Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Ҫурхи кун кӗр тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Хулара

Ҫӗнтерӳ кунӗ ҫывхарса килнине Шупашкар ҫыннисемпе республикӑн тӗп хулин хӑнисем ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗчченех туйса илейӗҫ. Ака уйӑхӗн 28-30-мӗшӗсенче тата ҫу уйӑхӗн 5–7-мӗшӗсенче Шупашкарта Ҫӗнтерӳ парачӗн репетицине ирттерме палӑртнӑ. Репетици 14 сехетре Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ умӗнчи лапамра пуҫланмалла.

Парад репетицине вӑй-хал министерствисемпе ведомствисен ӗҫченӗсем тухмалла. вӗсем хитре, пӗр пек утма хӑнӑхӗҫ. Парада Александр Исаев полковник ертсе пырӗ, Чӑваш Енӗн ҫар комиссарӗ Александр Мокрушин йышӑнӗ.

Хӗрлӗ лапама ҫар техникине те кӑларӗҫ. Ҫав шутра ҫӑмӑл ҫар машинисем те, йывӑр танксем те, «Катюша» та пулӗ. Пӗтӗмпе – 60 единица техника. Парада авиаципе парашютистсене те явӑҫтарӗҫ.

Ҫӗнтерӳ парадне кӑҫал пуҫласа Шупашкарти шкул ачисем параппансемпе тухӗҫ. Казаксем те пулмалла.

 

Республикӑра

«Чӑваш Республикин ҫул-йӗр управленийӗ» хысна учрежденине «Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне ӳстерессипе тата видеофиксаци тытӑмне ӗҫлеттерекен дирекци» ятлӑ организаципе пӗрлештернӗ.

Юлашкичнен калани те хысна предприятийӗ шутланнӑ. Вӑл ҫул ҫинче видеокамерӑсем вырнаҫтарассипе ӗҫленӗ.

Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр министерствин пресс-служби ик учреждение пӗрлештерни ҫул ҫинче ирттерекен ӗҫ пахалӑхне тата ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне ӳстерессипе ҫыхӑнтарать-ха. Ҫапах та сӑлтавӗ вӑл кӑна та мар пулӗ. Ҫул-йӗрпе ҫыхӑннӑ икӗ учреждение пӗр тӗвве пӗрлештерни укҫа-тенке перекетлеме те май паратех-тӗр. Ара кун пек чухне пуҫлӑхсен, бухгалтерсен йышне те чакараҫҫех пулӗ. Ҫул-йӗр ҫинче ҫӳрекенсемшӗн кун пек йышӑну туни пӗрех-ха: чи кирли - ҫул ҫинче йӗрке пултӑр кӑна.

 

Ҫул-йӗр

Виҫӗмкун Чӑваш Енӗн Правительстви хула ҫумӗнчи пуйӑспа ҫӳренин хакне хӑпартасси пирки йышӑну кӑларнӑ. Вӑл хут алӑ пуснӑ хыҫҫӑн 10 кунран вӑя кӗмеллине шута илсен хак ака уйӑхӗн виҫҫӗмӗш вунӑкунлӑхӗнчен ытларах кӑларса хумалли куҫкӗрет.

Вунӑ километрлӑ пӗр зонӑшӑн унччен 24 тенкӗ тӳлесе ҫӳренӗ пулсан малашне 27 тенкӗпе шутласа парӗҫ. Ҫав вӑхӑтрах Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн пуҫлӑхӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ йышӑнура экономика тӗлӗшӗнчен илсен ҫав хак 44 тенкӗ те 97 пуспа танлашнине палӑртнӑ. Унччен ку сумма 36 тенкӗ те 50 пус пулнӑ. Хула ҫумӗнчи пуйӑс хакне юлашки хут пӗлтӗрхи кӑрлачра хӑпартнӑччӗ. Пассажирсене пуйӑспа турттаракан предприяти тӑкакне /ҫынсене тӑкакӑн мӗнпур хакне тӳлеттерменнине вулакан ӑнланчӗ-тӗр/ саплаштарма республика хыснинчен субсиди уйӑраҫҫӗ.

 

Республикӑра

Шупашкар районӗнчи суда пӗр кунхине пӗр класс шкул ачи пухӑннӑ. Турра шӗкӗр, тем айӑпа кӗнипе мар. Кӗнтелем евӗр те чӗнмен вӗсене.

Ҫӗнӗ Шупашкарти 12-мӗш вӑтам шкулта 11-мӗш класра вӗренекен яшсемпе пикесене суд ларӑвне итлеме чӗннӗ. Кун пеккине шкул ачисене право воспитанийӗ парас тӗллевпе йӗркеленӗ.

Суд ларӑвӗ хыҫҫӑн ачасемпе Шупашкар район прокурорӗн ҫумӗ А.П. Иванов тата Шупашкар район сучӗн ертӳҫин ҫумӗ Р.Г. Кудряшова тӗлпулнӑ. Прокурорпа тӳре пирӗн ҫӗршывра суд тата правӑна сыхлакан тытӑмсем епле ӗҫлени пирки каласа кӑтартнӑ.

Суда пынӑ ачасем валли ӗҫлӗ вӑйӑ та йӗркеленӗ. Ачасене прокурор, хӳтӗлевҫӗ, суд ӗҫӗне хутшӑнакан ытти ҫын евӗр пулса лару ирттернӗҫи туса пӑхнӑ. Шкулта вӗренекенсем унта кӑсӑкланса хутшӑннӑ.

 

Культура

Елчӗк районӗнчи Лаш Таяпари Таса Турӑ Амӑшӗн храмӗ ҫумӗнчи «Пукрав» вырсарни шкулӗнче Аслӑ типӗ пуҫлансанах Мӑнкуна хӗрсе хатӗрленме тытӑннӑ.

И.Ю.Осипова вӗрентекен ертсе пынипе ачасем Мӑнкун юррисене, сӑввисене вӗреннӗ, картинӑсем ӳкернӗ, алӗҫӗсем хатӗрленӗ.

Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Лаш Таяпари В.В.Андреева ячӗллӗ вӑтам шкулта линейка иртнӗ, унта храм настоятелӗ Силуан (Козлов) ачасене Мӑнкун уявӗн пӗлтерӗшӗ пирки каласа кӑтартнӑ, пурне те Мӑнкунхи каҫхи кӗлле чӗннӗ, «Мӑнкун савӑнӑҫӗ» курава уҫнӑ.

Куравра ачасен алӗҫӗҫем вырӑн йышӑннӑ. Вӗсен ӗҫӗсем ҫак уявӑн пӗлтерӗшне уҫса параҫҫӗ. Вӗсене шӑпӑрлансем тӑрӑшса хатӗрленӗ.

 

Ял пурнӑҫӗ

Ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Красноаормейски районӗнчи Кӗҫӗн Шетмӗ ялӗнчи вулавӑшра ачасем «Шӑнкӑрти Шетмӗ тӑрӑхӗ» историпе экологи ҫулҫӳревне кайнӑ. Ӑна Трак тӑрӑхӗ 85 ҫул тултарнине халалланӑ.

Вӑйӑра станцисем тӑрӑх каймалла пулнӑ. Кашни станцире ачасем ыйтусене хуравланӑ. Чи хастаррисемпе маттуррисем пӗчӗк парнесене тивӗҫнӗ.

Ачасем ҫак мероприятире Кӗҫӗн Шетмӗ тӑрӑхӗнче сахал мар пултаруллӑ ҫын ӳснине пӗлнӗ. Вӗсем хӑйсен тӑрӑхӗн ятне ҫӳлтен ҫӳле хӑпартнӑ.

Мероприяти вӗҫӗнче ачасем «Чӑваш Енри пӗчӗк юханшывсем» видеофильм курнӑ.

Сӑнсем (4)

 

Республикӑра

«Хыпар» Издательство ҫурчӗ районсене тухса ҫӳрес йӑлана малалла тӑсать. Нумаях пулмасть калем ӑстисем Комсомольски районне ҫитнӗ.

Хыпарҫӑсем культура керменӗнче хаҫат-журнал тусӗсемпе тӗл пулнӑ, тӗрлӗ ыйтусене сӳтсе явнӑ.

Каҫалсем тӗлпулу кӑсӑклӑ та тухӑҫлӑ иртни пирки ӗнентереҫҫӗ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Михаил Афанасьев чи малтанах район хаҫатне «Каҫал ене» тата «Хыпара» алла илнине пӗлтернӗ.

«Хыпар» ИҪ директорӗ-тӗп редакторӗ Валери Туркай «Хыпара» содержани енчен пуянлатнине, дизайнне улӑштарнине, унта тӗрлӗ ыйту хускатма тӑрӑшнине каласа кӑтартнӑ. Вӑл «Хыпар» хаҫат кашни килтех пулмалли пирки ҫирӗппӗн каланӑ.

Тӗлпулура К.Осокина, В.Вахтеркина юрӑҫсем юрӑсемпе илемлетнӗ.

Сӑнсем (7)

 

Спорт

Паянпа ыран Шупашкарта ҫӗршыври чи вӑйлӑ кӗрешӳҫӗсем пулӗҫ. Хальхинче пирӗн республикӑра Ирӗклӗ майпа кӗрешекенсен пӗтӗм Раҫҫейри турнирӗнче медале ҫӗнсе илес шухӑшлисем пуҫтарӑннӑ. Пӗтӗмпе вӗсем медальсен 16 комплектне выляттарӗҫ.

48-мӗш хут йӗркелекен кӗрешӗве Василий Чапаев полк ертӳҫине асӑнса пухаҫҫӗ.

Турнира Пушкӑртстанран, Дагетсанран, Тутарстанран, Коми Республикинчен, Смоленск, Самар, Чӗмпӗр, Свердловск, Ӗренпур облаҫӗсенчен, Пермь крайӗнчен, Мускавран килсе ҫитнӗ. Ӑмӑртӑва паян, 16 сехетре, савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Турнира ача-пӑчапа ҫамрӑксен олимп резервӗн 5-мӗш спорт шкулӗн кӗрешӳ залӗнче йӗркеленӗ. Паян 57, 65, 74, 97 тата 125 килограмчченхи виҫе категорийӗсенче арҫынсем вӑй виҫӗҫ. Хӗрарӑмсем вара — 48, 55, 60, 69, 75 килограмчченхи виҫесенче.

 

Республикӑра

Прокуратура тытӑмӗнче кадр улшӑнӑвӗсем пулса иртни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Ун пекки ҫак кунсенче РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче те пулса иртнӗ. Управленинче хӑйӗнче мар. Унӑн районсенчи пайӗсенче.

Ҫӗмӗрлери районсем хушшинчи пая (кунта Улатӑрпа Ҫӗмӗрле хулисем, Улатӑр, Вӑрнар, Пӑрачкав, Ҫӗмӗрле районӗсем кӗреҫҫӗ) малашне юстици подполковникӗ Александр Гаврилов ертсе пырӗ. Пуҫлӑх пуканне шанса париччен вӑл Етӗрне районӗнчи пайра пуҫлӑхӑн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ.

Етӗрне районӗнчи пай (кунта Элӗк, Хӗрлӗ Чутай, Муркаш тата Етӗрне районӗсем кӗреҫҫӗ) пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулма Сергей Васильев юстици подполковникне лартнӑ. Унччен вӑл Следстви управленийӗнче уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ ӗҫсене тӗпчекен иккӗмӗш пайӑн аслӑ тӗпчевҫи пулнӑ.

 

Кӳршӗре

Чулхула облаҫӗнче пурӑнакан чӑвашсене облаҫре иртекен «Туслӑх кӗперӗ» фестивале йыхравланӑ. Йӑлана кӗнӗ мероприятие кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут йӗркелеҫҫӗ. Вӑл ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче 17 сехет те 30 минутра Чулхулари Чукун ҫул тӑвакансен Культура керменӗнче пуҫланмалла. Фестивале пырса курас текенсене тӳлевсӗрех кӗртессине пӗлтереҫҫӗ.

Фестивале асӑннӑ облаҫри тутарсен наципе культура автономийӗ пуҫарнипе пулса пырать. Ӑна ирттерме Чулхула облаҫӗнчи Шалти регион тата муниципалитет политикин министерстви пулӑшса пырать.

Фестивальте унта хутшӑнакан тӗрлӗ халӑхӑн наци тӗпелӗн, ал ӗҫӗсен япалисен куравне йӗркелӗҫ. Килӗшнине туянма май килӗ.

Анлӑ концерта вырӑс, украин, еврей, тутар, дагестан, азербайджан, кӑркӑс, таджик, эрмен, чӑваш, мӑкшӑ тата ытти халӑх ушкӑнӗсем хӑйсен чи лайӑх номерӗсемпе хутшӑнмалла.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnkann.ru/index.php/news
 

Страницӑсем: 1 ... 3036, 3037, 3038, 3039, 3040, 3041, 3042, 3043, 3044, 3045, [3046], 3047, 3048, 3049, 3050, 3051, 3052, 3053, 3054, 3055, 3056, ... 3877
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайăшĕн кăмăлĕ тăрук улшăнса тăрĕ. Прагматизм çиеле тухĕ. Ку эрнере харпăр пурнăçа йĕркене кĕртме, хăш-пĕр ĕçлĕ хутшăнăва романтикăна çавăрма май пулĕ.

Ака, 22

1870
155
Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ.
1981
44
Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...