗ. Вырсарни шкулӗн тата ача пахчин шӑпарланӗсем концерт хатӗрленӗ, вӑйӑ вылянӑ, конкурссем ирттернӗ. Кӑҫал ҫуралнӑ ачасем те парнесӗр юлман. Вӗсен ашшӗ-амӑшне сувенирсем парнеленӗ. Уяв вӗҫӗнче тӳпене шурӑ кӑвакарчӑнсене вӗҫтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Йӗпреҫ районӗнче икӗ ҫын вӑрмана ҫырла пуҫтарма кайнӑ та ҫухалнӑ. Кун пирки ЧР ШӖМӗн Йӗпреҫ районӗнчи уйрӑмӗ хыпарланӑ. Пӑва ялӗнче пурӑнакан 43 ҫулти арҫын тата 36-ри хӗрарӑм ӗнер кӑнтӑрла вӑрмана ҫырла татма кайнӑ. Вӗсем ҫухалса кайнӑ та каялла килмелли ҫула тупайман-мӗн. ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗнер ҫухалса кайнӑскерсем хӑйсемех ҫыхӑнӑва тухнӑ. Телефон урлӑ вӗсем хӑш вырӑнта пулнине палӑртма тӑрӑшнӑ. Апла пулсан та арҫынпа хӗрарӑма часах тупайман. Шырава МЧС ӗҫченӗсем те хутшӑннӑ. Каярахпа ырӑ хыпар пӗлтернӗ. Ҫухалса кайнисем вӑрмантан тухнӑ. Полицейскисем вӗсене хирӗҫ пынӑ. Талӑка яхӑн вӑрманта ҫухалса ҫӳренӗ арҫынпа хӗрарӑмӑн сывлӑхӗ чиперех. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Ҫулла республикӑри ялсем хӑйсен уявне паллӑ тӑваҫҫӗ. Тӗрлӗ енне саланнӑ ентешсем ҫав кун пӗрле пухӑнса савӑнаҫҫӗ. Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Сорӑм ялӗнче пурӑнакансем та нумаях пулмасть пӗрле пуҫтарӑннӑ. Вӗсем ял уявне 2001 ҫултанпа уявлаҫҫӗ. Утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗнче сорӑмсем ирех савӑнӑҫлӑ пулнӑ. Яла ҫав кун ҫӗнӗ варкӑш кӗнӗ тейӗн. Килсен умӗнче ватӑсем сак ҫинче ларнӑ, ҫамрӑккисем вӗсем патне пырса сывлӑхӗсемпе кӑсӑкланнӑ. Сорӑмсем хӑнасене ял пуҫӗнче ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ. Унтан пурте яла пӑхса ҫаврӑнсан уяв лапамне ҫитнӗ те вӑйӑ картине тӑнӑ. Атнар ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Александр Кузнецов ентешӗсене ырӑ сӑмахсемпе саламланӑ, пурне те пӗрле кар тӑрса ӗҫленӗшӗн тав тунӑ. Хисеплӗ хӑнасен йышӗнче Хӗрлӗ Чутай район пуҫлӑхӗ Александр Степанов та пулнӑ. Уявра хӑнасем, Сорӑма килнӗ ытти ҫынсем ял халӑхӗ пирки нумай ырӑ сӑмах каланӑ. Сӑнсем (69) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Красновсен ҫемйи Елчӗк районӗнче ЧР Элтеперӗн «Чӑваш Республикинче нумай ачаллӑ ҫемьесене пулӑшасси ҫинчен» хушӑвне пурнӑҫлас енӗпе чылай мероприяти ирттереҫҫӗ. Акӑ Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗнче районта нумай ачаллӑ пӗр ҫемьене тӳлевсӗр ҫӗр лаптӑкӗ уйӑрса панӑ. Елчӗк район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Миллин савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура Елчӗкри Красновсен ҫемйине 798 тӑваткал метрлӑ ҫӗр лаптӑкӗн сертификатне тыттарнӑ. Паянхи кун тӗлне тӳлевсӗр ҫӗр лаптӑкӗ илмелли списока 122 ҫемьене кӗртнӗ. Ҫӗр лаптӑкӗ илес кӑмӑллисенчен чылайӑшӗ Елчӗк тӑрӑхӗнче пурӑнать. Унта — 40 ҫемье. Аслӑ Пӑла Тимеш тӑрӑхӗнче — 27 ҫемье. Районта 85 лаптӑка ҫемьесене пама хатӗрленӗ. Хальлӗхе 74 ҫемье ҫӗр лаптӑкӗллӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче чи лайӑх выпускниксене чыслани пирки маларах пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Унта ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев, ЧР вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов хутшӑнни ӗнерхи студентсемшӗн пысӑк чыс пулнӑ. Канаш районӗнчи Вӑрманкас Ухман ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Ольга Семенова та ҫав кун питӗ саваннӑ. Канаш пики те чи лайах 100 выпускниксен йышне кӗме пултарнӑ-ҫке-ха. Ольга Семенова вырӑс тата чӑваш филологийӗпе журналистика факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Вӑл университетра ӑс пухнӑ чухне хастарлӑхӗпе палӑрнӑ, мероприятисене хутшӑннӑ, спорт ӑмӑртӑвӗсенче маттур пулнӑ. Ольга ЧР Элтеперӗн стипендине икӗ хутчен тивӗҫнӗ. Вӑл РФ Президенчӗн стипендине те илме тивӗҫ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Шупашкарта пурӑнма юрӑхсӑр ҫуртсене ишес ӗҫ малалла пырать. Анчах хӑшӗ-пӗри, ҫӗнӗ хваттер параҫҫӗ пулсан та, хӑйсем патӗнчен куҫма хирӗҫ-мӗн. Ҫавӑнпа Шупашкарта авариллӗ ҫуртра пурӑнакан, урӑх ҫӗре куҫма хирӗҫлекен ҫемьесен тӗлӗшпе иск заявленийӗ хатӗрлеҫҫӗ. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтерет. Хальлӗхе тӗп хулара 6 ҫуртри ҫынсене куҫарнӑ тепӗр 38-шне ишсе антарма хатӗрлеҫҫӗ. Вӗсенче кӗҫех ҫутта, газа, шыва сӳнтерӗҫ. Авариллӗ ҫуртрисене ҫӗнӗ хваттер параҫҫӗ. Хальлӗхе 594 ҫынна панӑ ӗнтӗ. Анчах 40 яхӑн ҫемье ҫӗнӗ ҫурта куҫма хирӗҫ. Мӗншӗн? Унта балкон ҫук-мӗн, хутра ытлашши нумай хваттер имӗш. Иск заявленине ҫавӑнпа хатӗрлеҫҫӗ ӗнтӗ. Ҫапла майпа ҫынсене ҫӗнӗ ҫӗре вӑйпах куҫарасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.06.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 30 - 32 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пӗтӗм чӑваш рабочисемпе хресченсен пӗрремӗш пухӑвӗ (9-15) ӗҫе пуҫӑннӑ. | ||
| Матюшин Владимир Алексеевич, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Раҫҫей Правительствин премийӗн лауриачӗ ҫуралнӑ | ||
| Михайлов Евгений Петрович, чӑваш археологӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лаврентьев Анатолий Юрьевич, ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |