 Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
      Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.  
     Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
      Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ... 
     Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
      Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха... 
     
 10 ҫул каялла Чӑваш халӑх сайчӗ йӗркеленнӗ. Вӑл кун Чӑваш халӑх канашлӑвӗнче пӗрремӗш тема уҫӑлнӑ. Унтанпа хӑйӗн Чӑваш халӑх сайчӗ кун-ҫулне пуҫланӑ тесе шутланать те.
10 ҫул хушшинче эпир сахал мар ӗҫ турӑмӑр теме пулать. Чӑваш халӑх сайчӗн уҫлӑхӗнче вуншар сайт йӗркеленнӗ — Чӑваш халӑх канашлӑвӗ, Электронлӑ вулавӑш, Электронлӑ сӑмахсарсен пуххи, Орфографи тӗрӗслемелли хатӗрӗн сайчӗ, Чӑвашла терминсем ӑсталамалли сайт, «Чӑваш тӗнчи» сӑнсен галереи, чӑвашла сайтсем каталогӗ (хальлӗхе вырӑсла кӑна-ха), «СУМ» электронлӑ лавкка, Халӑх пултарулӑхӗн сайчӗ (yumah.ru), «Тупмалли юмахсем» вӑйӑ-сайт, чӑвашсен кун-ҫулне уҫса паракан «Повествование о чувашах» сайт тата ыттисем. Хӑшӗ-пӗри (сӑмахран, чӑвашла юрӑ-кӗвӗ пуххи) паянхи кунччен пурӑнса ҫитереймерӗ пулин те хӑй вӑхӑтӗнче йӗр хӑварчех.
Паян вара, Чӑваш халӑх сайчӗ 10 ҫул тултарнӑ тӗле эпир сире валли ҫӗнӗ сайт йӗркелесе патӑмӑр — Ваттисен сӑмахӗсем ятлине. Вӑл as.chv.su адреспа вырнаҫнӑ. Унта эсир чӑваш халӑхӑн ӗмӗр-ӗмӗр тӑршшӗпе пухӑннӑ ӑс-хакӑлӗпе паллашма пултаратӑр. Сайта эпир Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ хатӗрлесе кӑларнӑ «Ваттисен сӑмахӗсем» кӗнекене тӗпе хурса йӗркелерӗмӗр. Пурӗ 14021 ваттисен сӑмахӗ унта вырнаҫрӗ. Ҫак пухха малашне те анлӑлатма шутлатпӑр — вӑл кӗнекене кӗменнисем те ҫук мар пуль тетпӗр. Сӑмах май, сайтра кирлӗ ваттисен сӑмахне шыраса тупма ҫӑмӑл — ятарлӑ шырав пур, тата унсӑр пуҫне вӗсене пайсем тӑрӑх вырнаҫтарнӑ.
Каласа хӑварар, ваттисен сӑмахӗсем шухӑша кӗскен те ҫивӗччен, ытарлӑн палӑртаҫҫӗ. Вӗсенче халӑхӑн кун-ҫулӗ, ӑс-хакӑлӗ, шухӑшлавӗ, тӗнчекурӑмӗ ӳкерӗннӗ.
