Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Уйӑх ҫути — ҫул ҫути, хӗвел ҫути — кун ҫути.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Вӗренӳ

ЧР Прокуратури республикӑри шкулсенче ачасене мӗнле апатлантарнине тӗрӗсленӗ. Йӗркене пӑснине сахал мар тупса палӑртнӑ-мӗн.

Республикӑри хуласемпе районсенчи шкул апатланӑшӗсенче порцие пӗчӗклетни ҫиеле тухнӑ. Вӑтамран ку кӑтарту 25 процентпа танлашнӑ. Хӑш-пӗр шкулта вара ку 30% (Йӗпреҫ районӗ), 50% (Шупашкарти Мускав районӗ) танлашнӑ. Улатӑр районӗнчи хӑш-пӗр шкулта икӗ хут ҫитерме те пӑрахнӑ. Ачасем унта ирхине апатланмаҫҫӗ.

Тата хӑш-пӗр ҫимӗҫе йӳнӗреххисене туянни ҫиеле тухнӑ. Улатӑр, Патӑрьел, Етӗрне, Хӗрлӗ Чутай районӗсенче рационран сӗте, тӑпӑрча, ҫӑмартана, улма-ҫырлана, сӗткене, пулӑпа какай таврашне пачах кӑларнӑ-мӗн.

Шкулсем таварпа тивӗҫтерекен организацисемпе килӗшӳ тунӑ ҫӗрте йӗркене пӑсни те тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Ку — Вӑрнар тата Ҫӗрпӳ районӗсенче.

Канаш, Комсомольски, Красноармейски районӗсенче апатлану хакне ашшӗ-амӑшне систермесӗр хӑпартнӑ иккен. Улатӑрта аслисене каламасӑрах картточкӑсемпе тӳлеттерме пуҫланӑ.

ЧР Прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗрӗслевре йӗркене пӑснӑ 150 ытла тӗслӗхе тупса палӑртнӑ.

Малалла...

 

Сывлӑх

Малашне Ҫӗнӗ Шупашкар ачисем вӗренӳрен уйрӑлмасӑр специалистсем патӗнче тӗрӗсленме пултараҫҫӗ. Унта ачасене диспансеризаци витӗр кӑлармалли мобильлӗ комплекс пур.

Нумай функциллӗ автобуса ҫак кунсенче 1-мӗш шкулта хӑтланӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти медицина центрӗн тӗп тухтӑрӗ Алексей Кизилов пӗлтернӗ тӑрӑх, мобильлӗ комплексӑн ӗҫлемелли енӗсем анлӑланнӑ. Ҫапла майпа ачасем поликлиникӑна каймасӑрах медтӗрӗслев витӗр тухма пултараҫҫӗ.

Халӗ медицина специалисчӗсен бригади кирек мӗнле шкула, ача пахчине килме, диспансеризаци ирттерме пултараҫҫӗ. Ҫав автобусра анализсем пама, электрокардиограмма тума, чӗрене тӗрӗслеме пулать. Ҫавӑн пекех стоматолог тӗрӗслет.

Тухтӑрсен бригадин йышне невролог, отоларинголог, окулист, хирург, ортопед, гинеколог, уролог тата психиатр кӗрет. Автобусра тухтӑрсем пӗр сехетре 50-60 ҫынна тӗрӗслеме пултараҫҫӗ.

 

Тӗн

Кӑҫал Мӑнкуна анлӑ уявлама палӑртаҫҫӗ. Мӑнастирсемпе храмсенче кӑна мар, ун тулашӗнче те. Ҫапла уява Шупашкар ҫыннисем те, хӑнасем те хутшӑнма пултараҫҫӗ.

Шупашкарта Мӑнкун фестивалӗ пӗрремӗш хут иртӗ. Ун чухне 50 ытла мероприяти пулмалла. Фестиваль Мӑнкунра, акан 12-мӗшӗнче, пуҫланӗ те акан 19-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Ҫав тапхӑрта урамра, паркра, музейра, культура учрежденийӗсенче мероприятисем иртӗҫ.

