Афиша
![]() «Про Город» архивӗнчи сӑн Ыран, ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Шупашкарти Лакрей вӑрманӗнче тутарсем хӑйсен наци уявне Сапантуя паллӑ тӑвӗҫ. ЧР правительствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, уява савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ. Чӑн-чӑн праҫник пулӗ-мӗн. Унтан пурте наци вӑййисене хутшӑнма пултарӗҫ: шӑчӑ ҫине хӑпарӗҫ, михӗсемпе чупӗҫ, куҫ хупса куршак ҫӗмӗрӗҫ, вӗрен туртӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене хаклӑ парнесемпе чыслӗҫ. Уяв кунӗнче кану паркӗнче тутар апат-ҫимӗҫне сутакан павильонсем ӗҫлӗҫ. Ҫавӑн пекех алӗҫӗсене туянма та май пулӗ. Пултарулӑх ушкӑнӗсем наци юррине юрлӗҫ, ташлӗҫ. Мероприяти 11 сехетре пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарти 10-мӗш шкула ТЭЦ-1 предприятире ӗҫленӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗн Михаил Кузнецовӑн ятне панӑ. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Олег Бирюков кун тӗлӗшпе постановление алӑ пуснӑ. Михаил Кузнецов 1923 ҫулта Чулхула облаҫӗнчи Иккӗмӗш Кузнецово ялӗнче ҫуралнӑ. 1942 ҫулта ӑна Хӗрлӗ ҫара илнӗ, Сталинград ҫапӑҫӑвне хутшӑннӑ, Украинӑна, Польшӑна ирӗке кӑларнӑ ҫӗрте пулнӑ. Пилӗк хут аманнӑ. Фронтовик Одер юханшыв хӗрринче палӑрнӑ. Паттӑрлӑхне кура ӑна Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн вӑл Шупашкарта пурӑннӑ, 1954 ҫулта ТЭЦ-1 предприятире ӗҫленӗ. 25 ҫул тар тӑкнӑ вӑл унта. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Кӑҫал Раҫҫейре Литература ҫулталӑкӗ пулнӑ май вулавӑшсенче, шкулсенче тӗрлӗ мероприяти иртет. Ҫапла майпа аслисем ҫамрӑксемпе ачасене кӗнекепе ытларах туслаштарасшӑн. Хӗрлӗ Чутай районӗнче сӑвӑ вулакансен «Чутаях туртать ман чун» конкурс иртнӗ. Ӑна Мӑн Этменри шкулта йӗркеленӗ. Конкурс ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче иртнӗ, унта кӗҫӗн классенче вӗренекенсем хутшӑннӑ. Жюри сӑвӑ вулакансен пултарулӑхне хакланӑ. Вырӑнсене вӗсем ҫапла пайланӑ. 3-4-мӗш классен хушшинче А.Жижайкина, 1-2-мӗш классен йышӗнче Е.Никифоров пӗрремӗш вырӑнсене йышӑннӑ. Паян Хӗрлӗ Чутай шкулӗнче вара «Чутаях туртать ман чун» конкурс район шайӗнче иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Красноармейскинчи культура ҫуртӗнче педагогсен хорӗсен конкурсӗ иртнӗ. Унта вӗренӳ учрежденийӗсенчи виҫӗ хор хутшӑннӑ. Вӗсем тӗрлӗ юрӑ шӑрантарнӑ. Чӑвашла та юрланӑ вӗсем. Юрӑсем Аслӑ Ҫӗнтерӳпе ҫыхӑннӑ. Малтанах конкурсҫӑсене Красноармейски район администрацийӗн вӗренӳ пайӗн пуҫлӑхӗ Алексей Васильев, вӗренӳ ӗҫченӗсен профсоюз председателӗ Светлана Суховетрюк саламланӑ. Юлашкинчен жюри председателӗ Николай Никоноров тухса калаҫнӑ май пӗтӗмлетӳ тунӑ. Ҫапла майпа пӗрремӗш вырӑна Красноармейски шкулӗн вӗренткенӗсен хорӗ йышӑннӑ. Иккӗмӗшне Трак шкулӗ тухнӑ. Виҫҫӗмӗшне чатукассисем йышӑннӑ. Сӑнсем (9) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш кӗнеке издательствинче «Чӑваш халӑх пултарулӑхӗ» серинчи 13-мӗш томӑн пӗрремӗш кӗнеки кун ҫути курнӑ. «Тупмалли юмахсем» ятлӑскере Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ хатӗрленӗ. Кӗнекене тӗрлӗ ҫулсенче пичетленнӗ материалсемпе текстсем кӗнӗ. Тупмалли юмахсем алфавитпа килӗшӳллӗн вырнаҫнӑ. Пӗрремӗш кӗнекене тупмалли юмахсем А саспаллинчен пуҫласа С таран кӗнӗ. Ыттисем иккӗмӗшӗнче пулӗҫ. Кӗнекере умсӑмах, ӑнлантарнисем, кӑтарткӑчсемпе библиографи пур. Вӑл чӑваш халӑх пултарулӑхӗпе, наци культурипе, этнографипе, чӑваш халӑх историйӗпе кӑсӑкланакан пур ӳсӗмри ҫын валли те. Кӗнекене хатӗрлекенӗ тата умсӑмах авторӗ — филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Е.В.Федотова. Кӗнеке 1000 экземплярпа тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Афиша
![]() Ку вырсарникун, ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, «Раҫҫей 1» телеканал эфирӗнче Дмитрий Киселевӑн «Вести недели» автор программинче Чӑваш Республикине халалланӑ ятарлӑ репортаж тухӗ. Телеканалӑн ӳкерӳ ушкӑнӗ Тӑвай тата Ҫӗрпӳ районӗсенче пулса курнӑ. Вӗсем унта хресчен фермер хуҫалӑхне, акушер пунктне кӗрсе тухнӑ. Кунсӑр пуҫне федераци телеканалӗн телекамера объективне Шупашкарти федераци травматалоги, ортопеди тата эндопротезировани центрӗ, Трактор савучӗ, «Олимпийский» стадион, Чӑваш драма театрӗ тата ыттисем лекнӗ. «Вести недели» вырсарникун эфира каҫхи 8 сехетре тухӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Пьеса авторӗ Алексей Дударев Константин Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗнер черетлӗ премьера иртнӗ. «Ан пӑрахсам мана» ятлӑ спектакле театр ӗҫченӗсем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӗҫленнӗренпе 70 ҫул ҫитнине халалланӑ. Белорусси драматургӗн Алексей Дударевӑн «Ан пӑрахсам мана» пьеси тӑрӑх лартнӑскере асӑннӑ авторӑн Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи пирки ҫырнӑ чуна чи тивмелли драмӑллӑ баллади тесе хаклаҫҫӗ специалистсем. Дударев драматургшӑн, режиссершӑн тата актершӑн вӑрҫӑ теми питӑ ҫывӑх иккен. Вӑл — фронтовик ывӑлӗ. «Ан пӑрахсам мана» спектакль вӑрҫӑ чӑнлӑхӗнчен ытла урӑхла пулнӑ тӑк еплерех ҫаврӑнса тухассине халалланӑскер тесен тӗрӗсрех. Пьесӑри ӗҫ-пуҫ 1944 ҫулта пулса иртет. Разведчика тӑватӑ хӗре шанса параҫҫӗ. Ӗнерхи шкул ачисене курсан вӑл шалт тӗлӗнет. ара, вӗсемпе унӑн ятарлӑ операци ирттермелле-ҫке. Рольсене Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ артистне Владимир Семенова, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисткисене Елизавета Хрисанфована, Светлана Андреевана тата ыттисене шаннӑ. Спектакле Наталия Сергеева лартнӑ. Художникӗ — Светлана Зверева. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ Паянтан Константин Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Чӑваш классики тата хальхи» фестиваль пуҫланнӑ. Ку мероприятие чӑваш литературин классикӗ, вилӗмсӗр «Нарспи» поэма авторӗ Константин Иванов ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалланӑ. Фестиваль паянтан пуҫласа ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗччен тӑсӑлӗ. Тепӗр майлӑ каласан, ҫак вӑхӑтра спектакльсен ярӑмӗ пырӗ. Ун пеккине маларах театр, сӑмах май, Валерий Яковлев тӗп режисерӑн юбилейне халалласа йӗркеленӗччӗ. Хальхи фестиваль Федор Павловӑн «Ялта» спектаклӗпе уҫӑлӗ. Программӑна ҫавӑн пекех Денис Гордеевпа Геннадий Кирилловӑн «Хурлӑхлӑ хурама сасси», Петр Осиповӑн «Икӗ каччӑн пӗр шухӑш», Арсений Тарасовӑн «Мунча кунӗ», Анатолий Чебановӑн «Праски кинеми мӑнукне авлантарать», Иоаким Максимов-Кошкинскийӗн «Вӗри юнлӑ ҫемҫе чун» спектаклӗсене кӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Етӗрне районӗнчи Мӑн Чураш ялӗнче пурӑнакансем тӗп урамра ҫул ҫук тесе тележурналистсене чӗнсе илнӗ. Ҫурхи-кӗрхи кунсенче ун пек асапланакансем татах та пур та ӗнтӗ, мӑн чурашсем хӑйсен ыйтӑвне тата пысӑкрахӑн кураҫҫӗ-тӗр ҫав... Ҫав ялта ҫур ӗмӗр ытла пурӑнакан Любовь Федорова вӗсен ҫул нихӑҫан та пулманнине палӑртнӑ май урама ҫулал кӑна кӗрсе тухма май пурри пирки пӗлтернӗ. Пылчӑкра ял ҫыннисем резина атӑпа утнишӗн вӑл хытах пӑшӑрханать иккен. Ҫамрӑк мар ҫав хӗрарӑмӑн пӗчӗк ачасене урапана лартса уҫӑлса ҫӳреме май ҫуккишӗн те чунӗ ыратать-мӗн. Сӗт пуҫтарма килекен машина патне ҫитме йывӑр-мӗн. Машина урам вӗҫне ларать имӗш те ҫынсен 25 литр кӗрекен бидонсене пӗр ҫухрӑма яхӑн йӑтса утма тивет иккен. Халӗ машина кӗреет-мӗн-ха, анчах кӗркуннепе ҫуркунне йӑтмах лекет. Ҫынсем вырӑнти тӳре-шара вӗсен урамне пӗр 15 ҫул каялла ҫул туса парас шухӑша асӑннине те манмаҫҫӗ. «Анчах лавӗ вырӑнтан хускалман», — теҫҫӗ иккен вӗсем. Паян проектпа смета хучӗсене хатӗрлеме кӑна 600 пин тенкӗ кирлӗ имӗш. Ҫул ҫуккипех урам тата ял пӗтсе пырать имӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫанталӑк шӑрӑх пулнӑ май Чӑваш Енре ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗсенчен пуҫласа пушар енӗпе ятарлӑ режим пулнине палӑртӗҫ. Ҫавна май республикӑра пурӑнакансене вӑрмансенче пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пӑхӑнма ыйтаҫҫӗ. Хальлӗхе вӑрмансенче пушар хӑрушсӑрлӑхӗн 3-мӗш класӗ пулнине палӑртнӑ. Ятарлӑ режим вӑя кӗрсен вӑрмансенче кӑвайт чӗртме, типӗ курӑка, ҫӳп-ҫапа ҫунтарма юрамасть. ЧР Ҫутҫанталӑк министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑрман участокӗсенче мобильлӗ ушкӑнсем йӗркелӗҫ. Кӗнӗ ҫӗрте тӗрӗслев пункчӗсем пулӗҫ. Ведомство вӑрмансенче тухнӑ ҫулӑмсем пирки 8(8352) 40-24-00 тата 8-800-100-94-00 номерсемпе шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтать. Ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗ тӗлне патшалӑх вӑрман фончӗсенче ҫулӑм тухнине асӑрхаман. Анчах Атӑлҫи федераци округӗнче 140 пушар тухнине палӑртнӑ Ятарлӑ режима республикӑра ЧР Министрсен Кабинечӗ хушу кӑлариччен тӑсӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |