Вӗренӳ
![]() «Про Город» архивӗнчи сӑн Чӑваш Енри пӗр шкул директорне ӗҫрен хӑтарас ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ. Унта кӗҫӗн классене вӗрентекен хӗрарӑм 1-мӗш класс ачине темиҫе хут ҫапнӑ-мӗн. Ҫав вӗрентекен халӗ ӗҫрен хӑйӗн ирӗкӗпе кайнӑ. Ку Вӑрнар районӗнче пулнӑ. Директора должноҫран хӑтарас ыйтӑва район администрацийӗн вӗренӳ пайӗ пӑхса тухать. Кӑна Вӑрнар район администрацийӗн пуҫлахӗн ҫумӗ Николай Петров пӗлтернӗ. Унччен маларах «Про Город» хаҫат пӗр вулакан аноним мелӗпе видео ярса пани пирки пӗлтернӗччӗ. Унта вӗрентекен шкул ачине питрен темиҫе хут ҫапни паллӑ. Ку информаци сарӑлсан ҫав вӗрентекен ӗҫрен хӑйӗн ирӗкӗпе тухса кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Иртнӗ канмалли кунсенче Чӑваш Ене 3 ҫын путса вилнӗ. Вӗсен йышӗнче — пӗр ача. Ӗнер, ҫӗртмен 1-мӗшӗнче, Муркаш районӗнчи Ятман ялӗнче 27-ри арҫын путнӑ. Тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, вӑл пулӑ тытмалли сӗрекене ҫыхланса ларнӑ. Арҫын ӳтне водолазсем туртса кӑларнӑ. Ҫав кунах Шупашкар районӗнчи Шоркка ялӗ ҫывӑхӗнче Шӑнкасри хӗрарӑм путса вилнӗ. 34-ри хӗрарӑм шыва кӗнӗ чухне чыхӑнса кайнӑ. Ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче вара Канаш районӗнче инкек пулнӑ. Катек ялӗнче 5 ҫулти ача путса вилнӗ. Вӑл пӗве урлӑ хывнӑ кӗпер ҫинче велосипедпа каҫма тӑнӑ та аялалла ӳкнӗ. Ача ӳтне ял ҫыннисем асӑрханӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Юлия Стройкова ЧР Информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министерствинче — каллех улшӑнусем. Министр ҫумӗн пуканне Юлия Стройкова йышӑннӑ. Хушӑва ӗнер, ҫӗртмен 1-мӗшӗнче, Министрсен Кабинечӗн председателӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ. Юлия Викторовна Стройкова унччен ЧР Наци телерадиокомпанийӗн директорӗн ҫумӗ пулнӑ. Аса илтерер: юлашки уйӑх ҫурӑра ЧР Информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министерствинче министрӑн икӗ ҫумне должноҫран хӑтарнӑ. Хӑшӗ-пӗри пӗлтернӗ тӑрӑх, Алексей Новиков хӑйӗн ирӗкӗпе кайнӑ. Светлана Каликова вара ЧР Элтеперӗн Михаил Игнатьеван пулӑшуҫин должноҫне йышӑннине пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Нумаях пулмасть республикӑра Шупашкартан Симферополе самолетпа вӗҫме май пуласси пирки самай шавларӗҫ. Ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Дмитрий Медведев премьер-министр самолетри вырӑнсен 30 процентне федераци хысни субсидилесси ҫинчен алӑ пуснӑччӗ. Унпа килӗшӳллӗн билет хакӗ 3375 тенкӗ ҫеҫ пулмалла терӗҫ. «Шупашкар — Симферополь» авиарейса «Ямал» авикомпани ҫӗртмен 8-мӗшӗнчен пуҫласа пурнӑҫлама тытӑнасси пирки пӗлтерчӗҫ. Анчах паян лару-тӑру улшӑннӑ-мӗн. Ирхине «ЮТэйр» компани авиарейсне хӑтланӑ чухне Шупашкар аоэропорчӗн директорӗ Александр Жирнов журналистсене «Ямал» ку тивӗҫе пурнӑҫлама хирӗҫ пулнине пӗлтернӗ. Халӗ Чӑваш Енре ытти вариантсене шыраҫҫӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Муркашри вӑтам шкул Муркаш районӗнчи прокуратура унта шкулсенче ӗҫ саккунне епле пӑхӑннине тӗрӗсленӗ. Муркашри вӑтам шкулта, сӑмахран, ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнчен тытӑнса ака уйӑхӗн 27-мӗшӗччен ӗҫлеттересси пирки килӗшӳ тунӑ. Пӗтӗмпе — ҫул ҫитмен 60 ачана. Лешсем каланӑ вӑхӑтра ӗҫленӗ-ха, анчах прокуратура тӗрӗслевӗ вӗсене вӑхӑтра шалу тӳлеменнине палӑртнӑ. Ведомоҫсене тата расчет хучӗсене пӑхнӑ та ӗҫшӗн ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче татӑлнине асӑрханӑ. Ку вӑл саккунпа пӑхнӑ вӑхӑтран иртни шутланать иккен. Кун пек кӑлтӑка прокурорсем Ярапайкассинчи шкулта та тупса палӑртнӑ. Ӗҫ укҫи вӑхӑтра тӳлеменнишӗн шкулсем процент тӳлеменнине те палӑртать прокуратура. Шкул ертӳҫисем тӗлӗшпе административлӑ ӗҫсем пуҫарнӑ, кӑлтӑка пӗтермелли пирки вӗсен ячӗпе прокуратура хут та шӑрҫаланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Чӑваш Енпе тата Наципе культура аталанӑвӗн «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗпе паллашма Турци Республикинчен журналистсем килсе ҫитнӗ. Йышри виҫӗ ҫынтан пӗри Турцири журналистсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Yilmaz Karaca тата Ibrahim Erdogan (Anadolu spor gazetecileri derneği ертӳҫи), Lütfü Karakas (Edirne Büro Şefi ертӳҫи). Турци журналисчӗсем ҫу уйӑхӗн 26–28-мӗшӗсенче Хусанта иртнӗ иртнӗ турккӑ тӗнчин журналисчӗсен иккӗмӗш сьездне хутшӑннӑ май Чӑваш Енре пулма кӑмӑл тунӑ. «Ирӗклӗх» пӗрлешӗвӗн хастарӗсем хӑнасене Шупашкар хулине кӑтартнӑ. Чӑваш халӑхӗн апат-ҫимӗҫне те астивтернӗ. Ҫавӑншӑн инҫет ҫӗр хӑнисене «Ехрем хуҫа» ресторана илсе кайнӑ. Хӑнасене илсе килнишӗн, турккӑлларан чӑвашла, чӑвашларан турккӑлла куҫаруҫӑ пулса пулӑшнӑшӑн «Ирӗклӗх» Илле Иванова тав тунине пӗлтерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Тӳре-шара хуравӗ Кун пек ҫырнинчен, тӗрӗссипе, ним тӗлӗнмелли те ҫук-ха. Ара, республикӑра икчӗлхелӗх пирки саккун та пур-ҫке. Апла пулин те теприсем чарӑну ячӗсене ҫырнӑ чух те ун пирки манса каяҫҫӗ, те йӗркине пӗлсе ҫитереймеҫҫӗ? Наципе культура аталанӑвӗн «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗн канашӗ Шупашкар хулинчи «Акатуй» магазин, «Вӗренӳ институчӗ», «Республика пульници» тата ытти ҫавӑн йышши чарӑну павильонӗсем ҫинче вырӑсла кӑна ҫырни пирки Шупашкарти тӳре-шара патне ыйтупа тухнӑ. Иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче унтисем хурав панӑ. Ҫырура мӗн ҫырнине кӗскетмесӗрех илсе кӑтартар-ха: «Чӑваш Республикин наципе культура аталанӑвӗн «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗн канашне Муниципаллӑ бюджетлӑ учреждени «Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тата тирпей-илем кӗртекен управленийӗ» Шупашкар администрацийӗ хушнӑ тӑрӑх сирӗн ҫырӑвӑра (18.04.2015ҫ. №1 00/0071) пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн сире ҫапла пӗлтерет. Хальхи вӑхӑтра эпир