Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Специалистсмем шутланӑ та – Чӑваш Енре упасен шучӗ ӳснӗ.
Чӑваш Респуликин Ҫут ҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал республикӑра 64 упа пуррине палӑртнӑ.
Пирӗн регионта ҫак чӗрчун йышӗ мӗншӗн ӳснӗ-ха? Ҫакӑ упа ҫурисем ҫуралнипе те, чӗр чунсем пирӗн пата кӳршӗ регионсенчен килнипе те ҫыхӑннӑ. Упасем Мари Элтан тата Чулхула облаҫӗнчен куҫса килнине палӑртнӑ
Ҫакна та каласа хӑварар: упа Чӑваш Республикин Хӗрлӗ кӗнекене кӗрет.
Раҫҫей Ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал ҫӗршывра 307,9 пин хӑмӑр упа пурӑннине палӑртнӑ. 1990 ҫулта вӗсен шучӗ 130 пин пулнӑ. Унтанпа упасен шучӗ 2,3 хут ӳснӗ.
