Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче Юлия Силэм пултарулӑх каҫне пуҫтарӑннӑ. Юлия Александровна — чӑваш прозаикӗ, поэчӗ, философи наукисен кандидачӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Патӑрьел районӗн хисеплӗ ҫынни. Пултарулӑх каҫне унӑн юбилейне халалланӑ. Патӑрьел районӗнчи Ҫӗнӗ Ахпӳрт ялӗнче ҫуралнӑ ҫак калем ӑсти юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче 75 ҫул тултарнӑ.
Ҫыравҫӑна саламлама сумлӑ ҫынсем пырса ҫитнӗ: филологи наукисен кандидачӗ, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Надежда Ефремова-Ильина; Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Геннадий Кириллов тата Надежда Кириллова; Чӑваш Республиикн тава тивӗҫлӗ учителӗ Геронтий Никифоров; Василий Кервен поэт тата куҫаруҫӑ; Марина Карягина писатель тата журналист; Галина Серебрякова (Кӗмӗл) тата Нина Артемьева сӑвӑҫсем; Чӑваш Республикин тата Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ Валентина Смирнова.