Хулан тӗп урамӗсенче вара 2 метр ҫӳллӗш Мӑнкун ҫӑмартисем вырнаҫтарӗҫ. Христос ҫуралнӑ храм тӗлӗнче кашниех арт-объектсене сӑрлассине хутшӑнма пултарать.

Фестиваль Республика тӳремӗнче уҫӑлӗ. Унта чиркӳ хорӗсем юрламалла, ачасем валли ятарлӑ программа иртмелле. Хулари мӗнпар ӳнер шкулӗсенче куравсем, ӑсталӑх класӗсем иртӗҫ. Вулавӑшсенче Мӑнкун ҫӑмартине хатӗрлес енӗпе конкурссем иртӗҫ.

 

Республикӑра

Пысӑк пӗлтерӗшлӗ япаласем пирки — кӑсӑклӑ та ансат чӗлхепе пӗлтермелле. Ҫапла шухӑшланӑ май Чӑваш Енӗн Ҫурт тӑвӑм министерствин «Энергосбережени центрӗ» автономи учрежденийӗ «Элик и его друзья» кӗнеке кун ҫути кӑтартнӑ. Унта энергие перекетлеме вӗрентеҫҫӗ. Унта шыва, газа, ҫутта перекетлемелли пирки ӑнлантарнипе пӗрлех сахал тӑкаклас тесен мӗн тумалли ҫинчен каласа кӑтартнӑ.

Кӗҫӗн классенче вӗренекенсем валли кӑларнӑ кӗнекене вулама ансат тесе пӗлтерет республикӑн Стройминӗ. Пӗчӗккисене илӗртмелле пултӑр тесе кӑларӑма ӳкерчӗксемпе пуянлатнӑ. Вӗсен авторӗсем — ачасем хӑйсемех. Ӳкерчӗксене «Эпӗ перекетлеме пулӑшатӑп» республикӑри конкурсра ярса панисене суйласа илнӗ.

Энергие епле перекетлемеллине кӗнекери тӗп сӑнарсем — Эликпа унӑн тусӗсем — ӑнлантараҫҫӗ.

 

Республикӑра

Чӑваш Енӗн правительствин ӗнерхи планеркинче управляющи компанисене лицензилесси епле пынине тишкернӗ.

Лицензиленӗ хыҫҫӑн Чӑваш Енӗн рынокӗнчен управляющи компанисен 20 проценчӗ каймалла иккен. Вӗсенчен 10 проценчӗ халех ку процедурӑна хутшӑнас маррине пӗлтернӗ.

Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енри 5251 нумай хваттерлӗ ҫурта 165 управляющи компани тытса тӑрать, вӗсенчен пысӑк пайӗ, 86-шӗ, — Шупашкарта, 17-шӗ — Ҫӗнӗ Шупашкарта. Лицензи илес шухӑшпа республикӑн Патшалӑхӑн ҫурт-йӗр инспекцине 147 организаци заявленипе тухнӑ. Асӑннӑ инспекци пуҫлӑхӗ Сергей Димитриев ӗнентернӗ тӑрӑх, хупӑнма кӑмӑл тунисенчен ытларахӑшӗ — сахал ҫурта тытса тӑракансем. Вӗсем лицензи илсен тата вӑйлӑрах тӗрӗслесе тӑрасран шикленеҫҫӗ имӗш. Унсӑр пуҫне Димитриев управляющи компанисенчен 15–20 проценчӗ тухӑҫсӑр ӗҫлет тесе пӗлтернӗ.

Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа управляющи компанисем тытса тӑман ҫуртсем те пулӗҫ. Ун пеккисем Куславкка районӗнче уйрӑмах йышлӑ иккен: унта 105 ҫурт иккен, Канашра — 75, Комсомольскинче — 45.

Управляющи компани пӑрахсан ҫурта тытса тӑрас тивӗҫе вырӑнти хӑй тытӑмлӑх хӑй ҫине илмелле те малалла мӗнле тытса тӑрассине 15 кунта татса памалла.

Малалла...

 

Экономика

Шупашкар хула администрацийӗ ӗҫ укҫине конвертра тӳлекенсемпе ҫивӗчрех кӗрешме шухӑшлать. Ҫак ӗҫе хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хушнипе пуҫарнӑ иккен. Кун пирки Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче хула администрацийӗ хыпарланӑ.

«Хӗрӳ линие» администрацин экономика, прогнозлассин тата социаллӑ-экономика аталанӑвӗн пайӗнче уҫнӑ. Унӑн номерӗсем темиҫе те: 23-50-84, 23-50-88, 23-50-89. «Хӗрӳ лини» тунтикунтан пуҫласа эрнекунччен, ирхи 8 сехетрен пуҫласа 17 сехетчен, ӗҫлет.

Шупашкар тӳре-шари шухӑшланӑ тӑрӑх хальхи вӑхӑтра нумай организаци тата уйрӑм усламҫӑ хыснана тата бюджет мар фондсене сахалтарах тӳлес тесе ҫынсене ӗҫе илнӗ чух ӗҫ килӗшӗвӗ тумасть, шалӑва официаллӑ майпа куҫармасть. Кун пек хӑтланни хыснана шар кӳнисӗр пуҫне ҫынсене хӑйсене те меллех мар. Паянхи шалупа социаллӑ тӳлевсем ҫыхӑннӑ-ҫке, ҫав шутра — пулас пенси виҫи те.

 

Культура Куҫса ҫӳрекен пункта савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ самант
Куҫса ҫӳрекен пункта савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ самант

Ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнче Шупашкар районӗнчи тӗп вулавӑш тытӑмӗнче Л.Н. Толстой ячӗллӗ республикӑри суккӑррисен ятарлӑ вулавӑшӗн куҫса ҫӳрекен пунктне уҫнӑ.

Кӳкеҫри вулавӑш пуҫлӑхӗ Галина Тимофеева начар куракансем тахҫанах ун пек пункт пирки ӗмӗтленнине пӗлтерет. Халӗ вара начар куракансем тинех кӗнекепе паллашма пултарӗҫ. Вӗсене Брайль шрифчӗпе пичетленӗ, хӑшӗсене аудиомеслетпе хатӗрленӗ, виҫҫӗмӗшсене шултра шрифтпа пичетленӗ. Л.Н. Толстой ячӗллӗ вулавӑш начар куракансем валли хӑй те кӗнекесем кӑларать. Сӑмах май каласан, вилӗмсӗр «Нарспи» поэмӑна та Брайль шрифчӗпе кун ҫути кӑтартнӑ.

Вулавӑшӑн куҫса ҫӳрекен пунктне уҫнӑ май йӗркеленӗ курава та Константин Ивановӑн паллӑ ҫак кӗнекине илсе пынӑ.

 

Раҫҫейре Раҫҫее мигрантсен япалапа кӑна мар, экзамена хатӗрленсе те килмелле
Раҫҫее мигрантсен япалапа кӑна мар, экзамена хатӗрленсе те килмелле

Раҫҫее ӗҫлеме килес текенсене кӑткӑсрах экзамен тыттарма пуҫласшӑн.

Аса илтеретпӗр, ют ҫӗршыв ҫыннисене экзамен тыттарас йӑла кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗнӗччӗ. Пирӗн ҫӗршывра ӗҫлесе пурӑнас текенсен вырӑс чӗлхипе, историпе тата право никӗсӗпе пӗрлехи тӗрӗслев витӗр тухмаллаччӗ. Ӑна ӑнӑҫлӑ хуравласан ҫавна ӗнентерекен сертификат параҫҫӗ.

Малашне экзамена тата кӑткӑслатасшӑн. Ҫӗршыв историйӗ пирки каласан, мигрантсен, сӑмахран, пӗлтӗр Раҫҫейпе Крымпа Севастополь пӗрлешнине те пӗлмелле. Мигрантсен словарь пуянлӑхне те ӳстересшӗн. Ӗҫлеме кӑна килекенсене малтанхиллех 950 сӑмах та ҫителӗклӗ-ха, анчах пурӑнма юлас тесен 1250 сӑмах пӗлмеллех.

Ҫӗнӗ йышши теста кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тытма пуҫлаттарасшӑн.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://izvestia.ru/news/584887
 

Персона Василий Ржанов ҫыравҫӑ
Василий Ржанов ҫыравҫӑ

Паян К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче Василий Ржанов ҫыравҫӑ ҫуралнӑранпа пӗр ӗмӗр ҫитнине асӑнса каҫ ирттернӗ. Вӑл драма хайлавӗсем кӑна мар, фельетонсем те, очерксем те, статьясем те ҫырнӑ.

Василий Ржанов — чӑваш драматургӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Вӑл Ленинградри театр институтне вӗренсе пӗтернӗ. «Союзпечать» организацин республикӑри уйрӑмӗнче, «Красная Чувашия» хаҫат редакцийӗнче, Чӑваш АССР Совнаркомӗ ҫумӗнчи искусство енӗпе ӗҫлекен управлени пуҫлӑхӗнче, «Советская Чувашия» хаҫат корреспондентӗнче, Халӑх пултарулӑхӗн республикӑри ҫурчӗн пуҫлӑхӗнче, Мире хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен чӑваш комитечӗн яваплӑ секретарӗнче ӗҫленӗ.

Асӑну каҫне СССР халӑх артистки, К.В. Иванов ячӗллӗ преми лауреачӗ Вера Кузьмина, «Хыпар» издательство ҫурчӗн пуҫлӑхӗ Валерий Туркай, Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ Иван Христофоров, Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Михаил Кондратьев, Чӑваш Республикин халӑх ҫыравҫи Денис Гордеев тата ыттисем хутшӑннӑ.

Малалла...

 

Спорт Илья Ишмуратов
Илья Ишмуратов

Ҫак уйӑхӑн 1–5-мӗшӗсенче Улатимӗр облаҫӗнчи Струнино хулинче йывӑр атлетика енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ иртнӗ. Унта ветерансене пухнӑ.

Штангӑна мамӑк ҫӗкленӗ евӗр йӑтса илме пултаракан ҫав маттурсем хушшинче чӑваш та пулнӑ. Пулнӑ кӑна та мар, унта хӑйне тивӗҫлипе кӑтартнӑ. Вӑл — Раҫҫейӗн Шалти ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑх инспекцийӗн ӗҫченӗ Илья Ишмуратов.

Маҫтӑрсен турнирӗсенче унччен темиҫе хутчен те призер пулса тӑнӑ пӑхаттир Раҫҫейӗн чемпионӗ ята пуҫласа тивӗҫнӗ. Ку титула ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗ Илья Ишмуратов 105 килограмчченхи виҫе таякан спортсменсен хушшинче ҫӗннӗ. Двоеборьен пӗтӗмӗшле виҫине илсен вӑл 250 килограмм ҫӗкленӗ. 45-ри йывӑр атлетшӑн ку пысӑк ҫитӗнӳ.

 

Страницӑсем: 1 ... 3040, 3041, 3042, 3043, 3044, 3045, 3046, 3047, 3048, 3049, [3050], 3051, 3052, 3053, 3054, 3055, 3056, 3057, 3058, 3059, 3060, ... 3878
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайăшĕн кăмăлĕ тăрук улшăнса тăрĕ. Прагматизм çиеле тухĕ. Ку эрнере харпăр пурнăçа йĕркене кĕртме, хăш-пĕр ĕçлĕ хутшăнăва романтикăна çавăрма май пулĕ.

Ака, 22

1870
155
Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ.
1981
44
Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...