Шупашкарта шыв хакне хаклатасшӑн. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтерет.
Ку сӗнӳпе Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсем тухнӑ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, шыв пӑрӑхӗсем тахҫанхисемех, кивелнӗ. Пӑрӑхсене улӑштармалла-мӗн. Ҫакна тумашкӑн 130 миллион тенкӗ кирлӗ-мӗн.
Депутатсем палӑртнӑ тӑрӑх, Атӑлҫи федераци округӗпе танлаштарсан, Шупашкарта шыв хакӗ чи йӳнни. Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, шыв хакӗ ҫын пуҫне 23 тенкӗ ӳсмелле. Ҫакна 2016 ҫултанпа вӑя кӗртесшӗн.
Анчах хальлӗхе ку депутатсен сӗнӗвӗ кӑна-ха. Йышӑнӑва ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев тӑвӗ.