Шупашкарта пӑхса тӑракан чарӑну вырӑнӗсен ячӗсене вырӑсла тата чӑвашла ҫырса хунӑ. Анчах та хӑш-пӗр чарӑну вырӑнӗсенче суту-илӳ павильонӗ вырнаҫнӑ, вӗсем пирӗн учреждени балансӗ ҫинче тӑмаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Хальлӗхе конкурсра Нина Захарова малта Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталану министерстви профессире чи лайӑххисене палӑртассипе унччен ет конкурс ирттернӗччӗ. Хальхинче ведомство «2015 ҫулхи участокри чи лайӑх врач» номинаципе конкурс йӗркелеме йышӑннӑ. Конкурса хутшӑнас ӗмӗтлисем 15 тухтӑр тупӑннӑ. Конкурс комиссийӗ вӗсен ӗҫӗ пирки хатӗрленӗ отчечӗсене (хут ҫырса ларсан чирлисене хӑҫан сиплеҫҫӗ-ши тесе тӗлӗнӗҫ-ха, тен, теприсем. Ӗлкӗрекенни тем тума та ӗлкӗрет пуль ҫав), ианкетисене хакланӑ хыҫҫӑн 6 ҫынна суйласа илнӗ. Вӗсенчен пӗришӗн сасӑлас тесен маларах каланӑ министерство сайтне кӗмелле. Сасӑлав ҫӗртмен 9-мӗшӗнче вӗҫленет. Ҫӗнтерӳҫӗсене професси уявӗнче, Медицина ӗҫченӗн кунӗнче, вӑл ҫӗртмен 18-мӗшӗнче пулать, чыслӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Выльӑх апачӗ хатӗрлеме вӑхӑт ҫитни пирки Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерстви «Агро-Инноваци» хысна предприятийӗ пӗлтерни тӑрӑх васкатать. Ку хыпара вӑл хӑйӗн официаллӑ сайтӗнче ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнчех вырнаҫтарнӑ. Маларах асӑннӑ хысна предприятийӗ иртнӗ эрнере республикӑри хӑш-пӗр хуҫалӑха ҫитсе унти ял хуҫалӑх предприятийӗсенче выльӑх апачӗ хатӗрлемелли культурӑсем ҫулма хатӗррипе хатӗр маррине пӑхса ҫӳренӗ. Вӗсем «Колос» сӑнавлӑ хуҫалӑхра, «Атлашевский», «Коминтерн», «Новый Путь» кооперативсенче пулнӑ, нумай ҫул ӳсекен курӑка ҫулма вӑхӑт ҫитнине палӑртнӑ. Пӑрҫа йышшисем чечеке ларнӑ, пӗрчӗллисем пучаха ларас патен ҫитнӗ. Апла пулсан вӗсене сенаж хума шӑпах вырӑнлӑ. Кӑштах вӑхӑт иртсен вӗсенчи протеин сахалланса юлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ачасене хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери кун умӗн Чӑваш кӗнеке издательствинче чи пӗчӗккисем валли кӗнекесем тухнӑ. Чӑвашла кун ҫути курнӑ «Савӑк вӑхӑт» кӗнекене Николай Ытарай сӑввисем тӑрӑх хывнӑ юрӑсем кӗне. Кӗвве Илья Степанов композитор хывнӑ. Савӑк юрӑсем кӑмӑла хӑпартаҫҫӗ, вӗсемпе уявсенче те усӑ курма пулать. Тӗрӗссипе, кӗнеке аслисемшӗн те, ачасемшӗн те интереслӗ. Ӑна И.Е.Калентьева ӳкерсе илемлетнӗ. Раиса Воробьеван «Чарусӑр ҫӗрҫисем» кӗнеке вырӑсла та, чӑвашла та кун ҫути курнӑ. Унта вулакансем сӑвӑсенчи сӑнарсемпе, арҫын ачасемпе тата хӗрачасемпе паллашаҫҫӗ. Кӗнекене А.В.Семенова ӳнерҫӗ илемлетнӗ. Ачасем валли хатӗрленӗ икӗ кӗнеке те 1000 экземплярпа тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.07.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Молостовкин Гаврил Александрович, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тимаков Вениамин Петрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |