Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.6 °C
Шӗшкӗ авмасӑр мӑйӑр татаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Данилов Анатолий Васильевич

Данилов Анатолий Васильевич — чӑваш ӳнерҫи. 1954 ҫулхи юпан 7-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Туканашра ҫуралнӑ.

1990 ҫултанпа СССР ӲП пайташӗ. Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ (2000). 1997 ҫултанпа педагогика ӑслӑхӗсен кандидачӗ.

Пурнӑҫӗ

1980 ҫулта Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнчи ӳнерпе графика факультетӗнчен, 1989 ҫулта Мускав патшалӑх педагогика институчӗн аспирантуринчен вӗренсе тухнӑ.

Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче малтан преподаватель, кайран аслӑ преподаватель пулса ӗҫленӗ. 1999 ҫултанпа — университетӑн доценчӗ.

Пултарулӑхӗ

«Кун иртрӗ, ҫу вӗҫленчӗ» — Анатолий Данилов чи паллӑ ӗҫӗсенчен пӗри шутланать.

Тӗп ӗҫӗсем

  • «Ҫу. Ҫурла уйӑхӗ» (Лето. Август, 1985);
  • «Кун иртрӗ, ҫу вӗҫленчӗ» (Конец дня, конец лета, 1986);
  • «Вӗҫленмен вӑрҫӑ» (Незаконченная война, 1995);
  • «Петӗр Ялкир сӑвӑҫ» (Поэт Пётр Ялгир, 1997);
  • «Анне» (Мама, 1998);
  • «Шупашкар. Кивӗ хулари хӗл» (Чебоксары. Зима в старом городе, 1998);
  • Элӗк ен гербӗ, ялавӗ.
  • тата ыттисем.

Каҫӑсем


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2011-10-07 15:27:48 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5077 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем