Экономика
![]() Паян Чӑваш Енӗн Правительство ларӑвӗнче республикӑн пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министрӗ Анатолий Кузьмин 2016 ҫулта патшалӑхӑн хӑш пурлӑхне приватизацилеме шухӑшлани пирки каласа кӑтартнӑ. Приватизаци программипе килӗшӳллӗн килес ҫул патшалӑх унитарлӑ икӗ предприятине хуҫалӑх обществисем туса хумалла. Республикӑн тӳпи вӗсенче 100 процентах юлмалла. Хуҫалӑх обществисем йӗркелеме палӑртнӑ ПУПсем — Чӑваш Енӗн Инкеклӗ ӗҫсен патшалӑх комитечӗн «Фильтр» тата Чӑваш Енӗн Информаци политикин «Чӑваш кӗнеке издательстви» предприятийӗсем. Акционерсен ултӑ обществин акцисен пакетне приватизацилесшӗн. Кунта «Чӑваш бройлерӗ» (приватизацилеме акцисен 49 процентне шухӑшлаҫҫӗ), «Чӑвашметалл» (20 процентне), «Чувашкредитпромбанк» (38,13 процентне), Атӑлҫи инвестици компанийӗ (49,32 процентне), «Пӗчӗк бизнесӑн лизинг компанийӗ» (95,53 процентне), «Чуваштехинвентаризаци» (100 процентне) лекнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫу ҫитсен, шел те, ачасем ҫӳллӗ вырӑнтан ӳкнӗ тӗслӗх нумайланать. Уйрӑмах ҫӳллӗ хутра вырнаҫнӑ хваттер чӳречисенчен тухса ӳкеҫҫӗ пӗчӗкскерсем. Нумаях пулмасть, ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 13 сехет те 35 минутра, Шупашкарта каллех пысӑк инкек пулнӑ. Константин Иванов урамӗнчи пӗр ҫуртри саккӑрмӗш хутран ача ӳкнӗ. Ҫакна куракан каланӑ тӑрӑх, вӑл пластик ҫӗмӗрӗлнӗ сасӑ илтнӗ. Унтан кӑшкӑрашнӑ сасӑ ян кайнӑ. Вӑл чӳречерен пӑхсан пуҫне москитлӑ сетка ҫаклатнӑ ача аялалла ӳкнине курнӑ. Тӳрех васкавлӑ пулӑшӑва шӑнкӑравланӑ. 2012 ҫулта ҫуралнӑ ача йывӑр сурансене пула ҫавӑнтах вилнӗ. Халӗ йӗрке хуралҫисем тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() 11-мӗш класра вӗренекенсен Патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменне тытмалли тапхӑр пуҫланчӗ. Ҫак кунсенче вӗсем географипе вырӑс литературине тытнӑ. Географи предметне кӑҫал Чӑваш Енре 164 яш-хӗр суйланӑ. Литературӑна вара 195 ҫын тытнӑ. Пӗтӗмпе вара кӑҫал 6,5 пин ҫын ППЭ тытӗ. ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче экзаменран икӗ ҫынна йӗркене пӑснӑшӑн кӑларса янӑ. Вӗсен кӑҫал ҫав предмета тытма ирӗк пулмӗ. Ҫав икӗ ҫын экзаменра шапргалкӑпа тата кӗсье телефонӗпе усӑ курнӑ-мӗн. Кӑҫал йӗркене тата ҫирӗплетнӗ. Экзамен тытмалли пур вырӑна та видеокамерӑсем лартнӑ, кӗсье телефонӗн ҫыхӑнӑвне пӗтерекен хатӗр вырнаҫтарнӑ. Экзамен мӗнле пынине комисси сӑнанӑ. Географи тата литература экзаменӗсенче 3 федераци инспекторӗ пулнӑ. Ыран 11-мӗш классен вырӑс чӗлхипе ППЭ тытмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Коллекторсем ҫынсен парӑмне шыраса илессипе ӗҫлекен специалистсем пулнине пӗлтепӗр-ха. Вӗсен кӑралӑхӗ, хӑратма укҫа шыраса илме хӑтланни пирки каланине вӗҫӗмех илтме тивет. Парӑма шыраса илес тесе вӗсем ҫынсем патне кӑнтӑрла тӑк кӑнтӑрла, ҫӗрле тӗк ҫӗрле шӑнкӑравлама хатӗр. Халӗ Раҫҫейӗн Патшалӑх Думин «Чӑнлӑхшӑн Раҫҫей» фракци депутачӗ Олег Михеев «Потребитель кредичӗ ҫинчен» саккуна улшӑну кӗртесси пирки саккун проекчӗ тӑратнӑ. Проекта пӑхса тухса йышӑнсан коллекторсене парӑмҫӑсем патне каҫхине шӑнкӑравлама чарӗҫ. Вӗсен каҫхине шӑнкӑравлама кӑна мар, SMS-хыпар яма та юрамӗ. Потребитель кредичӗпе парӑма кӗнисем патне каҫхине шӑнкӑравлама чаракан саккуна 2013 ҫулта йышӑннӑ-ха, анчах ипотека кредичӗ пулсан ун пек чарма ун чух йышӑнман. Халӗ вара ипотека кредичӗ илнисен лӑпкӑлӑхӗ пирки те пӑшӑрханаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӑслӑлӑх
![]() Раҫҫейӗн премьер-министрӗ Дмитрий Медведев ҫынна тӑватӑ сехетре ҫывӑрса канма май паракан сехете хакланӑ. Ӑна шухӑшласа кӑларакансене вӑл унпа правительство пайташӗсене тивӗҫтерме ыйтнӑ. «Пире кун пек прибор кирлӗ. Тренировкӑсем ирттерсе пӗтерсен пире, Сергей Сергеевичпа (кунта сӑмах Мускав мэрӗ Собянин пирки пырать. — авт.)» иксӗмӗре тата правительствӑн мӗнпур пайташне ярса парӑр», — тенӗ вӑл шӳтлесе. Ҫӗршывӑн премьер-министрне Дмитрий Медведева ҫӗнӗ гаджета Мускавра технопарк уҫнӑ вӑхӑтра кӑтартнӑ. Сулӑна алла тӑхӑнмалла иккен. Вара вӑл пуҫ мимин импульсне шутласа пырать те тарӑннӑн ҫывӑрас вӑхӑта тӑсать. Гаджета шухӑшласа кӑларакансем ахаль ҫынна ҫыврӑса тӑранма пӗтӗмпе тӑватӑ сехет кирлӗ. Ҫав шутран иккӗшӗ — тарӑннӑн ҫывӑрма, иккӗшӗ — тарӑннӑн ҫывӑрасси патне ҫитме. Ҫӗнӗ хатӗр ҫак вӑхӑта кӗскетет иккен те темиҫе минут та ҫитет-мӗн. Ун пек хатӗр правительство пайташӗсене ларура ҫывӑрса каясран кирлӗ тесе шӳтленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Ҫу уйӑхӗн 19–23-мӗшӗсенче Италири Терамо хулинче Чӗлхе прави енӗпе пӗтӗм тӗнчери пӗрремӗш конгресс иртнӗ. Унта 40 ҫӗршыври 170 ытла эксперт хутшӑннӑ. Ҫавсен хушшинче пӗртен-пӗр Раҫҫей ҫынни пулнӑ. Вӑл — пирӗн ентеш, Раҫҫей Федерацийӗн Коммунистсен партийӗн Чӑваш рескомӗн секретарӗ, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Дмитрий Евсеев. Конгреса Евсеева юлташӗ, Итлаи журналисчӗ, халӗ вӑл Чӑваш Енре пурнӑать иккен, Массимо Рипани, чӗннӗ-мӗн. Кун пирки коммунист-депутат асӑннӑ партин сайтӗнче вырнаҫтарнӑ интервьюра пӗлтернӗ. Италири унӑн тусӗ Евсеева Раҫҫейри чӗлхе политики пирки каласа пама ыйтнӑ. Коммунист-депутат каланӑ тӑрӑх, Европа ҫыннисем пирӗн ҫӗршыври чӗлхе ыйтӑвӗсем пирки пӗлмеҫҫӗ иккен. Раҫҫейре 277 чӗлхепе диалектпа калаҫакан 193 наци ҫынни пурӑннинчен вӗсем тӗлӗннӗ имӗш. Форума хутшӑннисенчен хӑшӗсем Раҫҫей 1917-мӗш ҫултанпа федераци пулнине пӗлмен иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче гастроле тухса кайнӑ. Артистсем Пушкӑртстанра тата Тутарстанра пулӗҫ. Унта вӗсем «Икӗ каччӑн пӗр шухӑш» камите илсе кайнӑ. «Айтар» тата «Кушар» пьесӑсен авторӗ Петр Осипов — чӑваш театрне пуҫарса яраканӗсенчен пӗри. Паян та унӑн хайлавӗсене куракансем кӑмӑлласах йышӑнаҫҫӗ. Унӑн «Икӗ каччӑн пӗр шухӑш» камичӗ — чӑваш театрӗн сцени ҫинче ӑнӑҫлӑ пыракан спектакльсенчен пӗри. Камитре халӑх юрри-ташши чылай. Хайлаври ӗҫсем пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче пулса иртеҫҫӗ пулин те ӑна пӑхас килет. Мӗншӗн тесен унта нихӑҫан кивелмен темӑсене хускатнӑ: юратупа ҫемье, туслӑхпа ултав, пуянлӑхпа чухӑнлӑх пирки. Спектакле Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Андриян Павлов лартнӑ. Художникӗ — Чӑваш Республикин халӑх художникӗ Юрий Матросов. Ташшисене Раҫҫей Федерацийӗн культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Анатолий Музыкантов лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш наци конгресӗ «Чӑваш тӗнчи» хаҫатӑн кӑҫалхи пӗрремӗш номерне кун ҫути кӑтартни пирки ЧНКн пресс-служби хавасланса пӗлтерет. Ӑна кӑларма республикӑн Информаци полтикин тата массӑлла коммуникацисен министерстви панӑ гранта ҫӗнсе илни пулӑшнӑ иккен. Пӗлтӗр хаҫата 16 страницӑпа кӑларса тӑнӑ улсан, кӑҫал 24 страницӑпа кун ҫути кӑтартнӑ. Чӑвашла-вырӑсла пичетленекен статьясем ЧНК ӗҫӗ-хӗлӗпе, ытти регионти чӑвашсем епле пурӑннипе, тӑван культурӑпа ӳнер ӗҫӗнчи ҫӗнӗлӗхсемпе, пултаруллӑ йӑхташсемпе паллаштарма шантараҫҫӗ. Хаҫата кӑларма «Хыпар» хаҫат корреспонденчӗсем пулӑшаҫҫӗ иккен. Хаҫат тусӗсене, ытти регионта пурӑнакансене уйрӑмах, кӑсӑклӑ хыпарсем пӗлтерсе тӑма ыйтаҫҫӗ. «Чӑваш тӗнчи» хаҫат уйӑхра nӗppe тухса тӑрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ҫак, кӗҫнерникун, ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Шупашкар хулин 2-мӗш ҫӑви ҫинче Ҫеҫпӗл Мишшин амӑшне асӑнма пухӑнӗҫ. Пуҫламӑшӗ 14 сехетре. Николаева Укахви Николаевна 1879 ҫулхи нарӑсӑн 21-мӗшӗнче хальхи Красноармейски районне кӗрекен Шывпуҫ Чуракасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1970 ҫулхи раштавӑн 7-мӗшӗнче вилнӗ, 10-мӗшӗнче пытарнӑ. Юлашки ҫулӗсене хӗрӗ патӗнче пурӑннӑ. Хулана ӑна хӗрӗ 1952 ҫулта илсе килнӗ — ун чухне ялтисене пенси тӳлемен. Вӑл вӑхӑталла Чӑвашра выҫлӑх ҫулӗсем пулнине шута илсен кӑна Ҫеҫпӗл Мишшин амӑшӗн пурнӑҫне ҫӑмӑллатас тесе тунӑ ӗнтӗ. Юлашки ҫулӗсене Шупашкарта пурӑнса ирттернӗ май ӑна Шупашкарӑн 2-мӗш ҫӑви ҫине пытарнӑ. Ҫеҫпӗл Мишши сӑвӑҫӑн пурнӑҫне хисеплекенсене пурне те ҫак мероприятие хутшӑнма йыхравлатпӑр. |
Персона
![]() Захар Шапиро Паян Раҫҫейӗн тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ, скрипка ӑсти тата педагог Захар Шапиро 75 ҫул тултарнӑ. Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн оркестрӗн концертмейстерӗн аллинче скрипка асамлӑ инструмента ҫаврӑнать. Захар Шапиро Хусанта ҫуралнӑ. Амӑшӗ фортепианӑпа каланӑ тата хитре юрланӑ. Улӑт ҫула ҫитсен ӑна ашшӗ-амӑшӗ Хусанти оперӑпа балет театрне спектакльсене илсе ҫӳреме тытӑннӑ. Саккӑрта ӑна музыка шкулне яраҫҫӗ. Унта скрипкӑпа калама вӗренет те вӑл. Кайран, ӳссен, Хусанти музыка училищинче ӑсталӑха туптать. Училищӗре вӗреннипех ҫырлахмасть, 1963–1967-мӗш ҫулсенче Сартури консерваторинче пӗлӳ илет. Консерваторие пӗтернӗ ҫул Шупашкара килет, кунти музыка театрӗнче ӗҫлеме тытӑнать. Унтанпа вӑл кунта тӗрлӗ ҫӗрте тӑрӑшать, пур ҫӗрте те — чунне парса. 1996 ҫултанпа вӑл Чӑваш патшалӑх университетӗнче искусство факультетӗнче вӗрентет. Шупашкарти музыка училищинчи скрипкӑпа калкансен ансамбльне те вӑлах йӗркеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |