Шупашкар Ҫӗнӗ ҫула хатӗрленме пуҫлани пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Унччен эпир тӗп хуламӑрта ҫӗнӗ елка пулассине хыпарланӑччӗ, хальхинче ҫитес ҫул Китай гороскопӗпе Упӑте ҫулталӑкӗ пулнине кура Шупашкарта упӑте вырнаҫтарасшӑннине асӑннӑччӗ.
Упӑтене «Шупашкар» универмаг патӗнче вырнаҫтарас шухӑшлӑ.
Китай гороскопне пӗлсе-асра тытнипе пӗрлех республикӑн тӗп хулинче Ҫӗнӗ ҫула хатӗрленнӗ май тӑван халӑхӑмӑрӑн культурине те тӗпе хурасшӑнни сисӗнет.
Чӑваш парламенчӗн хаҫачӗ «Республика» пӗлтернӗ тӑрӑх, Республика лапамӗнче лартакан 25 метр ҫӳллӗш ҫӗнӗ чӑрӑша чӑваш орнаменчӗпе капӑрлатӗҫ. Хӗрлӗ лапамра вара тухья евӗр конструкцисем вырӑн тупӗҫ.