Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.0 °C
Вӗренни йӑтса ҫӳрес ҫӗклем мар.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Карпеев Михаил Поликарпович

Карпеев Михаил Поликарпович — Совет Союзӗн Паттӑрӗ. 1922 ҫулхи чӳкӗн 21-мӗшӗнче Якимово салинче (халӗ Шупашкара кӗрет) ҫуралнӑ.

Кун-ҫулӗ

1940 ҫулта Михаил Поликарповича ҫара илнӗ. 1941 ҫулта Свердловскри (хальхи Екатеринбург) ҫар авиацийӗн вӗҫевҫӗсен шкулӗнчен, 1952 ҫулта Сывлӑш-ҫар академийӗнчен вӗренсе тухнӑ.

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан 75-мӗш штурмлакан авиаци полкӗн командир ҫумӗ, вӗҫекен эскадрильӑн штурманӗ пулнӑ, Ленинград, Кӑнтар, 4-мӗш Украина, 3-мӗш Белорусси фрончӗсенче ҫапӑҫнӑ.

Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче тӑшмансемпе ҫапӑҫма 350 хут ытла тӳпене хӑпарнӑ.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн

Вӑрҫӑ вӗҫленсен Михаил Поликарпович сывлӑш ҫарӗнчех юлнӑ. Харьковри ҫар авиацийӗн аслӑ шкулӗнче вӗҫевҫӗсене вӗрентнӗ, 1966–1978 ҫулсенче кафедра пуҫлӑхӗ пулнӑ.

1978 ҫулта ҫартан таврӑннӑ.

Чыславӗсем

Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне вӑл 1945 ҫулхи ҫӗртмен 29-мӗшӗнче тивӗҫнӗ.

2005 ҫулта ӑна генерал-майор шайне хӑпартнӑ.

Наградисем

  • Ленин орденӗ;
  • Хӗрлӗ ялав орденӗ (2 хут);
  • Александр Невский орденӗ;
  • Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин 1-мӗш степеньлӗ орденӗ (2 хут);
  • Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ (2 хут);
  • «СССР Хӗҫ-пашаллӑ ҫарӗнче Тӑван ҫӗршывшӑн вӑй хунӑшӑн» 3-мӗш степеньлӗ орденӗ;
  • Богдан Хмельницкийӗн 3-мӗш степеньлӗ орденӗ (Украина);

Медальсен шучӗ те сахал мар.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2012-11-21 16:33:01 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2584 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org