Республикӑри шӑтӑк-путӑк ҫулсене юсас ӗҫ малалла пырать. Пордряд организацисене ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев хушу панӑ.
Ҫул ҫинчи шӑтӑксене «сивӗ асфальтпа» юсаҫҫӗ. Урамра сивӗ пулсан та ку вӗсене чӑрмантармасть. Шӑтӑк-путӑка пула авари чылай пулать, ҫавӑнпа ӗҫе кая хӑвармалла мар.
«Сивӗ асфальт» лайӑх енчен палӑрнӑ. Уйрӑмах — сивӗ ҫанталӑкра. Ара, халь урӑхла майпа ӗҫлеме пулмасть.
Халӗ республикӑри ҫулсем ҫинче 17 бригада, 40 единица техника ӗҫлет. Кунашкал асфальта хумашкӑн вӑхӑт нумай кирлӗ мар. Кунне 300 тӑваткал метр юсама ӗлкӗреҫҫӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 4 пин ытла тӑваткал метр ҫӗнетнӗ.