Республикӑра
![]() Чӑваш Енӗн прокуратурин сумлӑ йышӗ республикӑн Ял хуҫалӑх министерствине ӗҫе ҫӳренӗ евӗр хутлама тытӑнни пирки «Правда ПФО» интернет-хаҫат хыпарлать. Ведомствӑра пысӑк тӗрӗслев пуҫланни пирки асӑннӑ массӑллӑ информаци хатӗрне хӑйӗн ҫӑлкуҫӗ систернӗ имӗш. Чи малтанах тӗрӗслевҫӗсем ялта тавар туса илекенсене субсиди уйӑрнӑ чух саккуна пӑснипе пӑсманнине палӑртма шухӑшлаҫҫӗ пулать. Ревизорсем ытла та тӗплӗн тӗрӗслени тӳресене кӑштах сисчӗвлентерет те имӗш. «Халӗ пирӗн каҫхи 9–10 сехетченех ӗҫлеме тивет, прокурорсем питӗ тарӑннӑн пӑхаҫҫӗ», — тенӗ-мӗн Ял хуҫалӑх министерствинче ӗҫлекен ҫын маларах асӑннӑ МИХа. Маларах ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне 666,5 миллион тенкӗ субсиди куҫарса панине, ку вӑл пӗлтӗрхинчен 2,7 хут нумайрах иккенне пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Министр ҫумӗ пулнӑ Алексей Новиков Чӑваш Енре ҫутҫанталӑк министрне Иван Исаева ӗҫрен хӑтарни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Ун тӗлӗшпе маларах пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑччӗ. Тӗпчевҫӗсем экс-министр хӑй вӑхӑтӗнче (министрта чухне) вӑрмана саккунлӑ мар касса сутнипе 300-е яхӑн миллион тенкӗлӗх шар кӑтартнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ-мӗн. Сӑмах май, пӗр кун маларах тата тепӗр улшӑну пулса иртнӗ. Вӑл та — правительство шайӗнче. Министрпах ҫыхӑнман та, анчах министрӑн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ ҫынна ЧР Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи Иван Моторин информаци политикин министрӗн ҫумне Алексей Новикова ӗҫрен хӑтарасси пирки Хушу кӑларнӑ. Министр ҫумӗ пулма тек мӗншӗн тивӗҫ маррине палӑртман. 37 ҫулти министр ҫумӗ пулнӑ ҫав ҫынна ку пукана 2012 ҫулхи юпа уйӑхӗнче шанса панӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Ака уйӑхӗн иккӗмӗш ҫурринче ҫулсерен иммунизаци эрни иртет. Унпа килӗшӳллӗн кӑҫал тухтӑрсем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене прививка тӑвӗҫ. Ку вакцина пневмококковлӑ инфекцие хирӗҫ пулӗ. Тухтӑрсем палӑртнӑ тӑрӑх, микробсем ватӑ ҫынсен ӳпкине шыҫӑнтараҫҫӗ. Кунашкалли ан пултӑр тесе шурӑ халатлӑ специалистсем прививка тума сӗнеҫҫӗ. ЧР сывлӑх сыхлавӗн тата социаллӑ аталану министрӗн ҫумӗ Наиля Зинетуллина каланӑ тӑрӑх, вакцинопрофилактика халӑха 80 процентран кая мар хӳтӗлет. Ҫитес вӑхӑтра республика хыснинчен пневмококковлӑ вакцина туянмашкӑн 3 миллион тенке яхӑн уйӑрӗҫ. Республикӑри мӗнпур ветерана прививкӑна тӳлевсӗр тӑвӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Пирӗнтен ытлашшиех инҫе те мар вырнаҫнӑ Удмурт Республикинче пӑтӑрмах сиксе тухнӑ — монополипе кӗрешекен вырӑнти тӳре-шара удмуртла тухакан рекламӑна вырӑсла кӑларттарасшӑн. Ку удмуртсене питӗ килӗшмен тет. Ӗҫ-пуҫа Роскомнадзор пуҫарнӑ пулать. Пӗрре ҫапла удмуртсен хаҫатне пӑхнӑ май вӗсем реклама курнӑ та анчах вӑл вырӑсла пулманни тӳре-шарасене сисчевлентернӗ. Реклама пирки калакан саккуна туртса кӑларнӑ та унашкал хӑтланни ҫав саккуна пӑсать тесе пӗлтернӗ. Пӗлтерӳ вара Удмуртири наци театрӗнче Галина Романова вырӑнти сӑвӑҫӑн пултарулӑх каҫӗ пуласси пирки пулнӑ. Тӳре-шара шухӑшӗпе вырӑсла _кӑна_ пӗлекен ҫын капла пӗлтерӗве ӑнланмасть, ҫапла май вара вӑл пултарулӑх каҫне лекеймен. Хаҫӑтӑн тӗп редакторӗ Зинаида Рябинина ӑнлантарнӑ тӑрӑх УФАС ӑнлантарӑвӗ ытла та ухмахла. Удмурт чӗлхипе тухакан хаҫата вырӑсла кӑна пӗлекен ҫын мӗн ӑспа алла илтӗр? Кунашкал йышӑну кӑларни вара удмурт чӗлхине хисеплеменни кӑна пулать имӗш. «Удмурт Дунне» хаҫат 1915 ҫултанпа тухать. Нумай пулмасть вӑл хӑйӗн 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Хаҫат ӗмер тӑршшӗ удмуртла кӑна тухса тӑнӑ, унччен вӗсене унашкал пӗрре те айӑпламан. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Финанс пирамидисем пирки темле асӑрхаттарсан та улталанакансем тупӑнаҫҫех. Чӑваш Енре, акӑ, тата тепӗр кредит кооперативӗ пирки пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Маларах «Гарант-Кредит» потребитель обществи ҫакланнӑччӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ ӗҫе иртнӗ ҫул вӗҫӗнче суда ярса панӑччӗ. Халӗ вара «ТрастКапитал» кредит потребитель кооперативӗн ертӳҫисене ҫынсене улталанӑшӑн айӑпласшӑн. Вӗсем 100 ытла ҫынна шар кӑтартнӑ. Кун пирки республикӑн прокуратурин пресс-служби хыпарланӑ. Тӗпчеве прокурор тӗрӗслевӗ хыҫҫӑн тытӑннӑ иккен. Укҫа-тенкӗ пирамиди евӗр йӗркеленнӗ тытӑм 2014 ҫул вӗҫӗнче арканнӑ. Ҫынсенчен самай тупра пуҫтарнӑ хыҫҫӑн кооператив хуҫисем ҫухалнӑ. Пӗтӗмпе вӗсем 20 миллион тенкӗ ытла шар кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() «ВелоТверь» клуб хыпарланӑ тӑрӑх, ҫамрӑках мар хӗрарӑм Курил утравӗсем ҫине велосипедпа ҫитесшӗн. Вӑл унта Тверь хулинчен ҫула тухнӑ. Юлия Ивановна ку ҫулҫӳреве Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнине халалланӑ. Хӑй Юлия Ивановна асӑннӑ хисепрен кӑшт ҫеҫ ватӑрах. Анчах ку ӑна пӗрре те хӑратмасть, вӑл инҫе ҫула шикленмесӗр тухнӑ. Юлия Ивановнӑн маршручӗ Чӑваш Ен урлӑ выртӗ. Унӑн ҫулҫӳревӗ ҫакнашкал: Тверь – Мускав – Владимир – Шупашкар – Хусан – Ижевск – Екатеринбург – Тӗмен – Омск – Новосибирск – Кемерово – Красноярск – Иркутск – Байкальск – Улан-Удэ – Чита – Шимановск – Благовещенск – Биробиджан – Хабаровск – Сахалин утравӗ. Унтан Юлия Ивановна Курил утравӗсем ҫине ҫитесшӗн те каялла ҫула тухасшӑн. Юлия Ивановнӑн велосипечӗ ҫумне «Ҫӗнтерӳ: 70 ҫул» тесе ҫырнӑ табличка, Герги хӑйӑвӗ, кӑвакарчӑк ӳкерчӗкӗ ҫирӗплетнӗ. Ҫулҫӳревҫӗ хӑйӗнпе пӗрле темиҫе шӑккалат илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Паян, ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ЧР ҫутҫанталӑк министрне Иван Исаева отставкӑна яни пирки «Правда ПФО» хаҫат пӗлтерет. Михаил Васильевич хушӑва алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Унта кӑтартнӑ кун – ака уйӑхӗн 18-мӗшӗ. Документ алӑ пуснӑ кун вӑя кӗрет. Министра мӗншӗн отставкӑна яни пирки пӗлтермен. Паян Михаил Игнатьев тепӗр хушӑва та алӑ пуснӑ. Унпа килӗшӳллӗн ЧР ҫутҫанталӑк министрӗн пуканне вӑхӑтлӑха Евгений Юшин йышӑннӑ. Вӑл унччен Иван Исаевӑн пӗрремӗш ҫумӗ пулнӑ. Аса илтерер: Иван Исаева вӑрмансене саккунсӑр майпа каснӑшӑн айӑпланӑ. Тӑкак 300 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Чӑваш наци конгресӗн президиумӗ черетлӗ ларӑва пухӑннӑ. Ларӑва яланхиллех ЧНК Президенчӗ Николай Угаслов ертсе пынӑ. Вӑлах кун йӗркинчи ыйтусемпе паллаштарнӑ май «Кӗмӗл сасӑ» конкурс-фестивале хатӗрленес ӗҫ-хӗл мӗнле пынине, К.В. Иванов ҫулталӑкӗнче конгресс мӗнлерех ӗҫсем туни тата малалла мӗн палӑртнине, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи чарӑннӑранпа 70 ҫул ҫитнине уявлассипе ЧНК мӗнлерех ӗҫсем туни тата малалла мӗн палӑртни тишкерессине пӗлтернӗ. «Кӗмӗл сасӑ» фестиваль пикри каласан, кӑҫал унта Мурманск, Иркутск хулисенчен, Пушкӑрт Республикинчен тата ытти регионти чӑвашсем хутшӑнма хатӗррине пӗлтернӗ. Аякран килнӗ ҫамрӑк юрӑҫсене пурӑнма вырнаҫтарасси, апатлантарасси тата ытти йӗркелӳ ыйтӑвӗсене татса памалла. ЧНК Президенчӗн ҫумӗ Валерий Клементьев конгресӑн комитечӗсем хастар пулнине каланӑ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ» комитет, акӑ, Кӳкеҫри Бичурин музейӗнче анлӑ лару ирттернӗ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ тата паянхи литература» темӑпа та кӑсӑклӑ тӗлпулу пулнӑ-мӗн. ЧНКн вӗренӳпе ӑслӑлӑх комитечӗ йӗркеленипе пӗтӗм регионсенчи чӑваш ачисем хушшинче «Ҫӗнӗ ятсем уҫатпӑр» конкурс хӗрӳ пырать иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Николай Терентьев Ҫӗр ҫине килекен кашни ҫыннӑнах темле тӗллев пур пек туйӑнать. Ара, этем хӑй ӗмӗрӗнче мӗн кӑна туса ӗлкӗрмест пулӗ! Теприсем, ав, йывӑҫ лартнипе, пӳрт лартнипе, ывӑл ӳстернипех ҫырлахмаҫҫӗ, тӑван халӑх асӗнче те юлмалӑх ӗҫ те туса ӗлкӗреҫҫӗ. Ҫавӑн пек хӑватлӑ ҫынсенчен пӗри – Николай Терентьев. Ӗнер, ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, вӑл ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитрӗ. Николай Терентьева пӗрисем драматург пек ытларах пӗлеҫҫӗ-тӗр, теприсем – куҫаруҫӑ евӗр, виҫҫӗмӗшӗсем – актер тенипе. Тата теприсем унӑн хисеплӗ ячӗсене – вӑл Чӑваш Республикин искусствӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Раҫҫей Федерацийӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, К. Иванов ячӗллӗ Патшалӑх премийӗн лауреачӗ пулнине – асӑнса кайӗҫ. Пӗлместӗп, «Хумсем ҫырана ҫапаҫҫӗ», «Куккук ҫаплах авӑтать» тата ытти пьесӑпа чапа тухнӑ автор вӑл ятсемпе мӑнаҫланнӑ-ши е, тен, ҫук та-ши?.. Паян ку пӗлтерӗшлех мар. Пахи - ӑна ҫынсем манманни. Канаш районӗнчи Кошнаруй ялӗнче ҫуралнӑскер ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнӗ май Ҫӗнӗ Шелттӗм ял вулавӑшӗнче, акӑ, «Пурнӑҫ уттипе васкаса» литература калаҫӑвӗ йӗркеленӗ. Васканӑ-ши Николай Терентьев е пурнӑҫ ҫулӗпе васкамасӑр утнӑ-ши? Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Конкурса палӑрнисенчен пӗрисем Нумаях пулмасть Тутарстанра тӑван ҫуртӗнче иртнӗ. чӗлхепе литературӑна вӗрентекенсен «Туган тел» конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Вӑл Хусанти халӑхсен Туслӑх ҫуртӗнче иртнӗ. Раҫҫей шайӗнче йӗркеленӗ конкурса Тутарстанри вӗрентекенсем кӑна мар, Ӗрӗнпурпа Чӗмпӗр облаҫӗсенчи чӗлхе вӗрентекенӗсем те пырса ҫитнӗ. Конкурса пӗтӗмпе 97 учитель хутшӑннӑ. Финала чӑваш, вырӑс, тутар, удмурт, ҫармӑс, ирҫе-мӑкшӑ, пушкӑрт чӗлхисене вӗрентекен 25 педагог тухнӑ. Ачасене тӑван чӗлхене юратма хӑнӑхтараканскерсем конкурсра мастер-класс ирттерсе хӑйсене халӑхӗн йӑли-йӗркипе паллаштарнӑ. Ҫапах та тӳресем педагогсем хӑйсен ӗҫӗнче методика меслечӗсемпе усӑ курнине, халӑх тумне кӑтартнине тӗпе хунӑ. Чӑваш чӗлхи вӗрентекенсем те хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |