Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Республикӑра ку эрнере аграрисем вырмана тухнӑ, кӗрхи культурӑсене пухса кӗртме тытӑннӑ.
Утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче чи малтан Ҫӗрпӳ, Вӑрмар тата Красноармейски округӗсенчи аграрисем вырмана пуҫӑннӑ. Халӗ Патӑрьел, Вӑрнар, Шупашкар, Шӑмӑршӑ, Елчӗк тата Тӑвай округӗсенче те комбайнсем хире тухнӑ. Республикӑра пӗтӗмпе 900 ытла комбайн ӗҫе тухмалла.
Паянхи куна 959 гектар кӗрхи тулла пухса кӗртнӗ. Пӗтӗмпе ӑна 72 ытла гектар ҫинче вырмалла.
Ҫавӑн пекех аграрисем пахча-ҫимӗҫ пухса кӗртеҫҫӗ, выльӑх апачӗ хатӗрлеҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах кӗркунне акса хӑварма ҫӗрсем хатӗрлеҫҫӗ. Пӗтемпе 84,8 пин гектар ҫӗр сухаламалла.
