Ҫурт-йӗр
![]() Авариллӗ ҫуртран ҫӗннине куҫсан вӗсем савӑнман. Мӗншӗн? Ҫӗнӗ ҫурт та лайӑхах мар-мӗн. Хальхинче авариллӗ ҫуртрисене Шупашкарти Дементьев урамӗнчи ҫурта куҫарнӑ. Унти лару-тӑру лайӑхах мар иккен. Подъездсен умӗнче чавса пӗтернӗ, вӗри шыв ҫук, стенасем ҫурӑлнӑ, лифт ӗҫлемест. Акӑ Галина Матвеева кунта пӗр уйӑх пурӑнать. Вӗсем унта пынӑ чухне подъездсем япӑх лару-тӑрура пулнӑ. Халӗ вӗсем пушар картлашкипе ҫӳреҫҫӗ. Ҫӗркаҫма хӑраҫҫӗ, дачӑра хальлӗхе пурӑнаҫҫӗ. Ҫурт аякран ҫеҫ хитре курӑнать. Патнерех пӑхсан стена ҫурӑлнине асӑрхама пулать. Халӑх фрончӗн пайташӗсем ку ҫурт ҫыннисемпе виҫҫӗмӗш хут тӗл пулаҫҫӗ. Халӗ ЧР Строительство министерстви кунта тӗрӗслев ирттерет. Подъездсене хӗлле тунӑ-мӗн, ҫуркунне юр ирӗлсен вӑл япӑхланнӑ. Халӑх фрончӗн пайташӗсем ҫитес вӑхӑтра каллех ҫав ҫурта тӗрӗслеме палӑртнӑ. Вӗсем ҫитменлӗхсене мӗнле пӗтернине сӑнаса тӑрӗҫ. Палӑртса хӑварар: юлашки ултӑ ҫулта республикӑра федераци программипе усӑ курса япӑх ҫуртсенчен 12 пин ҫынна куҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Мускавран Чӑваш Ене сурӑх ҫӑмӗ туса илме укҫа килет. Федераци хыснинчен Ял хуҫалӑх министерстви урлӑ уйӑракан ҫак «кӗмӗле» Раҫҫейри 26 региона пама йышӑннӑ. Ятарлӑ хушӑва ҫӗршывӑн правительствин пуҫлӑхӗ Дмитрий Медведев алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Укҫана ял хуҫалӑхне, ял хуҫалӑх продукцийӗн рынокне, чӗртаварне тата апат-ҫимӗҫне 2013–2020 ҫулсенче аталантарасси ҫинчен калакан федераци программипе килӗшӳллӗн уйӑраҫҫӗ. Списока пирӗн республика та лекнӗ. Анчах пире ытти региона лекнӗ чухлех тивӗҫмӗ — 10,7 пин тенкӗ. Пӗтӗмпе вара тӗп хуларан маларах асӑннӑ 26 региона 53,5 миллион тенкӗ уйӑрма пӑхса хӑварнӑ. Пуринчен ытла — 179,5 пин тенкӗ — Пушкӑртстана ӑсатаҫҫӗ. Тутарстан валли 134,8 пин тенкӗ пӑхса хӑварнӑ, Ӗренпур облаҫӗ валли — 128,4 пин тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Чӑваш Енре ҫӗрпе усӑ курни мар, усӑ курманни ытларах калаҫтарать тесе хыпарлаҫҫӗ Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗнче. Нумаях пулмасть, акӑ, асӑннӑ управление Патӑрьел районӗнчи Еншик ялӗнчен ҫыру ҫитнӗ, унта усӑ курман ҫӗрсем ҫӑхавланӑ. Хальхи вӑхӑтра лару-тӑрӑва тӗпчеҫҫӗ. Кунашкал ҫыру Канаш район администрацийӗнчен те пулнӑ: самай пысӑк 5 лаптӑка юхӑнтарса янӑ иккен. Тӗпчев 157,01 гектар ҫинче 5-6 ҫулти йывӑҫ-тӗм кашланине палӑртнӑ. Пӗтӗмпе вара кӑҫалхи ҫур ҫулта кӑна ҫӗрпе усӑ курманшӑн 26 протокол ҫырма тивнӗ. Ҫӗре пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртмен тӗслӗхсем Патӑрьел, Комсомольски, Канаш, Шӑмӑршӑ, Етӗрне, Тӑвай районӗсенче тӗл пулнӑ. Тӑпрапа тухӑҫлӑ усӑ курмалли пирки калаҫу пуҫарсан вара лаптӑкран хуҫисем хӑйсен ирӗкӗпе «хӑтӑлни» ҫӗнӗлӗх мар ӗнтӗ. Кӑҫал та, акӑ, 119 гектар тӗлӗшпе ҫак ӗҫе Етӗрне, Ҫӗрпӳ, Муркаш районӗсенче пуҫарнӑ. Рекультиваци туман (сӑмахран, Шупашкар районӗнче), пулӑхлӑ сийе вырӑнтан куҫарнӑ (Шупашкар тата Канаш районӗсенче) тӗслӗхсемпе ҫулсерен кӗрешме тивет-мӗн. Тӗрӗслевҫӗсем асӑрхаттарнине пурнӑҫланӑ май 644 гектара пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртнине те палӑртмалла. |
Республикӑра
![]() Семен Лаврентьев Чӑваш Енре ҫухалнӑ старике шыраҫҫӗ. Вӑл килтен ҫулла пуҫламӑшӗнчех тухса кайнӑ та таврӑнман. 77 ҫулти Семен Лаврентьев Ҫӗрпӳ хулинче Шоссе урамӗнчи 13-мӗш ҫуртра пурӑннӑ. Хӑй вара Канаш районӗнче ҫуралнӑ. Вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 6-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ. Унтанпа вӑл килсе курӑнман. Семен Лаврентьев 170 сантиметр ҫӳллӗш. Хӑй имшер, ҫӳҫӗ шуралнӑ, куҫӗ тӗттӗм тӗслӗ. Уйрӑм паллӑ та пур. Сулахай е сылтӑм алли ҫинче икӗ пӳрни ҫук. Вӑл хӗрлӗ-сарӑ тӗслӗ ҫыхнӑ кофта тӑхӑннӑ пулнӑ. Уринче — калуш. Семен Лаврентьева курнисене 8 (835-45) 2-12-40 е 02 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкарти Успени чиркӗвӗ Чӑваш Енре культура эткерлӗхӗнчи палӑксене шута илме палӑртнӑ. Ку ӗҫе республикӑн Культура министерстви 3–4 ҫулта вӗҫлеме пулать тесе шухӑшлать. Инвентаризаци вӑхӑтӗнче истори тӗлӗшӗнчен паха мӗнпур палӑка Раҫҫейӗн пӗрлехи реестрне кӗртмелле. Ку ыйтӑва ҫак эрнере правительство ларӑвӗнче хускатнӑ. Ларӑва хутшӑннисем культура тата истори палӑкӗсенчен хӑшӗсем списокра кӑна пуррине, анчах вӗсем пурнӑҫра ҫуккине палӑртнӑ. «Ыйтусем пур. Харпӑр хӑй е предприяти-организацисен харпӑрлӑхӗнчисен тӑрӑмӗ пур чухне те йӗркеллӗ мар. Кунсӑр пуҫне пачах хуҫасӑр объектсем те пур. Вӗсене ҫӑмӑллӑхлӑ майпа тара пама пулать — сӑмахран, палӑка — 1 тенкӗпе». Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн республикӑра культура эткерлӗхӗнчи 660 ытла объект, ҫав шутран 221-шӗ — федераци тӗллевӗллӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Шупашкарти Гагарин кӗперне 1972 ҫулта хута янӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл кивелме ӗлкӗрнине кура ӑна юсас тесе хулан ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх управленийӗ 2,9 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Юсав ӗҫне «Мостотрест» ятлӑ организаци кӳлӗннӗ. Хула пуҫлӑхӗсем строительсене ӗҫе авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗчен вӗҫлеме хушнӑ. Ҫак вӑхӑтра стройорганизацин кӗперӗн япӑхнӑ виҫӗ ҫӗввине ватса йӗркене кӗртмелле. Пӑхмалли ҫӑлкуҫсене юсассине те манмалла мар. Халӗ, юсав пынӑ пирки, Гагарин кӗперӗ урлӑ урапасене айккинчи сылтӑм йӗрпе кӑна ҫӳреттереҫҫӗ. Ун тӑрӑх ик енне те каҫма пулать. Вӑхӑтлӑх чӑрмав кӳнине хула администрацийӗнчисем ҫынсем ӑнланса йышӑнасса шанаҫҫӗ. Меллӗрех маршрута пуҫлӑхсем урапа хуҫисене малтанах палӑртма сӗнеҫҫӗ. Сӑнсем (13) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Юрӑ чуна хӑпартать кӑна мар, ӗҫлеме вӑй-хал та хушать. Ҫакна культура ӗҫченӗсем питӗ лайӑх ӑнланаҫҫӗ. Ҫавӑнпах вӗсем уй-хир ӗҫченӗсене хавхалантарма концертпа тухса ҫӳреҫҫӗ. Нумаях пулмасть Вӑрмар районӗнчи Чулкаҫ тӑрӑхӗнчи культура ӗҫченӗсем, вулавӑшра вӑй хуракансем, «Ҫӑлкуҫ» вокал ансамблӗ уй-хире тухнӑ. Агитбригада вырмара тӑрӑшакансем патне чӑваш тумӗ тӑхӑнса пынӑ. Уйра ӗҫ хӗрсех пынӑ. Ҫапах ӗҫчен халӑхӑн концерт курма вӑхӑт тупӑнатех. Агитбригада «Порфирьев» фермер хуҫалӑхӗнче юрласа ташланӑ. Ыттисемпе пӗрле хӑй Олег Порфирьев та тар кӑларса ӗҫленӗ. Хуҫалӑхра тыр-пулӑн ҫуррине пухса кӗртнӗ ӗнтӗ. Малалла агитбригада склада ҫул тытнӑ. Унта ҫамрӑксем тырӑ типӗтнӗ. «Артистсем» ҫитсен вӗсем те сывлӑш ҫавӑрса илме ларнӑ. Каччӑсем чӑтса ларайман — хӑйсем те ташша тухнӑ. Вырӑсла тата чӑвашла юрӑсем ахаль те ӗҫчен халӑха тата вӑйлӑрах тӑрӑшма вӑй хушса хӑварнӑ. Сӑнсем (13) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Красноармейски районӗнчи Ванюшкасси ялӗ те хӑйӗн ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ. Ҫурлан 22-мӗшӗнче ял халӑхӗ уяв лапамне пухӑннӑ. Ванюшкассисем ҫуралнӑ куна тӗплӗн хатӗрленнӗ. Сценӑна вӗсем «С праздником» баннерпа илемлетнӗ, саксем лартнӑ. Малтанах ванюшкассисене Красноармейски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Шестаков саламланӑ. Андрей Владимирович Ванюшкассинче ӗҫчен ҫынсем пурӑннине палӑртнӑ. Ав нумаях пулмасть Вадим Николаев РФ Федераци Канашӗн пайташӗ пулса тӑнӑ. Общество ӗҫне хастар хутшӑннӑшӑн Ольга Белоусовӑна, Геннадий Владимирова, Анатолий Леонтьева, Олег Леонтьева, Василий Лукина, Марина Платоновӑна, Зинаида Яковлевӑна тав ҫырӑвӗпе чысланӑ. ЧР культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Валентина Петрова пухӑннисене Ванюшкасси ялӗн историйӗпе паллаштарнӑ. Унтан тӗрлӗ конкурссем ирттерсе чи маттуррисене чысланӑ. Концерт вӗҫленсен ташӑ каҫӗ малалла тӑсӑлнӑ. Сӑнсем (41) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫурла уйӑхӗн 20–22-мӗшӗсенче республикӑра ҫамрӑк таврапӗлӳҫӗсен слечӗ иртнӗ. Ӑна «Эткер» йӗркелесе пырать. Комсомольски районӗнчи Ҫӗнӗ Мӑрат ялӗнчи хастарсем те слета хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Наталия Андреева, Ольга Евдокимова, Юлия Кузьмина, Ирина Шишкалова, Станислав Петров, Яков Макаров «Таврапӗлӳҫӗсем» командӑна пӗрлешсе Каҫал тӑрӑхӗн чысне хӳтӗленӗ. Ҫамрӑк таврапӗлӳҫӗсен тӑван тӑрӑх историне тӗпчеме, тӗрлӗ конкурссене хутшӑнма тивнӗ. Слет ансат пулман, унта конкурссем нумай ирттернӗ. Ачасен 8 конкурсра тупӑшма тивнӗ. Каҫал маттурӗсем вӗсенче кашнинче малти вырӑнсене йышӑнма пултарнӑ. «Чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗрки», «Халӑх вӑййи» конкурссем уйрӑмах интереслӗ иртнӗ. Каҫал ачисем унта «Выртмара» сценка кӑтартнӑ. Унтан «13 патакла» наци вӑййине кӑтартса панӑ. Конкурс пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн, 5 команда хушшинче Ҫӗнӗ Мӑрат шкулӗн хастарӗсем мала тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Канаш районӗнчи Ҫеҫпӗл ялӗнче пурӑнакан Волковсем ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ. Вӗсен хӑнасене кӗтмелли сӑлтавӗ те пулнӑ. Любовь Филипповнӑпа Александр Егорович пӗрле 61 ҫул килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ. Волковсене ялта хисеплеҫҫӗ. Любовь Филипповна шкулта ӗҫленӗ. Александр Егорович вара пурнӑҫне ял хуҫалӑхӗпе ҫыхӑнтарнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пынӑ чухне вӑл ыттисемпе тан колхозра ӗҫленӗ. Унтан ҫар ретне тӑнӑ. Унӑн награда нумай. Александр Егоровичӑн амӑшӗ Анна Кирилловна Ҫеҫпӗл Мишшин амӑшӗн чи ҫывӑх тусӗ пулнӑ. Эппин, Любовь Филипповна каярахпа Украинӑна поэтӑн вилтӑпри ҫине кайнинчен тӗлӗнмелли ҫук. Волковсем виҫӗ хӗрпе пӗр ывӑл ҫитӗнтернӗ. Халӗ вӗсен 8 мӑнук, вӗсен 4 ачи пур. Волковсен ҫемйи туслӑ, хисепе тивӗҫ вӗсем. Ҫавна кура мӑшӑра «Юратупа шанчӑклӑхшн» орден панӑ. Сӑнсем (40) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.08.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Энтри, чӑваш вӗрентевҫи, историкӗ ҫуралнӑ. | ||
| Пушкӑрт Республикинче Авӑркаспа Паймак районӗсене йӗркеленӗ. | ||
| Эриванов Николай Лазаревич, чӑваш музыка фольклорне пухаканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воронов Станислав Кириллович, генерал-лейтенант ҫуралнӑ. | ||
| Малышев Юрий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |