Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ӑсмассерен аш турамӗ лекмест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: медпулӑшу

Республикӑра

Нумаях пулмасть Ирина Гавриловӑн ҫемйинче «интереслӗ» пулӑм пулса иртнӗ. Чӗре ҫывӑхне илмелле-и ӑна е хурланмалла… Анчах Ирина полицирен пулӑшу ыйтасшӑн.

Хӗрарӑм кун пирки «Про Город» хаҫата каласа кӑтартнӑ. Чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Иринӑн пиччӗшне, эпилепсипе аптӑраканскере, япӑх пулса кайнӑ. Арҫыннӑн юн пусӑмӗ хӑпарнӑ. Ирина васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Тухтӑрсем чирлӗскере пульницӑна илсе кайма шухӑшланӑ.

Ирина кӳршисене пулӑшмашкӑн ыйтма подъезда тухнӑ. Картлашкапа темӗнле арҫын хӑпарнине курах кайнӑ вӑл. Лешӗ медпулӑшу кӳме килнӗ арҫын вилнипе-вилменни пирки кӑсӑкланнӑ. Ирина вӑл кам иккеннине ыйтнӑ. Лешӗ ритуал службин ӗҫченӗ пулнине пӗлтернӗ.

Паллах, Ирина Гаврилова тарӑхнӑ. Ара, васкавлӑ медпулӑшу чӗнетӗн те хыҫҫӑн ритуал служби килет. Эппин, медпулӑшу ӗҫченӗсенчен тахӑшӗ информаци пӗлтерсе тӑрать вӗсене.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/publicnews/view/1691
 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне карьерӑра ӳсмелли майсем туса парӗ, анчах ниме пӑхмасӑр йӑлт пӗлме тӑрашни, хӑвӑрӑн позицие ҫине тӑрса ӗнентерни ҫӗнӗ шухӑшсене пурнӑҫа кӗртме чӑрмантарӗ. Тӑрук вӑй пӗтни тупӑша тума чӑрмантарӗ.

Чӳк, 21

1922
104
Карпеев Михаил Поликарпович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та