Раҫҫейре
![]() Ҫак кунсенче Чӑваш Ене автостоп мелӗпе ҫӳрекен сусӑр ҫитнӗ. Игорь Скикевич ятарласа экспедицие тухнӑ, вӑл хуласене ҫитсе Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ паттӑрсен умӗнче пуҫ таять. Сусӑр Шупашкара утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче килнӗ. 50 ҫулти арҫын Чулхуларан ҫитнӗ. Ӑна кунта чылаййӑн кӗтсе илнӗ. Аса илтерер: Игорь Скикевич йывӑр чирленӗ, унӑн ҫурӑм шӑмми арканма тытӑннӑ. Комӑра выртнӑ вӑл. Тухтӑрсем каланӑ тӑрӑх, вӑл вилме е ӗмӗрӗпех вырӑн ҫинче выртма пултарнӑ. Анчах арҫын нумай тӑрӑшнӑ, кӳме ҫине ларма пултарнӑ. Авточаруҫӑ ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Крымран ҫула тухнӑ. Вӑл хуларан хулана тӗрлӗ транспорта ларса ҫӳрет. Вӑл ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем патӗнче ҫӗр каҫать. Игорь Скикевич ҫемье пирки ӗмӗтленет. Унччен вӑл авланнӑ, анчах арӑмӗнчен уйрӑлнӑ. Ҫулҫӳрев хыҫҫӑн вӑл Лариса Гузеевӑн «Давай поженимся!» кӑларӑмне лекме ӗмӗтленет. Юлашкинчен Игорь Скикевич Сахалина ҫитесшӗн. Чӑваш Енрен вӑл Хусана ҫул тытнӑ. Унтан Самарӑна кайӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳ районӗнче инкек пуласса никам та шутламан ахӑртнех. Урпаш ялӗнче кӗтмен ҫӗртен пушар алхасма тытӑннӑ. ЧР МЧСӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗрле 23 сехетре сарай ҫунма тытӑннӑ, утта ҫулӑм ярса илнӗ. Вӑл иккӗмӗш хутра упраннӑ-мӗн. Малтанлӑха хыпарланӑ тӑрӑх, пушар электрохатӗрпе тӗрӗс мар усӑ курнӑшӑн тухнӑ. Утӑ лампӑпа юнашар пулнӑ-мӗн. Пушар вырӑнӗнче Ҫӗрпӳри 40-мӗш чаҫӗн пушарнӑйӗсем тата тӳрленмелли 7-мӗш колонин пушар хуралӗ ӗҫленӗ. Шел те, пушар ҫухатусӑр пулман. Ҫулӑмра шултра мӑйракаллӑ 10 выльӑх ҫунса вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кӗҫех Хӗрлӗ Чутай районӗнче ача-пӑчашӑн ырӑ пулӑм пулмалла. Хӗрлӗ Чутайра ҫулталӑк вӗҫӗччен ача пахчи туса пӗтермелле. Строительсем графикран кая юлса пыраҫҫӗ пулин те ӗҫе вӑхӑтра туса пӗтерме шантараҫҫӗ-мӗн. Хальлӗхе унта пӗрремӗш хута хӑпартнӑ. ЧР Вӗренӳ министерствин сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ача пахчине туса пӗтерессине Хӗрлӗ Чутайри халӑх чӑтӑмсӑррӑн кӗтет. Мӗншӗн тесен унта ача пахчинче вырӑн парасса 240 шӑпӑрлан кӗтет. Ҫӗнӗ ача пахчинче 160 вырӑн пулӗ. Планпа килӗшӳллӗн, строительсен объекта ҫулталӑк вӗҫӗнче памалла. Вӗсем халӗ кая юлса пырсан та ӗҫе пахалӑхлӑ тӑвассине пӗлтереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шупашкар районӗнчи Янӑшри вӑтам шкула кӑҫалхи ҫурлан 15-мӗшӗнче уҫма палӑртаҫҫӗ. Вӑл вӗренӳ учрежденийӗ пирки тӗрлӗрен сӳтсе явакан-калаҫакан пулчӗ. Пысӑках мар ялта 165 ача вӗренмелӗх шкул кирлӗ мар текенсем те ҫав шутра тупӑнчӗҫ. Тӗрӗссипе вара Янӑшри 9 клас вӗренмелли хальхи шкул та, кӳршӗллӗ Мӑн Мамӑшри вӑтам шкул та тахҫанах кивелнине вӑл тӑрӑхрисем аван пӗлеҫҫӗ. Янӑшри ача пахчи вара пӗчӗк кӑна ҫуртра вырнаҫнӑ. Унччен йӗркеллӗ ача пахчиех ялта пулнӑ-ха, кайран ҫав учрежденисене урӑх тӗллевпе ӗҫлеттерме тытӑннӑ хыҫҫӑн ӑна ҫынсене хваттер тума тесе сутса янӑ. Янӑшра халӗ ҫӗклесе