Раҫҫейре
Ҫӗнӗ Мускаври Руднево ялӗнче вырнаҫнӑ «Снежана» аш-какай комбинатӗнче ӗнер, кӑрлачӑн 15-мӗшӗнче, инкек сиксе тухнӑ. Газ баллонӗ сирпӗннипе унта вут-ҫулӑм алхасма тытӑннӑ, 11 ҫын аманнӑ, вӗсенчен иккӗшне пульницӑна хунӑ. Ҫӗршывӑн Инкеклӗ ӗҫсен министерстви вертолет явӑҫтарни пирки пӗлтернӗ. — Ҫулӑм 2500 тӑваткал метр калӑпӑш ҫинче алхасма тытӑннӑ, — пӗлтернӗ федераци шайӗнчи информаци агентствисем. — 1200 тӑваткал метр калӑпӑш лаптӑкра стена ишӗлсе аннӑ. Аш-какай комбинатӗнчен 30-а яхӑн ҫынна илсе тухнӑ. Унта Чӑваш Енре ҫуралнӑ виҫӗ ҫын ӗҫленӗ иккен. Предприятире хуралҫӑра пилӗк ҫула яхӑн ӗҫлекен Ҫӗнӗ Шупашкар хӗрарӑмӗ Ирина каланӑ тӑрӑх, инкек пулнӑ вӑхӑтра вӑл черетлӗ смена хыҫҫӑн ҫывӑрнӑ (унта ӗҫлекенсем комбинат территорийӗнчех, ятарласа уйӑрнӑ пӳлӗмсенче пурӑнаҫҫӗ иккен). Хытӑ сасӑ илтсе вӑраннӑ хыҫҫӑн чӳрече патне чупса пынӑ. Цехран тӗтӗм тухнине асӑрханӑ, ҫӑлавҫӑсем ҫынсене кӑларнине курнӑ. Хайхи хӗрарӑм Чӑваш Ен ҫыннисем суранланманнине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
Паян Чӑваш патшалӑх художество музейӗнче халӑх промыслисене аталантарассипе «ҫавра сӗтел» иртнӗ. Унта Михаил Игнатьев Элтеперсӗр пуҫне экономика аталанӑвӗн министрӗ Владимир Аврелькин, культура министрӗ Вадим Ефимов, Суту-илӳпе промышленноҫ палатин президенчӗ Игорь Кустарин, Чӑваш наци конгресӗн ертӳҫи Николай Угаслов тата ыттисем хутшӑннӑ. Михаил Васильевич чӑваш тӗррине халӑх культурин иксӗлми пуянлӑхӗ тесе хакланӑ. Ӑстасене хӑйсен ӗҫне аталантарма влаҫ органӗсем малашне те пулӑшса пырасси пирки палӑртса хӑварнӑ. Ҫакӑн пирки калаҫнӑ май Михаил Васильевич чӑваш тӗррин музей-центрне уҫас шухӑшлине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Ҫак кунсенче Чӑваш кӗнеке издательствинче «Манӑн ҫӑлтӑр тӳпере» кӗнеке-альбом кун ҫути курнӑ. Унӑн авторӗ — Петӗр Хусанкай. «Анчах ку чаплӑ поэтӑмӑр хӑй мар, кӗнекене унӑн мӑнукӗ пухса хатӗрленӗ. Вӑл та аслашшӗн ячӗпех ҫӳрет», — тесе пӗлтерет Надежда Смирнова журналист. Ҫамрӑк Петӗр Хусанкай аслашшӗне нихӑҫан та курман, вӑл вилнӗ хыҫҫӑн ҫичӗ ҫултан кӑна ҫуралнӑ. Ҫапах та ӑна мӗн пӗчӗкрен пӗлсе тӑнӑ. Унӑн сӑввисене вӑл асламӑшӗпе ашшӗ каласа кӑтартнӑ тӑрӑх туйса тӑнӑ-мӗн. «Автор шухӑшӗпе кӗнекен тӗп тӗллевӗ — Хусанкайӑн поэтла сӑнарне тата куҫпа куракан сӑнарне (сӑнӳкерчӗксенче, живопиҫ тата графика портречӗсенче) пӗр «тӗвве» пӗтӗмӗшле илесси. Тепӗр самант — ӑна ахаль ҫын пек, ҫемье пурнӑҫӗнче кӑтартса парас тени», — тесе пӗлтерет Н. Смирнова. Халӑх поэтне хӑйӗнпе пӗр шухӑшлисен, тусӗсемпе юлташӗсен, вӗренекенӗсен — Митта Ваҫлейӗ, Петр Чичканов, Геннадий Волков, Геннадий Айхи... — хушшинче кӑтартнӑ. Аслашшӗ ҫинчен Петӗр Хусанкай 2006 ҫултах ҫырма пуҫланӑ, кӗнекен пӗрремӗш вариантне Чӑваш наци музейӗ Чӑваш Республикин Ҫамрӑксен патшалӑх премине те илме тӑратнӑ пулнӑ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Зоокӗтесри пӑлан Шупашкарти А. Николаев космонавт ячӗллӗ ача-пӑча паркӗнчи «Ковчег» зоокӗтес пӑлан аҫипе амине илсе килнӗ. Дмитрий Моисеев хаҫатҫӑ пӗлтернӗ тӑрӑх, зоокӗтес ертӳҫинчен Георгий Богославскирен ывӑлӗ Хӗл Мучи мӗнле транспортпа ҫӳрени пирки ыйтнӑ-мӗн. Вӑл ачасене Ҫӗнӗ ҫулхи тӗп сӑнар пӑланпа ҫӳренине кӑтартма тӗв тунӑ имӗш. Икӗ ҫулти чӗрчунсем ҫут тӗнчене Уралта килнӗ, кӑштахран вӗсене Тутарстанри харпӑр хуҫалӑх тытса тӑракан туяннӑ. Халӗ вара вӗсем — Шупашкарта. Зоокӗтесре ытти чӗрчун та пур: тилӗ, енот, кроликсем, качакасем... Пурӗ — 30 ытла чӗрчун. Пӑлансем зоокӗтесре — чи пысӑккисем. Тата — чи хаклисем. Вӗсене Хӗрлӗ кӗнекене кӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Етӗрне районӗнчи Палтай шкулӗнче фотопӗрлешӳсен ертӳҫисен тата сӑнӳкерӳпе кӑсӑкланакан ҫамрӑксен республика семинарӗ иртнӗ. «Ҫак шкултан вӗренсе тухнӑ, ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Илья Степанович Клочков ку хутӗнче ӑна хӑйӗн тӑван шкулӗнче ирттерес тенӗ», — тесе пӗлтерет «Хыпар» хаҫат. Мероприятие кӗҫӗн классен вӗрентекенӗ, республикӑри учительсен хушшинче иртекен «Ырӑлӑх педагогики» фотоконкурса ҫулсерен хутшӑнакан Майя Шуверова ертсе пынӑ. Анатолий Абрамов фотоӑста ҫак ӗҫӗн хӑш-пӗр вӑрттӑнлӑхне уҫса панӑ. Ракурс, фотожанр тата ытти пирки тӗплӗн ӑнлантарнӑ. — Сӑнӳкерчӗк вӑл — пурнӑҫа йӗрлесе пыраканӗ. Ача ҫут тӗнчене килсе мӑшӑрланнӑ тапхӑр таран, унтан малалла та тата ытти пӗлтерӗшлӗ самантсене сӑн ӳкерсе сыхласа хӑварма пулать, — тенӗ вӑл сӑмахне вӗҫленӗ май. Муркаш районӗнчи Ильинка шкулӗнче вӗрентекен Игорь Каргин фотоаппарат туяннӑ чухне мӗне тӗпе хумаллине асӑрхаттарнӑ. Красноармейски шкулӗнчи технологи предметне вӗрентекен Иван Матвеев пейзаж ӳкернӗ чухне уйрӑмах мӗне пӑхӑнмалли пирки чарӑнса тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Шӑматкун, кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче, коммунистсем митинга тухасшӑн. Кун пирки Чӑваш Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Дмитрий Евсеев хӑйӗн блогӗнче ӗнер ҫырнӑ. Митинг Чапаев скверӗнче 11 сехетре пуҫланмалла-мӗн. «Ҫӗнӗ ҫул умӗн пирӗн пата шкул ҫулне ҫитменнисен ашшӗ-амӑшӗ тухрӗ. Вӗсем Ҫӗнӗ Шупашкарти ашшӗ-амӑшӗ хӑй вӑхӑтӗнче митинга пуҫтарӑннӑ евӗр пухӑнасшӑн, — тенӗ вӑл унта. — Каникул вӑхӑтӗнче хирӗҫлев акцине ирттернин усси ҫук — халӑха пуҫтарма май килместчӗ-тӗр. Митинга уйӑх вӗҫӗнче ирттерме шутланӑччӗ. Анчах малтан палӑртнине пурнӑҫ тӳрлетӳ кӗртсе пырать. Коммуналлӑ тӳлевпе тата апат-ҫимӗҫ хакланнипе кӑмӑлсӑр хула ҫыннисем час-часах шӑнкӑравлаҫҫӗ. Тӗплӗ юсавшӑн квитанцисем уяв умӗн пама тытӑнни ӑнланманлӑх уйрӑмах ҫуратать». Тӗплӗ юсав пирки каласан, квитанцисенче тӳлев вӑхӑтне кӑрлачӑн 10-мӗшӗччен тесе кӑтартнӑ-мӗн. Уяв кунӗсене пӑхмасӑрах ҫынсем тӳлеме ӑнтӑлнӑ пулать. Анчах комисси виҫине хӑш-пӗр банк тӳлевӗн 20-25 проценчӗ таран ҫитернӗ имӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Яланах мар та, анчах ыранпа шӑматкун ҫул-йӗр инспекторӗсем «Ҫуран ҫӳрекен. Ҫуран ҫӳрекенсем каҫмалли вырӑнсем» профилактика мероприятийӗ иртнӗ май ҫул-йӗр инспекторӗсем машинӑсӑррисен хӳттине кӗрессе шанма пулать. Республикипех иртекен акци вӑхӑтӗнче пакунлисем ҫынсем уйрӑмах йышлӑ каҫакан вырӑнсенче пӑхса тӑма шантараҫҫӗ. Ятарлӑ акци ирттерни ытахальтен мар. Ҫуран ҫӳрекенсем ҫине пӗлтӗр машинӑсем 606 хутчен пырса кӗнӗ. Инкекре 74 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ, 559-ӑн суранланнӑ. Ҫул-йӗр правилине ҫуран ҫӳрекенсем хӑйсем те пӑхӑнманни пулкалать. Вӗсене пула 280 инкек сиксе тухнӑ. Сарӑмсӑрлӑха пула 48 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ, 237-ӗн суранланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
Ҫак шӑматкун, кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче, Шупашкарта апат-ҫимӗҫе йӳнӗрехпе сутасси пирки «Советская Чувашия» хаҫат ӗнентерет. Хак еплерех пулассине каламан та, анчах унта ҫырни тӑрӑх хакласан ҫӗрулми, кишӗр, сухан, хӗрлӗ кӑшман, пулӑ, сӗт, ҫӑмарта, кӗрпе, сахӑр песукӗ, пыл ҫав кун ытти ҫӗртинчен йӳнӗрех тӑмалла-мӗн. Асӑннӑ апат-ҫимӗҫе виҫмине курттӑм сутнӑ хакпа ваккӑн туянма май килӗ. Апат-ҫимӗҫ сутакан вырӑнсем тесе Шупашкарти паллӑ пасарсенчен виҫҫӗшне асӑннӑ: Николаев урамӗнчи 14а ҫуртри «Николаевски», Мускав проспектӗнчи 40а ҫуртри «Ҫурҫӗр» суту-илӳ комплексӗсем, Стрелоксен 324-мӗш дивизийӗ урамри 22-мӗш ҫуртри «Парне» тулли мар яваплӑ общество. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шӗнерпуҫӗнчи тӗп шкулта... ветеринари пункчӗ уҫнӑ. Ҫакна унӑн дирекцийӗ республикӑн Патшалӑх ветеринари службин Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи чӗрчунсен чирӗсемпе кӗрешекен станцийӗпе килӗшӳ туса уҫнӑ. Ветеринари пӳлӗмне шкулӑн иккӗмӗш хутӗнче уҫнӑ. Ял ҫыннисемшӗн тата вӑл тӑрӑхри ҫынсемшӗн ялта выльӑх-чӗрлӗх эмелӗ туянма май пурри аван-ха ӗнтӗ. Шкула та ветеринарсене тара панине пула кӑштах укҫа кӗрет. Анчах ҫав утӑм вӗренӳ ҫинчен калакан саккунпа тата санитарпипе эпидемиологи йӗркипе килӗшсе тӑмасть. Вӗренӳ учрежденийӗсенче вӗрентме кӑна юрать. Кӑлтӑка асӑрханӑ прокуратура ӗҫченӗсем шкулти ветпункта хупма ыйтса суда тавӑҫпа тухнӑ та суд хирӗҫ пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Елчӗк ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне хирӗҫле пуҫиле тата тепӗр ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫулла ун тӗлӗшпе суд ларӑвӗ пулса иртнӗччӗ. Ун чух ӑна ҫынсене ишӗлекен ҫуртран куҫарнӑ чух хӑйӗн ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑшӑн айӑпланӑччӗ. Лару-тӑрӑвӗ ҫапларах пулса тухнӑччӗ ун чух. Ҫынсене ишӗлекен ҫуртран куҫарнӑ чух, 2008 ҫулта, вӗсене пуҫлӑх хваттер хакне хӑйсене тӳлеттермелле тунӑ. Тӗрӗссипе, уншӑн ял тӑрӑхӗн тӑкакланмалла пулнӑ. ҫапла «правурланнӑшӑн» суд 100 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Муниципалитет харпӑрӑлӑхӗнчи кивӗ хваттерсене юсанӑшӑн ҫынсене хӑйсене тӳлеттерес йӑла Елчӗк ялӗнче унчченех пуҫланнӑ-мӗн. Юсама укҫа кӑларса хумасан хваттерсене приватизацилеме ирӗк памассипе хӑратнӑ имӗш. Унчченхи пуҫлӑх тӗлӗшпе ӗҫ пӗлтӗр суда ҫитнӗччӗ, анчах пуҫлӑх пулнӑ ҫын вилнӗ май пуҫиле ӗҫе чарса лартнӑ. Ял тӑрӑхне ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма тытӑнсан та унчченхи йӑлана пӑрахӑҫламан. Халӗ ҫавна май паянхи пуҫлӑх тӗлӗшпе суда ӗҫ ҫитернӗ. Хальхи пуҫлӑхӑн айӑпне ҫирӗплетсен ӑна 7 ҫул таран ирӗкрен хӑтарма саккун ирӗк парать-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Петров Антон Петрович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Краснов Николай Семенович, чӑваш архитекторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Романов Вилорик Федорович, чӑваш историкӗ, композиторӗ, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Энтип Ваççи, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Афанасьев Валерий Семёнович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юрьев Элли Михайлович, чӑваш халӑх художникӗ вӑхӑтсӑр ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чумакова Тамара Ивановна, паллӑ чӑваш юрӑҫи вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |