Чӑваш велоҫӳревҫи Никита Васильев юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче черетлӗ хутчен ҫула тухнӑ. Вӑл инҫе ҫере каяс шухӑшли пирки маларах эпир пӗлтернӗччӗ.
23 ҫулти каччӑ ҫӗршывӑмӑрӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче ҫеҫ мар, Азербайджанри, Грузири, Арменири тӗрлӗ хулара пулса курнӑ. Тӗллевӗсем тата пысӑк унӑн: Казахстан ҫеҫен хирӗпе Узбекистана, Таджикистана, Кӑркӑсстана ҫитесшӗн. Унта хӗл каҫнӑ хыҫҫӑн Байкал тӑрӑхне кайса курасшӑн. Ҫӗпӗр урлӑ Владивостока ҫул тытма палӑртнӑ вӑл.
Каччӑ ҫулҫӳреве тухни пӗр уйӑх иртнӗ. Ҫул ӑҫталла выртни ҫинчен яш «Ҫыхӑнура» тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн страницинче ҫырсах тӑнине Ирина Кошкина хаҫатҫӑ сӑнаса тӑнине пӗлтерет. Ҫулҫӳревӗн пӗрремӗш каҫне Мари вӑрманӗнче ирттернӗ вӑл.
Ҫула каччӑ чи кирлине ҫеҫ илнӗ: апат пӗҫермелли хуран, ӑшӑ тум, шӑрпӑк, хунар... тата телефон. Унпа усӑ курса тӗнче тетелне сӑн ӳкерчӗксем вырнаҫтарать.