Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Мухтаннӑ сунарҫӑ мулкачӑ тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Президентӑн чӳк те тумалла, кӗтӳ те ямалла...

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 20.11.2015 11:50 | 6693 хут пӑхнӑ
Сумлӑ сӑмах Персона

Чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чӑваш халӑх ӑс-хакӑлӗпе ӳнер академийӗн президенчӗ, Пӗтӗм тӗнчери пӑлхар пӗлӗвӗ тата ҫӗнетӳпе культура академийӗн пайташӗ Евгений Ерагин (Ешентей мӑчавӑр) 60 ҫул тултарать. Ҫавна май Николай Плотниковпа Геннадий Дегтярёв юбилярпа тӗл пулнӑ, унӑн пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗн хӑш-пӗр енӗсем пирки ыйтса пӗлнӗ.

 

— Чылай ҫул Калайкасси вӑтам шкулӗнче ачасене тракторпа та мотоциклпа та ҫӳреме хӑнӑхтартӑр, чӑваш чӗлхипе литературине тата тӑван ен историйӗпе культурине вӗрентрӗр. В.П. Станьял Чӑваш халӑх сайтӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, Сире, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учительне, темиҫе ҫул каялла „ӗҫрен кӑларса ҫапнӑ” — уроксем ирттерме ҫеҫ мар, хӑвӑр йӗркеленӗ музее пӑхса тӑма та хӑварман иккен.

— Станьял лару-тӑрӑва тӗрӗс мар ӑнланнӑ. Шкул ачисен йышӗ чаксан эпӗ хам ирӗкпе ӗҫрен кайрӑм. Пӗр енчен, ҫамрӑк вӗрентекенсене тухӑҫлӑ ӗҫлеме, сехетсем ытларах илме май туса парас килчӗ. Тепӗр енчен, халӑх (общество) ӗҫне куллен туса пымашкӑн вӑхӑт ҫитми пулнӑччӗ.

Шкул ирттерекен мероприятисене халӗ те хутшӑнма тӑрӑшатӑп, хам йӗркелесе янӑ историпе таврапӗлӳ тата Афган вӑрҫи музейӗсен ӗҫӗ-хӗлне асӑрхаса тӑратӑп. Мана шкулта халь те музей ертӳҫи пек йышӑнаҫҫӗ.

— Эсир 18 кӗнеке тата чылай ӑслӑлӑх статйи авторӗ. Хӑшне-пӗрне, хӑвӑра уйрӑмах хаклисене, вулакана аса илтерер-ха.

— Тӗслӗхшӗн асӑнӑп эппин: „Моргаушский край”, „Чӑваш ӑс-хакӑлӗ”, „Очерки по истории села Белавка”, „Куҫма Пайраш — ҫыравҫӑ-врач”, „Тени тӑрӑхӗ”, „Ҫимӗк-ҫинҫе ҫитсессӗн”, „Земля Богатыревская” тата ыт. те.

— Истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Антон Салмин 15 ҫул каяллах Сире диссертаци хӳтӗлеме сӗннӗччӗ. Ку тӗлӗшпе хӑй ертӳҫӗ пулма та хатӗрччӗ. Кун пек сӗнӳсем тата йышлӑ-тӑр, „саккунлӑ ученый„ пулма ма килӗшместӗр?

— Диссертаци тени вӑл ҫынна хӑйне кӑна кирлӗ-ҫке. Халӑха та, обществӑна та нимех те памасть вӑл. „Эп пултаратӑп, ҫав шая ҫитнӗ”, — тесе кӑтартмалли япала. Анчах та ху пултарнине урӑхла майсемпе те палӑртма пулать-ҫке. Халӑхшӑн тунӑ ӗҫсем пӗлтерӗшлӗрех. Диссертаци йӗркелеме хӑтланса ик-виҫ ҫул кӑлӑхах иртсе каять. Маншӑн ҫакӑ вара вӑхӑта сая яни пулӗччӗ. Ӑсчах ятне (кандидат-и вӑл е доктор-и) тӗпчевсен пӗлтерӗшне кура парсан аванччӗ — ку пархатарлӑ пулӗччӗ.

— Эсир 20 ҫула яхӑн хӑвӑр ялӑн старости пулса тӑрмашрӑр...

— Ирӗкрех пурнӑҫ ҫитсен халӑх ял пурнӑҫне те ҫӗнӗлле йӗркелеме тӑрӑшрӗ. Старостӑна суйларӗҫ те пӗтӗмпех ман ҫине тиенчӗ: ҫулла ял хуралӗ йӗркелемелле, кӗтӳ черетне палӑртмалла, ял карти-хапхине юсамалла. Хайхи униче картипе тӑватӑ хапхана тимӗртен туса лартрӑмӑр.

Хӗсметре пулнӑ ял ҫыннисем майӑн 9-мӗшӗнче ҫар тумӗ тӑхӑнса тухма пуҫларӗҫ, салтак юрри юрласа ял урамӗпе утасси йӑлана кӗчӗ. Ку пӗрлӗх туйӑмне вӑратма, дисциплинӑна ҫирӗплетме пулӑшрӗ. Малтан халӑх ӗҫӗнчен пӑрӑнма тӑрӑшнисен те яваплӑх туйӑмӗ ӳсни палӑрчӗ: калӑпӑр, ҫуркунне татса кайнӑ пӗвене хӑт кӗртме хутшӑнайманни те хӑй тӳпине хывасшӑн — ӗҫлекенсене ӗҫме-ҫимепе хӑналама тӑрӑшать.

— Сирӗн тӗслӗхе республикӑра та палӑртнӑччӗ: Ярак ял халӑхӗ хӑйӗн вӑйӗпе, патшалӑх пулӑшӑвӗсӗр ҫӗнӗ клуб хӑпартса лартрӗ.

— Ҫапла. Унччен, 1984 ҫулта, ял ҫӑвине уҫрӑмӑр, карта тытса ҫавӑртӑмӑр, пӗрлехи вӑйпа яла газ кӗрттертӗмӗр.

Хам шкулта вӗрентнӗ ачасем ӳссе ҫитӗнчӗҫ те, ман пурнӑҫ ҫӑмӑлланчӗ — вӗсем чылай ӗҫе хӑйсем ҫине илчӗҫ. Ялта халь хӑрарӑмсен канашӗ (3 ҫын), клуб канашӗ (9 ҫын) тата ытти общество йӗркеленӗвӗсем пур, староста та халь урӑх ҫын. Кӑҫал ҫӗнтерӳ кунӗ тӗлне „Яраксем ҫӗнтерӗве ҫывхартнӑ” кӗнеке хатӗрлесе кӑлартӑм, ӑна пичетлеме ял халӑхӗ укҫа хыврӗ.

— Эсир 1989 ҫулта „Вирьял” общество йӗркелесе янӑччӗ. Куншӑн сана парти функционерӗсем хытӑ лӑскарӗҫ. Ним ҫукран нуша тӳсме мӗн хистерӗ-ха?

— Ман халӑха вӑратас килетчӗ. Тури чӑвашсен культурине анлӑрах сарас шухӑш хавхалантарчӗ. Чӑваш наци конгресӗ йӗркеленсе кайсан эпӗ „Вирьял” обществӑн ӗҫӗ-хӗлӗ вӗҫленнине пӗлтертӗм. Ҫавах та идейи манӑҫа тухмарӗ: тӗслӗхрен, „Вирьял” ансамбль ҫуралчӗ.

— Сире халӑх Ешентей мӑчавӑр пек те пӗлет. Ҫак ӗҫе мӗнле кӳлӗнтӗр?

— 1990 ҫулта В.П. Станьял, ун чухне — университетри литература кафедрин пуҫлӑхӗ, мана хӑй патне ӗҫлеме илчӗ. Ятарлӑ курс пурччӗ — чӑвашсен йӑли-йӗркине вӗрентеттӗм. Ун чухне тӗпчев ӗҫӗсене, архив материалӗсене нумай шӗкӗлчерӗм. 1992 ҫулта А.П. Айдак ыйтнипе Наум Микихверӗ чӳк ирттерчӗ, эпир Элмен мӑчавӑрпа пӗрле ӑна пулӑшаканнисем пултӑмӑр. Ун хыҫҫӑн ҫак йӑла-йӗркене хам тӗллӗнех ирттерме пуҫларӑм: Каршлӑхра, Пӑлхарта, Шупашкарта... Халӑх хавалӗпе чӑвашла ятсем парассине пуҫарса ятӑмӑр.

— Эсир час-часах ҫынсене тӗрлӗ ҫулҫӳревсене ертсе тухса каятӑр. Тӗллевӗ мӗн-ха?

— Чӑваш тӗнчи аслӑ пулнине кӑтартасси, ҫынсене тӑван халӑхӑн чӗрӗ историйӗпе тата культура палӑкӗсемпе паллаштарасси, маттур ҫынсене пӗр-пӗринпе ҫывӑхлатасси.

— 60 ҫул — малтанхи пӗтӗмлетӳсем тумалли вӑхӑт. Хӑвӑр тунӑ ӗҫсенчен хӑшӗсене чи малтан палӑртнӑ пулӑттӑр?

— Ӗмӗр тӑршшӗпех обществӑллӑ ӗҫпе пурӑнтӑм: вӗреннӗ чухне те, ҫарта та, кайран та... Хавхалантаракан пурнӑҫ ҫапах та ытларах ялта вӑл. Юнкӑпуҫӗнче Ҫӗпритун Янтуша асӑнса палӑк лартассине тата Шурча вӑрҫин паттӑрӗсене халалланӑ палӑка юсаса ҫӗнетессине йӗркелерӗм.

2009 ҫулхи ака уйӑхӗнче мана Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗн тилхепине шанса пачӗҫ. Ку ӗҫе эп ҫулталӑк ытла пурнӑҫласа пытӑм. 2010 ҫулта вара Чӑваш ӑс-хакӑлӗпе ӳнер академийӑн президентне суйларӗҫ. Халӗ вӑй-хала шеллемесӗр ҫак урапана туртса пыратӑп, академи ӗҫ-хӗлне ҫӗнӗлле йӗркелеме тӑрӑшатӑп.

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#чӑвашлӑх, #халӑх академийӗ, #Калайкасси, #Муркаш районӗ, #академисем, #юбилейсем, #йӑла-йӗрке, #культура

 

Комментари:

Victor // 2634.58.9285
2015.11.20 15:27
Victor

Пултаруллӑ ҫын.

Олег Мустаев // 7657.3.0052
2015.11.20 19:37

Маларах пирӗн ретре пулнӑ пулсан тата та маттуртарах пулатчӗ пуль,Виктор.Сывӑ пултӑр мӑчавар!!! Вӗсем пирӗн ахаль те сахалӑн.

Agabazar // 1766.31.0670
2015.11.20 20:01
Agabazar
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: Хам хуратнă
Agabazar // 1766.31.0670
2015.11.20 20:06
Agabazar

МӐЧАВӐРА

(панторим)

Акӑ чӳк. Ҫанталӑк ӑмӑр.

Ах, ун чух сан тайлӑк кӑмӑл!

Agabazar // 3017.91.9997
2015.11.22 23:56
Agabazar

Мӑчавӑрсен нумай пурӑнмалла...


Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем