Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шӑмӑршӑ округӗнчи Виҫпӳрт Шӑмӑршӑ ялӗнче чӑваш ҫӗрӗн аслӑ ывӑлӗ, СССР халӑх артисчӗ ҫуралса ӳснӗ, ачалӑхне ирттернӗ ҫурт ҫине асӑну хӑми ҫакнӑ.
Унта тӑванӗсем, вӗренекенӗсем, сцена ҫинчи ӗҫтешӗсем, администраци ӗҫченӗсем тата округ ҫыннисем пухӑннӑ. Асӑну хӑмине РСФСР халӑх артистки Нина Яковлева, режиссёрӑн ывӑлӗ Вадим Яковлев тата муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Александр Сатеев уҫнӑ.
Асӑну кунӗ Шӑмӑршӑ ялӗнчи Культура керменӗнче малалла тӑсӑлнӑ. К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем «Вӗри юнлӑ ҫемҫе чун» (Константин Иванов хайлавӗ) спектакльпе сцена ҫине тухнӑ. Ҫак драмӑна Валерий Яковлев режиссер 2015 ҫулта лартнӑ.
Аса илтерер: Валерий Николаевич 2024 ҫулхи раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вал 84 ҫулта пулнӑ.
