Республикӑна кисретнӗ хӑрушӑ ӗҫ тӗлӗшпе пӑнчӑ лартнӑ. Ку 2015 ҫулта Канашра пулнӑ.
Ҫурла уйӑхӗнче ниҫта та ӗҫлемен 21 ҫулти каччӑ 21-ри хӗрарӑм патне хӑнана килнӗ. Ирхине 5 сехетре вӑл, ӳсӗрскер, кил хуҫи хӗрарӑмне тӑм савӑтпа пуҫӗнчен ҫапма пуҫланӑ. Унтан ҫӗҫӗ тытнӑ.
11 уйӑхри хӗрне те пуҫӗнчен савӑтпа ҫапнӑ вӑл. Пӗчӗкскере диван ҫинчен урайне тӑсса антарнӑ та пӗтӗм вӑйран пуснӑ. Амӑшӗпе хӗрӗ ҫавӑнтах вилнӗ.
Хӑна вара пӳлӗмрен 14 пин тенкӗлӗх япала йӑтса кайнӑ. Вилесене икӗ кунран тупнӑ. Каччӑ унччен судпа 5 хут айӑпланнӑ. Халӗ ӑна ҫирӗп режимлӑ колоние 24 ҫуллӑха ӑсатнӑ.