Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Ӗмӗр сакки сарлака.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Ҫутҫанталӑк

Ака уйӑхӗн 6-13-мӗшӗсенче Улатӑр районӗнчи Атратьри вӑтам шкулта «Кайӑксен эрни» иртет.

Эрнелӗх литературӑпа тата экологипе ҫыхӑннӑ вӑйӑран пуҫланнӑ. Ӑна 2-мӗшпе 3-мӗш классен ертӳҫи С.И.Михеева ирттернӗ. Ачасем Пӗтӗм тӗнчери кайӑксен кунӗ халӑхсен хушшинчи экологи уявӗ пулнине, ӑна ҫулсерен ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче паллӑ тунине пӗлнӗ.

Раҫҫейре ку уяв кайӑксемпе ҫыхӑннӑ чи паллӑ уяв шутланать. Шӑпах ҫак кун 1906 ҫулта кайӑксене сыхлас енӗпе Пӗтӗм тӗнчери конвенцие алӑ пуснӑ.

Светлана Ивановна Михеева ачасене кайӑксен тӗнчи пысӑк, тӗрлӗрен пулнине каласа кӑтартнӑ. Шапӑрлансем кайӑксем пӗчӗккинчен пуҫласа пысӑккисем таранах пулнине пӗлнӗ. Тӗслӗхрен, пингвин.

Эрнелӗх пынӑ май ачасем ӳкерчӗксен, сӑвӑсен, юрӑсен конкурсӗсене хутшӑнӗҫ. Эрнелӗх вӗҫӗнче вӗсем «Сӑрҫи» заповеднике экскурсие ҫитӗҫ, шӑнкӑрч вӗллисем ҫакӗҫ. Чи хастаррисене грамотӑсемпе, пылак парнесемпе чыслӗҫ.

 

Вӗренӳ

Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗ хыҫӗнче кадет шкулӗ тума палӑртаҫҫӗ. Эскиз проектне хатӗрлеме конкурс ирттересси пирки официаллӑ майпа пӗлтернӗ тӑрӑх, проект валли республика хыснинчен 486 пин тенкӗ уйӑрмалла.

Техника заданийӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, шкул виҫӗ хутлӑ икӗ корпусран тӑрӗ: вӗренмеллинчен тата ҫывӑрмаллинчен. Вӑл 3,02 гектар ҫинче вырнаҫӗ. Кадет шкулӗ валли воллейбол тата баскетбол вылямалли лаптӑклӑ стадион, хоккей вылямалли вырӑн тата тӑмалли плац пулмалла.

Кадет шкулӗнче 400 ача таран ӑс пухасса шанаҫҫӗ. Унта 7–11-мӗш классенче вӗренме илӗҫ.

Тума палӑртакан шкула Совет Союзӗн Геройӗн А.В. Кочетовӑн ячӗллӗ кадет шкулне куҫарма палӑртаҫҫӗ-мӗн. Вӑл шкул паян Шупашкарти Константин Иванов урамӗнче, 1932-мӗш ҫулта туса лартнӑ ҫуртра вырнаҫнӑ.

 

Чӑваш чӗлхи

Ака уйӑхӗн 1–30-мӗшӗсенче Чӑваш наци музейӗнче «Янра, чӑваш чӗлхи!» чӑваш чӗлхин уйӑхлӑхӗ иртет. Унпа килӗшӳллӗн музейра интерактивлӑ мероприятисем, ӑсталӑх класӗсем, лекцисем, уявсем иртӗҫ.

Мӗнпур заняти тӳлевлӗ пулнине пӗлтереҫҫӗ. Унта хутшӑнас тесен малтан заявка памалла.

Тӗслӗхрен, «Асанне арчинчен», «Кӗпе уйра ҫитӗнни ҫинчен», «Айтӑр вӑййа тухар-и?», «Юрӑ-кӗвӗ йывӑҫӗ», «Ҫеҫпӗл Мишшин юрату поэми» тата ытти темӑсемпе занятисем иртӗҫ.

Пиҫиххи явас, тӗрлес, чустаран Нарспи хӗре ӑсталас тата ытти енӗпе ӑсталӑх класӗсем йӗркелӗҫ. Шкул ачисем валли «Йӑлтах пӗлес килет!» пӗлӳпе тавракурӑм программи пулӗ.

Ӗлӗкхи чӑвашсен тумӗсем, хальхи тумтир, пуҫа тӑхӑнмалли хатӗрсем, чӑваш календарӗ, чӑвашсен йӑли-йӗрки, чӑвашсен ҫырулӑхӗн историйӗ пирки лекцисем вулӗҫ.

Ҫавӑн пекех Ҫеҫпӗл Мишши музейӗнче, Константин Иванов ячӗллӗ музейра экскурсисем иртӗҫ, куравсем йӗркелӗҫ.

 

Хулара

Шупашкарти парксем ҫӑва тухма хӗрӳ хатӗрленеҫҫӗ. Ара, ҫынсене, ачасене илӗртмелле вӗт, канмашкӑн йыхравламалла.

Шупашкарти А.Г.Николаев ячӗллӗ ача-пӑча паркӗнче кӗҫех юмахри сӑнарсем пурӑнма тытӑнӗҫ. Хула администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, унта тилӗпе йӑвача, Буратино, Шарик йыта пулмалла.

Арт-объектсене хула хыснинчи укҫапа туянӗҫ. Кун валли пӗтӗмпе 75 пин тенкӗ кирлӗ-мӗн. Юмахри сӑнарсене Ростов облаҫӗнчен туянӗҫ.

Кашни сӑнар 1 метр ҫурӑ ҫӳллӗш пулӗ. Юмахри сӑнарсене ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун, хӑтлӗҫ. Ун чухне ҫуллахи сезона та савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ.

 

Афиша

Ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Раҫҫейре ҫулсерен иртекен «Библиокаҫ» акципе килӗшӳллӗн ЧР Наци вулавӑшӗнче Андрей Васильев режиссерӑн «Нарспи» фильмне кӑтартӗҫ.

Юрӑллӑ-кӗвӗллӗ «Нарспи» фильма Константин Ивановӑн поэми тӑрӑх хатӗрленӗ «Нарспи» мюзикла тӗпе хурса ӳкернӗ. Фильм пултарулӑх стилӗпе тата ӳнер енӗпе палӑрать, икӗ сехете тӑсӑлаканскере пӗр сывламасӑр пӑхма пулать.

Профессионал вокала, хореографие, илемлӗ сценӑсене, ятарлӑ эффектсене пула «Нарспи» кино куракансен асӗнче яланлӑхах юлӗ.

Аса илтерер: «Нарспи» фильма пӗлтӗр ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Шупашкарта пӗтӗм тӗнчери фестивальте пӗрремӗш хут кӑтартнӑ. Ӑна куракансем лайӑх йышӑннӑ.

Ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче пурне те ЧР Наци вулавӑшӗнче 19 сехетре 119-мӗш пӳлӗмре кӗтеҫҫӗ.

 

Персона Александр Зотов прокурор
Александр Зотов прокурор

Чӑваш Енӗн прокуратура тытӑмӗнче прокурорсене вырӑнпа ылмаштарнӑ. Ку вӑл йӑлана кӗнӗ процедура пулнӑран тем тӗлӗнмеллиех ҫук. Аса илтеретпӗр, прокурора ҫӗршывӑн генпрокурорӗн хушӑвӗпе ҫирӗплетеҫҫӗ.

Куславкка районӗн прокурорӗнче тӑрӑшнӑ Петр Филиппова Чӑваш Енри юсанмалли учрежденисенче саккуна пӑхӑнса тӑнине тӗрӗслекен прокурор пулма шаннӑ. Унччен ҫав должноҫре тӑрӑшнӑ Александр Зотова Куславкка район прокурорне лартнӑ.

Петр Филиппов 1962 ҫулта Патӑрьел районӗнчи Еншик ялӗнче ҫуралнӑ. Прокуратура тытӑмӗнче 1992 ҫултанпа ӗҫлет. Ҫав ҫулсенче вӑл Ҫӗрпӳ район прокурорӗн пулӑшуҫинче, тӗпчевҫӗре тӑрӑшнӑ. 2001 ҫулта ӑна Куславкка район прокуорорне лартнӑ.

Александр Зотов 1970 ҫулта Йӗпреҫре ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетне вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн 1996 ҫулта прокуратура тытӑмӗнче тӑрӑшма тытӑннӑ. Аслӑ тӗпчевҫӗ те, ШӖМ органӗсенчи преступленисене тӗпченине тӗрӗслекен пайра аслӑ прокурорта та, прокуратура органӗсенче преступленисене тӗпчекен пайра та ӗҫленӗ.

Малалла...

 

Пӑтӑрмахсем

Пӑтӑрмахла ку ӗҫ Канаш районӗнчи пӗр ялта пулса иртнӗ. Унти ҫыхӑну уйрӑмне ертсе пыракан 24 ҫулти хӗрарӑм почта уйрӑмӗнче укҫа тухманнине пенси укҫипе саплаштарнӑ. Хӑйӗнпе мар. Ҫамрӑкскерӗн хӑйӗн тухман-ха ун пекки. Пӗр ялта пурӑнакан ватӑн шучӗпе.

«Хӗрхеннипе саплаштарас тенӗ-ши вара лешӗ е тӑванӗ пулман-ши?» — тесе шухӑшлас килӗ те вулаканӑн. Ҫук ҫав. Никам та мар. Ют ҫын кӑна.

Тӗрӗссипе, хайхи ватӑ хӑй пенсине почта уйрӑмӗн пуҫлӑхне тыттарман. Лешӗ хут ҫинче пенси тӳленӗ пек кӑтартнӑ та укҫине паман. 9624 тенке вӑл почтӑра укҫа тухманнине саплаштарма янӑ. Ҫавӑн пек правурланнӑшӑн халӗ хӗрарӑм тыткаларӑшне судра пӑхса тухӗҫ. Ӗҫне пуҫиле майпах пуҫарнӑ. Халӗ ӑна вырӑнти прокуратура суда ҫитернӗ.

 

Ял хуҫалӑхӗ

Кӑҫал республикӑри ял хуҫалӑх предприятийӗсем нумай ҫул ӳсекен курӑксене тата кӗрхисене апатлантарма ытти ҫулхинчен иртерех тухнӑ. Анчах акана яланхиллех, ака уйӑхӗн ҫуррисенче кӑна, тытӑнӗҫ.

Хирти ҫак ӗҫе пуҫӑнма хресчен ҫумӑр пуласса кӗтет. Енчен ҫумӑр ҫуса юра ирӗлтерсе пӗтерсен, тен, иртерех те пуҫӑнайӗҫ. Ҫакӑн пирки республикӑн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов ӗнерхи пресс-конференцире пӗлтернӗ.

Пӗтӗмпе кӑҫал 565 пин ҫектар ҫинче акма палӑртнӑ. Ку вӑл сахалтан та. Ытларах аксан та пӑсмасть, ӗнентернӗ министр. Ҫӗрулми лаптӑкне те кӑҫал ӳстересшӗн. 3 пин гектар нумайрах лартма палӑртаҫҫӗ. Кун валли ял хуҫалӑхӗнче техника та, вӑрлӑх та, удобрени те пур-мӗн. Халӗ: «Ҫанталӑкӗ ӗҫлеме май патӑр», — тесси кӑна юлать ӗнтӗ.

 

Хулара

Шупашкарта Петров урамӗнче пурӑнакансем каллех сисчӗвленнӗ. Уйрӑмах — 13-мӗш ҫуртра пурӑнакансем. Ара, ҫуртран кирпӗчсем тӑкӑнма тытӑнсан сехре ан хӑптӑр-и?

Ҫуртра пурӑнакансем управляющи компанине кун пирки пӗлтернӗ, лешсем стена ҫинчи шӑтӑка цементпа хупланӑ.

Ҫав 13-мӗш ҫуртра пурӑнакан Ирина Кузьмина ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ҫӗрле шаплатнӑ сасӑпа вӑранса кайнӑ. Вӑл тӳрех Петров урамӗнчи 9-мӗш ҫурт пирки аса илнӗ: ку та ишӗлме тытӑнмасть-ши? Ҫуртӑн умӗ кӑштах йӑтӑннӑ-мӗн.

Ҫынсем ирхине урамра темиҫе кирпӗч выртнине асӑрханӑ. Ҫурт тӑрри айӗнче вара — шӑтӑк. Телее, никам та суранланман.

«Теплый дом» управляющи команийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ятарлӑ комисси вырӑна ҫийӗнчех ҫитнӗ, шӑтӑка хупланӑ. Вячеслав Михайлов специалист каланӑ тӑрӑх, такам стена ҫинчи ултӑ кирпӗче ятарласа сиенлетнӗ. Управляющи команийӗ кун пирки полицие пӗлтернӗ. Вӗсен шухӑшӗпе, ахӑртнех, такам ҫапла майпа ҫӗнӗ ҫуртра хваттере тивӗҫесшӗн.

Ҫурт ҫынсемшӗн нимӗнле хӑрушлӑх та кӑларса тӑратмасть иккен.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/publicnews/view/1028
 

Культура

Ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗн хаҫачӗ «Пирӗн пурнӑҫ» 85 ҫул тултарнӑ.

1930-мӗш ҫулсенче вӑл «Коллективист» ятпа Етӗрнере тухса тӑнӑ. Ун хыҫҫӑн хаҫат ячӗ пӗрре мар улшӑннӑ: «Красночетаевец», «Путь Победы». «Пирӗн пурнӑҫ» ятпа 1991 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен тухма пуҫланӑ.

Паян район хаҫачӗ — обществӑпа политика хаҫачӗ, чӑвашла эрнере икӗ хут тухса тӑрать. Хӑш чухне вырӑсла статьясем те курӑнкалаҫҫӗ. Алина Оринова 2004 ҫултанпа редактор пуканне йышӑнать.

Каларӑм чылай наградӑна тивӗҫнӗ. 2014 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче хаҫатра ӗҫлекен Альбина Замуткина корреспондентӑн «Ҫемье телейӗ — ачасенче» проекчӗ ҫӗнтернӗ.

Район хаҫачӗ Совет тапхӑрӗнче «Искра» колхозра нумай тиражлӑ «Хӗлхем» хаҫат кӑларса тӑнӑ Иван Вазяковпа ҫыхӑну тытать. Вӑл Мишеркассинчи вӑтам шкулта таврапӗлӳ музейне йӗркелесе тытса пырать.

 

Страницӑсем: 1 ... 3038, 3039, 3040, 3041, 3042, 3043, 3044, 3045, 3046, 3047, [3048], 3049, 3050, 3051, 3052, 3053, 3054, 3055, 3056, 3057, 3058, ... 3877
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайăшĕн кăмăлĕ тăрук улшăнса тăрĕ. Прагматизм çиеле тухĕ. Ку эрнере харпăр пурнăçа йĕркене кĕртме, хăш-пĕр ĕçлĕ хутшăнăва романтикăна çавăрма май пулĕ.

Ака, 22

1870
155
Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ.
1981
44
Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...