Раҫҫейре
Иртнӗ ҫул вӗҫӗнче Раҫҫей Правительстви икӗ тарфилӑ счетчиксемшӗн вӗсен хуҫисене тӳлеттермелле мари пирки йышӑну кӑларнӑ. Тӗрӗсрех каласан, сехет ылмашнине кура ҫавсене йӗркене кӗртнишӗн кама тӳлеттересси пирки. Ҫутӑна икӗ тарифпа — каҫхине пӗр хакпа, кӑнтӑрла — тепринпе — тӳлеме май паракан шутлав хатӗрӗсене вӑхӑта хӗллехи ҫине ылмаштарнӑ хыҫҫӑн йӗркене кӗртмелле-ҫке. Тепӗр майлӑ каласан, юпан 26-мӗшӗнчен вӗсем Раҫҫейӗн саккунӗсемпе килӗшсе тӑма пӑрахнӑ пек пулса тухнӑ темелле. Правительство йышӑнвӗнче счетчиксене управляющи компанисен хӑйсен шучӗпе тӳрлетмеллине каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Владислав Смирнов тунӑ сӑн Раштавӑн 30-мӗшӗнче Шупашкарта Иван Яковлев проспектӗнчи ҫӗр айӗнчен каҫмалли вырӑна тинех уҫни пирки пӗлтернӗччӗ. Унтанпа нумаях та вӑхӑт иртмерӗ — ҫав вырӑнта паллӑ мар ҫынсем ӳкерсе пӗтернӗ. Шупашкар ҫынни Владислав Смирнов ҫак кунсенче ҫӗр айӗнчен каҫмалли вырӑнта пулни пирки «ПроГород» журналисчӗсене пӗлтернӗ. Вӑл строительсем лайӑх тӑрӑшнине палӑртнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, такамсем унта стена ҫине темӗн ҫырнӑ. «Стенана вараласа хунӑ!» — кӑмӑлсӑрланнӑ Владислав Смирнов. Аса илтерер: Иван Яковлев проспектӗнчи ҫӗр айӗнчен каҫмалли вырӑн Шупашкарта чи пысӑкки шутланать. Ӑна шӑпах Ҫӗнӗ ҫул умӗн уҫни хула ҫыннисемпе хӑнисемшӗн чӑн-чӑн парне пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Шуршӑлти Космонавтика музейӗ Шуршӑлти А.Г.Николаев ячӗллӗ асӑну комплексӗн Космонавтика музейӗ хӗллехи каникулта кашни кун ӗҫлет. Уяв кунӗсенче унӑн алӑкӗсем ирхи 9 сехетрен пуҫласа каҫхи 6 сехетчен уҫӑ. Ҫак кунсенче хӑйне евӗр курава — «Космос тата Ҫӗнӗ ҫул» — ҫитсе курма май пур. Унта музей хӑнисене Ҫӗнӗ ҫулпа саламлакан космонавтсемпе ҫыхӑннӑ видеороликсене кӑтартӗҫ. ЧР Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑрлачӑн 6-мӗшӗнче 9–18 сехетсенче «Кӑсӑклӑ астрономи» вӗренӳ программи ӗҫлӗ. Ҫав вӑхӑтра музей хӑнисем космоса виртуал мелпе ҫулҫӳреве тухӗҫ. Ҫавӑн пекех викторинӑсем, ӑсталӑх класӗсем, шӳтлӗ конкурссем, лекцисем иртӗҫ, телескоппа тӳпери объектсене сӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
Пӗр-пӗр пурлӑха патшалӑх регистрацийӗ тутарнине ӗнентерекен хутсем кӑҫалтан тӗрлӗ тӗслӗ пулма пӑрахӗҫ. Иртнӗ ҫул вӗҫӗнче вӗсене урӑхларах ҫирӗплетнӗ. Ҫав хута Росреестрӑн официаллӑ бланкӗ ҫинче пичетлӗҫ, унта ҫӗршыв гербне вырнаҫтарнӑ. «2015 ҫулта тӗрлӗ тӗслӗ хутлӑ свидетельствӑсем пама пӑрахӑпӑр. Ун пеккисем иртнӗ вӑхӑта тӑрса юлӗҫ, — тенӗ Росреестрӑн Чӑваш Енти управленийӗн ертӳҫи Екатерина Карпеева. — Куҫман пурлӑха патшалӑх регистрацийӗ тума ыйтса ҫырнӑ, анчах хутне илсе ӗлкӗрейменнисене вӑл тӗрлӗ тӗслиех лекӗ. Ҫӗнӗрен регистрацилекенсене Росреестрӑн бланкӗ ҫине ҫырса парӑпӑр». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Республикӑра хӗллехи каникулта спорта пысӑк тимлӗх уйӑрӗҫ. Ҫак канмалли кунсенче спортпа ҫыхӑннӑ вун-вун мероприяти иртӗ. Чи пысӑк мероприятисене карлачӑн 5-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑ. Ҫак кун Чӑваш Енре сывлӑха ҫирӗплетмелли пӗрлехи кун тесе йышӑннӑ. Ҫак кун хулари тата республикӑри районсенчи муниципалитет спорт комплексӗсене тӳлевсӗр ҫитме май пулӗ. Шупашкарта ун чухне «Раштав йӗлтӗр йӗрӗ» йӗлтӗр чупӑвӗ иртет. Ку кӑна мар. Кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче Шупашкарта ирхи 10 сехетрен пуҫласа каҫхи 9 сехетчен 9 хоккей лапамӗнче тӑркӑчсене (конькисене) тата ытти спорт хатӗрӗсене тӳлевсӗр тара илме май пулӗ. Хӑш лапамра тӳлевсӗр пулнине хула администрацийӗн сайтӗнче пӗлме пулать. Унтах спорт шкулӗсемпе тата федерацийӗсемпе пӗрле «Спорт тата сывлӑх вунӑкунлӑхӗ» пӗтӗм Раҫҫей акцийӗпе килӗшӳллӗн эрешлесе ярӑнасси, хоккей, шорт-трек енӗсемпе ӑсталӑх класӗсем иртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Паян 12 сехетре Атӑл леш енче «Буревестник» кану бази патӗнче юр ҫуна (снегоход) ҫулне саванӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Чи малтанах трассӑна «Экстрим» спорт клубӗн профессионалӗсем тӗрӗсленӗ. Трасса пӗтӗмпе 45 ҫухрӑмлӑ. Вӑл икӗ маршрутран тӑрать: 35 тата 10 ҫухрӑмлисенчен. Ҫул тӑршшӗпе ятарлӑ паллӑсем вырнаҫтарса тухнӑ. Вӗсем мӗнле хӑвӑртлӑхпа пымаллине, ҫул мӗнле пулнине тата ыттине кӑтартаҫҫӗ. Унтах автопарковка, канмалли пункт, хывӑнмалли пӳлӗм, снегоходсене лартмалли вырӑн пур. Хула администрацинче пӗлтернӗ тӑрӑх, трасса хӗл тӑршшӗпех ӗҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи вӗренӳ учрежденийӗсенче 35 ҫула ҫитмен 38 педагог ӗҫлет. Иртнӗ ҫул вӗҫӗнче ҫамрӑк педагогсен пӗрлешӗвне йӗркеленӗ. Ӑна ҫамрӑк педагогсен юхӑмне сарас, вӗсен професси ӑсталӑхне ӳстерме май туса парас, ҫамрӑк вӗрентекенсене районти шкулсенче ҫирӗплетес тӗллевпе йӗркелени пирки ӗнентереҫҫӗ. Йӗркелӳ пухӑвӗнче район администрацийӗн пуҫлӑхӗ В.И. Григорьев шкулсенче ҫамрӑк вӗрентекенсем кирлине палӑртса хӑварнӑ. Ҫамрӑк кӑна та мар, пултаруллисем, хастаррисем. Шкулсенчи педагогсем ватӑлса пыраҫҫӗ. Ӗҫлеме тин ҫеҫ ура ярса пуснисене кӑҫалтан район хыснинчен уйӑхсерен 2-шер пин хушса тӳлеме тытӑнӗҫ. Вӑл укҫана 2 ҫул парса тӑрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
Кун пирки иртнӗ ҫул вӗҫӗнче «Известия» хаҫат «АвтоВАЗ» ертӳҫисем калани тӑрӑх пӗлтернӗччӗ. Хӑш модель мӗн чухлӗ хӑпарасси унӑн комплектацийӗнчен тата моделӗнчен килет. Анчах лару-тӑру улшӑнмасси пирки никам та шантараймӗ. Енчен хак 7 процент хӑпарсан машинӑна ҫакӑн чухле ҫитӗ: 87 лаша хӑвачӗллӗ двигательлӗ Гранта лифтбэк «норма» моделе + 24262 = 370862 тенке; 106 лаша хӑвачӗллӗ двигательлӗ Гранта лифтбэк «люкс» (вӑл механика курупкиллӗ, 16 клапанлӑ двигательпе) маркӑлли + 29365 = 448865 тенке; Гранта седан «норма» (8 клапанлӑ двигательлӗ, ЭУРпа, шӑртанӑ дискпа) + 25431 = 388731 тенке; Гранта седан «люкс» (механика курупкиллӗ) + 29372 = 448972 тенке; Калина универсал «норма» (аудиохатӗрленӳллӗ) + 27027 = 413127 тенке; Калина «Люкс» (механика курупкӑллӑ) + 30730 = 469730 тенке; Приора универсал «Люкс» (механика) + 32781 = 501081 тенке; Приора седан «Норма» (хускаличчен ӑшӑтмалли тытӑмлӑ) + 27468 = 419868 тенке; Приора седан «Люкс» (механика, ӑҫта каймаллине кӑтартса пыраканскер) +32179 = 491879 тенке; Пилӗк вырӑнлӑ Ларгус «Норма» + 29540 = 451540 тенке. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарсен тата унӑн хӑнисен кӑрлачӑн 1–11-мӗшӗсенче мӗнле майпа канмалла? Паллах, тӑркӑч (коньки) сырмалла та каток ҫине вӗҫтермелле. Катоксем хӑш вӑхӑтра ӗҫлемеллине палӑртнӑ. Чылайӑшӗ 10 сехетрен пуҫласа 22 сехетчен ӗҫлӗ. «Спартак» стадионта вара 9 сехет ҫурӑран пусласа 19 сехет те 45 минутчен ярӑнма пулать. Кӑрлачӑн 4-мӗшӗнче унта 7 сехет те 45 минутран пуҫласа 9 сехет ҫурӑччен эрешлесе ярӑнӗҫ. «Энерги» каток 9.30-22.00 сехетсенче ӗҫлет. Хӗрлӗ тӳремри каток 10 сехетре уҫӑлать. Ҫамрӑклӑх бульварӗнчи 8-мӗш ҫурт умӗнчи каток та ҫав сехетрех ӗҫлет. Анчах унта кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче 13 сехетре эрешлесе ярӑнӗҫ. И.Франко урамӗнчи 16-мӗш ҫурт патӗнчи каток 10-22 сехетсенче ӗҫлет. Кӑрлачӑн 8-мӗшӗнче 13 сехетре ҫеҫ хоккейла вылӗҫ. Ҫавӑн пекех катоксем Афанасьев, Николаев, Кадыков, Б.Хмельницкий урамӗсенче, Мир проспектӗнче ӗҫлӗҫ. Ытларахӑшӗ ирхи 10 сехетрен пуҫласа каҫхи 10 сехетчен уҫӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
Малашне Раҫҫей ҫыннисене хӗллехи шинӑсемпе раштав, кӑрлач тата нарӑс уйӑхӗсенче ҫӳреттермелле тӑвӗҫ. Вӗсене кашни урапа ҫине лартмалла пулӗ. Кӑҫал кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен Таможня союзӗн техника регламенчӗ вӑя кӗнӗ. Унта ҫак нормӑсене ҫырнӑ-мӗн. Регионсене хӗллехи шинӑпа ҫӳремелли срока пысӑклатма ирӗк парӗҫ. Регламентра палӑртнӑ тӑрӑх, транспортсем хӗллехи шинӑпа ҫӳреме тивӗҫ. Документ ҫулла хӗллехи шинӑсемпе ҫӳреме чарать. Палӑртмалла: техрегламент союзӑн пур пайташӗ валли те пӗрех: Беларуҫ тата Казахстан валли те. Ҫак вӑхӑтрах Правительство постановленийӗ вӑя кӗнӗ. Унпа килӗшӳллӗн, 4 миллиметртан пӗчӗкрех протекторлӑ хӗллехи шинӑпа ҫӳреме юрамасть. Куншӑн 500 тенкӗ штраф тӳлеттерӗҫ. Асӑрхӑр: ҪҪХПИ ӗҫченӗсем халех хӗллехи шинӑсене тӗрӗслеме тытӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Петров Антон Петрович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Краснов Николай Семенович, чӑваш архитекторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Романов Вилорик Федорович, чӑваш историкӗ, композиторӗ, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Энтип Ваççи, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Афанасьев Валерий Семёнович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юрьев Элли Михайлович, чӑваш халӑх художникӗ вӑхӑтсӑр ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чумакова Тамара Ивановна, паллӑ чӑваш юрӑҫи вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |