Пӑтӑрмахсем
![]() Анчах ку штраф Чӑваш наци конгресӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе ниепле те ҫыхӑнман. Чӑваш наци конгресӗн ертӳҫине, «Тус» строительство организацийӗн пуҫлӑхне, республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутатне Николай Угаслова урапана (машинӑна) тӗрӗс мар вырӑна лартнӑшӑн штрафланӑ. Пӑтӑрмахӗ паян сиксе тухнӑ. Николай Угаслов Шупашкар хула администрацине ӗҫпе пынӑ. Унтан тухнӑ ҫӗре ӑна тата темиҫе ҫынна ҫул-йӗр инспекторӗсем кӗтсе илнӗ. Ҫул-йӗр ҫинчи йӗркелӗхшӗн яваплисем строительство организацийӗсен пуҫлӑхӗсем хӑйсен урапине тӗрӗс мар вырӑна лартнине асӑрхаттарнӑ. Йӗркене ҫавӑн пек пӑснӑшӑн штрафлама тивнине пӗлтернӗ. Строительство организацийӗсен пуҫлӑхӗсене хула администрацийӗ умне урапасене тӗрӗс мар лартнӑшӑн штрафлани пирки Дмитрий Семенов ятлӑ журналист «Правда ПФО» интернет-кӑларӑмра пӗлтерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Така Илья Талаевра Шупашкар хулинчи Калинин районӗнче чӑвашсен «Кӗрешӳ» наци кӗрешӗвӗ иртнӗ. Унта ҫӗнтерекене асӑннӑ район администрацийӗн пуҫлӑхӗн парни — така — тивӗҫнӗ. «Кӗрешӳ» федерацин ертӳҫи В.П. Васильев кӑҫал ӑмӑрту пилӗк виҫе категорийӗнче иртнине пӗлтернӗ. 30 килограмран ҫӑмӑлрах виҫеллисен хушшинче Денис Орловпа никам та танлашайман. 40 килограмчченхисенчен Леонид Петров палӑрнӑ, 50 килограмчченхисенчен — Кирилл Иванов, 60 килограмчченхисенчен — Данил Пантелеймонов, 70 килограмчченхисенчен — Илья Талаев. Абсолютлӑ виҫе категорийӗнче Илья Талаев ҫӗнтернӗ. Вӑл чӗрӗ такаллӑ пулса тӑнӑ. Кӗрешӳ виҫиххипе кӗрешмелли мел темелле. Ун валли килте тӗртнӗ алшӑллипе усӑ кураҫҫӗ. Алшӑлли вӗҫӗсене ал лаппине ҫыхса хураҫҫӗ, варринчи пайӗпе кӗрешекен тепӗр ҫыннӑн пилӗкӗ тӗлӗнчен тытса ӑна ҫӗр ҫинчен ҫӗклесе илсе ӑна ҫурӑмпа ҫӗр ҫине пӑрахмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Чӑваш Республикин Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьева «Раҫҫейӗн пӗчӗк тата вӑтам бизнесне тухӑҫлӑ пулӑшнӑшӑн» пӗтӗм тӗнчери премипе чысланӑ. Хаклава Михаил Игнатьев ҫурлан 22-мӗшӗнче Сочире иртнӗ «Раҫҫей регионӗсен суту-илӳпе промышленноҫ вӑй-халӗ» пӗтӗм тӗнчери ӗҫлӗ форумра тивӗҫнӗ. Унта Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли полномочиллӗ пайташӗ Леонид Волков тӑван республика пирки каласа кӑтартнӑ. Вӑл Чӑваш Ен кадр, инфраструктура, ҫутҫанталӑк вӑй-халӗпе пуяннине палӑртнӑ. Форума Раҫҫейӗн Общество палати, Экологсен, промышленноҫра ӗҫлекенсен тата усламҫӑсен пӗтӗм тӗнчери пӗрлешӗвӗ, Сочи хула администрацийӗ РФ Патшалӑх Думи тата Раҫҫейӗн Ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министерстви пулӑшнипе йӗркеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш Енре паспортпа вӗрле чӑвашла вкладыш пама пуҫласси пирки культура министерстви тӳррӗн хуравлас темен. Ҫапларах пӗлтерет «Ирӗклӗ сӑмах» тӗнче тетелӗнчи хаҫат. Аса илтерер, утӑ уйӑхӗнче ҫак сӗнӳпе «Ирӗклӗх» пӗрлӗх Михаил Игнатьев патне ҫырупа тухнӑччӗ. Хӑйсен сӗнӗвӗнче хастарсем паянхи кун вкладыша тӑван чӗлхепе Тутарстанра, Пушкӑртстанра тата Якутире пани пирки асӑнса хӑварнӑччӗ. Ку ӗҫе Раҫҫей Федерацийӗн саккунӗ туса пыма ирӗк пани ҫинчен систернӗччӗ. Культура министерствинчен килнӗ ҫырури хуравра чӑвашла вкладыш тума тытӑниччен малтан укҫа-тенкӗ тата техникӑпа йӗркелӳ тӗлӗшӗнчен тӑкаксене шутласа кӑлармалли пирки пӗлтернӗ. Ҫак шутлавсене тумасӑр «Ирӗклӗх» пӗрлӗх тӑратнӑ ыйту ҫине татӑклӑн хуравлама май ҫук тенӗ. Ҫырӑва министр ҫумӗ Иван Иванов алӑ пуснӑ. Хуравпа (pdf) туллин «Ирӗклӗ сӑмах» сайтра паллашма пулать. «Ирӗклӗх» пӗрлӗх адресӗпе янӑ ҫырура «Ҫыхӑнура» канашлура ҫак темӑна сӳтсе явнӑ ыйтӑма та илсе панӑ — вӑл сайтра сасӑлакансен ытларах пайӗ хирӗҫ иккен. Тӳре-шара татӑклӑ хуравламан пулсан та «Ирӗклӗх» хастарӗсем ку ыйтупа малашне те ӗҫлессе шантараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Нумаях пулмасть Турцири икӗ университетӑн ӑсчахӗсем Огузхан Дурмуш тата Синан Гюзел Ӗпхӳ хулинчи чӑвашсен вырсарни шкулӗнче пулнӑ. Вӗренӳ учрежденийӗн пуҫлӑхӗ Иван Тарасов каланӑ тӑрӑх, тюркологсем ЮНЕСКО чӑваш чӗлхине вилекен чӗлхесен шутне кӗртнӗ май Раҫҫейӗн регионӗсенче лару-тӑру еплине тӗпчешшӗн. Турккӑ ӑсчахӗсем наци вырсарни шкулӗсен концепцийӗпе вӗсен опычӗ хытах кӑсӑклантарнӑ. Турцире ун пекки ҫуккине пӗлтернӗ вӗсем. Турципе чӑвашсен туслӑхӗ пирки вӗсем ӑшӑ кӑмӑлпа палӑртнӑ. Чӗрӗк ӗмӗр каялла паллӑ пушкӑрт ӑсчахӗ, Зиннур Ураксин академик Иван Тарасова Талят Текин профессорпа паллаштарнӑ. Шкул пуҫлӑхӗ ун чухне ӑна «Нарспи» поэмӑна парнеленӗ. Текин ӑна тюркологи докторне Эмине Йылмаза панӑ. Иван Тарасов турккӑ профессорӗпе туслӑ пулни пирки ҫырнӑ очерка чӑваш чӗлхин хрестоматине те кӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Кӑҫал Раҫҫейре Литература ҫулталӑкӗ пулнӑ май тӗнче тетелӗнче «Культура диалогӗ» проект хатӗрленӗ. Ӑна РФ Патшалӑх Думин национальноҫ ӗҫӗсен комитечӗ пулӑшнипе йӗркеленӗ. Кӑҫал ку проекта Раҫҫейри 70 регионтан, 8 ҫӗршывран хутшӑннӑ. Пӗтӗмпе — 8800 ытла ача. Конкурса 7–18 ҫулсенчисем хӑйсен ӗҫӗсене ярса пама пултарнӑ. Унта Чӑваш Енри маттурсем те хутшӑннӑ. Проектра пирӗн ентеш палӑрма пултарнӑ. Йӗпреҫри ӳнер шкулӗн Пучинкери ӳнер уйрӑмӗнче ӑс пухакан Ирина Петрова «Пуласлӑхри вулавӑш» сӑнӳкерчӗксен конкурсне хутшӑннӑ. Унӑн ертӳҫи — Светлана Руссакова. Иринӑн «Пуласлӑхра кӗнеке кӗнекех юлать. Вӗсене гаджетсем улӑштармӗҫ» ятлӑ ӗҫне жюри асӑрхамасӑр хӑварман. Ҫапла Пучинке хӗрӗ конкурсра пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Вадим Ефимов культура министрӗ (сылтӑмри) Клуб пулсан ял пурӑнать тесе шухӑшлать Чӑваш Енӗн культура министрӗ Вадим Ефимов. Паян вӑл Ҫӗрпӳ районӗнче пулнӑ май унти культура ӗҫченӗсемпе, клубра тата вулавӑшра тӑрӑшакансемпе курнӑҫнӑ. Министрпа ирттернӗ тӗлпулӑва районти тӳре-шара та хутшӑннӑ: район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Казаков тата унӑн ҫумӗ — вӗренӳ тата социаллӑ аталану пайӗн пуҫлӑхӗ Алла Волчкова хутшӑннӑ. Ҫӗрпӳ районӗнчи культура ӗҫченӗсем тата библиотекарьсем пирки вӗсем пуҫаруллӑ, районпа республикӑра иртекен пур мероприятие те хутшӑнаҫҫӗ тесе палӑртнӑ. Вадим Ефимов ҫитес ҫул унти Михайловкӑра ҫӗнӗ клуб тӑвассине пӗлтернӗ. Унсӑр пуҫне республикӑри районсенче алла яхӑн клуб тӑвасине пӗлтернӗ май ялта клуб пӗлтерӗшне пысӑка хурса палӑртнӑ. Сӑнсем (8) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() «Про Город» тунӑ сӑн Шупашкар хула администрацийӗ Лебедев ячӗллӗ лицей-интернат тӗлӗшпе халӑхпа курнӑҫнӑ. Ӑна 4-мӗш лицейпе пӗрлештерме йышӑннӑ. Кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче икӗ сменӑпа вӗрентме пуҫлас хӑрушлӑх пур. Микрорайонта демографи лару-тӑрӑвӗ лайӑхланнӑ май ҫитес вӑхӑтра шкул ачисен йышӗ нумайланӗ. Унта халӗ 9 шкул ӗҫлет. Вӗсенчен иккӗшӗнче икӗ сменӑпа вӗренеҫҫӗ ӗнтӗ. Администрацинчен пӗлтернӗ тӑрӑх, хушма вырӑнсем пирки халех шутламалла. Лебедев ячӗллӗ лицейра юсав ӗҫӗсем ирттерсен унта вырӑнсем хатӗрлесси планра. Халӗ ку ҫурта вӗренӗве юрӑхлӑ пултӑр тесе тӑрӑшаҫҫӗ-мӗн. Аса илтерер: лицея 2012 ҫулхи ҫулла, вӗренӳ ҫулӗ пуҫланас умӗн, тӑрук хупса хучӗҫ. Унтанпа унӑн шӑпи пирки тӗрлӗрен калаҫрӗҫ. Хальлӗхе унти общежитире Петров урамӗнчи авариллӗ ҫуртрисем пурӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Патӑрьел районӗнчи тӑватӑ хуҫалӑхра вырма вӗҫленнӗ. Унти «Батыревский» акционерсен хупӑ обществинче, «Красное Знамя» тата «Труд» ял хуҫалӑх производство кооперативӗсенче, «Батыревский» улма-ҫырла питомникӗнче пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене вырса пӗтернӗ. «Батыревский» обществӑра пӗрчӗллӗ культурӑсене 1062 гектар ҫинче акса ӳстернӗ. Тухӑҫ гектартан 30 центнер тухнӑ. «Красное Знамя» кооперативра тухӑҫ гектартан 25 центнера яхӑн ларнӑ. Кӑҫал Патӑрьел районӗнчи хуҫалӑхсенче пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене 13,5 пин гектар ҫинче акса тунӑ. Тухӑҫ гектартан вӑтамран 21 центнера яхӑн ларнӑ. Вырма вӗҫленӗ хуҫалӑхсем халӗ «иккӗмӗш ҫӑкӑр» ҫинче тимлеҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне хуҫалӑхсем кӗрхисем валли ҫӗр хатӗрлеҫҫӗ тата кӗрхисене акаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Канашри 8-мӗш ача пахчинче паян савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ҫӗнӗ ушкӑн уҫӑлнӑ. Хӗрлӗ хӑйӑва касма хулари тӳре-шара пынӑ. Канаш хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — вӗренӳ пайӗн пуҫлӑхӗ Валентина Димитриева — тӗпрен юсаса уҫнӑ ҫӗнӗ ушкӑнпа саламлама хавас иккенне палӑртнӑ. «Сирӗн ачӑрсене кунта хӑтлӑ та меллӗ пулать. Шкул ҫулӗчченхи пӗлӗве илме кунта мӗнпур услови пур кунта», — тенӗ хула тӳре-шари. Пӗр-пӗр объекта уҫнӑ чух уншӑн тав тӑвакансем яланах тупӑнаҫҫӗ те, Канашра та ун пеккисем пулнӑ. Воспитательсемпе ашшӗ-амӑшӗ хула администрацийӗ ячӗпе ырӑ сӑмахсем каланӑ. Хӗрлӗ хӑйӑва каснӑ хыҫҫӑн ытти ҫӗрти пекех хӑнасем ҫӗнӗ ушкӑна кӗрсе пӑхнӑ. Ачасем вара ҫӗнӗ теттесемпе паллашнӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра канашсем шӑпӑрлансем валли тата виҫӗ ушкӑн уҫасса пӗлтереҫҫӗ. Сӑнсем (23) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.09.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Львов Пётр Константинович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Хлебников Геннадий Яковлевич, литература тӗпчевҫи,вӗрентӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Праски Витти, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ | ||
| Андреева Евдокия Александровна, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Кариков Порфирий Герасимович, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
| Кариков Порфирий Герасимович, полковник, Мухтав орденӗн кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |