Шупашкар хули кӑҫалхи ҫӗнӗ ҫула ҫӗнӗ чӑрӑшпа кӗтсе илӗ. Кун пирки тӗп хуламӑрӑн администрацийӗ хӑйӗн сайтӗнче пӗлтерет. Унчченхипе 9 ҫул усӑ курнӑ. Тӗрӗсрех, шӑп та лӑп ҫавӑн чухлӗ ҫул вӑл хула ҫыннисемпе хула хӑнисене «капӑр-капӑр теттесемпе» капӑрланса черетлӗ ҫӗнӗ ҫул пуҫланасси тата пуҫланни пирки аса илтерсе тӑнӑ.
Кӑҫал вара Ҫӗнӗ ҫул чӑрӑшне ҫӗнетес тенӗ. Ҫӗнӗрен илес текенни ҫӳллӗшӗпе 20 метртан кая пулмалла мар. Ӑна тӗрлӗ майпа ҫутатасшӑн, тем тӗрлӗ теттепе илемлетесшӗн. Ёлка тӑрринче ҫӑлтӑр вырнаҫтарӗҫ.
Республикӑн тӗп хулинчи тӗп ёлкӑна Республика лапамне вырнаҫтарӗҫ. Ытти чухнехиллех. Яланхиллех. Ҫапах та ҫӗннине курассишӗнех унта кайса курма тӑрӗ. Ачасемшӗн вӑл уйрӑмах кӑсӑк пулмалла.