лартнӑ ҫӗнӗ шкулта шкул ҫулне ҫитменнисем валли 40 вырӑн пӑхса хӑварнӑ. Ачасемпе шӑпӑрлансем валли икӗ бассейн тунӑ, шкул умӗнче спорт тата вӑйӑ лаптӑкӗ те пур. Унта ӗҫсем малалла пыраҫҫӗ. Паян шкулти строительство ӗҫӗсемпе паллашма Янӑша республикӑн вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов ҫитсе килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗпе культура уйрӑмӗнче куҫӑн вӗренме кӑҫал тӳлевсӗр вырӑнсем пулманнине кура «университет йӳнӗрех хакпа ӑс пухма майсем тупса парать». Кун пирки асӑннӑ аслӑ шкулӑн вырӑс тата чӑваш филологийӗпе журналистика факультечӗн деканӗ Алена Иванова республикӑн Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫатне пӗлтернӗ. Декан каланӑ тӑрӑх, «студентсем куҫӑн-куҫӑн мар та вӗренме пултараҫҫӗ, занятисене кӑнтӑрлахи уйрӑмри вӗренекенсемпе пӗрлех ҫӳреҫҫӗ. Хакӗ ҫулталӑка 25 350 тенкӗ, укҫине пайӑн-пайӑн тӳлеме юрать. Куҫӑн мар уйрӑмра вӗренме ҫулталӑка 15 000 тенкӗ тӳлемелле. Заявленисене ҫӗртме уйӑхӗн 19-мӗшӗнчен йышӑнма тытӑннӑ. Куҫӑн, куҫӑн-куҫӑн мар тата куҫӑн мар формӑпа вӗренме кӗрес тесен 4 экзамен тытмалла: вырӑс литератури (ППЭ), чӑваш чӗлхипе литератури (сочинени), вырӑс чӗлхи (ППЭ), обществознани (ППЭ). Пуҫламӑш е вӑтам ятарлӑ пӗлӳ илнисем тата иккӗмӗш аслӑ пӗлӳ илес текенсем собеседовани витӗр тухаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта пурӑнакан тӑлӑх икӗ ҫул хваттер илеймест-мӗн. Тӳре-шара Надежда Скудеевӑна хваттер уйӑрма пӗрре мар шантарнӑ. Анчах тӑлӑх хӗр халӗ те хваттер тара тытса пурӑнать. Хула администрацийӗ ӑна ҫитес вӑхӑтра уҫӑ пама шантарнӑ-ха та… Надежда Скудеевӑн ҫывӑх ҫыннисене ашшӗ-амӑшӗн правинчен хӑтарнӑ. Вӑл хваттер илме 2012 ҫултах черете тӑнӑ. Ун чухне вӑл списокра 235-мӗш пулнӑ. Хӗр мэрие ҫыру пӗрре мар ҫырнӑ. 2013 ҫулта ӑна списокри черет унтанпа улшӑнманнипе ҫырса хуравланӑ. Ун валли хваттер уйӑракан ҫурта 2014 ҫулта туса пӗтерессине пӗлтернӗ. Ҫырура Надежда 23 ҫул тултарсан та ӑна черетрен илмессине ҫырнӑ-ха ӗнтӗ. Надежда каланӑ тӑрӑх, хваттер уҫҫине ӑна кӑҫал ака уйӑхӗнче пама шантарнӑ. Халӗ те кӗтет вӑл ӑна. Мускав районӗнчи ачалӑха сыхлакан пай пӗлтернӗ тӑрӑх, тӑлӑхсем валли хута янӑ ҫурта туса пӗтернӗ. Ака уйӑхӗнчен пуҫласа хваттерсене пайлассине кӗтеҫҫӗ-мӗн. Халӗ ҫурт умӗнчи картише хӑтлӑх кӗртеҫҫӗ иккен. Ӗҫсене утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗччен вӗҫлемелле. Ҫапла Надежда Скудеевӑна хваттер уҫҫине тепӗр эрнере пама шантарнӑ-ха та… Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗн
![]() Чӑваш Ене кӗҫех Мускав тата петӗм Руҫ Патриархӗ Кирилл килмелле. Вӑл Шупашкарта пӗрремӗш хут пулса курӗ. Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Кирилл Патриарх Чӑваш Ене ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ҫитӗ. Тунтикун, ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта пулӗ. Вӑл ҫветтуй Владимир кнеҫ ячӗллӗ чиркӳ тӑррине уҫнӑ ҫӗре хутшӑнӗ. Хальлӗхе мероприятисен программине ҫирӗплетмен-ха. Шупашкар тата Чӑваш Епархийӗнче Кирилл Патриарх килес хыпара ҫирӗплетнӗ. Ку ыйту тӗлӗшпе пуху та иртмелле-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Турра шӗкӗр темелле-ши е телее тесен те ҫитет-ши, анчах ку вӑл пирӗн пеккисене пырса тивмест. Питӗр хулин Саккун кӑларакан пухӑвӗн депутачӗ Андрей Анохин Раҫҫейӗн Патшалӑх Думин депутачӗсене тата Федераци Канашӗн пайташӗсене сахалтарах кантарасси пирки саккун проекчӗ хатӗрленӗ. Ӑна Раҫҫей шайӗнчи «халӑх тарҫисем» ырласан ҫӗршыв шайӗнчи депутатсемпе Федераци Канашӗн пайташӗсен канӑвӗ хальхи пек 42 куна тӑсӑлмӗ, 28 кунпах вӗҫленӗ. Андрей Анохин депутат хӑйӗн пуҫарӑвне федераци хыснин тӑкакӗсене чакарас шухӑшпа та сӑлтавланӑ. Парламентарисем хӑйсем те отпуск вӑхӑтне чакарма хирӗҫ мар-мӗн. Питӗ ӗҫлине кура вӗсем 42 кун таран ахаль те канса лараймаҫҫӗ имӗш, отпуска пӑхмасӑрах ӗҫе иртерех пуҫӑнаҫҫӗ пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Улатӑр районӗнчи Стемас ялӗнче ачасен «Мини-мисс» конкурс иртнӗ. Унта Стемасри Любовь Созонова, Диана Тынтаева, Восход поселокӗнчи Ульяна Константинова, Ольга Сурикова, Иваньково-Ленино ялӗнчи Софья Казанцева хутшӑннӑ. Вӗсем пурте — 7–10 ҫулсенче. Пӗчӗкскерсем малтан хӑйсемпе паллаштарнӑ. Унтан илемлӗ тумӗсене кӑтартнӑ. Кайран «Эпӗ пысӑк пулсан» тема тавра калаҫнӑ. Вӗсем мӗнле кӗвӗсене итлесе пӗлнӗ, хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартнӑ… Конкурссем вӗҫленсен жюри ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнӑ. «Мини-мисс» ята Софья Казанцева ҫӗнсе илнӗ. Артист пултарулӑхӗпе Любовь Созонова палӑрнӑ. «Мисс черченлӗх» номинацире Ульяна Константинова палӑрнӑ. Ольга Сурикова «Мисс граци» пулнӑ, Диана Тынтаева та куракансене тӗлӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Сӗнтӗрвӑрринчи физкультурӑпа спорт комплексӗн пуҫлӑхӗ пирки маларах пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, халӗ ӑна тӗпчесе пӗтернӗ. Кун пирки Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Енри Следстви управленийӗ пӗлтерет. ФСК пуҫлӑхӗ пирки тӗпчевҫӗсем РФ Пуҫиле кодексӗн 159.2 статйин 3-мӗш пайӗпе ӗҫ пуҫарнӑ. Асӑннӑ статьяпа тӳлев илнӗ чух улталанишӗн айӑплаҫҫӗ. Тӗпчевҫӗсен шучӗпе асӑннӑ комплекс пуҫлӑхӗ вырӑнти ӗҫлӗх центрӗпе килӗшӳ туса пӗлтӗрхи кӑрлач уйӑхӗнче 3-мӗш ушкӑнри сусӑра ӗҫе илнӗ. Кайран вӑл асӑннӑ центра инвалида тивӗҫлӗ ӗҫ вырӑнӗ туса пама 25 пин тенкӗпе кондиционер туянни пирки суя хутсем тӑратнӑ. Чӑннипе вара нимле кондиционер та туянман. Ӗҫлӗх центрӗ 25 пин тенке республика хысни шучӗпе куҫарса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.06.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 30 - 32 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пӗтӗм чӑваш рабочисемпе хресченсен пӗрремӗш пухӑвӗ (9-15) ӗҫе пуҫӑннӑ. | ||
| Матюшин Владимир Алексеевич, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Раҫҫей Правительствин премийӗн лауриачӗ ҫуралнӑ | ||
| Михайлов Евгений Петрович, чӑваш археологӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лаврентьев Анатолий Юрьевич, ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |